Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Ин 4

Пай: Библи –> Турӑ ҫинчен вӗрентекен сӑваплӑ Иоанн апостолоӑн мӗнпур ӗненекене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 15:06

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 341

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ. 2. Турӑ Сывлӑшне ҫакӑнтан пӗлӗр: ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненекен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран. 3. Ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран мар, вӑл — антихрист сывлӑшӗ, антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, вӑл тӗнчере ӗнтӗ.

4. Эй ачамсем! эсир — Турӑран, эсир вӗсене ҫӗнтертӗр; сирӗн ӑшӑрта тӑракан Сывлӑш тӗнчере тӑракан сывлӑшран хӑватлӑрах. 5. Вӗсем — тӗнчерен, ҫавӑнпа тӗнчери пек калаҫаҫҫӗ, тӗнче вӗсене итлет. 6. Эпир — Турӑран; Турра пӗлекен пире итлет; кам Турӑран мар, вӑл пире итлемест. Чӑнлӑх сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫавӑнтан пӗлетпӗр.

7. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет; 8. юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл. 9. Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ. 10. Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ.

11. Эй савнӑ тӑванӑмсем! Турӑ пире ҫапла юратать пулсассӑн, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла. 12. Турра никам та нихӑҫан та курман. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр пулсассӑн, Турӑ пирӗн ӑшра пулать, вара эпир Вӑл хушнӑ пек юратакан пулса ҫитетпӗр. 13. Хамӑр Унӑн ӑшӗнче тӑнине, Вӑл та пирӗн ӑшра тӑнине эпир Вӑл пире Хӑй Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр. 14. Эпир Атте Турӑ Хӑй Ывӑлне тӗнчене ҫӑлма янине курнӑ, эпир ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе каласа паратпӑр. 15. Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненет, ҫавӑн ӑшӗнче Турӑ тӑрать, вӑл та Турӑ ӑшӗнче пулать. 16. Турӑ пире юратса тӑнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, юратнине ӗненсе ҫитрӗмӗр, Турӑ — юрату вӑл, юратса пурӑнаканӗ Турӑ ӑшӗнче тӑрать, Турӑ та ун ӑшӗнче пулать. 17. Пирӗн ӑшӑмӑрта тулли юрату хӑватлӑланса пынипе эпир сут кунӗнче хӑюллӑ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир ҫак тӗнчере Ун пек пурӑнатпӑр. 18. Юратакан хӑрамасть, чӑн юрату хӑрассине пӗтерет; хӑрани асаплантарать. Хӑраканӗ чӑн юрату мӗнне пӗлмест. 19. Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр. 20. Кам: «эпӗ Турра юрататӑп» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ — суеҫӗ: куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр? 21. Турӑ пире ҫакӑн пек ӳкӗт панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех