Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ытлашши сăмах пирĕн базăра пур.
Ытлашши (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл лайӑх, йӑваш пӑхмалла, ытлашши ҫирӗп тытма кирлӗ мар, ытларах ирӗк памалла, чӗрӗп алсипе тытмалла, — терӗм эпӗ, пӗр суйман пек.

Это значит, — отвечал я ему с видом как можно более невинным, — обходиться ласково, не слишком строго, давать побольше воли, держать в ежовых рукавицах.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ытлашши ӑслӑн калаҫса ан тӑр, халех илсе килнӗ пултӑр кунта тӑлӑпа, — терӗм эпӗ.

— Прошу не умничать, — сказал я своему дядьке, — сейчас неси сюда тулуп.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах пирӗн ытлашши укҫа ҫук!

Но нет у нас лишних полтин.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Мухтав турра», — тесе мӑкӑртататчӗ вара вӑл хӑйне-хӑй, — «ачана ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ, ӗҫтернӗ-ҫитернӗ. Мӗн ытлашши укҫа тӑкмалла-ши, ҫитменнине тата, хамӑрӑн ҫынсем ҫук пек, мусье тытмалла!» — тетчӗ.

«Слава богу, — ворчал он про себя, — кажется, дитя умыт, причесан, накормлен. Куда как нужно тратить лишние деньги и нанимать мусье, как будто и своих людей не стало!»

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Яланхи условисемпе пенӗ пулсан, вӑл мана ураран тӗллеме пултаратчӗ, мана ним мар амантса, хӑй кӑмӑлне ытлашши татмасӑрах мана тавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ; анчах халӗ ӗнтӗ унӑн сывлӑшалла персе ямалла е ҫын вӗлерекен пулмалла, е хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пӑрахса, манпа пӗр пекех хӑрушлӑх умне тухса тӑмалла пулать.

Стреляясь при обыкновенных условиях, он мог целить мне в ногу, легко меня ранить и удовлетворить таким образом свою месть, не отягощая слишком своей совести; но теперь он должен был выстрелить на воздух, или сделаться убийцей, или, наконец, оставить свой подлый замысел и подвергнуться одинаковой со мною опасности.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кичемленмешкӗн те, хавасланмашкӑн та сӑлтав ҫук пулсан, вӑл та, ку та ывӑнтарать, ҫинчен тата хӑвна кичем тытни ҫын хушшинче ытла кулӑшла тухать, ытлашши савӑнни те лайӑх мар…

То и другое утомительно, когда нет положительной причины грустить или радоваться, и притом грусть в обществе смешна, а слишком большая веселость неприлична…

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пулма та пултарать, ҫав пархатарлӑ тумпа эпӗ каснӑ-лартнӑ денди, пӗр галунӗ те ытлашши мар; хӗҫ-пӑшалӑма ытла тӗрӗлесе пӗтермен, ҫӗлӗкӗм ытла ҫӑмламас мар, ытла кӗске ҫӑмлӑ та мар; ноговицӑсемпе пушмакӑма шӑпах юрӑхлӑ тунӑ; бешметӑм шурӑ, черкескӑм йӑлтӑркка хӑмӑр.

И точно, что касается до этой благородной боевой одежды, я совершенный денди: ни одного галуна лишнего; оружие ценное в простой отделке, мех на шапке не слишком длинный, не слишком короткий; ноговицы и черевики пригнаны со всевозможной точностью; бешмет белый, черкеска темно-бурая.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вернер чухӑн ҫынччӗ, ҫапах миллионсем ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, анчах укҫашӑн тесен вӑл пӗр утӑм та ытлашши ярса пусас ҫукчӗ: вӑл мана пӗрре, тусӑма лайӑх тӑвиччен тӑшмана лайӑх тӑватӑп, терӗ, мӗншӗн тесен тус-пӗлӗшне лайӑх туни ырӑ ӗҫе сутни пулать, ҫав вӑхӑтра тӑшмана мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, мӗн чухлӗ ырӑ кӑтартнӑ, ҫавӑн чухлех курайманлӑх та ӳссе пырать.

Вернер был беден, мечтал о миллионах, а для денег не сделал бы лишнего шагу: он мне раз говорил, что скорее сделает одолжение врагу, чем другу, потому что это значило бы продавать свою благотворительность, тогда как ненависть только усилится соразмерно великодушию противника.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Шлепкисем хупланипе вӗсене пит-куҫра кураймарӑм та эпӗ, анчах тумланасса вара вӗсем, питӗ пӗлсе тумланнӑ: нимӗн те ытлашши ҫук вӗсем ҫинче.

Их лиц за шляпками я не разглядел, но они одеты были по строгим правилам лучшего вкуса: ничего лишнего!

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Карчӑка кала, — терӗ вӑл, — вилме вӑхӑт ҫитнӗ сана, те: ытлашши пурӑнать, намӑса та пӗлес пулать кӑштах, те.

А старухе скажи, что, дескать, пора умирать, зажилась, надо знать и честь.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗнех вара, ҫырӑр, — ытлашши хавасланмасӑртарах килӗшрӗ лётчик, унтан ыйхӑллӑ сасӑпа хушса хучӗ:

А чего же, пишите, — не слишком радуясь согласился летчик, а затем сонным голосом добавил.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Манӑн хамӑр лашасем тӑракан аслӑк айне ҫитсе курас килчӗ, унта ут ҫимӗҫӗ пурри-ҫуккине пӗлесшӗп пултӑм, тата сыхланарах тӑни нихӑҫан та ытлашши пулмасть: лашам манӑн лайӑхчӗ, ун ҫине кабардинецсем час-часах ӑмсанса пӑхатчӗҫ те: яеши тхе, чек якши текелесе йӑнкӑлтататчӗҫ.

Мне вздумалось завернуть под навес, где стояли наши лошади, посмотреть, есть ли у них корм, и притом осторожность никогда не мешает: у меня же была лошадь славная, и уж не один кабардинец на нее умильно поглядывал, приговаривая: «Якши тхе, чек якши!»

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна пӗтӗм чӗрепе юрлас пулать! — Вӑл хӑй ҫавӑнтах хуллен, ытлашши кӑшкӑрмасӑр, анчах тӗрӗс сасӑпа юрлама пуҫларӗ.

Ее надо с сердцем петь! — И он подхватил тихонько, совсем маленьким, не громким, но верным голоском.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӗ вӑл ытлашши малалла пӗшкӗнме те, каялла сулӑнма та юраманнине ӑнланчӗ.

Теперь он знал, что нельзя слишком наклоняться вперед, так же как нельзя и откидываться назад.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫамрӑк чух ытлашши тӑрӑшмасӑрах пӗлекен пулнӑ япаласене халӗ вӑл тӗпрен, ӑс-пуҫпа ӑнланса вӗренсе пычӗ.

Теперь он изучал, именно изучал то, что в юности постиг стихийно; умом доходил до того, что раньше брал опытом, навыком.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ку вӑл, паллах, подвиг, анчах унтан ытлашши тӗлӗнмелли нимех те ҫук.

Это, конечно, подвиг, но в нем самом нет ничего особенного.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Машина мар ку — сӗрме-купӑс, турӑшӑн та сӗрме-купӑс! — шавларӗ вӑл, хӑйне сывлӑшра ытлашши иртӗннӗшӗн ятлама пикеннӗ инструктор сассине хупласа.

— Не машина — скрипка, ей-богу, скрипка! — шумел он, перебивая инструктора, выговаривавшего ему за лихачество.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Скобкӑсем хушшинче Вера хӑй енчен: Костя ытлашши хушса калать, тенӗ.

В скобках от Веры замечено было, что Костя, конечно, преувеличивает.

9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мересьева халь ӗнтӗ хӑйне отказ панисем те, вӗрентсе каланисем те, кӳрентермелле хӗрхенни те — унӑн мӑнкӑмӑллӑ чунӗ ӑна хирӗҫ тем пекех хытӑ тӑнӑ пулин те — ытлашши вӗрилентерсе йӗркерен кӑларса яман.

Мересьева больше уже не выводили из себя ни отказы, ни поучающий тон, ни унизительное сочувствие и снисхождение, против чего бунтовала вся его гордая душа.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Алексей ҫенӗк умӗнчи чул карта ҫинче урисене сулкаласа ларчӗ, комисси ӗҫлекен пӳлӗм алӑкӗнчен кам та пулин тухсан, юриех ытлашши интересленмен пек пулса ыйтрӗ:

Алексей сидел на кирпичной ограде перед затейливыми сенцами, болтал ногами и, когда кто-нибудь выходил из двери, спрашивал, будто не особенно интересуясь.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех