Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ

Автор: Вероника ЛЕОНТЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Урал сасси», 2016.06.15

Хушнӑ: 2016.06.28 11:56

Пуплевӗш: 54; Сӑмах: 567

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Кашни ҫулах, июнь уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче, пирӗн ҫӗршывра медицина ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. «Урал сасси» хаҫат тусӗсем хушшинче те медицина ӗҫченӗсем ҫук мар. Вулакансем Федоровка тӑрӑхӗнчи нерв чирӗсене сиплекен тухтӑрӑн Аркадий Русаковӑн калавӗсене те, шухӑша яракан статйисене те, Гафури тӑрӑхӗнчи Владимир Лазарев фтизиатӑрӑн усӑллӑ канашӗсене те, Ӗпхӳ хулинче хирург пулса ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канури Ким Федоровӑн «Хирург ҫырса пынисем» кӗнекинчи кӗске калавӗсене те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Шурӑ халатлӑ пур медицина ӗҫченне уяв ячӗпе саламлатпӑр. Ырлӑх-сывлӑх, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ кунсем сунатпӑр.

Фельдшер ялта мӗн ӗмӗр тӑршшӗ яланах сумлӑ ҫын шутланнӑ. Вӑл ҫынна сыхласа усракан ангел пекех.

Ҫакӑн пек ҫын ҫинчен ҫырса пӗлтерес килет те манӑн. Сӑмах ҫӳллех мар‚ тӗл-тӗл кӑвак ҫӳҫлӗ те илемлӗ Юлия Филипповна Федорова ҫинчен пырать. Ял ҫыннисем ӑна хисеплеҫҫӗ‚ пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тав тӑваҫҫӗ.

Юлия Филипповна 1940 ҫулта Мияки районӗнчи Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван тӑрӑхӗнчи сакӑр ҫуллӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ хыҫҫӑн Ӗпхӳри медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Фельдшерпа акушер специальноҫне алла илсен ӑна направленипе Кигин районне ӗҫлеме янӑ.

Часах ҫамрӑк та чипер хӗр Дмитрий Семенова качча тухать. Ҫавӑнпа та Юлия Филипповнан малалли ӗҫӗ Миякири район пульниципе ҫыхӑнать. Кунта вӑл 1963 ҫулччен тӑрӑшать. Унтан шӑпа пӳрнипе (упӑшкине‚ Дмитрий Архиповича‚ Тимешри сакӑр ҫуллӑ шкула директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама янӑ) тӑван ялӗнчи ача ҫуратмалли ҫуртра ӗҫлет. Ӑна Миякири район пульницин тӗп врачӗ Р.Магазов хушнипе уҫнӑ пулнӑ.

Чирлесен ял ҫынни фельдшерпа акушер пунктне‚ Юлия Филипповна патне утнӑ. Вӑл хӑй те чылай чухне ҫанталӑка‚ талӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтне пӑхмасӑр вӗсене пулӑшма васканӑ. Тӑрӑшуллӑ специалиста 1967 ҫулта медпунктра заведующи ӗҫне шанса параҫҫӗ.

Юлия Федорова аса илӗвӗсем тӑрӑх ҫав ҫулсенче ялта 1800 яхӑн ҫын пурӑннӑ (халӗ 700 яхӑн). Ҫуратакансем нумай пулнӑ‚ эрнере 6-шар пепке кун ҫути курнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн мӗн чухлӗ ачана ҫут тӗнчене килме пулӑшнине шутласа та пӗтереймӗн. Вӗсенчен нумайӑшӗ халӗ те тӑван тавралӑхра пурӑнать. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачан сассине илтме‚ амӑшӗн савӑнӑҫлӑ пит-куҫне курма сахал мар тӳр килнӗ ӑна. Хӗрарӑмсем анне пулма пулӑшнӑ акушера паянхи кун та ырӑ сӑмахпа аса илеҫҫӗ. Юлия Филипповна ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ ачасем вилни‚ хӗрарӑмсем вӗрӗлни пӗртте пулман. Акушерка ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланӑшӑн 1969 ҫулта СССР Сывлӑх сыхлав министерствин приказӗпе Юлия Федорована «Сывлӑх сыхлав отличникӗ» хисеплӗ ята панӑ. Унсӑр пуҫне унӑн Хисеп хучӗсем те сахал мар.

Фельдшер ӗҫӗ вырӑнти тата кӳршӗ ялсенчи ҫынсене сиплессипе ҫыхӑннӑ. Ҫумӑр ҫунине‚ тӑман тустарнине пӑхмасӑр тухтӑрӑн темиҫе ҫухрӑм утса чирлекенсем патне ҫитме тӳр килнӗ. Вӑл вӑхӑтра машина уйӑрса парассине кӗтсе илеймен вӑхӑт та пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу памалли вырӑна лашапа е мотоциклпа та ҫитнӗ. Ҫакӑн пек майпах эмелсем те илсе ҫитернӗ.

Килӗнче пӗчӗк ачасем‚ ватӑ хунямӑшӗ пуррине пӑхмасӑр тӑрӑшуллӑ хӗрарӑм хӑйне пӗртте хӗрхенмен‚ вӑхӑтне те шеллемен. Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ. Паллах‚ ку ҫӑмӑлах мар‚ пурте ун пек пултараймаҫҫӗ те. Хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ‚ ҫын пурнӑҫӗ малти вырӑнта пулнине шута илекен ҫеҫ чӑн-чӑн тухтӑр шутланать.

Юлия Филипповна Дмитрий Архипович мӑшӑрӗпе ывӑлпа хӗр ҫитӗнтернӗ. Халӗ ачисем мӑнуксем парнеленӗ. Шел пулин те‚ тивӗҫлӗ канури тухтӑр юратнӑ ҫыннипе пӗрле мӗн ватӑличчен кун кунлаймарӗ.

Тӑван ялӗнчех пурӑннишӗн хӗрарӑм питӗ хӗпӗртет. Хула пурнӑҫӗ нихӑҫан та килӗшмен ӑна. Ялта та ӗҫсӗр ларма вӑхӑт ҫук. Мӗн те пулсан тумалли тупӑнатех. Вӑл ял ҫыннисене яланах ӗҫпе те‚ ырӑ канашпа та пулӑшма хатӗр. Хуҫалӑхӗ те пур‚ унсӑрӑн ялта пурӑнма май ҫук. Пӳртӗнче яланах таса та тирпейлӗ. Пӗчӗк пахчинчи илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чечекӗсем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ. Садӗнче те‚ пахчинче те темӗн те ӳсет.

Юлия Филипповна хӑйӗн ӗҫӗ‚ унпа пӗрле тӑрӑшнӑ ӗҫтешӗсем – Римма Кузьминична Яковлева тата Лидия Петровна Яковлева — ҫинчен яланах ӑшшӑн аса илет. Зоя Андреевапа Юлия Кузьмина санитаркӑсене те манман. 44 ҫул хушши медицинӑра вӑй хунӑ хӗрарӑм «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫлипех илнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех