Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Езд 11

Пай: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 18:04

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 653

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иккӗмӗш каҫхине эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ тинӗсрен ӑмӑрткайӑк вӗҫсе хӑпарчӗ, унӑн вуникӗ ҫунат тата виҫӗ пуҫ. 2. Вара куртӑм эпӗ: акӑ вӑл ҫуначӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн сарса ячӗ, тӳпери мӗнпур ҫил ун ҫинелле вӗрсе тӑчӗ, пӗлӗтсем пуҫтарӑнчӗҫ. 3. Вара куртӑм эпӗ: унӑн ҫуначӗсенчен урӑх ҫунатсем, пӗчӗкҫӗскерсем ҫеҫ, тухрӗҫ. 4. Унӑн пуҫӗсем тӳлеклӗ, варринчи пуҫӗ ыттисенчен пысӑкрах, вӑл та ыттисем пекех тӳлек. 5. Вара куртӑм эпӗ: акӑ ӑмӑрткайӑк ҫуначӗсене сарса янӑ та — вӗҫет, ҫӗр ҫийӗн, ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем ҫийӗн пуҫ пулса вӗҫет. 6. Вара куртӑм эпӗ: пӗтӗм тӗнче ӑна парӑннӑ, никам та ӑна хирӗҫ тӑраймасть — ҫӗр ҫинчи пӗр чӗрчун та. 7. Акӑ ӑмӑрткайӑк чӗрни ҫине тӑчӗ те хӑйӗн ҫуначӗсене ҫапла каларӗ: 8. пурте пӗр харӑс ан вӑранӑр; кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче ҫывӑрӑр, черетпе сыхӑ тӑрӑр, 9. пуҫӑмсем вара чи кайран вӑранччӑр, терӗ. 10. Куртӑм эпӗ: унӑн сасси пуҫӗсенчен мар, кӳлепи варринчен тухать. 11. Эпӗ унӑн пӗчӗк ҫуначӗсене шутласа тухрӑм; вӗсем саккӑр иккен. 12. Акӑ ӗнтӗ сылтӑм енчен пысӑк ҫуначӗ ҫӗкленчӗ те пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тӑчӗ, 13. пуҫ пулса тӑчӗ те пӗтрӗ, ун вырӑнӗ курӑнми пулчӗ; унтан тепӗр пысӑк ҫуначӗ ҫӗкленчӗ те пуҫ пулса тӑчӗ; ку нумай вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑчӗ. 14. Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15. анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16. эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17. сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ. 18. Вара виҫҫӗмӗш ҫунат ҫӗкленчӗ те, малтанхисем пекех, пуҫ пулса тӑчӗ, анчах вӑл та ҫухалчӗ. 19. Ыттисемпе те ҫаплах пулса пычӗ: пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пурте яланлӑхах ҫухалчӗҫ. 20. Эпӗ сылтӑм енчи ытти ҫуначӗсем те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пуҫлӑх пулма ҫӗкленнине куртӑм, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пуҫлӑх пулайрӗ, анчах вӗсем ҫавӑнтах ҫухалса пычӗҫ; 21. вӗсенчен тепӗрисем ҫӗкленчӗҫ те, анчах пуҫлӑха тухаймарӗҫ. 22. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара вуникӗ пысӑк ҫунат та, икӗ пӗчӗк ҫуначӗ те урӑх курӑнмарӗҫ, — 23. ҫапла ӗнтӗ ӑмӑрткайӑк кӳлепинчен виҫӗ пуҫпа ултӑ пӗчӗк ҫунатсӑр пуҫне урӑх нимӗн те юлмарӗ. 24. Ҫакна куртӑм: акӑ ӗнтӗ ултӑ пӗчӗк ҫунатран иккӗшӗ уйӑрӑлса кайрӗҫ те сылтӑм енчи пуҫ айне вырӑнаҫрӗҫ, тӑваттӑшӗ хӑйсен вырӑнӗнчех юлчӗҫ. 25. Унтан пӗчӗк ҫунатсем ҫӗкленме, пуҫлӑха ларма пикенсе пӑхрӗҫ: 26. акӑ пӗри ҫӗкленчӗ те ҫавӑнтах ҫухалчӗ; 27. иккӗмӗш пӗчӗк ҫунат вара унран та хӑвӑртрах ҫухалчӗ. 28. Вара куртӑм эпӗ: акӑ сыхланса юлнӑ икӗ пӗчӗк ҫунат та патша пулма тӑрӑшса пӑхрӗ. 29. Вӗсем ҫапла хӑтланнӑ вӑхӑтра тӳлек пуҫсенчен пӗри, варринчи, вӑранчӗ, вӑл ытти икӗ пуҫран пысӑкрахчӗ. 30. Вара эпӗ ытти икӗ пуҫӗ унпа пӗрлешсе кайнине куртӑм. 31. Ҫак пуҫ, ытти икӗ пуҫпа пӗрлешсе кайнӑскер, патша пулма ӑнтӑлнӑ икӗ пӗчӗк ҫуната ҫисе ячӗ. 32. Вӑл пӗтӗм ҫӗре ярса илчӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хаяррӑн пусмӑрласа хуҫаланчӗ — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче вӑл унччен пулнӑ пур ҫунатран та ытларах вӑхӑт хушши влаҫ тытса тӑчӗ. 33. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ варринчи пуҫ та, ҫунатсем пекех, сасартӑк ҫухалнине куртӑм; 34. тата икӗ пуҫ юлчӗ, вӗсем те ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫавнашкалах тытса тӑчӗҫ. 35. Эпӗ курса тӑнӑ вӑхӑтра акӑ сылтӑм енчи пуҫ сулахай енчине ҫисе ячӗ. 36. Вара эпӗ хама: хӑвӑн умналла пӑх та мӗн курни ҫинчен шухӑшла, теекен сасса илтрӗм. 37. Вара куртӑм эпӗ: темӗскер, арӑслан евӗрлӗскер, вӑрмантан ӳхӗрсе чупса тухрӗ те ӑмӑрткайӑка этем сассипе каларӗ: 38. итле эпӗ хӑвна мӗн калассине тата Ҫӳлти Турӑ мӗн калассине итле: 39. Эпӗ Хам пултарнӑ тӗнчере пуҫ пулма лартнӑ тӑватӑ чӗрчунран пӗри пулмарӑн-и-ха эсӗ? Эпӗ вӗсем урлӑ ҫак тӗнчен юлашки вӑхӑчӗ ҫиттӗр тенӗччӗ, 40. эсӗ, ҫавсенчен тӑваттӑмӗшӗ, килтӗн те малтан пулнӑ чӗрчунсене пурне те ҫӗнтертӗн, тӗнчене, пӗтӗм тӗнчене йӑлт чӗтреве ӳкерсе тытса тӑтӑн — хӑвна пӑхӑнса тӑракансене хаяр пусмӑрласа, пӗтӗмпе хӗсӗрлесе ҫитертӗн, нумай хушӑ ҫӗр ҫинче ултавпа пурӑнтӑн. 41. Эсӗ ҫӗре тӳрӗлӗхпе сут туман: 42. эсӗ йӑвашшисене хӗсӗрленӗ, тӑнӑҫлӑха кӑмӑллакансене кӳрентернӗ, тӗрӗс калакансене курайман, суеҫӗсене юратнӑ, лайӑх ӗҫлекенсен ҫурчӗсене ҫаратнӑ, хӑвна сӑтӑр туманнисен хӳмисене ише-ише антарнӑ. 43. Санӑн мӑнаҫлӑху Ҫӳлти Турӑ патне ҫитрӗ, санӑн мӑнкӑмӑллӑху Тӗрекли патне ҫитрӗ. 44. Вара Ҫӳлти Турӑ Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫине пӑхрӗ те — акӑ ӗнтӗ вӑл вӗҫленнӗ, ӗмӗр вӗҫӗ ҫитнӗ. 45. Ҫавӑнпа та ҫухал эсӗ, ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатусем те, ирсӗр пӗчӗк ҫунатусем те, хаяр пуҫусем те, шелсӗр чӗрнӳсем те хӑвӑн юравсӑр кӳлепӳпе пӗрле ҫухалччӑр, 46. пӗтӗм ҫӗр канса илтӗр, санӑн пусмӑрунтан ирӗке тухтӑр, — хӑйне Пултараканӑн сутне тата ырӑлӑхне шанса тӑтӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех