Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи ячӗ — Нью-Йорк тата Бруклин кӗперӗ (акӑл. New York and Brooklyn Bridge).

Первоначальное название — Мост Нью-Йорка и Бруклина ( англ. New York and Brooklyn Bridge).

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

«ТЕЛЕЙ вӑл ҫын ӑҫта пурӑннинчен мар, мӗнле пурӑннинчен килет, - тетчӗ нумай ҫул хушши ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ Николай Васильевич Макаров. - Ҫын хӑйне ӗҫре тупать. Пур ӗҫ те малтанхи утӑмран, пӗчӗкрен пуҫланать. Ӗҫ ӑнса пырасси пӗтӗмпех хамӑртан, пирӗн тӑрӑшулӑхран килет».

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Шупашкарти педагогика училищинче вӗреннӗ тата ача садӗнче ӗҫленӗ (1982-1996) тапхӑрсенче ӳнерте малтанхи утӑмӗсене тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Унтан сасартӑк чарӑнчӗ те, пурнӑҫӗнче курак таврашне малтанхи хут курнӑскер, хӳрине пӗтӗртетгерсе: «Ме-ек», — терӗ, вара амӑшӗ еннелле сиккелесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Астӑвать: ашшӗ хушнипе лаша тытма малтанхи хут кайсан, касу витере марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ырӑпа усала ҫийӗнчех асӑрхаканскер, мӑнукне малтанхи хут курнӑ чухнехи евӗр сӑнать…»

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вихтӗр, хӑйне сахал мар ҫупӑрланӑ, хӑлхаран та пайтах пӑрнӑ ырӑ этеме ӗмӗрӗнче малтанхи хут курнӑ пек, тимлӗн сӑнать:

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Анкартинче малтанхи ҫулҫӑсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫерем ҫинче ларнӑ конюх ура ҫине тӑрать те Вихтӗр тавра майӗпен утса ҫаврӑнать, ӑна малтанхи хут курнӑ евӗр шӑтарасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кунта ҫапӑҫу малтанхи пекех хӗрсех пырать.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӗсенчен кашнинех малтанхи вӑхӑтра йывӑр килет, эп пулӑшу памасӑр, кам пулӑштӑр вӗсене, ют тете мар вӗт.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Совеҫӗ тата арҫынлӑх туйӑмӗ ирӗк памарӗҫ ӑна малтанхи ҫемйине пӑрахма.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юлашкинчен пурте вырӑна ларчӗ, йӗркене кӗчӗ, малтанхи пекех мирлӗ те тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ тӑсӑлчӗ ку ҫемьере.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл укҫасене тирпейлӗн тӗркерӗ те кивӗ кӗнекен хуплашкинех чиксе хучӗ, кӗнекине малтанхи пакечӗ ӑшнех чикрӗ, вырӑннех хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Камайӑн пурнӑҫӗ малтанхи йӗр ҫинех ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Кейп-Код ҫинче Европӑран куҫса килнӗ ҫнсен Ҫурҫӗр Америкӑри чи малтанхи ял-хулисем вырнаҫнӑ пулнӑ.

На Кейп-Коде располагались одни из первых поселений европейцев в Северной Америке.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Гимнази директорӗ Инна Исаева каланӑ тӑрӑх, малтанхи тапхӑрта ҫӗнӗлӗх хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшне тивӗҫтермен.

Куҫарса пулӑш

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

Малтанхи ҫулсенче кунти аптекӑрах эмелсем те хатӗрленӗ, вӑл ку ӗҫе те хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Малтанхи кунсенчех эпир воспитани тата дрессировка тума тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкари ял библиотеки "Пирӗн ҫемье юратушки" акцие хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766596

Малтанхи ҫумӑрах аслатиллӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех