Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Аманнӑ чӗресем

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хушнӑ: 2016.06.30 12:05

Пуплевӗш: 414; Сӑмах: 3545

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Утӑ уйӑхӗн варринче пысӑках мар паром Уралти Тавда шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Эхталь ялӗ ҫывӑхне хӑватлӑ трактор, кузовне брезентпа витнӗ автомашина тата вунӑ ҫынна антарса хӑварчӗ. Ҫур сехетрен вӗсем ял хӗрринче тӑлӑххӑн ларакан ултӑ кӗтеслӗ тайлӑкрах пӳрт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ҫар тумӗллӗ ҫын кабинӑран сиксе тухрӗ те ыттисене хӑй патне чӗнсе илчӗ. Ку колона-поселени пуҫлӑхӗ Слонов капитан пулчӗ.

– Ну, ҫакӑнта вырнаҫӑр та пурӑнма тытӑнӑр, – терӗ вӑл пӳрт еннелле ҫаврӑнса.

Ҫурчӗ – пӗрре пӑхсах паллӑ – пурӑнмаллиех мар. Чӳрече рамисене кӑларса илнӗ. Стенисем хура, урайӗнче пӳрне хулӑнӑш ҫӳп-ҫап, тусан. Электричество пралукӗсене татнӑ. Ҫапах та нихӑшӗ те: «Мӗнле пурӑнас кунта?» – тесе ӳпкелешмерӗ. Слонов ҫакна малтанах пӗлсе тӑнӑ. Мӗн каласан та кунта, ялта, судпа айӑпланнисемшӗн пурнӑҫ колона-поселенинчен ирӗкрех: талӑкра виҫӗ хутчен тӗрӗслеве пухӑнас ҫук, офицерсемпе прапорщиксем сӑлтавсӑрах кӑшкӑрашнине те илтместӗн.

Капитан ку ҫурта пӗлтӗрех куҫ хывнӑччӗ. Ун чухне вӑл ял совет ӗҫтӑвкомӗн председателӗпе калаҫса татӑлчӗ те иртен-ҫӳренсем ҫӗмӗресрен е вӑрласран чӳрече рамисене кӑларса колоние турттарса кайрӗ. Халӗ вара, управленирен вӑрман касма наряд парсан, вӗсене каялла тиесе килчӗ. Вӑрман касакансене ӑҫта та пулин усрамалла-ҫке-ха.

– Пӳрте кӗҫӗрех йӗркелесе ҫитерсен, ыранах вӑрман касма тытӑнма пултаратӑр, – аса илтерчӗ Слонов. – Мӗн чухлӗ ӗҫлесе илесси хӑвӑртан килет. Сирӗнпе пӗрле отряд пуҫлӑхӗ Сандриков тата Пшуль маҫтӑр пулаҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсенчен иртмелле мар.

Поселенецсем тиесе килнӗ япаласене – краватьсене, сӗтел-пукана, чӑматанӗсемпе кутамккисене, апат-ҫимӗҫе – йӑпӑр-япӑр пушатрӗҫ те ҫурта йӗркене кӗртме тытӑнчӗҫ. Чӳрече рамисене вырнаҫтарчӗҫ, электричество пралукӗсем карчӗҫ. Икӗ-виҫӗ сехетрен ҫурт ӑшчикки палламалла мар улшӑнчӗ. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн кравачӗ тӗлне журналсенчен касса илнӗ ҫарамас хӗрарӑмсен ӳкерчӗкӗсене ҫыпӑҫтарчӗ. Кӗҫех магнитофон тӗрме пурнӑҫӗ ҫинчен хывнӑ юрӑсем янӑратма пуҫларӗ. Ҫамрӑксенчен пӗри сӗтел ҫине пӑс кӑларакан хӑрӑм пек хура чейник пырса лартрӗ.

Меллӗрех вырӑн шыраса, пӗрне-пӗри тӗрткелесе, пурте сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.

– Гражданин начальник, пирӗнпе пӗрле ларӑр, – те йӑпӑлтатса, те чунтанах сӗнчӗ Элекҫей чӑваш Сандрикова.

– Спаҫҫипӑ! Чифир ӗҫме хӑнӑхасшӑн мар-ха.

– Эсир зонӑра ӗҫлесе курманла калаҫатӑр, гражданин начальник. Унта зексемпе пӗрлех офицерсемпе прапорщиксем те тиркемеҫҫӗ ӑна. Урӑх йышши шӗвек сайрарах пулкалать, – Сандриков калаҫӑва хутшӑнманнине кура хӑюлланчӗ Элекҫей. – Тепӗр тесен, тӗрӗс тӑватӑр. Чифир ӗҫсен сӑн улшӑнать, шӑлсем саралаҫҫӗ.

Элекҫей – водитель. Ҫак пӗчӗк ушкӑнра вӑл ҫулӗсемпе чи асли. Колонире пуринчен ытларах ларнӑран та пуль, хисепре Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш каччи. Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, итлеҫҫӗ, канашлаҫҫӗ. Поселение куҫса киличчен Элекҫей Тавда шывӗ ҫинчи «Шурӑ сӑрт» текен ҫирӗп режимлӑ колонире ларнӑ. Хӑйне лӑпкӑ тытма тӑрӑшать, анчах ӑна хирӗҫ каласан туххӑмрах хӗрӳленет, шыв сапнӑ вутпуҫҫи пек чашкӑрса илет те тепӗртакран «сивӗнет».

– Гражданин начальник, эсир ӑҫта ҫывӑрма шутлатӑр? – пӑтранчӑк хура куҫӗпе Сандрикова шӑтарасла пӑхса илчӗ Коля-чикан.

Сандриков тӳрех ним те чӗнмерӗ. Чӑнах та, ӑҫта ҫывӑрӗ-ха вӑл? Ара, хунькассине килмен-ҫке-ха.

– Эсир ман валли кравать хуманччӗ-им вара? – куҫне малти пӳлӗме ывӑтрӗ отряд начальникӗ.

Пурте пӗр-пӗрин ҫине айӑплӑн пӑхса илчӗҫ. Сандриков кравате юриех илменнине ӑнланса илчӗ: капла унӑн вӗсенчен уйрӑм пурӑнма тивет, вара поселенецсем хӑйсене тата ирӗклӗрех туяҫҫӗ. Отряд пуҫлӑхӗн ирӗксӗрех колхоз общежитине вырнаҫма тиврӗ. Унта тухса утиччен вӑл поселенецсене хӑйсене мӗнле тытмалли пирки аса илтерчӗ: ял халӑхне кӳрентермелле мар, йӗркеллӗ ҫӳремелле, вӑхӑтлӑ ҫывӑрма выртса, вӑрмана ирхине саккӑртан кая юлмасӑр ҫитмелле.

– Гражданин начальник, эпӗ ҫӗр улмипе, пӑтӑпа ҫеҫ пурӑнаймастӑп, манӑн хырӑм касать. Сӗт кирлӗ, – терӗ Элекҫей отряд начальникне, лешӗ тухса каяс умӗн.

– Сӗтсӗр пуҫне какай тупсан та аванччӗ, – сас пачӗ Володя Мартынов, Краснодар каччи. – Вӑрманта ӗҫлеме калори нумай кирлӗ.

– Э-э, эс выҫса вилмӗн-ха, сана ӗнер ҫеҫ килтен салӑ ярса пачӗҫ, – йӗкӗлтерӗ Коля-чикан.

– Ӑна вӑрманта пӗрле ҫийӗпӗр.

– Ӗне сӗчӗ вырӑнне урӑх йышши сӗт ҫӗклесе ан килӗр, – асӑрхаттарчӗ отряд пуҫлӑхӗ.

Эхталь ялӗнче ҫав кун пӗрисем каҫ пулнӑ-пулманах пахча алӑкӗн сӑлӑпӗсене хучӗҫ. Теприсем кӗлетсемпе ампарсене шанчӑклӑрах питӗрсе илчӗҫ. Йытӑллисем Кампурсемпе Хураҫкасене кил хушшине ирӗке ячӗҫ. Поселенецсем вырнаҫнӑ ҫуртран ҫырма леш енче пурӑнакан Эльза ҫеҫ питӗрӗнсе ларма васкамарӗ, ӗнине сурӗ те тепӗр хут урама кӑларса ячӗ.

– Петруша, ӑшӑ сӗт ӗҫме кил хӑвӑртрах! – чӗнчӗ вӑл урамра виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипедпа ярӑнакан пиллӗкри ывӑлне.

– Сӗт ӗҫес килмест ма-а-ан, – сас пачӗ ывӑлӗ.

– Атту ҫав тетене ӗҫтеретӗп, – терӗ амӑшӗ, тин ҫеҫ бидонпа пырса тӑнӑ кӗске ҫӳҫлӗ, мӑйӑхлӑ Элекҫей ҫине кӑтартса.

– Тете, маншӑн сӗт ӗҫсе парсамччӗ, – йӑлӑннӑ пек пулчӗ Петруша, палламан ҫын умне велосипечӗпе пырса чарӑннӑскер.

– Мана шӑпах сӗт кирлӗччӗ-ха,– юриех хыттӑн каларӗ Элекҫей, ӗне хӑвалакан Эльзӑна хирӗҫ утса. – Ырӑ каҫ пултӑр. Колони-поселенирен эпӗ. Тӗрӗссипе, тӗрме ҫынни. Вӑн ҫав ҫырма енчи керменре пурӑнатпӑр. Вӑрман касма ячӗҫ-ҫке.

Эльза бидон анине марльӑпа витрӗ, кӑпӑкӗ сирӗлме ӗлкӗреймен сӗте урамрах ярса пачӗ.

– Ҫук-ҫук, кун чухлӗ илместӗп, – пуҫне пӑркаларӗ вӑл Элекҫей тӑсса панӑ вунӑ тенке тавӑрса.

– Халь пӗтӗмпех хаклӑ, – ҫине тӑчӗ лешӗ. – Эпир кашни кунах туянасшӑн вӗт-ха. Петруша валли канфетлӑх пултӑр укҫи.

– Юрӗ, параканран илме хушнӑ.

– Ыран та килме юрать-и? – утса кайнӑскер, каялла ҫаврӑнса ыйтрӗ Элекҫей.

– Килме пултаратӑн. Мӗн ятлӑ эсӗ?

– Элекҫей... Хушаматӑм Ветлов.

– Хам пулмасан анне парса ярӗ. Эпӗ ӑна систерӗп.

«Чӑмӑркка хӗрарӑм, чӑмӑркка»,– мӑкӑртатса утрӗ каччӑ. Кӑмӑлӗпе кӑна мар, сӑн-пичӗпе те, пӗвӗпе те килӗшрӗ ӑна Эльза. Упӑшки пур-ши? Амӑшӗ пирки анчах асӑнчӗ-ха. Ыттисене куҫ хывтарас мар тесе, сӗте камран туяннине шарлас мар терӗ вӑл.

Эльза бидон анине марльӑпа витрӗ, кӑпӑкӗ сирӗлме ӗлкӗреймен сӗте урамрах ярса пачӗ.

– Ҫук-ҫук, кун чухлӗ илместӗп, – пуҫне пӑркаларӗ вӑл Элекҫей тӑсса панӑ вунӑ тенке тавӑрса.

– Халь пӗтӗмпех хаклӑ, – ҫине тӑчӗ лешӗ. – Эпир кашни кунах туянасшӑн вӗт-ха. Петруша валли канфетлӑх пултӑр укҫи.

– Юрӗ, параканран илме хушнӑ.

– Ыран та килме юрать-и? – утса кайнӑскер, каялла ҫаврӑнса ыйтрӗ Элекҫей.

– Килме пултаратӑн. Мӗн ятлӑ эсӗ?

– Элекҫей... Хушаматӑм Ветлов.

– Хам пулмасан анне парса ярӗ. Эпӗ ӑна систерӗп.

«Чӑмӑркка хӗрарӑм, чӑмӑркка», – мӑкӑртатса утрӗ каччӑ. Кӑмӑлӗпе кӑна мар, сӑн-пичӗпе те, пӗвӗпе те килӗшрӗ ӑна Эльза. Упӑшки пур-ши? Амӑшӗ пирки анчах асӑнчӗ-ха. Ыттисене куҫ хывтарас мар тесе, сӗте камран туяннине шарлас мар терӗ вӑл.

Тепӗр ир Элекҫей поселенецсене вӑрмана турттарса кайрӗ. Каҫхине вӗсене каялла илсе килмелле. Унччен вӑхӑт пайтах-ха. Ҫавӑнпа та яла таврӑнсан ЗИЛне кӑшт-кӑшт юсама, йӗркене кӗртме шутларӗ. Хӑй автомашина патӗнче тӑрмашнине Эльза асӑрхатӑр тенӗ пекех, каччӑ ЗИЛне поселенецсем пурӑнакан ҫурт умӗнчи сӑрт ҫине лартрӗ. Эльзӑна курасшӑн ӑшталанаканскер, ҫырма леш еннелле ҫине-ҫинех пӑхса илчӗ. Анчах куҫ хывнӑ ҫурт умӗнче нимле чун та курӑнмарӗ. Каҫхине сӗт туянма каясси ҫеҫ лӑплантарчӗ ун чӗрине. Эх, чӗре, чӗре, тӗрме ҫыннин чӗри, мӗнле кӑна тӳсет-ши вӑл йӗплӗ пралук хыҫӗнчи пурнӑҫа? Чӗре асапланнӑшӑн хӑех айӑплине, ирӗклӗ пурнӑҫран хакли те ҫуккине Элекҫей ҫулталӑк каялла ҫирӗп режимлӑ колонирен куҫарсан тин ӑнланса илчӗ. Колони-поселение лекме вара пурне те пӳрмен: лайӑх ӗҫлекенсем, йӗркене ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнакансем ҫеҫ тивӗҫеҫҫӗ ҫакна. Судпа айӑпланнӑ пулин те, хӑйне айӑплӑ тесе шутлас килмест Элекҫейӗн. Ҫапах та, аллине чӗри тӗлне тытса тӗрӗссине каласан, айӑпӗ те пур: ирӗкре нумай укҫана хапсӑнни пӗтерчӗ ӑна. Мӗншӗн шӑпа унран калама ҫук хӑрушӑ мӑшкӑлларӗ-ши?
Ҫартан таврӑнсан Хусанта таксистра ӗҫлерӗ Элекҫей.
Пӗррехинче «Татарстан» ресторан умне каҫхине вун пӗр сехет тӗлнелле ҫитсе чарӑнчӗ. Ӑна тӳрех хӗрӗнкӗ ҫынсем хупӑрласа илчӗҫ. Унччен те пулмарӗ, вӗсене хире-хире такси умне сарлака ҫан-ҫурӑмлӑ тӑсланкӑ каччӑ пырса тӑчӗ. Чӑмӑртасан телефон аппаратне аса илтерекен аллипе водитель енчи алӑка туртса уҫрӗ, Элекҫей чӗрҫи ҫине ҫӗр тенкӗ пӑрахрӗ.

– Ӑҫталла? – ыйтрӗ таксист.

Лешӗ ресторан енне пӑхса шик! шӑхӑрчӗ те аллипе кӑчӑк туртрӗ. Икӗ каччӑпа хӗр туххӑмрах, хушасса кӗтмесӗрех машина ӑшне кӗрсе ларчӗҫ.

– Васильевӑна, – хушрӗ тӑсланки, водительтен ыйтмасӑрах пирус паклаттарма тытӑнчӗ. Анчах пассажирсене Васильевӑна мар, ун ҫывӑхӗнчи дачӑна илсе каймалла пулчӗ. Лешӗсем икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт умне чарма ыйтрӗҫ. Тӑсланки таксирен юлашкинчен тухрӗ.

– Ҫур сехет кӗт, – терӗ вӑл Элекҫее тата ҫӗр тенкӗ тыттарса.

– Пире япаласем ҫӗклесе тухма пулӑш-ха, – каланӑ вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн водитель патне таврӑнса йӑпӑлтатрӗ тӑсланки.

Элекҫей турткаланмарӗ, ун хыҫҫӑн утрӗ. Ҫурта кӗрсенех тепӗр икӗ каччи ӑна хулӗсенчен ҫатӑрласа тытрӗҫ.

– Хывӑн! – Элекҫее ҫӗҫӗпе хӑмсарчӗ тӑсланки.

Ӑна шалти пӳлӗме сӗтӗрсе кӗчӗҫ. Элекҫей, тимӗр кравать ҫинче паҫӑр таксие чарнӑ хӗре аллисене тата хӑрах урине ҫыхнӑ, ҫӑварне пӑкӑланӑскере курсан, пӗтӗм кӗлеткипе туркалашрӗ. Анчах лешӗсем таксиста хӗр ҫине чышса ячӗҫ. Месерле ҫавӑрса хурса ҫӑварне кӗленчеренех шурӑ эрех ячӗҫ. Каччӑ чыхӑна-чыхӑна кайрӗ, каҫхи апат ҫименскер, туххӑмрах ӳсӗрӗлчӗ, вӑй-халӗ чакнӑҫем чакрӗ... Тӑсланки пуҫӗпе алӑк еннелле сӗлтрӗ те пассажирсем пӳртри ҫутта сӳнтерсе урама вирхӗнчӗҫ.

…Урайне шуса ӳкнӗ Элекҫей шӗвӗр пушмак сӑмсипе тӗртнипе вӑранса кайрӗ.

– Ку ҫурт хуҫи эпӗ! Сӗмсӗрсем, намӑссӑрсем, мӗнле лекнӗ эсир кунта! – тимӗр туйипе урайне шаклаттарчӗ утмӑлалла ҫывхаракан арҫын.

– Эпӗ… эпӗ айӑплӑ мар! – ҫара пилӗкне кӗпипе хупларӗ ура ҫине сиксе тӑнӑ Элекҫей. Ӑҫтан тупӑнчӗ унӑн ҫак самантра вӑйӗ: урайӗнчен шӑлаварне илсе, ҫурӑм урлӑ пушӑпа туртса ҫапнӑ вӑкӑрла, ҫурт хуҫине аяккалла сирсе ывӑтрӗ, пӳртрен сиксе тухрӗ, такси ӑшне кӗрсе ларчӗ те шӑлаварне тӑхӑнмасӑрах чӗтрекен аллипе мотора хускатрӗ. Телее, лешсем автомашинӑна тӗкӗнмен, ҫӳреме пӗлменрен-ши...

– Тытӑр ӑна! Кӑра-ву-у-ул! – кӑшкӑрчӗ верандӑна сиксе тухнӑ дача хуҫи.

Урӑлма ӗлкӗреймен, мӗн пулса иртнине халӗ те ӑнланса пӗтереймен таксист пӗтӗм хӑвӑртлӑхпа Хусан еннелле вӗҫтерчӗ. Пӗр-икӗ ҫухрӑм пек кайсан, ҫул варрине аллине ҫӗклесе тухнӑ хӗрарӑма асӑрхарӗ. Шӑлавар тӑхӑнма ӗлкӗреймен Элекҫей таксие чарма шутламарӗ, хӗрарӑма таптас мар тесе сулахаялла пӑрӑнчӗ, анчах лешӗ ун ҫулне пӳлчӗ, вара водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан автомашинӑна текех итлеттереймерӗ...

Темиҫе уйӑхран Элекҫее судпа айӑпларӗҫ. Дачӑри пӑтӑрмахшӑн мар, руль умне ӳсӗрле ларса хӗрарӑма таптаса сусӑрлатнӑшӑн. Пысӑк срока хупасран ӑна леш путсӗрсем кравать ҫине ҫыхса пӑрахнӑ хӗр тӗрӗссине каласа пани ҫеҫ ҫӑлса хӑварчӗ. Ҫапах та пилӗк ҫул та сахалах пулмарӗ уншӑн. Виҫӗ ҫул ҫирӗп режимлӑ колонире ларнӑ хыҫҫӑн, лайӑх ӗҫленӗшӗн колони-поселение куҫарчӗҫ. Хӑй мӗншӗн ларни ҫинчен никама та ҫӑвар уҫмарӗ вӑл, тӗрӗссине каласан та ӗненместчӗҫ пуль. Ҫав кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха пулах юратнӑ хӗрӗ сивӗнчӗ: «Ман ҫине ан шан, кӗтместӗп, качча тухатӑп», – пӗлтерчӗ вӑл пӗррехинче тӗрмери Элекҫее.

Ҫак асаилӳсем автомашина юсанӑ хушӑра Элекҫей пуҫне темиҫе хутчен те хура пӗлӗтсем пек киле-киле капланчӗҫ. Умне Эльза сӑнарӗ туха-туха тӑни сирчӗ вӗсене. Тен, кӑвак куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫинчен ӗмӗтленме те кирлӗ мар? Унӑн, Эльзӑн, хӑйӗн шӑпи. Элекҫей ун пирки нимех те пӗлмест вӗт-ха. Ачи пур-тӑк, ҫавӑн пек чипер хӗрарӑм упӑшкасӑр марах. Автомашинине юсанӑ май ҫак шухӑшсемпе канӑҫсӑрланаканскер, ултӑ сехет ҫитнине те сисмерӗ. Ӗҫлекенсене илме вӑрмана пилӗк сехете ҫитмеллеччӗ унӑн. Ҫавӑнпа та юсав хыҫҫӑн кабинӑна ҫуса йӗркене кӗртмесӗрех кӗрлеттерчӗ кирлӗ ҫӗре.

Элекҫей вӑрмантан таврӑнакан юлташӗсене ҫур ҫулта тӗл пулчӗ. Ывӑннӑскерсем ӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илчӗҫ.

– Мӗн, хӗрарӑмсем пирки шухӑшласа пирӗн ҫинчен те мантӑн-им? – ушкӑнран уйрӑлса кабина алӑкӗн хӑлӑпне ярса тытрӗ кӗрнеклӗ Володя Мартынов.

Володя бригадир пулнипе кӑна мар, упа пек вӑйӗпе те ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Хӑйсем хушшинче кам та пулин «кӗтӗве вараласран» каллӗ-маллӗ нумай шухӑшласа тӑмасӑрах чӑмӑрӗсене хута ярать. Элекҫей те ҫакна лайӑх пӗлекенскер, мӗн сӑлтавпа кая юлнине ӑнлантарма шутламарӗ, «пӗрремӗш тата юлашки хут» тесе ҫеҫ хучӗ.

– Курӑпӑр, сӑмахна епле тытӑн, – сарӑ-хура шӑлӗсем витӗр чӑртлаттарса сурчӗ бригадир.

* * *

Пӗррехинче бригадир пушӑ чашӑксем купаласа хунӑ сӗтел хушшине чавсаланса ларчӗ те сӑмса айӗпе мӑкӑртатса илчӗ:
– Ҫук, текех капла пурӑнаймастпӑр...
Пӳртре сивӗ... Апат пӗҫермен.

– Тӗрӗс, ятарласа вут хутакан, апат пӗҫерекен кирлӗ, – яланхи пекех калаҫӑва хутшӑнмасӑр юлмарӗ чикан.

– Паянах апат пӗҫерекен шырӑр, – хушрӗ бригадир. – Укҫине ҫителӗклӗ таранах тӳлӗпӗр. Апат-ҫимӗҫӗ, вутти – хамӑрӑн.

Кӑна илтсен, сӑмах хушакансем татах тупӑнчӗҫ. Пӗр Элекҫей ҫеҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫамрӑкраххисем вут хутса ярсан пушӑ бидон илме урама тухрӗ. Вӑл ӑҫта пуҫтарӑннине никам та ыйтмарӗ, тӗпчемерӗ, водитель Эльзӑсем патне каҫсерен сӗтшӗн кӑна ҫӳременни текех никамшӑн та вӑрттӑнлӑх марччӗ ӗнтӗ.

Элекҫей чун-чӗринче юлашки виҫӗ-тӑватӑ кунта темле ӑнланмалла мар пысӑк улшӑнусем пулса иртнине пурте курса тӑчӗҫ: нумай калаҫмасть, нимле вӑййа та хутшӑнмасть, вулама та пӑрахрӗ, хутнӑ кӑмака ҫумне тӗршӗнет те шухӑша путса тӑрать.

Ку хутӗнче сӗте Эльза амӑшӗ илсе тухса парсан Элекҫей кӑмӑлӗ пусӑрӑнчӗ.

– Тем, Эльза та, Петруша та курӑнмаҫҫӗ, – тесе ыйтмасӑр чӑтаймарӗ вӑл.

– Сана мӗн тума кирлӗ вӗсем? Сӗт илнӗ – уттар хӑвӑн ҫулупа, – касса татрӗ карчӑк.

– Пире апат пӗҫерекен кирлӗ. Эльза килӗшмест-ши тетпӗр те. Укҫине шеллемӗпӗр, – сассине ҫемҫетрӗ Элекҫей.

– Вӑл район центрне кайнӑ. Таврӑнсанах калатӑп, – тинех ҫаврӑнчӗ карчӑк кӑмӑлӗ.

Ирпе кил хушшине каҫӑхса вӗрекен йытта лӑплантарма тухнӑ чикан каялла сирпӗнсе кӗчӗ:
– Курӑр, камсем килчӗҫ! – алӑка яри уҫса ячӗ Эльзӑпа ывӑлне ҫул парса.

Хӗрарӑм сывлӑх сунчӗ те малалла иртме сӗнмесӗрех сӗтел ҫине виҫӗ литрлӑ банкӑпа сӗт тата турилккепе икерчӗ пырса лартрӗ.

– А-а-ах, шӑрши еплерех, – сӗтел патне пырса ал тупанӗсене сӑтӑрчӗ чикан. – Макдоналдс ресторанӗнчи пекех.

Кӗтмен хӑнасем килнипе ыттисем те хыпӑнса ӳкрӗҫ: вырӑнӗсене майларӗҫ, малти пӳлӗме ҫуса тухрӗҫ, васкаса ҫӑвӑнчӗҫ, хырӑнчӗҫ. Яланхи пекех, ирхи апат умӗн магнитофон кӗрлеттерчӗҫ. Юрӑ илтсе Эльза ывӑлӗ ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗчӗ.

– Петруша, унта кӗме юрамасть, – пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ амӑшӗ. – Тух каялла! Халех!

– Ан тивӗр, ача вӗт, – лӑплантарчӗ тахӑшӗ. Ывӑлне каялла илсе тухма малти пӳлӗме кӗнӗ Эльза ирӗксӗрех йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Тӗрмере ларакансем ҫакӑн пек тирпейлӗ выртса тӑрасса нихҫан та шутламанччӗ вӑл. Вырӑнӗсем, кӑвак утиялпа витнӗскерсем, таса. Ӗҫ хыҫҫӑн тӑхӑнмалли ҫи-пуҫӗсене стена ҫумне типтерлӗн ҫакнӑ. Кашни краватьпе юнашар стена ҫинче хӑйне евӗр галерея: журналсемпе хаҫатсенчен касса илнӗ чиперккесен сӑнӳкерчӗкӗсем. Тӑванӗсемпе хӑйсен сӑнӳкерчӗкӗсем те пур. Элекҫей вырӑнне Эльза унӑн сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх палларӗ. Вӑл поселенец минтерӗпе юнашар выртакан Бальзакӑн «Сцены частной жизни» кӗнекене алла илчӗ. Листисене уҫсан, урайне темле хӗр сӑнӳкерчӗкӗ тухса ӳкрӗ. Анчах темшӗн ун пит-куҫне ручкӑпа эрешлесе пӗтернӗ. Эльза сӑнӳкерчӗке йӑпӑр-япӑр кӗнеке хушшине чиксе хучӗ.

– Апачӗ тутлӑ пултӑр! – терӗ малти пӳлӗмрен тухнӑ Эльза сӗтел тавра шӑкӑрин ларса тухнӑ поселенецсене. – Вӗри яшкасӑрах-им эсир паян?

– Хӑҫан мӗнле май килет, – ассӑн сывларӗ бригадир. – Ятарласа пӗҫерекен ҫукки пӑчлантарать. Кама та пулин тупса памӑр-ши е хӑвӑр...

– Эпӗ юрайӑп-ши сире?

– Тархасшӑн, хӑть халех тытӑнӑр... Тӳрех сӗнме ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмарӗ. Пирӗнтен йӗрӗнтӗр пуль терӗм, – пуриншӗн те каларӗ бригадир.

– Мана пурпӗрех. Вӑхӑтлӑха ялта канатӑп. Тен, ҫӗнӗ ҫулчченех. Тӳрех калам: офицерсен столовойӗнче ӗҫленӗ.

– Ну… эпир офицерсем мар… тӗрме ҫыннисем.

– Ӑнланмастӑп, мӗншӗн эсир хӑвӑра ыттисенчен кая шутлатӑр, шанмастӑр, ӗненместӗр...

– Эх, Эльза, пурнӑҫра ахаль те хуҫӑлнӑ ҫынсене тӗрме пушшех авать. Вӑт, пуҫ ҫапса калатӑп, эп курнине ман ачасен, мӑнуксен курмалла ан пултӑр, – хӗрес хурса илчӗ Володя. – Ну, юрӗ. Уйӑха виҫ ҫӗр тенкӗ тӳлетпӗр сана. Айта, хуҫаланма пуҫла. Ҫӗр улми, ҫӑнӑх, тӑварланӑ какай ҫенӗкре. Пӗҫерекене ӑна шыраса тупаканӗ пулӑштӑр. Пире вӑрмана леҫнӗ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт яланах пур унӑн. Ҫапла-и, Элекҫей? – мӑйӑхне пӗтӗрсе тӑракан чӑваш каччине куҫ хӗсрӗ вӑл.

– Кӑнтӑр апатне вӑрмана илсе пымалла-и? – ыйтрӗ Эльза.

– Кӑнтӑр апатне эпир хамӑрпа илетпӗр. Ирпе каҫ ҫеҫ пӗҫермелле.

Эльза поселенецсем вӑрмана тухса кайсанах вут хутса ячӗ. Пулӑшакан пирки сӑмах хускатни пустуй пулмарӗ иккен. Вӑрмантан таврӑнсанах Элекҫей икшер витре шыв ӑсса килчӗ те Эльзӑна хирӗҫ ҫӗр улми шуратма кукленсе ларчӗ, ӑна вырӑн парас тесе повар урисене хыҫалалла шутарчӗ те вӑчӑраллӑ хӗресӗ кофта хӗрринчен тухса витрене перӗнсе чанклатрӗ. Эльза самантрах хӗресе ҫатӑрласа тытрӗ, унтан хӗвне чиксе хучӗ. Ҫакна куҫ хӗррипе асӑрханӑ Элекҫейӗн янах айӗнчи мӑкӑлӗ темле пылак ҫӑтса янӑн сиксе илчӗ. Мӗншӗн темиҫе ҫул маларах тӗл пулман-ши вӗсем? Анчах тӑруках ҫапла шухӑшлама унӑн нимле сӑлтав та ҫук. Тен, Эльза Элекҫей пирки пуҫа та илмест? Пустуй пулмӗ-ши пӗрре тахҫан асапланса лӑпланнӑ чӗрене тепӗр хут ыраттарни?

Каҫхине ӗҫрен таврӑннӑ поселенецсем Эльза пӗҫернӗ апата мухтаса ҫирӗҫ. Техӗмлӗ какай яшкипе шаркку ҫине пӗрре пӑхса илнипех тӑранчӗҫ темелле.

– Кун пеккине килте те ҫимен эп, – мухтарӗ чикан.

– Ыран мӗн пӗҫерес?

– Плов, – хушрӗ Алишер узбек.

– Каллех шаркку! – чӳлмеке кашӑкпа шаккарӗ чикан.

– Рис пур-и?

Алишер малти пӳлӗмрен посылка ещӗкӗ ҫӗклесе тухрӗ:
– Килтен ярса панӑччӗ.
Ятарласа плов пӗҫерме усрарӑм.

Плов та, котлет та, тӗрлӗ яшкапа салат та, пӗр сӑмахпа каласан, пултарнӑ таран пӗтӗмпех пӗҫерме тӑрӑшрӗ Эльза. Хӑш-пӗр ҫимӗҫе вӑл килтен илсе килчӗ. Уншӑн ӑна укҫа тӳлерӗҫ.

* * *

Ҫапла сисӗнмесӗр пӗр уйӑх иртрӗ. Ҫак хушӑра Элекҫей кунсерен тенӗ пекех Эльзӑпа юнашар пулчӗ: шыв йӑтрӗ, ҫӗр улми шуратрӗ, какай турарӗ, вутӑ хатӗрлерӗ. Пӗррехинче Эльзӑсен килне автомашинӑпа вутӑ кӳрсе килчӗ, тепрехинче карта тытма, хуралтӑ витме пулӑшрӗ. Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ тенӗн, майӗпен Эльза амӑшӗн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ: хӑй килӗнче поселенецсене мунча хутма ирӗк пачӗ.

Пӗр каҫхине Эльза ҫапла пӗлтерчӗ:
– Ыран сирӗн мансӑрах пурӑнма тивет.
Анчах эпӗ пӗҫерсе хӑваратӑп. Манӑн ыран район центрне ҫитсе килмелле. Кунтан инҫе мар – ҫирӗм ҫухрӑм ҫеҫ.

– Хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесен Элекҫей автомашинӑпа леҫтӗр, – тесе хучӗ чикан.

– Юрать. Элекҫей, леҫетӗн. Хуҫа е кам та пулин пӗлчӗ-тӗк, повара больницӑна леҫрӗм тетӗн, – ӑс пачӗ бригадир. «Лексен те ним те мар, Эльзӑпа каллӗ-маллӗ хӗрӗх ҫухрӑм юнашар ларса кайса килни мӗне тӑрать», – шухӑшларӗ водитель.

– Тавах, атьсемӗр, тавах. Сире валли мӗн те пулин туянса килмелле мар-и?

– Пирус таврашӗ пӑсмӗччӗ.

– Конвертсем те.

– Хӗрӗх градуслине те, – каллех калаҫуран юлмарӗ чикан. «Хӗрӗх градуслине» тесен бригадир чикан ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

* * *

Район центрӗнче Элекҫей автомашинӑна транспорт, ҫынсем сахал ҫӳрекен улах вырӑна лартрӗ. Хӑй кабинӑран пачах тухмарӗ, тӗрӗслесен милици уйрӑмне лекесрен шикленчӗ, унӑн путевка та, документсем те ҫук-ҫке-ха. Эльза икӗ сехетрен таврӑнчӗ.

– Шӑпах таварсем кӳрсе килнӗ саманта лекрӗм, ҫавӑнпа та каярах юлтӑм. Сан хырӑму та выҫрӗ пуль. Пӗремӗк ҫи, пылак шыв та пур, ав, – тулли сумкӑпа сеткӑна ларкӑч ҫине хучӗ хӗрарӑм.

– Васкас пулать, ҫумӑр килет, – хӑвӑртлӑх аврине каллӗ-маллӗ куҫарса чӳречерен пӗлӗтелле тинкерчӗ Элекҫей.

Виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑм пек кайрӗҫ-и, каймарӗҫ-и – ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати таврана кисрентерсе илчӗ, шултӑра ҫумӑр тумламӗсем хӗвелпе хӗрнӗ кабина ҫине патлатма тытӑнчӗҫ. Тепӗртакран ҫумӑр шывӗ чӳрече кантӑкӗ ҫинчи тусанпа вараланса автомашина капочӗ тӑрӑх шарлатма пуҫларӗ. Шӗвӗ пылчӑк автомашинӑна енчен енне шутарчӗ, анчах «студебеккер» пӗтӗм кӳлепипе туртӑнса шав малалла ӑнтӑлчӗ. Ҫур сехет пек кайсан ҫумӑр чарӑнчӗ, шуранка пӗлӗт татӑкӗсем хыҫӗнчен хӗвел куҫ хӗссе тухрӗ. Автомашина Эльза пурӑнакан ялтан икӗ ҫухрӑмри йывӑҫ кӗпер патне ҫитрӗ.

– Ой, Элекҫей, пӑх-ха, мӗн ку?! – аллисемпе водителе хулӗнчен ҫатӑрларӗ Эльза.

Кӗпер патнелле пӑтранчӑк шыв кӗрлесе килет, хӑй айне хӑмасемпе йывӑҫсене пӗтӗре-пӗтӗре чикет. Ҫыран хӗрринче икӗ арҫын ача аллисемпе сулкалашса чупаҫҫӗ. Элекҫей кабинӑран сиксе тухрӗ те ҫырма хӗрринелле ыткӑнчӗ, шывра пӗренерен ҫатӑрласа тытнӑ ачана асӑрхарӗ. Анатарах чупса вӑл сикме меллӗ вырӑн шырарӗ. Акӑ, анлӑ тӳрем. Шыв юххи вӑйсӑрланчӗ, Элекҫей шалалла кӗрсе пӗрене пуҫне ярса илчӗ. Ача куҫӗсем халь-халь сиксе тухасла чарӑлнӑ, вӑйсӑрланнӑ ҫинҫе аллисем шӑва-шӑва каяҫҫӗ, пичӗ-куҫӗ вараланчӑк.

– Пӗренене ан вӗҫӗрт, хӑрах аллупа авӑс! – кӑшкӑрчӗ Элекҫей. Урисемпе тапаҫланса, сылтӑм аллипе пӗренене пӗтӗм вӑйӗпе тӗртрӗ. Пӗрене майӗпен ҫыраналла ҫывхарчӗ. Тем самантра Элекҫей сӑрталла пӑхса илчӗ те вӗсем патнелле чупакан Эльзӑна асӑрхарӗ.

Пӗрене ҫырана тӑрӑнса нӑчлатрӗ. Шыв хӗррипе чупса аннӑ Эльза арҫын ачана, унтан ӑна ҫӑлакана алӑ тӑсса пачӗ. Халтан кайнӑ арҫын ача ҫырана тухсанах йӗпе курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ, ахлата-ахлата илчӗ.

– Тӑр-тӑр, выртсан пушшех халтан каятӑн, – ачана васкатрӗ Элекҫей.

Халӗ кабинӑра вӗсем виҫҫӗн ларса пычӗҫ. Ҫыран хӗррипе чупнӑ леш икӗ арҫын ача кузова хӑпарса тӑчӗҫ.

– Кам ывӑлӗ пулатӑн вара эс? – ыйтрӗ Эльза ачаран.

– Ҫимун Николаевӑн, ферма заведующийӗн.

– Аҫуна пӗлетӗп, хӑвна палламастӑп. Шыва мӗнле кӗрсе ӳкрӗн вара?

– Пулла кайнӑччӗ, ҫумӑр умӗн лайӑх хыпрӗ те киле пуҫтарӑнма ӗлкӗреймерӗмӗр.

– Тӳрех киле кай, вӗри чей ӗҫ те ӑшӑ утиялпа чӗркенсе вырт, – ял вӗҫӗнче антарса хӑварчӗҫ ҫӑлнӑ ачана.

Элекҫей Эльзӑна килӗ умнех леҫсе ячӗ. Автомашина кӗрленине илтсе, резина аттисемпе лӑпӑштатса урама ывӑлӗ тухрӗ, амӑшӗн аллинчи сумкӑран уртӑнчӗ.

– Тӑхта кӑштах, – сирчӗ ӑна Эльза. – Элекҫей, сан мунчара ҫӑвӑнса илмелле пуль, шӑнса пӑсӑлӑн тата. Ав, анне мунча хутса хатӗрленӗ.

Поселенец мунчара нумай тытӑнса тӑмарӗ, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн Эльза сӑйланӑ пыл сӑрине ӗҫсе пачӗ те пӗрле ӗҫлекенсем патне васкарӗ.

– Машинӑна ыран пӗрле ҫӑвӑпӑр, – кӗтмен ҫӗртен хушса хучӗ Эльза.

– Ма ырана хӑварас, эпӗ ӑна паянах йӗркене кӗртетӗп.

– Тем пекех тав сана, Элекҫей. Мӗнле тав тумаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ... Итле-ха, каҫхине Володьӑпа иксӗр пирӗн пата килӗр. Манӑн паян… паян… пӗрле пухӑнма сӑлтав пур, – аяккалла пӑрӑнса куҫӗсене шӗвӗр пӳрне вӗҫӗпе сӑтӑрса илчӗ Эльза. – Пурне те чӗнместӗп, ан пӑшӑрханччӑр: уяв мар.

Каҫхине тӑххӑрта Элекҫейпе Володя Эльзӑсем патне пырса кӗчӗҫ. Элекҫей аллинче уйри чечексен ҫыххи. Володя пӳртре чупса ҫӳрекен Петрушӑна икӗ панулми тыттарчӗ.

Эльза каҫхи хӑнасене сӗтел хушшине чӗнчӗ. Ку пӳртре халиччен Элекҫей пулманччӗ-ха, ҫавӑнпа та чи малтан ун ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Унӑн куҫӗсем Эльза темле лейтенантпа пӗрле ҫапӑннӑ сӑнӳкерчӗк ҫинче чылайччен чарӑнса тӑчӗҫ. Сӑнӳкерчӗкпе юнашар Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗк мӗне пӗлтернине Элекҫей тинех чухласа илчӗ: «Упӑшки! Афганец-ши?» – ҫав самантра тепӗр ыйту канӑҫ памарӗ. Элекҫей хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне палӑртас мар тесе Эльзӑран амӑшӗ пирки ыйтрӗ.

– Анне ҫук, хӑнара. Вӑл ҫук чух улах тӑвас терӗм-ха, – шӳтлӗн кулса илчӗ хӗрарӑм. – Вӑрманта мӗнле кун каҫрӑр, Володя?

– Выҫса вилмен. Пурте сывӑ. Ыран сана кӗтеҫҫӗ, хӑвӑртрах курасшӑн ҫунаҫҫӗ.

– Хам та пӗр кунтах тунсӑхласа ҫитрӗм. Володь, Володя тетӗп, Элекҫей сана паттӑрла ӗҫ туни ҫинчен каласа пачӗ-и?

– Кӑштах каларӗ. Ачи пултарать, – Элекҫее ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Володя.

Тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне Эльза сӗтел ҫине пӗр кӗленче шурӑ эрех кӑларса лартрӗ.

– Сире кӑшт сыпма юрать пуль?

– Лайӑх ӗҫлесен, ҫылӑх мар. Тӗрӗссипе, пуҫлӑхсем курман чух, – хуравларӗ Володя.

– Афганистана лекиччен эпӗ те сыпманччӗ ҫав усал шӗвеке, – ним пулманла каларӗ Эльза. – Вӑрҫӑ теме те вӗрентет.

«Афганистан» тенине илтсен Элекҫейпе Володя пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, чавсисене сӗтел ҫинчен илсе тӳрленсе ларчӗҫ.

– Ну, кама шанатпӑр кӗленче уҫма?

– Хӑвах пуҫла, Эльза. Эпир хӑнасем.

– Ҫак кӗленчене санӑн уҫмаллаччӗ те, Сережа, – хӑй лейтенантпа пӗрле ҫапӑннӑ сӑнӳкерчӗк еннелле ҫаврӑнса черккене ҫӗклерӗ Эльза. – Ан кӳрен, Сереженька, лейтенант-юлташ...

Эльза сӗтел ҫине темиҫе тумлам тӑкрӗ. Хӑнасем те черккесене тайӑлтарчӗҫ.

– Ман упӑшкаччӗ вӑл. Училище хыҫҫӑн Афганистана лекнӗ. Эпӗ те медицина училищи пӗтернӗскер, хам ирӗкпе Кабултаччӗ. Унта паллашрӑмӑр, унтах пӗрлешрӗмӗр. Эпӗ медсестраччӗ, Сережа вилсен госпитальте текех чӑтаймарӑм, служба вӑхӑчӗ вӗҫлениччен офицерсен столовӑйӗнче ӗҫлерӗм, – ассӑн сывла-сывла аса илчӗ Эльза.

Ҫамрӑк хӗрарӑм каласа панӑ хушӑра Элекҫей Петруша сӑн-питне сӑнӳкерчӗк ҫинчипе танлаштарчӗ: каснӑ-лартнӑ ашшӗ.

– Халӗ ҫакӑншӑн ӗҫӗпӗр, – терӗ черккене шкапри хӗрлӗ курупкаран кӑларнӑ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» йӑлтӑркка медале сиктерсе.

– Паян ҫар комиссариатӗнче пачӗҫ. Мана виҫӗ ҫултан шыраса тупрӗ...

Кӗленчене пушатнӑҫемӗн мӑк ҫырли шывӗ ӗҫрӗҫ, чӳлмекре ҫӗр улмипе пӗҫернӗ кӑвакала ҫирӗҫ. Лайӑх апатланнӑран-ши, никам та ӳсӗрӗлмерӗ. Калаҫу майӗпен пурнӑҫ ҫине куҫрӗ.

– Тепӗр тӑватӑ уйӑхран эпӗ те ҫын ӗретлӗ ӗҫсе-ҫиме пуҫлатӑп та-ха, – чунне уҫса пачӗ Володя. – Йӑлӑхтарчӗ ларса. Тӗрмере пурнӑҫ марах. Юрать, поселенире сывлӑш ҫавӑрса илтӗм. Ӗҫлеме ӳркенмесен, хӑвна чипер тытсан, пуҫлӑхсем хӗсмеҫҫӗ кунта.

– Элекҫей, санӑн мӗн чухлӗ юлчӗ тата? – ыйтрӗ Эльза.

– Виҫӗ уйӑх. Мана пурпӗрех килте никам та кӗтмест.

– Мӗнле вара апла?

– Кунтан тӗрӗс-тӗкел тухсан, тен, хам ӳснӗ интерната кайса килӗп.

Пӗр хушӑ никам та чӗнмерӗ. Унтан Петруша амӑшӗ патне пырса:
– Анне, ҫывӑрас киле-е-ет! – терӗ.

Амӑшӗ ывӑлне сарӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗнчен ачашласа илчӗ те кӑмака ҫумӗнчи диван ҫине вырттарчӗ.

– Каяр пуль, Петруша та ҫывӑрасшӑн, – сӗтел хушшинчен тухрӗ Володя. – Чыс тунӑшӑн, хӑналанӑшӑн тем пекех тав сана, Эльза.

– Хӑналамалли-мӗнӗ ӗнтӗ... Мӗн пурри пӗтӗмпех сӗтел ҫинче...

Эльза хӑнасене ӑсатма урама тухрӗ. Тӗттӗм. Чылай ҫуртсенче ҫутӑ сӳннӗ. Поселенецсем пурӑнакан ҫуртра ҫав-ҫавах ҫутӑ йӑлтӑртатать.

– Пирӗнсӗр ҫывӑрасшӑн мар пулас. Васкам-ха, эппин, – карттусне ҫамки ҫине пусарах тӑхӑнчӗ те Володя вӑрӑм урисемпе «килӗ» еннелле таплаттарчӗ. Элекҫейӗн Эльзӑпа пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илмесӗр сывпуллашас килмерӗ.

– Кӑшт уҫӑлса ҫӳрер мар-и? – сӗнчӗ Элекҫей Эльзӑна хулӗнчен тытса.

– Ларар эппин ҫакӑнта, – карта ҫумӗнчи пӗрене купи патнелле утрӗ Эльза.

Шурӑмпуҫ киличченех хускалмасӑр ларчӗҫ вӗсем, кун-ҫулӗпе пӗрпекрех икӗ ҫын. Каҫхи шӑплӑхра ҫурма сасӑпа мӗн ҫинчен калаҫнине, мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине никам та илтмерӗ, иккӗшӗ ҫеҫ пӗлчӗҫ, туйрӗҫ.

Виҫӗ уйӑхран, Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ, Элекҫей ирӗке тухрӗ. Эльзӑпа Элекҫей мӑшӑрланма вӑхӑт та ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ хыҫҫӑн ҫӗрӗпе ҫунӑ кӑпӑшка юр ҫинче йӗрсем хӑварса, алла-аллӑн тытӑнса, вӗсем район центрӗ еннелле утрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех