Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ

Автор: Анна ВЕЛИГЖАНИНА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хушнӑ: 2016.05.25 14:23

Пуплевӗш: 81; Сӑмах: 772

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Пилӗк хутчен качча тухса та Светлана Аллилуева телейлӗ пулайман Кӑҫал Сталин хӗрӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. «Кремль принцесси» мӗнлерех пулни ҫинчен «Комсомолкӑна» экспертсем каласа кӑтартнӑ.

Ашшӗне хушусем панӑ.

Светлана — ҫулпуҫӑн виҫҫӗмӗш ачи. Аслӑ ывӑлӗ Яков Екатерина Сванидзерен ҫуралнӑ. Иккӗмӗш хутӗнче Надежда Аллилуевӑпа пӗрлешнӗ, Василий тата Света ҫуралнӑ.

— Чи малтанах Светланӑна ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхӗ ҫитсех кайман, — тет историк, Сталин ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ Святослав Рыбас. — Унӑн амӑшӗ Надежда Аллилуева пурнӑҫӗнче ачисене тӗп вырӑнах хуман. /Н.Аллилуева малтанах — Ленинӑн, каярахпа мӑшӑрӗн секретариатӗнче ӗҫленӗ/. Светлана амӑшӗ хӑйӗн ӗҫӗсемпе аппаланнине туйнӑ, ашшӗне сайра хутра ҫеҫ курнӑ. Василие хуралҫӑсем «пӑхса ӳстернӗ», вӑл вӗсемпе усал сӑмахсемпе те вӑрҫӑннӑ, пуҫтахланнӑ та. Светланӑпа пӗрле няня пулнӑ. Сталин хӗрне хӑйне майлӑ юратнӑ. Унпа тарҫӑлла вылянӑ. Хӗрӗ ун ячӗпе «хушусем» ҫырнӑ.

Амӑшӗ перӗнсе вилнӗ чухне Светлана 6 ҫула ҫитнӗ. Инкек Н.Аллилуева Сталинпа ҫынсен умӗнче хирӗҫнӗ хыҫҫӑн пулнӑ теҫҫӗ. Арӑмӗ хӑйӗн ҫине алӑ хурсан Сталин улшӑннӑ.

Мӑшӑрӗнчен уйӑрнӑ.

Пӗрремӗш хут Светлана студент ҫулӗсенче пиччӗшӗпе Василипе пӗр класра вӗреннӗ Григорий Морозова, Пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусен институчӗн студентне, качча тухнӑ.

«Григорий Светӑна юрататчӗ, лешӗ ӑна — ҫук, — аса илет унӑн тантӑшӗ Ольга Ривкина. — Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх — Света унпа ашшӗнчен айккинерех пулас тесе ҫеҫ ҫырӑнма килӗшнӗ».

Сталин кӗрӗвне юратсах кайман. «Еврей! Вырӑс тупма пултараймарӑн-им?!» — тенӗ.

Света ывӑл ҫуратнӑ, кукашшӗне хисеплесе Иосиф ят панӑ. Пӗчӗкскер Сталин сӑнлах пулнӑ. Ҫапах Сталин мӑнукне юратма пултарайман /Иосиф паллӑ кардиолог, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулса тӑнӑ/.

— 1947 ҫулта Сталин хӗрне мӑшӑрӗпе пурӑнма чарнӑ. Вӑл хушнипе ывӑлӗ Василий йӑмӑкӗн паспорчӗпе загса кайса килнӗ, темиҫе сехетрен мӑшӑрланнине кӑтартакан штампсӑр документ илсе килнӗ, — ҫирӗплетет КГБ ветеранӗ Игорь Атаманенко.

Каярах виҫӗ ҫулти Иосифа Светланӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ хӑйӗн ывӑлӗ пек ҫыртарнӑ. Юрий Жданов политбюро членӗн Андрей Ждановӑн ывӑлӗ пулнӑ.

Жданова качча тухсан та Светлана телей курайман. Ачине ҫуратнӑ чухне вӑл чутах вилмен, хӗрӗ Катя кирлӗ виҫерен пӗчӗкрех ҫуралнӑ. Аллилуевӑпа Жданов часах уйрӑлнӑ. Хӗрӗ ашшӗ ҫемйинче юлнӑ /Екатерина Жданова Камчаткӑна кайнӑ, вӑл — вулканолог. Унӑн хӗрӗ ҫитӗннӗ ӗнтӗ, мӑнукӗсем те пур/.

Ҫулпуҫпа тӑванлашас темен.

— Пӗрремӗш хутӗнче Светлана 14 ҫулта чухне Лаврентий Берия ывӑлне Сергона юратнӑ, — тет Святослав Рыбас историк. — Сталин Светланӑна Сергона качча парасшӑн пулнӑ. Анчах Берия хирӗҫленӗ. Серго та унпа ҫыхӑну тытасшӑн пулман. Берия Сталин ватӑлса ҫитнине, часах вилессе ӑнланнӑ. Вилнӗ хаяр ҫулпуҫпа тӑванлашни хӑйне ҫеҫ сиен кӳме пултарнӑ...

С.Рыбас шухӑшӗпе — нумай арҫын Светлана ҫине Сталин тӑсӑмӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Светланӑпа хутшӑнусем йӗркелени вӗсемшӗн чылай чухне ҫулпуҫа психологи тӗлӗшӗнчен тавӑрнипе вӗҫленнӗ.

Сӑмахран, унӑн виҫҫӗмӗш мӑшӑрӗпе Джонрид Сванидзепе те ҫапла пулнӑ. Джонрид торгпредство сотрудникӗн Александр Сванидзен /Сталинӑн пӗрремӗш арӑмӗпе Екатеринӑпа пӗртӑван/ ҫемйинче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта унӑн ашшӗпе амӑшне халӑх тӑшманӗ тесе арестленӗ. 1943 ҫулта Джонрида Хусанти тӗрме психбольницине ӑсатнӑ, унта вӑл 5 ҫул пулнӑ. Тата 5 ҫул Казахстанра пӑхӑр рудникӗсенче ӗҫленӗ. Сванидзе Светланӑна ачаранпах пӗлнӗ, пӗр-пӗрне Мускав консерваторийӗнче ӑнсӑртран тӗл пулсан тепӗр уйӑхранах пӗрлешме шут тытнӑ. 1957 ҫул Сталин вилнӗ ӗнтӗ, анчах Сванидзе ӑна тавӑрнӑ — унӑн хӗрӗ урлӑ. Вӗсем пӗрлешсен икӗ ҫултанах уйрӑлнӑ.

Инди коммунисчӗ — чи лайӑх еркӗн.

Сталин пуҫ пулса тӑнине сивленӗ хыҫҫӑн унӑн хӗрне ҫӑмӑллӑхсемсӗр хӑварнӑ. 1956 ҫулта вӑл Тӗнче литературин институтне ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта ҫемьеллӗ ҫыравҫа Андрей Синявские килӗштернӗ, каярахпа Давид Самойлов поэтпа ҫыхланнӑ.

Аллилуева чӑннипех юратнӑ пӗртен пӗр арҫын ӑна качча илмен. Инди коммунисчӗпе Браджеш Сингхпа Светлана Кунцевӑри больницӑра паллашнӑ — лешӗ Союза сипленме килнӗ. Светлана ун чухне 35 ҫулта пулнӑ, Сингх — 15 ҫул аслӑрах. Индири пуян йӑх тӗпкӗчӗ мӗнпур ҫӑмӑллӑхран пӑрӑннӑ, чӑн-чӑн коммунист пулнӑ. Светланӑпа вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ. Аллилуева хӑйсене пӗрлешмешкӗн ирӗк пама ыйтнӑ, анчах СССР Министрсен Канашӗн председателӗ Алексей Косыгин ура хунӑ.

1966 ҫулта Сингх усал шыҫҫа пула вилнӗ. «Кремль принцессин» пурнӑҫӗ тӗпренех улшӑннӑ.

— Аллилуева мӑшӑрӗ хушса хӑварнипе унӑн кӗлне тӑван ҫӗрӗнче вӗҫтермешкӗн хӑйне Индие яма ыйтнӑ, — каласа кӑтартать Игорь Атаманенко. — Индире вӑл Америка посольствине пынӑ, политика тӗлӗшӗнчен хӳтлӗх ыйтнӑ. Вӑл ҫапла хӑтланни тӗнчене кисретнӗ: ҫулпуҫ хӗрӗ Тӑван ҫӗршывне, совет тытӑмне, тӑван ашшӗне сутнӑ! Паллах, Америкӑри ятарлӑ службӑсем ӑна сӑнанӑ. Америкӑна вӑл СССР чыс-сумне чакармалли мел вырӑнне кирлӗ пулнӑ.

Америкӑра Светлана хӑйӗн мемуарӗсене пичетлесе 2,5 миллион доллар гонорар илнӗ, чухӑнах мар пурӑннӑ. 1970 ҫулта Аллилуева Америка архитекторне Уильям Питерса качча тухнӑ, 44 ҫулта хӗрне Ольгӑна ҫуратнӑ. Ҫӗнӗ упӑшка Светланӑн пурлӑхне хӑвӑртах салатнӑ: унӑн фирмин пысӑк парӑмсем пулнӑ. 1972 ҫулта мӑшӑр уйрӑлнӑ. Светлана Лана Питерс ятпа юлнӑ.

— Света ҫӗршывран кайсан унӑн ывӑлне Йосьӑна эпӗ пӑхса ӳстертӗм, — аса илет иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Александр Аллилуев. — Катьӑна ура ҫине тӑма Юра Жданов пулӑшрӗ. Тухса кайсан Йося та, Катя та амӑшне каҫармарӗҫ, текех унпа хутшӑнмарӗҫ.

Тӑван ҫӗршыва таврӑнни.

1984 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Светлана хӗрӗпе Ольӑпа ССР Союзне таврӑннӑ. Вӗсем Тбилисире чарӑннӑ, анчах 1986 ҫулта Светлана Горбачевран Америкӑна каялла яма ыйтнӑ. Лешӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.

Ҫапах чикӗ леш енче те Аллилуева канлӗх тупайман. Юлашки ҫулсенче Светлана Америкӑри Ричленд хулинчи ватӑсен ҫуртӗнче пурӑннӑ. Влаҫсем ӑна кашни уйӑхра 850 доллар пособи панӑ. 2011 ҫулта Светлана 85 ҫула ҫитсе усал шыҫҫа пула вилнӗ.

— Сталин ачисем ҫулпуҫ мӑнаҫлӑхӗн йывӑрӑшне туйса пурӑннӑ, ҫак тиев вӗсене аркатнӑ та, — ҫапла шухӑшлать Святослав Рыбас историк. — Светлана ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйне тата телейне шыранӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех