Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юратнӑ Персидӑна салам калӑр, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн нумай тӑрӑшрӗ.Приветствуйте Персиду возлюбленную, которая много потрудилась о Господе.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн юратнӑ Епенета салам калӑр; Ахаире Христоса чи малтан вӑл ӗненнӗ.5. Приветствуйте возлюбленного моего Епенета, который есть начаток Ахаии для Христа.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ, 9. мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче.
Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр.19. Не мстите за себя, возлюбленные, но дайте место гневу Божию.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хамӑр Турӑ ачисене юратнине эпир Турра юратнӑ чухне, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑнӑ чухне пӗлетпӗр: 3. Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар, 4. мӗншӗн тесессӗн Турӑран ҫуралнӑ кирек хӑш ҫын та тӗнчене ҫӗнтерет; тӗнчене ҫӗнтерекен вӑй — эпир ӗненни вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир чӑн аслӑ саккуна, Ҫырура «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнине, пурӑнӑҫласа тӑратӑр пулсан, аван тӑватӑр.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Турра мухтаса пурӑннӑ, пӗтӗм халӑх вӗсене юратнӑ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ.52. Иисус же преуспевал в премудрости и возрасте и в любви у Бога и человеков.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн; 33. Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат».31. Вторая подобная ей: возлюби ближнего твоего, как самого себя.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Иисус каланӑ ӑна: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»: 38. ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; 39. иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат».
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус каланӑ: ан вӗлер; аскӑнланса ан ҫӳре; ан вӑрла; ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле; 19. аҫу-аннӳне хисепле; тата: ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат, тенӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: 18. «Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ; 19. Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ; 20. тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ; 21. халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эсӗ ҫӗре тӳрӗлӗхпе сут туман: 42. эсӗ йӑвашшисене хӗсӗрленӗ, тӑнӑҫлӑха кӑмӑллакансене кӳрентернӗ, тӗрӗс калакансене курайман, суеҫӗсене юратнӑ, лайӑх ӗҫлекенсен ҫурчӗсене ҫаратнӑ, хӑвна сӑтӑр туманнисен хӳмисене ише-ише антарнӑ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.