Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе

Автор: Рима ПЕТРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Урал сасси», 2016.06.01

Хушнӑ: 2016.06.01 15:20

Пуплевӗш: 65; Сӑмах: 756

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Кашни ҫулах ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра А.С.Пушкин кунне ирттерме йышӑннӑ. Ҫак кун ячӗпе вырӑссен вилӗмсӗр поэчӗн произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ ҫыравҫӑсемпе, вӗсен хӑш-пӗр тӗслӗхӗсемпе паллаштарасшӑн.

Культура, искусство, литература… ыттисенчен вӗренмесӗр, ыттисен ӳсӗмне шута илмесӗр аталанаймасть. Литература ӗҫне хӑват кӳрекен вӑй — куҫару. Ҫакна пирӗн чӑваш ҫыравҫисем лайӑх ӑнланнӑ, куҫару ӗҫне хастаррӑн хутшӑннӑ, халӗ те ҫаплах. Куҫару ӗҫӗ ҫыравҫӑсен ӑсталӑхне ӳстерме те пулӑшать.

Вилӗмсӗр Пушкин. Кам кӑна кӑсӑкланман унӑн произведенийӗсемпе? К.Иванов, Н.Шупуҫҫынни, А.Алка, Н.Ваҫанкка, И.Ивник, П.Хусанкай… — пурте вӗсем Пушкинран вӗреннӗ, вӗсемшӗн вырӑс поэчӗ ырӑ тӗслӗх пулнӑ, чылай чӑваш ҫыравҫисене пысӑк витӗм кӳнӗ. Чӑваш поэчӗсем А.С.Пушкин произведенийӗсене тӑрӑшса куҫарнин сӑлтавӗ те ҫакӑнта.

Мӗн илӗртнӗ-ха вӗсене вырӑс поэчӗн ӑсталӑхӗнче? Кӗрешме чӗнни, этем чысне хӳтӗлеме пӗлни, шухӑш-туйӑм пуянлӑхӗ, ҫут ҫанталӑк илемӗ, юрату, халӑха ҫывӑх чӗлхе…

А.С.Пушкин сӑввисене И.Ивник та питӗ килӗштернӗ. Вӑл вӗсене 1935 ҫулта куҫарма тытӑннӑ. 1936 ҫулта «Хӗллехи каҫ», «Тӗрме ҫынни», «Пӗлӗт» сӑввисем, «Хатӗр пул» журналӑн 1№ пичетленсе тухнӑ. Ҫав ҫулах «Ҫамрӑк колхозник» хаҫатра «Арион», «Чаадаева» сӑввисем те кун ҫути курнӑ. И.Ивник Пушкинӑн 20 сӑввине, «Евгений Онегин» романӑн хӑш-пӗр сыпӑкӗсене куҫарнӑ. Акӑ, тӗслӗхрен, «Буря мглою...»:
Пӗлӗте хуплать ҫил-тӑвӑл,
Юр тӗркийӗ ҫаврӑнать.

Тискер кайӑкӑн улать вӑл,
Ача пек йӗрсе ярать.

Ӑнсӑртран пӳрт ҫийӗ тӑрӑх
Улӑма сирсе шавлать,
Кантӑкран килсе шаккать
Каҫа юлнӑ ҫул ҫӳрен пек.

Сӑвӑ уҫҫӑн янӑрать, ҫӑмӑл вуланать. И.Ивник Пушкин майлӑ сӑвӑсем хӑй те ҫырнӑ.

Нестер Янкас Пушкинӑн «Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Хама эп алӑпа туман палӑк лартрӑм», «Ял», «Хӗллехи каҫ» сӑввисене куҫарнӑ.

Вырӑс классикӗн сӑввисене А.Алка, А.Артемьев, С.Шавли, А.Ӗҫхӗл тата ыттисем те чӑвашла куҫарнӑ.

Сӑввисемсӗр пуҫне пысӑк калӑпӑшлӑ произведенисене куҫаракансен шутӗнче В.Алакер («Пик дами»), Митта Ваҫлейӗ («Борис Годунов», «Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ»). Куҫарура Митта Ваҫлейӗ, оригинал авторӗпе ӑмӑртса ӗҫленӗскер, ҫапла каланӑ: «Халӗ эпир тӗнчери пур поэтсен произведенийӗсене те хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырнинчен кая мар хӑватпа чӑвашла куҫарма пултаратпӑр». Тӗслӗхрен «Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ».

Вырӑсла:
Как ныне сбирается вещий Олег
Отмстить неразумным хазарам:
Их села и нивы за буйный набег
Обрек он мечам и пожарам;
С дружиной своей, в цареградской броне
Князь по полю едет на верном коне.

Чӑвашла:
Епле вӑй пуҫтарнӑ пӗлӳҫӗ Олег:
Хурах хурри пулнӑ таврашӑн
Вутпа та, хӗҫпе те, аҫа ҫиҫӗм пек,
Усал хусара тавӑрасшӑн.

Маттур ҫарӗпе, ӑстампул йӗс тумпе,
Пырать вӑл кал-калӑн ыр ут юртӑмпе.

Митта куҫарнӑ «Борис Годунов» пирки Хветӗр Уяр ҫапла ҫырнӑ: «…Тахҫан пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен Пушкин хӑех чӑваш куҫӗпе курса, чӑваш ваттилле шӑкӑл-шӑкӑл каласа панӑ тейӗн ҫав».

А.С.Пушкинӑн прозӑпа ҫырнисене те чӑвашла куҫаракансем пулнӑ. Унӑн «Дубровский», «Капитан хӗрӗ» хайлавӗсене Н.Ваҫанкка куҫарнӑ.

А.С.Пушкин произведенийӗсене куҫарас ӗҫре чи тухӑҫлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри — К.В.Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Болгари халӑх премийӗн лауреачӗ, чӑваш халӑх поэчӗ П.П.Хусанкай. Куҫарма Хусанкай иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен варринче тытӑннӑ. Вӑл куҫарнисен шутӗнче «Евгений Онегин» сӑвӑлла роман, «Полтава» поэма, «Моцартпа Сальери» трагеди, чылай юмахпа сӑвӑсем…

Ытти халӑхсен литературин тӗслӗхӗсене чӑвашла куҫарасси пурӑна киле Хусанкай ӗҫӗ-хӗлӗн паха йӑли пулса тӑрать.

А.С.Пушкин — Хусанкайӑн юратнӑ поэчӗ. «Евгений Онегина» чӑвашла куҫарасси ман ӑсталӑха тӗрӗслекен чи пысӑк ӗҫ пулӗ», — тенӗ Хусанкай (Прокопий Васильев «Атӑл хӗрринчи юман» асаилӗвӗнчен). Акӑ романӑн 4-мӗш сыпӑкӗнчен илнӗ тӗслӗх («Уж небо осенью дышало…»).

Ҫанталӑк кӗрхилле сывларӗ,
Хӗвел сайра пӑха пуҫларӗ,
Кунсем кӗскелчӗҫ, вӑрмансен
Сархайнӑ сулхӑн каррисем
Салхуллӑн кашласа ҫаралчӗҫ.

Хирте сайра тӗтре куран.

Хур кайӑксем картан-картан
Кикаклатса ӑшша ӑсанчӗҫ.

Ҫӗршыв кичемленсе килет,
Ноябрь уйӑхӗ ҫитет.

«Пушкин — вырӑс поэзийӗн хӗвелӗ, вӑл ҫынсен чунне ӗмӗр ӑшӑтса тӑрӗ», — тенӗ Хусанкай (В.Демидов «Телейлӗ шӑпа» асаилӗвӗнчен). Вӑл уншӑн савӑнать, мухтанать, ӑна халалласа темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ. «Пушкин» сӑвӑран:
В отчизне ко всему причастен,
Храня ее красу и честь.

Я думаю какое счастье
Что у России Пушкин есть.

«Аван-и, Пушкин!» сӑввинче Хусанкай поэтпа чӗрӗ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫать:
Эп санпала куҫа хупмасӑр лартӑм:
Кашни сан сӑмахун чӑн-чӑн тӗшне
Шӗкӗлчесе илесшӗн асаплантӑм
Мӗнле кӑнттам эп пулнӑ ун чухне.

Тавах: сӑмах тертне тӳсме вӗрентрӗн.

Сан урӑхла янран сӑввусенче
Хам чунӑм кӗввиех пурне пӗлсессӗн,
Мӗнле вара эп савӑнаттӑмччӗ.

Ку сӑвва Хусанкай хӑех вырӑсла та куҫарнӑ.

«Пушкина вӑл «вилсе кайса» юрататчӗ, унӑн нумай-нумай сӑввине, сӑвӑлла романне те пӑхмасӑр калама пултаратчӗ» (А.Артемьев асаилӗвӗнчен). П.Хусанкай Пушкин сӑввисенчи сӑмахӗсемпе хӑйӗн сӑввисенче те усӑ курать:
Уяр та сивӗ — кун илемӗ
Кун Пушкин сӑвви пек таса.

Тепӗр сӑввинче:
Тусӑм, кам-ши Пирӗн Пушкин?

Кам чапне пуҫа таяс?

Хӑйӗн чылай сӑввин эпиграфӗсене Пушкин сӑввисенчи сӑмахсене илнӗ.

Халӑхра Хусанкая «чӑваш Пушкинӗ» тенӗ. Вӑл ҫапла ҫырать: «Ҫук, эпӗ чӑваш Пушкинӗ мар. Манӑн тӑван халӑхӑм асӗнче чӑваш Пушкинӗ пулса мар, чӑваш Хусанкайӗ пулса юласчӗ» (А.Артемьев асаилӗвӗнчен).

Куҫаруҫӑсем вырӑс поэчӗн произведенийӗсен шухӑшне пӑсмасӑр, сӑнарсен хӑватне хавшатмасӑр куҫарнӑ. Ҫаксем куҫаруҫӑсен пултарулӑхне те, чӑваш чӗлхин пуянлӑхне те кӑтартаҫҫӗ. Вырӑссен паллӑ литература тӗпчевҫи (критикӗ) В.Г.Белинский ҫапла каланӑ: «Переводчик прозы — раб, переводчик поэзии — соперник». Апла пулсан, пирӗн куҫаруҫӑсем Пушкинпа танлашма, ӑмӑртма пултараканскерсем пулнӑ, пур, пулӗҫ те. Филологи наукисен докторӗ, профессор Е.В.Владимиров ҫапла ҫырать: «Унӑн (Пушкинӑн) чӑннипе те генилле произведенийӗсем чӑваш писателӗсене ҫӗнӗ те паха кӗнекесем ҫырма хавхалантарса пыраҫҫӗ».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех