Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ

Автор: Тамара Верендеева

Ҫӑлкуҫ: «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Хушнӑ: 2016.07.09 23:00

Пуплевӗш: 59; Сӑмах: 503

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Геннадий Конновпа Нина Антонова штатра тӑман корреспондентсем 15 ҫула яхӑн Ишлей райпоне ертсе пынӑ А.А. Яичников ятне пӗрин хыҫҫӑн тепри асӑнчӗҫ. Чӑн та, Александр Алексеевич авторитетлӑ, пултаруллӑ та ӗҫчен пуҫлӑх пулнӑ. Унӑн ӗҫ кӗнекинчен вӑл яваплӑ вырӑнсенче 38 ҫул та 5 уйӑх вӑй хуни курӑнать.

1946 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче 21 ҫул тултарнӑ ҫамрӑка Мишер ял совечӗн председательне лартнӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан вӑл районти финанс уйрӑмӗн инспекторӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1955 ҫулта ӑна Ишлей райпотребсоюзӗн хатӗрлев кантурин директорӗн ӗҫне шанса параҫҫӗ, 1959 ҫулта «Победа» (кайран «Рассвет») колхоз ертӳҫине суйлаҫҫӗ. Унта Мемеш, Мишер, Ярӑскасси ялӗсем кӗнӗ. Ял хуҫалӑх институчӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ (Учхоз) йӗркеленсен колхоз унта куҫать, А.А. Яичникова управляющи пулма шанаҫҫӗ. 1962-1974 ҫулсенче вӑл – Ишлей райпо правленийӗн председателӗ. Мускавра иртнӗ Петӗм Союзри потребительсен съезчӗн делегачӗ те пулма тӳр килнӗ. Республика шайӗнчи ӑмӑртура Ишлей райповӗ малти вырӑнсене тухнӑ. 1981 ҫулччен вара выльӑх самӑртакан «Ишлейский» совхоз директорӗнче, Учхоз директорӗн ҫумӗнче тата тепӗр 5 ҫул «Заготсбытбаза» директорӗнче тӑрӑшнӑ.

Ачисем каласа панӑ тӑрӑх, Александр Алексеевичӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Малтан ӑна амӑшӗн йӑмӑкӗ Юля пӑхса усранӑ (амӑшӗн урӑх ҫемьере тата икӗ ача пулнӑ). Юля качча кайсан пӗччен юлнӑ ача ҫимелли ҫуккипе «кушака мӗнпе тӑрантарас ман» тесе макӑрнӑ тет. Кайран ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ. Вӗсен хӑйсен 2 ывӑлпа 2 хӗр ӳснӗ. Тӑхӑнмалли пулманран урана курӑс вӗтти сырса Мишер шкулне ҫӳрени асра юлнӑ тӑлӑх ачан. Вӗренессе вӑл лайӑх вӗреннӗ, ялан пӗлӗвне ӳстерсе пыма тӑрӑшнӑ. Вӑрҫа кайсан пулемётчик пулнӑ, парашютпа сикнӗ. Чирлесе кайнӑ пирки тепӗр ҫултан ӑна килне янӑ. Ял совет председательне лартиччен А.А. Яичников весовщикре ӗҫлет. Каярах хӑйне усрава илнӗ ҫемьери Нинӑна качча илет.

Александр Алексеевичпа Нина Ермолаевна 4 ача пӑхса ӳстернӗ: Галя (1949 ҫҫ.), Лиза (1953 ҫҫ.), Миша (1960 ҫҫ.), Валера (1964 ҫҫ.). Ывӑлӗсем Мишертех пурӑнаҫҫӗ. Михаил Учхозра водительте ӗҫленӗ, Валерий заводра вӑй хурать, Вӑрӑмтура пурӑнакан Елизавета – сутуҫӑ. Галина ҫамрӑк чух Ишлейри ҫӑкӑр пӗҫерекен заводра технолог пулнӑ. Пархикассинчи Геннадий Шмелёвпа ҫемье ҫавӑрсан выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче ӗҫленӗ. Шмелёвсем 2 ывӑлпа 1 хӗр ҫитӗнтернӗ. Вӗсем пурте пултаруллӑ.

Галина Александровна каласа панинчен:
— Мишерпе Ишлей хушши 3 ҫухрӑм пулӗ.
Тӳррӗн ҫитме тарӑн Типҫырма урлӑ Ленти (Ленди) утма ҫулӗпе каҫаҫҫӗ. Урапа-машин ҫулӗ Мемеш витӗр каять. Атте ӗҫе лашапа ҫӳретчӗ: ҫулла тӑрантаспа, хӗлле – хыҫлӑ ҫунапа. Утсем килтех тӑратчӗҫ. Ячӗсене те ас тӑватӑп: Уллер, Лембид, Золотой. Кайран атте УАЗпа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Ӗҫрен килсен атте тӳрех хура ҫӑкӑр чӗллине тӑвар сапса пахчана симӗс сухан патне тухса каятчӗ. Кӑмакана пӑрахнӑ ҫӗр улмипе ҫӗр улми икерчи уншӑн юратнӑ апат пулнӑ.

Тата ҫакна каласшӑн: 60-мӗш ҫулчченех пирӗн ялта чӑпта ҫапатчӗҫ. Эпӗ йӗп кӑлараттӑм. Унсӑр пуҫне чӑпта хырӑмне ҫӗленӗ, куши пӗтӗрнӗ. Халӗ ку сӑмахсене ҫынсем пӗлмеҫҫӗ те.

– Атте питӗ тӑрӑшуллӑ, вӑр-вар ҫын пулнӑ. Килте ӗҫлеме юрататчӗ. Ҫулла вите умне ҫакса тем таран ҫупах пулӑ типӗтетчӗ. Хӑнана пымассерен банки-банкипе хӑй хатӗрленӗ компот-варени, хӑяр-помидор парса яратчӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Нихӑҫан та суйман, никама та улталаман. «Ҫын ҫинчен ан калаҫӑр», – асӑрхаттаратчӗ вӑл.

Юлташсем нумай пулнӑ аттен. Андриян Николаев космонавт та ӑна хисепленӗ. Колхоз председателӗнче ӗҫленӗ чух атте пуҫарнипе Мемеш патӗнчи хурӑнлӑхра Акатуй ирттерме тытӑнчӗҫ. «Ҫӑмарта поххи» – аттен хушамачӗ тӑрӑх каланӑ ӗнтӗ. Кайран Акатуя Мишер патӗнчи уҫланка куҫарчӗҫ.

Галина Шмелёва ашшӗ ялан шанчӑкла та тӳрӗ чунлӑ пулнине палӑртать. Тӗрӗс марлӑха курсан унӑн чунӗ ыратнӑ. Ҫавӑнпах пуль 61 ҫула ҫитсен Александр Алексеевич ҫут тӗнчерен вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Унтанпа 40 ҫул иртнӗ пулсан та халӑх ӑна манмасть.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех