Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑри паттӑр салтак

Автор: Элиза ВАЛАНС

Ҫӑлкуҫ: «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хушнӑ: 2016.05.27 10:15

Пуплевӗш: 156; Сӑмах: 1146

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Истори

Калуга облаҫӗнчи Грынь ялӗнчи улттӑри Сережа Алешкова вӑрҫӑ мӗн тери хурлӑх ярса панӑ... 1941 ҫулхи кӗркунне. Ҫак тӑрӑха нимӗҫсем ҫавӑрса илнӗ. Пусмӑртан хӑтӑлас тесе партизан отрячӗсем йӗркеленнӗ. Вӗсене Сережӑн амӑшӗпе вуннӑри Петя пиччӗшӗ те тӑтӑш пулӑшнӑ. Пӗррехинче ятарлӑ задание пурнӑҫланӑ чухне Петя фашистсен аллине ҫакланнӑ, хыҫҫӑнах амӑшне ярса илнӗ. Чылайччен асаплантарнӑ вӗсене, анчах нихӑшӗ те шӑл шурри те кӑтартман. Тарӑхнӑ фашистсем Петьӑна ҫакса вӗлернӗ. Хӗрарӑм ывӑлне епле те пулин пулӑшас тесе унталла ыткӑннӑ. Шел, ҫитеймен... Пуля унӑн пурнӑҫне те ҫавӑнтах татнӑ.

Алешкинсем эпир...

Ҫакна курса тӑнӑ кӳршӗ пӗчӗк Сережӑна хӑвӑртрах чӳречерен тӗксе янӑ.

— Васкаса чуп! Пӗр чарӑнми! Вӑй пӗтиччен! Тарма ҫеҫ ӗлкӗр! — тесе кӑшкӑрнӑ.

Чӑн та, арҫын ача вӑрмана ҫил пек вӗҫтернӗ. Кӳршӗ мӗн каланине асра тытса чупнӑ та, чупнӑ. Хӑй ӑҫта ҫитнине пӗлмесӗр.

Кӗркуннехи вӑрманта ир те, каҫ та ҫӑмӑл пулман ӑна. Хырӑмӗ выҫнӑран типнӗ ҫырла ҫинӗ, сиксе чӗтрекенскер кӑштах та пулин ӑшӑнас тесе йывӑҫ ҫумне тӗршӗнсе ҫулҫӑсемпе витӗннӗ. Ҫапла темиҫе кун ҫӳренӗ вӑл вӑрманта аташса. Аякра нимӗҫ бомби ӳксе ҫурӑлни, пӑшал сасси янӑрани ӑна пушшех сехӗрлентернӗ. Хӑраса самантрах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ пӗчӗкскер.

Вилме патне ҫитнӗ арҫын ачана разведчиксем тупнӑ. Сӑнӗ-пичӗ, пӗтӗм ӳчӗ кӑвак тӑпра тӗслӗ, кӗлеткинче пӗр тумлам юн юлман пек пулнӑ унӑн. Хулӗсем хӑрӑк йывӑҫ туратти евӗр ҫакӑнса тӑнӑ. Чарӑлса кайнӑ куҫӗсем ним тӗлсӗр пӑхкаланӑ, хӑй йывӑррӑн сывланӑ. Выҫӑ та шӑнса кӳтнӗскере хӑйсен ҫумне чӑмӑртанӑ салтаксем. Алӑ ҫинче йӑтса полка хӑвӑртах илсе ҫитернӗ. Ҫап-ҫамрӑк командир Михаил Данилович Воробьев майор ним айӑпсӑр чун кунта мӗншӗн лекнине ӑнланса илнӗ, хӑй сисмесӗрех чышкисене чӑмӑртанӑ.

— Халех окоп тӗлне чупса тухасчӗ! Куҫ умне тӗл пулнӑ пӗрремӗш нимӗҫех карланкинчен пӑчӑртӑттӑм. Ҫакӑн пек ачасем вӗсене пула мӗн тери хӗн кураҫҫӗ-ҫке! Турӑҫӑм, мӗн кӑна кӑтартмаҫҫӗ фашист ҫынҫиенӗсем пирӗн халӑха! Мӗншӗн асапланмалла ӗнтӗ ҫак мӗскӗн ачан? — тенӗ тарӑхса.

Унтан арҫын ача умне пӗшкӗннӗ, хӗрхенсе ҫурӑмӗнчен, пуҫӗнчен юратса ачашланӑ. Хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ. Пурин ҫине те шикленсе пӑхакан арҫын ача пӗчӗккӗн лӑпланнине кура тинех ӑшшӑн калаҫу пуҫарнӑ.

— Эпир нимӗҫ мар, ан хӑра пирӗн-тен. Кала-ха, пӗчӗкскерӗм, сана мӗнле чӗнмелле? — кӑсӑкланнӑ харсӑр командир.

— Сережа...

— Хушамату та пур пулӗ-ха...

— Алешкинсем эпир... /Пӗчӗкскер хушаматне пӑтраштарнӑ, Сережа Алешков пулнӑ вӑл/.

Командир ҫаплипех арҫын ачана юратса та хӗрхенсе куҫ илми тинкернӗ те тинкернӗ.

— Ҫиес килет... — пӑшӑлтатнӑ арҫын ача.

— Халех, ачам, халех... Ҫак вӑрҫӑра ырӑ-сывӑ юлсан, Сережа манӑн ывӑл пулӗ. Пӗрле килӗштерсе те савӑнса ҫеҫ пурӑнӑпӑр вара... Таврара питӗ хӑрушӑ. Апла пулин те Сережа пирӗн полкрах юлтӑр. Кунта хырӑмӗ те тутӑ, тумтирӗ те лайӑххиех пулӗ. Пӑхса-сӑнаса тӑма та аван ҫитменнине. Куҫ умӗнче. Е пӗр сӑмахпа каласан, ман ҫунат айӗнче пурӑнӗ, — тенӗ командир пурин умӗнче те. — Ҫитерӗр-ха ӑна часрах мӗн те пулин. Сахӑр парӑр, чей ӗҫтерӗр. Яшка та ан хӗрхенӗр. Чим, тахҫантанпах апат ҫименскере тӑрук ытлашши те юрамасть пулӗ-ха. Мӗн пуррине пӗчӗккӗн астивтӗр. Сережа, атя пирӗнпе сӗтел хушшине.

Пӗчӗк боец валли Хӗрлӗ армеецсен тумне ятарласа ҫӗлеттернӗ. Вӑтӑрмӗш размерлӑ пушмакне те тупнӑ...

Атте! Нина аппа манӑн анне пултӑр-ха!

Сережа темле йывӑр вӑхӑтра та нӑйкӑшман. Унӑн ҫурӑмӗ ҫинчен пӗчӗк кутамкка татӑлман. Салтаксене час-час ҫыру, хаҫат валеҫнӗ. Хӗрӳ ҫапӑҫура патрон, шыв, апат йӑтнӑ. Кану вӑхӑтӗнче илемлӗ сассипе юрӑ шӑрантарнӑ, хӑй шухӑшласа кӑларнисем те пулнӑ унӑн. Ҫакӑн пек вӑхӑтра кашни салтак ун ҫине пӑхса хӑй ывӑл-хӗрне курнӑ. Вӗсене аса илсе тата пӗчӗк Сережӑна хӗрхенсе чунӗсем ыратнӑ, куҫӗсем шывланнӑ. Пурте ыталаса юратнӑ пӗчӗк боеца. Куҫҫульпе йӗпеннӗ пит-куҫне вӑрттӑн шӑлса илнӗ.

Ҫапах та Сережа ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗреймен Михаил Данилович Воробьев еннеллех туртӑннӑ. Ӑна вӑл ашшӗ вырӑнне хурса юратнӑ-ҫке. Пӗррехинче пӗчӗкскер ӑна ыталаса, ун ҫумне тӗршӗнсе:
— Атте! — тенӗ.

Командирӑн куҫӗ шывланнӑ. Ачана вӗҫӗмсӗр ҫурӑмӗнчен ачашланӑ.

— Шел, Сережа. Хальлӗхе санӑн аннӳ ҫук, — тенӗ командир ачана хӑй ҫумне чӑмӑртаса.

— Атте, атте! Кур-ха, медсестрара ӗҫлекен Нина аппана. Хитре те кӑмӑллӑскер. Аманнӑ салтаксене пулӑшать, ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелет. Пултӑр вӑл манӑн анне! Эпӗ ӑна чунтан-чӗререн юрататӑп. Атте, итлесем манӑн сӑмаха, — ҫине тӑрсах ӑс панӑ кӗҫӗнни аслине.

Ку таранччен командир Нина Бедовӑна асӑрхаса та кайман темелле. Сережа каланӑ хыҫҫӑн ӑна кулленех тӗсесе пӑхма тытӑннӑ. Чӑн та, хайхи медсес-тра пур енӗпе те сатур пулнине ӑнланса илнӗ вӑл... Чунра юрату туйӑмӗ ҫуралнине хӑй те сиссе юлайман.

...Сережа куллен ҫар пурнӑҫне хӑнӑхса пынӑ. Вӑл нихӑҫан та хӑйӗнчен бинокль хӑварман. Тавралла тӑшман ҫук-и тесе тинкернӗ. Пӗррехинче улӑм купи тӗлӗнчи мӗлкесене курсан тӳрех блиндажа чупнӑ, хӑй мӗн асӑрханине аслисене хыпарланӑ.

— Улӑм ӑшӗнче такамсем пытаннӑ. Бинокль улталамасть, — тенӗ чӑн-чӑн салтакла.

Чӑн та, кӗҫех икӗ фашиста тыткӑна та илнӗ салтаксем. Улттӑри Сережа ҫакӑн пек пултаруллӑ пулни пурне те тӗлӗнтернӗ.

Тепрехинче вара... Нимӗҫ бомби командир блиндажне сирпӗтнӗ. Ҫунма тытӑннӑ. Шалта темиҫе салтакпа Михаил Данилович юлнине шута илсе пӗчӗк Сережа вӗсене хӑтарма чупнӑ. Алӑка хупласа хунӑ пӗренесене илсе пеме шухӑшланӑ. Анчах вӑйӗ ҫитеймен пӗчӗкскерӗн. «Улттӑра анчах-ҫке эпӗ! Ку вӑхӑтра теттепе вылямалла манӑн, велосипедпа ярӑнмалла, хитре ӳкерчӗклӗ кӗнекесемпе савӑнмалла. Анчах унпа та, кунпа та выляс кӑмӑл ҫук. Аттене ҫеҫ ҫӑласчӗ», — шухӑшланӑ куҫҫульленсе. Кӗҫех шал енчен пӗренене шаккама тытӑннӑ. «Ку атте-ши е урӑх салтак? Пурпӗрех пулӑшу памалла», — тесе салтаксем патне пулӑшу ыйтма чупнӑ. Ҫывӑхра вара пульӑсем шӑхӑрса иртнӗ. Апла пулин те ниҫта та чарӑнма шутламан, малалла ҫил пек ыткӑннӑ.

Вӑхӑта сая ямасӑр ҫамрӑксем пӗренесене илсе пеме тытӑннӑ. Ҫывӑхра Хӗрлӗ Ҫарсен улттӑри боецӗ тӑнӑ. Ӗсӗклесех макӑрнӑ. Ара, ашшӗне ӗмӗрлӗхех ҫухатасран шикленнӗ вӑл.

Хастара — парне!

Сережӑн паттӑрлӑхӗ пирки Василий Иванович Чуйков генерал та илтнӗ. Арҫын ачана «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ. Тата та хавхалантарма «Вольтер» пистолет парнеленӗ.

...Михаил Даниловичпа Нина Андреевна пӗрлешме шухӑшлани пурне те савӑнтарнӑ. Уйрӑмах Сережа ниҫта кайса кӗрейми хӗпӗртенӗ. «Тинех манӑн атте те, анне те пулать!» — тенӗ хӑпартланса.

Туй шавлӑ иртмен. Ҫамрӑксем курӑк ҫине брезент сарнӑ. Ҫимеллисем хунӑ. Вут чӗртсе кӑвар ҫинче вӗтӗ кукӑльсем пӗҫернӗ. Пурте Воробьевсене телей суннӑ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑра паттӑрлӑхпа палӑрма пил панӑ.

Уяв пынӑ вӑхӑтра каллех таврара пӑшал сасси илтӗнме тытӑннӑ. Пурте хыпаланса хӗрӳ ҫапӑҫӑва васканӑ. Пӗчӗк Сережа та яланхиллех вӗсенчен шит те юлас темен...

Шел, пӗр ҫапӑҫура вӑл йывӑр аманнӑ. Мина ванчӑкӗсем урине самаях суранлатнӑран госпитале вырнаҫтарнӑ ӑна. Куляннӑ пӗчӗк салтак. Хӑвӑртрах сывалса тухса каллех юлташӗсем патне кайма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа кашни кунӗ йывӑррӑн иртнӗ пек туйӑннӑ ӑна. Анчах ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗреймен. Урӑх ӑна ҫапӑҫу хирне яман.

Василий Чуйков генерал тӑтӑш пӗчӗк салтак пирки шухӑшлама тытӑннӑ. «Кун пек хастара Тулӑри Суворов училищине вӗренме ямалла. Халех пурнӑҫ тути-масине пӗлекенскер унта тӑрӑшса ӑс пухӗ. Курса тӑрӑр, Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ пулатех», — ҫирӗплетнӗ хайхис-кер.

Пысӑк хулана Сережа амӑшӗпе, Нина Андреевнӑпа, ҫул тытнӑ. Госпиталь хыҫҫӑн хӑйне йывӑртарах туякан арҫын ачана каярах вӗренме илме шантарнӑ. «Вӑй ил-ха. Лайӑхрах сывал. Вара хапӑлласах йышӑнӑпӑр хамӑр пата», — асӑрханса калаҫнӑ пӗчӗк паттӑрпа унти ӗҫченсем. Ку хутӗнче те генерал ҫине тӑнӑ. «Ачи маттур, пултарать. Ҫак таранччен нимӗнле йывӑрлӑх умӗнче пуҫне усман, нӑйкӑшман. Училищӗре те чи пултаруллисенчен пӗри пуласса шантарсах калатӑп», — тенӗ вӑл ҫирӗппӗн.

Сережӑна амӑшӗ шӑллӗне парнелесен мӗн тери савӑннӑ вӑл! Каникула килсен яланах ун ҫумӗнче пулма тӑрӑшнӑ. Анчах та амӑшӗ пӗр кунхине пепкине кукамӑшӗпе хӑварса вӑрҫа тухса кайнӑ. «Пурте фронтра чухне килте ларма пултараймастӑп. Ҫитменнине мӑшӑрӑм та вутлӑ-хӗмлӗ ҫӗрте фашистпа ҫапӑҫать. Тӑшман пульлине пула ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ юлташсемшӗн тавӑратӑпах!» — тесе хӑварнӑ хастар медсестра.

...Суворов училищинчен ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ Сережа пӗлӗвне малалла аталантарма тӗллев лартнӑ. Харьковри юридици институтӗнче те хӑйне пур енчен те лайӑх кӑтартнӑ пултаруллӑ ҫамрӑк.

Хыҫҫӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑхӗнче пулас тесе Челябинскра прокурорта тӑрӑшнӑ. Шел, вӑрҫӑ суранӗсене пула вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех