Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иртнӗ ҫулла...

Автор: Элиза ВАЛАНС

Ҫӑлкуҫ: «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Хушнӑ: 2016.07.02 10:22

Пуплевӗш: 110; Сӑмах: 857

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Тӗлӗкри пек иртрӗ ҫав самант

Тӳрех киле мар, асламӑшӗ патне кӗчӗҫ вӗсем шӑллӗпе. Вӑйӗ ҫуккине сиссе, хӑйне тӗлӗкри пек туйса диван ҫине аран ларчӗ. Кӳлӗ хӗрринче мӗн пулса иртнине Даниил асламӑшне тӗпӗ-йӗрӗпе васкаса каласа пачӗ. Паша вара ҫаплипех пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ. Куҫӗ умӗнчен сывлайми выртакан Максим ҫаплипех кайма пӗлеймерӗ. Хӑй вара вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнине ӑнланса илсе ҫӳҫенчӗ, ҫапах та ҫынна инкекрен хӑтарнӑшӑн хӗпӗртерӗ.

— Ах... Ҫынна пулӑшни сӑвап-ха, анчах хӑвӑрпа та инкек пулма пултарнӑ-ҫке, — терӗ асламӑшӗ хӑраса ӳкнӗскер.

— Асанне, хӑв калашле инкек ура айӗнчен сиксе тухать. Ҫавӑнпа та ун пекки кирек кампа та пулма пултарать-ҫке, — вӑйсӑррӑн сӑмах хушрӗ арҫын ача.

Паша паттӑрлӑхӗ пирки ашшӗпе амӑшӗ, Сергей Владимировичпа Надежда Михайловна пӗлчӗҫ те, ывӑлӗ ҫине пӗрремӗш хут курнӑн шӑтарасла пӑхрӗҫ.

— Паша!.. Чӑнах-и? Эсӗ хӑв та ача кӑна-ҫке, — терӗҫ те вӗсем, ҫав самантра урӑх нимӗн те калаймарӗҫ.

Ҫав синкерлӗ куна паян та ассӑн сывласа аса илет Паша. Хӑй пӑлханнине палӑртмасӑр сӑмах ҫӑмхине сӳтрӗ вӑл.

— Тӗрӗссипе, вӑл саманта тӗпӗ-йӗрӗпе аса илейместӗп. Чи тарӑн вырӑнта Максим путнӑран йывӑрлӑха ҫаклантӑм. Ҫӳҫӗнчен сӗтӗрсе тухас терӗм те, кӗске кастарнӑран ниепле те шухӑшланӑ пек тӑваймарӑм. Ҫухалса каймасӑр урапа ҫаклатрӑм. Пӗтӗм вӑя пухса унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе, малалла ишрӗм те ишрӗм. Пӗрремӗш пулӑшӑвне те хамах патӑм. Ара, шкулта вӗрентнӗ вӗт. Тухтӑрсем те пӗрре мар тӗлпулу ирттернӗ. Ишме пӗлмен Максим аслисемсӗр шыва кӗме кайни — вӑл тунӑ пысӑк йӑнӑшсенчен пӗри. Мана хама атте улттӑра чухнех ишме вӗрентнӗ, — терӗ Паша.

Унччен ӑҫта вӗренме каясси пирки ятарласа шухӑшламан вӑл. Халӗ ӑна ҫӑлавҫӑ профессийӗ кӑсӑклантарать.

— Ҫынна пулӑшасси — сӑваплӑ ӗҫ. Ҫавӑнпа та эпӗ хама МЧС тытӑмӗнче куратӑп. Мана хулара мар, ялта пурӑнма килӗшет. Кайӑк-кӗшӗк юрлани, вӑрман кашлани, ирсерен хӗвел йӑл-йӑл пӑхса шевлине тавралӑха илем сапалани кӑмӑла ҫӗклет. Е тата пулла кайни мӗн тери савӑнӑҫ маншӑн. Каллех аттене пула ку енӗпе «чирлерӗм». Темиҫе ҫул каялла пилӗк килограмм таякан карп тытрӑм! Ун чухне ҫапла вӑлта хулкки ҫине пӑхса лараттӑм. Сасартӑк вӑл ҫухалчӗ. Туртса пӑхрӑм, темскер турткаланса тапкаланма пуҫларӗ. Вӑлта ҫиппине хӑвӑртрах хам паталла туртма тытӑнтӑм. Ҫыран хӗрринелле ҫывхарнӑҫемӗн хайхискер хытӑрах туртӑнчӗ. Сысна ҫури пек ҫурӑмлӑ карп мӗнпур вӑйӗпе вӑлтаран вӗҫерӗнме тапӑҫса шывран сике-сике тухса тапкаланчӗ. Ҫыран хӗрринче пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла туртӑнса тарма хӑтланчӗ. Ҫапах туртса кӑлартӑмах. Вара чылайччен ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӑм. Мӗн тери тутлӑ апат хатӗрлерӗ анне! Ҫисе тӑранмалла мар техӗмлӗскерӗн тути халӗ те асра. Е тата тавралӑхри аслӑ вӑрман камӑн чунне ырӑ кӳмӗ? Асамлӑ вӑй пур унта: чуна уҫаканни, пурнӑҫра мӗнпур вак-тӗвек ҫине алӑ сулса тӗнчере илем пурри ҫинчен аса илтерекенни, хитрен пурӑнма хистекенни, вӑй-хӑват хушаканни. Е тата Валем Ахун сӑввилле каласан:
Тӑван ҫӗршыв вӑл пирӗн —
Пӗрре анчах.
Пӗлер хакне.

Тӑван ҫӗршыв вӑл пирӗн —
Асран кайми атте-анне, — терӗ ҫамрӑк.

Спорта чунтан юратакан Паша шкул ҫумӗнчи сывлӑхпа кану лагерӗнче тусӗсемпе волейболла, баскетболла вылярӗ. Ҫутҫанталӑкра пулса чунне килентерчӗ. Ӗнтӗ лагерь кунӗсем хыҫа юлчӗҫ. Июль уйӑхӗнче вара «Орленок» лагерьте пулса савӑнӗ. Ку путевкӑна вӑл Максима ҫӑлнӑшӑн тивӗҫнӗ.

Чӑн та, Паша шкулти хастарсенчен пӗри. Вӑл кирек епле мероприятисене кӑмӑлпа хутшӑнать. «Зарница» ҫарпа спорт вӑййинче те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Килте те пултаруллӑ. Ашшӗ-амӑшне, асламӑшне кирек ӑҫта та тӑтӑш пулӑшать.

— Эпӗ нимӗнле ӗҫе те тиркеместӗп. Ку арҫын, ку хӗрарӑм ӗҫӗ тесе нихӑҫан та каласа курман. Сарайӗнче тӑрӑшма кӑна мар, пӳртре апат пӗҫерме, кашӑк-чашӑк, урай та ҫума пултаратӑп. Пурте хӗпӗртеҫҫӗ вара. «Пирӗн Паша ҫитӗнчӗ. Пӗр ӗҫрен те хӑрамасть», — теҫҫӗ. Ун пек калани чуна хӑпартлантарать те ӗнтӗ. Манӑн хӑвӑртрах шкултан вӗренсе тухса юратнӑ профессие алла илес килет, — тет Паша.

Хама ҫӑлакана пысӑк тав!

Максим Владимиров кӑҫал виҫҫӗмӗш класран вӗренсе тухрӗ. Хӑйне ҫӑлакан Пашӑпа пӗрле лагерьте канчӗ вӑл. Иртнӗ ҫулӑн синкерлӗ кунне аса илме ыйтсан:
— Эп хам та вӑл саманта ытлашши астумастӑп.
Тӗлӗк евӗр пулчӗ те. Тантӑшсемпе аслисемсӗрех кӳлӗ хӗрринче киленеттӗмӗр. Сасартӑк ура шуса кайрӗ, шыв хӑй патнелле туртса кайрӗ... Хам ишме те пӗлместӗп вӗт-ха. Аслисен асӑрхаттарӑвне темшӗн ӑша хывман ҫав эпӗ. Инкек тӳсрӗм те, малашне ун пек хӑтланмастӑпах. Республикӑри ытти ачасене те хытарсах калатӑп: ишме пӗлмесен кӳлӗ хӗррине ан та пыр. «Шывӑн турачӗ ҫук» текен каларӑша асра тытмаллах. Тата манас марччӗ: Паша пек паттӑрсем ҫывӑхра пулмасан та пултараҫҫӗ. Хамӑн ҫӑлавҫа вара тем пысӑкӑш тав сӑмахӗ калатӑп, — терӗ Максим хӑюсӑртараххӑн.

Максима юлташӗсем чӑн-чӑн артист теҫҫӗ. Спектакльсенче выляма чунтан кӑмӑллать. Хӑйне шанса панӑ рольсене чун-чӗре витӗр калӑпласа куракан савӑнтарать.

— «Вӑрман пулӑшу ыйтать» инсценировка хамӑн чӗрене те пырса тиврӗ. Унта Якур пичче ачасене ҫутҫанталӑка упрамаллине вӗрентет. Чӑн та, пирӗн тавралӑхпа туслӑ пулмалла-ҫке. Кун пирки ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннӑн пӗлмелле. Ҫырмасем ишӗлсе ан юхӑнччӑр тесе кашнин йывӑҫ лартмалла. Кайӑксем валли ҫулсерен сырӑш тумалла, апатпа сӑйламалла... Ҫав спектакль сыпӑкӗнче эпӗ Якур пичче сӑнарне вылярӑм. Пӗрремӗш класранпах драма кружокне юратса ҫӳретӗп, паянхи кунччен те сцена ҫинче эпӗ. Ҫакӑ манӑн чун иленӗҫӗ, — тет Максим.

Максим хальлӗхе хӑй ӑҫта вӗренме каяссине палӑртман.

— Ӳссе ҫитем-ха, куҫ курать унта. Ҫапах та ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулатӑпах. Унччен вара аннене хамӑн пархатарлӑ ӗҫсемпе савӑнтарам. Эпӗ ӑна килте яланах пулӑшатӑп. Паша пекех нимӗнле ӗҫрен те хӑрамастӑп, — ҫирӗплетет мал ӗмӗтлӗскер.

…Пулӑра Паша. Вӑлта хулкки ҫурринчен ытларах шыва чикӗнсе тӑраканскер, сасартӑк тайӑлса тӳрленчӗ. Унтан сисӗни-сисӗнми чӗтренсе аяккалла шуса кайрӗ. Шунӑҫемӗн путса пычӗ. Вӑлта вӗҫӗнче йывӑр та чӗрӗ япала хыттӑн чӗтреннине туйса ӑна ерипен ҫыран хӗрринелле сулӑнтарчӗ. Унӑн йывӑрӑшӗ ҫамрӑк пулӑҫӑн пӗтӗм чунне хаваслантарчӗ. Пулӑ хытӑрах тапкаланнӑҫемӗн унӑн сӑмси татӑлса каясран сыхланчӗ. Кӗҫех пысӑк пулӑ ҫырана тухса выртрӗ.

— Пӗве хӗрринче яланах ҫакнашкал лайӑх кӑмӑл пултӑрччӗ манӑн. Шӑрӑха парӑнтарас тесе шывра киленекенсен те килӗсене савӑк кӑмӑлпа таврӑнмалла пултӑрччӗ, — терӗ Паша.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех