Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нимӗнех (тĕпĕ: ним) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ алӑк ҫинчи ҫӑрана е алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларма тапӑнса пӑхрӑм, анчах, алӑкӗсем юманран пулнипе тата пысӑк ҫӑра ҫӗмӗрӗлми пулнипе, нимӗнех те тӑваймарӑм.

Я попытался сбить замок, а двери выломать, но двери были дубовые, а огромный замок несокрушим.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӗрӗссипе каласан, ҫак ӳкерчӗк ҫинче нимӗнех те ӑнланса илме ҫук ӗнтӗ, анчах та ҫынсене лартса тухни, капитан, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытнӑскер, варри тӗлӗнче ларни — ҫаксем пурте, пурте маншӑн тахҫан палланӑ япаласем пекех туйӑнса кайрӗҫ.

Правда, очень трудно было что-нибудь разобрать на этом снимке, но самое расположение фигур и то, что капитан сидел посередине, скрестив руки на груди, — всё это показалось мне очень знакомым.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, унсӑр пуҫне эпӗ нимӗнех те тупайман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпир курнӑ япаласем вӗсем пӗр-пӗр хаҫат ҫинчи статьясем ҫеҫ пулчӗҫ.

Конечно, без него я бы ничего не нашёл, потому что всё это были отдельные статьи в газетах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Анчах лӑп та шай ҫак ҫулҫӳрев ҫинчен нимӗнех те паллӑ мар тесен те юрать, — терӗ заведующи.

— Но об этом путешествии как раз почти ничего не известно, — сказал завмузеем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ку вӑл художниксемшӗн нимӗнех те мар-мӗн.

Но этим художникам всё было нипочём.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун чухне эпӗ сирӗн патӑрта, Николай Аноныч кӑшкӑрашма пуҫланипе, сана нимӗнех те ӑнлантарса параймарӑм, тӗрӗссипе каласан, ӑнлантарма май та килмерӗ унта.

Тогда, у вас, я ничего не мог объяснить, потому что Николай Антоныч стал кричать, так что тут уж было не до объяснений.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах «ответ тытакан» ӑна ҫав сӑлтавсем пирки нимӗнех те каласа памарӗ.

Но «ответчик» ничего не рассказал ему об этих причинах.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку вӑл пысӑк ӗҫ пулнӑ, эпир пур, ун ҫинчен нимӗнех те пӗлеймен.

 — Это было огромное дело, о котором мы ничего не знаем.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗнех те калаймарӑм.

Я ничего не мог отвечать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Нимӗнех те пулман.

— Ничего особенного.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темшӗн мана анне вилтӑпринчен ҫак юлашки ҫулсенче нимӗнех те сыхланса юлман пек туйӑнчӗ.

Почему-то мне казалось, что от маминой могилы за эти годы и следа не осталось.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ку вӑл ҫырӑвӗн содержанийӗ ҫеҫ, тексчӗ мар, ҫыруран эпӗ халӗ, хӑшпӗр татӑк-кӗсӗк сӑмахсенчен пуҫне нимӗнех те астума пултараймастӑп.

Это было содержание письма, а не текст, из которого я больше ничего не мог припомнить, кроме нескольких отрывочных слов.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чарӑнса тӑтӑм, мӗншӗн тесен нимӗнех те астума пултараймарӑм, унтан вара каллех, кӑна эпӗ лайӑхах астурӑм, Скачков матрос ҫинчен аса илтӗм.

Я остановился, потому что дальше в памяти был какой-то провал, а уже потом — это я снова помнил очень ясно — что-то о матросе Скачкове, который упал в трещину и разбился насмерть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫпала Катя пирӗн патра хӑнара пулчӗ, анчах та эпир тахҫанхи ҫырусем ҫинчен нимӗнех те калаҫмарӑмӑр, — кун пирки эпир малтанах ҫапла палӑртса хунӑччӗ.

Вечером Катя была у нас в гостях, но мы ничего не говорили о старых письмах, — это было условленно заранее.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта вӗт выҫӑпа аптӑраса, сивӗпе шӑнса вилессинчен пуҫне урӑх нимӗнех те кӗтме ҫук.

где нет ничего проще, как умереть от голода и от холода.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ телейсӗр кун нимӗнех те ӑнса пымарӗ манӑн.

Все не ладилось в этот печальный день!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпир нимӗнле песецсем те курмарӑмӑр, тӗрӗссипе, юртан пуҫне нимӗнех те асӑрхаймарӑмӑр.

Но мы не видели никаких песцов и вообще, ничего, кроме снега, так что пришлось поверить Вальке на слово.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешӗ нимӗнех те асӑрхамарӗ.

Он ничего не заметил.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татариновсен хваттерӗнче нимӗнех те улшӑнман, япаласем кӑна палӑрмаллах сахалланса юлнӑ.

Ничего не переменилось в квартире Татариновых, только вещей стало заметно меньше.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ, ҫак пурне те савӑнтаракан ырӑ япала вырӑнне, пурнӑҫра вӑрӑм та йӑлӑхтаракан сӑмахсем туха-туха тӑнӑ: «Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр» е «Унтан ытлашши нимӗнех те пулма пултараймасть».

А теперь вместо этой прекрасной вещи, от которой всем становилось весело, в жизни появились длинные, скучные слова: «Так и должно быть», или: «Еще ничего и не может быть».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех