Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратнӑ (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи хаклӑ, чи юратнӑ ҫын – анне – хӳттинче, ҫул хӗрринче тусан айӗнче ӳсекен шӑнӑр курӑкӗ пек, эпӗ ӳсрӗм те ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Кӑмакана пӑрахнӑ ҫӗр улмипе ҫӗр улми икерчи уншӑн юратнӑ апат пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли — юратнӑ ӗҫре киленӳ илни, ҫемьере татулӑх хуҫаланни тата хӑв пурӑнакан хутлӑхра сана хисеплени.

Для Алексеевых – это любимая работа, любовь и взаимопонимание в семье, уважение соседей и односельчан.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Манӑн хӑвӑртрах шкултан вӗренсе тухса юратнӑ профессие алла илес килет, — тет Паша.

Мне быстрее хочется закончить школу и получить любимую профессию, - говорит Паша.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫав кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха пулах юратнӑ хӗрӗ сивӗнчӗ: «Ман ҫине ан шан, кӗтместӗп, качча тухатӑп», – пӗлтерчӗ вӑл пӗррехинче тӗрмери Элекҫее.

Из-за этого недоразумения от него отказалась и любимая девушка: "На меня не надейся, ждать не буду, выйду замуж", - сказала она однажды Алексею, который находился в тюрьме.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Чи юратнӑ предмет та манӑн информатика.

И самый любимый предмет информатика.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Шел пулин те‚ тивӗҫлӗ канури тухтӑр юратнӑ ҫыннипе пӗрле мӗн ватӑличчен кун кунлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Вӗсем хӑйсен юратнӑ арҫыннисемшӗн хумханса тӑраҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ // Юлиан ЗАХАРОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Юратнӑ вӗрентекенсене Клара Борисовнӑна, Алевтина Яковлевнӑна, Вера Гавриловнӑна, Нина Валентиновнӑна тата пиртен уйрӑлса кайнӑ Мария Сергеевнӑна, Иван Васильевича, Викторина Кирилловнӑна, Люция Ивановнӑна, Елена Прохоровнӑна яланах ырӑпа асӑнатпӑр!

Любимых учителей Клару Борисовну, Алевтину Яковлевну, Веру Гавриловну, Нину Валентиновну и ушедших от нас Марию Сергеевну, Ивана Васильевича, Викторину Кирилловну, Люцию Ивановну, Елену Прохоровну всегда вспоминаем добром!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Юратнӑ вӗрентекенсене Клара Борисовнӑна, Алевтина Яковлевнӑна, Вера Гавриловнӑна, Нина Валентиновнӑна тата пиртен уйрӑлса кайнӑ Мария Сергеевнӑна, Иван Васильевича, Викторина Кирилловнӑна, Люция Ивановнӑна, Елена Прохоровнӑна яланах ырӑпа асӑнатпӑр!

Всегда вспоминаем добром любимых учителей Клару Борисовну, Алевтину Яковлевну, Веру Гавриловну, Нину Валентиновну и ушедших от нас Марию Сергеевну, Ивана Васильевича, Викторину Кирилловну, Люцию Ивановну, Елену Прохоровну!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кӗҫӗннине мана ытларах юратнӑ, ытларах ашкӑнма ирӗк панӑ пулӗ ӗнтӗ.

Меня младшую больше любили, больше баловали.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Екатерина мӑшӑрне ӗмӗр вӗҫне ҫитичченех чунтанах юратнӑ.

Екатерина до конца жизни страстно любила мужа.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ ырӑ-сывӑ пулсан — пӑшӑрханмаллиех ҫук: каникулта юратнӑ мӑнукне хӑйсен хӳттине илме хаваспах килӗшӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Литературӑпа тата ӳнерпе туслӑ пулнӑ, поэзие юратнӑ, сӑвӑсем ҫырнӑ.

Была дружна литературой и искусством, любила поэзию, писала стихи.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

А.С.Пушкин — Хусанкайӑн юратнӑ поэчӗ.

А.С.Пушкин - любимый поэт Хузангая.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Пурте ыталаса юратнӑ пӗчӗк боеца.

Все с любовью обнимали маленького бойца.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Юратнӑ ҫыннӑма савӑнтарӑп унпа. Вӑл та мана сӑлтавсӑрах чечек парнелет. Пӗр-пӗрне савӑнӑҫ кӳме уяв тӑтӑшах йӗркелетпӗр», — терӗ куҫӗ телейпе ҫиҫекен хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Виртуаллӑ юратӑва ӗненсех каймастӑп. Вӑл соцсеть тулашӗнче аталанаймасть пек туйӑнать. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччем Интернетсӑрах, ӑнсӑртран, пулас арӑмӗпе паллашрӗ: телефонпа йӑнӑш шӑнкӑравласан хӗр тытнӑ. Вӗсем ҫапла калаҫса кайнӑ, кайран тӗл пулнӑ, пӗрлешнӗ. Пӗччен пулмасса, ватлӑха /пурӑнса ҫитсен ӗнтӗ/ юратнӑ мӑшӑрпа кӗтсе илессе шанатӑп эпӗ», — тенӗччӗ Валериан.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Аллилуева чӑннипех юратнӑ пӗртен пӗр арҫын ӑна качча илмен.

Единственный мужчина, которого Аллилуева любила по-настоящему, так и не женился на ней.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех