Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ап ӗҫс 15

Пай: Библи –> Сӑваплӑ апостолсен ӗҫӗсем

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 14:07

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 727

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иудейӑран пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: Моисей йӑлипе ӳтӗре кастармасан ҫӑлӑнма пултараймастӑр, тенӗ. 2. Павелпа Варнава вӗсемпе хытӑ тавлашнӑ, вӗсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ, вара ҫав ӗҫ пирки Павелпа Варнавӑна тата хӑш-пӗр ӗненекенсене Иерусалима апостолсемпе пресвитерсем патне яма шутланӑ. 3. Ҫапла вара ӗненекен ушкӑн вӗсене ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикийӑпа Самари тӑрӑх кайнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсем Христос енне ҫаврӑннине кала-кала кӑтартса, пур ӗненекен тӑвана та питӗ савӑнтарнӑ. 4. Иерусалима пырса ҫитсессӗн вӗсене унти ӗненекен ушкӑн та, апостолсемпе пресвитерсем те хапӑл тунӑ; вӗсем вара хӑйсем урлӑ Турӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл суя тӗнлӗ ҫынсем валли ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ. 5. Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.

6. Апостолсемпе пресвитерсем ҫак ӗҫе татса пама пуҫтарӑннӑ. 7. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ. 8. Этем чӗрине пӗлсе тӑракан Турӑ пире панӑ пек, вӗсене те Таса Сывлӑш парса, вӗсене Хӑй кӑмӑл тунине пӗлтерчӗ; 9. Вӑл пирӗнпе вӗсен хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та курмасть, мӗншӗн тесессӗн вӗсен чӗрине ӗненӳпе тасатрӗ. 10. Аттемӗрсем те, эпир хамӑр та йӑтма пултарайман сӳсмене вӗренекенсен мӑйне тӑхӑнтартасшӑн пулса, эсир халӗ мӗншӗн Турра сӑнатӑр? 11. Эпир Иисус Христос Ҫӳлхуҫа тивлечӗпе ҫӑлӑнатпӑр тесе ӗненсе тӑратпӑр, вӗсем те ҫавӑн пекех ҫӑлӑнӗҫ, тенӗ. 12. Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ, Варнавӑпа Павела итлесе тӑнӑ — вӗсем суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче Турӑ хӑйсем урлӑ мӗнле паллӑсем, хӑватсем туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 13. Вӗсем калаҫма чарӑнсан, Иаков калама пуҫланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! мана итлӗр-ха: 14. Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон каласа ӑнлантарчӗ; 15. пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗре килеҫҫӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: 16-18. «Ыттисем те, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсем те пурте Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнччӑр тесе, Эпӗ кайран каялла таврӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, унта мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна унчченхи евӗрлех туса ҫитерӗп» тет ҫакӑн ҫинчен ӗлӗкех пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа. 19. Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ енне ҫаврӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсене кансӗрлемелле мар тетӗп. 20. Вӗсем патне ҫыру ҫырса ярас: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, аскӑнлӑхран, пӑвса вӗлернинчен, юн ҫиесрен сыхланччӑр, тата хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр: 21. Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтанпах кашни хуларах пур, ӑна синагогӑсенче шӑматкунсерен вулаҫҫӗ, тенӗ.

22. Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗнпур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле канаш тунӑ та, хӑйсем хушшинчен ҫынсем суйласа, вӗсене Павелпа Варнавӑпа пӗрле Антиохие яма шутланӑ, акӑ ҫаксене суйласа илнӗ: Варсава теекен Иудӑна тата Силана — тӑвансем хушшинче вӗсем пуҫ пулса тӑракан ҫынсем пулнӑ. 23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем. 27. Ҫапла ӗнтӗ эпир сирӗн патӑра Иудӑпа Силана ятӑмӑр; вӗсем сире ҫакна сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ: 28. Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар, 29. сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫапла туса тӑрсассӑн эсир тӗрӗс тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».

30. Антиохие янӑ ҫынсем ҫитнӗ те, халӑха пуҫтарса, ҫырӑвне вӗсене панӑ. 31. Лешӗсем ӗнтӗ вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе янӑшӑн питӗ савӑннӑ. 32. Иудӑпа Сила, хӑйсем те пророк пулнӑ май, тӑвансене нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсене йӑлтах ӗнентернӗ. 33. Унта пӗр вӑхӑт пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑвансем вӗсене канӑҫлӑх сунса апостолсем патне ӑсатса янӑ. 34. Анчах та Сила ҫавӑнтах юлма шухӑш тытнӑ. (Иуда вара Иерусалима таврӑннӑ.) 35. Павелпа Варнава ӗнтӗ Антиохире юлнӑ; унта вӗсем ытти чылай ҫынпа пӗрле Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, Ырӑ Хыпар сарса пурӑннӑ.

36. Пӗр вӑхӑт пурӑнсан Павел Варнавӑна каланӑ: атя-ха хамӑр унччен Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ пур хулана та тӑванӑмӑрсем патне ҫитсе курар — вӗсем епле пурӑнаҫҫӗ-ши, тенӗ. 37. Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе каясшӑн пулнӑ. 38. Анчах та Павел ӑна илесшӗн пулман: Марк, унччен вӗсенчен Памфилире уйӑрӑлса юлса, хӑйсене хушса янӑ ӗҫе тума вӗсемпе пӗрле пыман. 39. Ҫавна пула тавлашу тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ; Варнава Марка илнӗ те шывпа ишсе Кипра кайнӑ; 40. Павел хӑй валли Силана суйласа илнӗ; тӑвансем ӑна, Турӑ тивлетне шанса, ҫула кӑларса янӑ. 41. Вӑл вара, Сирипе Килики тӑрӑх кайса, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех