Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урасене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни кунах ҫывӑрма выртас умӗн урасене вӗри шывпа ҫӑватӑп, одеколонпа чӳхетӗп, унтан темле йӑх-яхпа сапатӑп.

Каждый день перед сном мою ноги горячей водой, обливаю одеколоном и присыпаю какой-то сволочью.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урасене хуҫлатса хутӑм та ӑна хулпуҫҫийӗнчен сӗртӗнтӗм.

Поджал ноги и тронул ее плечо.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн юратнӑ мӑнукне — Наталие: — Ҫӑм чӑлха тӑхӑнса ятӑм, ҫапах та ӑшӑтмасть урасене. Эсӗ мана, пепкем, панӑскилле ҫыхса пар, — тесе ӳпкелешсе каласа панӑ Гришака асатте.

Жалился дед Гришака Наталье — любимой внучке: — Шерстяные чулки, а не греют мои ноженьки. Ты мне, чадушка, свяжи крючковые.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗн пек ырӑ-тӑр халь урасене хуҫлатса вырӑн ҫинче чӗлӗм турткаласа выртма; выртасчӗ те, тутлӑн кӑна тӗлӗрсе, раштав ячӗпе чӳрече умне пухӑнса юрлакан хаваслӑ йӗкӗтсемпе хӗрсен сассине итлесчӗ.

Как бы хорошо теперь лежать, поджавши под себя ноги, на лежанке, курить спокойно люльку и слушать сквозь упоительную дремоту колядки и песни веселых парубков и девушек, толпящихся кучами под окнами.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Урасене такӑшӗ ҫапса хуҫнӑ пек.

Ноги как будто переломал кто-нибудь.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫӳреме сас-чӳсӗр тата урасене те ҫӑмӑл.

Бесшумно ходишь, и ногам легко.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пусма ҫине хӑпарнӑ чух, урасене, тупата, чӗркуҫҫинчен тытса ҫӗклерӗм: утмаҫҫӗ, хӑть те мӗн ту…

Я сюда шла, руками себя под коленки взяла, да и подымаю ноги: не идут, да и все тут…

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тен, манӑн урасене пӗрле тытмалла пулнӑ?

Может быть, я был должен держать ноги вместе?

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫук, урӑххипе, хамшӑн ют ҫынна калаҫнӑ чух урасене пӗрле тытман эпӗ тата темӗскер каланӑ.

Нет; говоря с другим, посторонним мне человеком, я не держал ног вместе и что-то сказал.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унтан вӑл, хӑй аманман-ши тесе пӑхма, куртка аркине ҫӗклерӗ, ниҫтан та аманманнине пӗлсен, ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ, урасене ыталаса тытса, хӑйӗн чӗлхипе мана нумайччен темӗскер каласа ларчӗ.

Потом он приподнял даже полу своей куртки, чтобы посмотреть, не ранен ли он, и, убедившись, что остался цел и невредим, упал передо мной на колени, обнял мои ноги и долго толковал мне о чем-то на своем языке.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Куҫсене, алсене чуптӑвать, епле ывӑнмасть-ха вӑл чуптума, унтан кӑкӑра, урасене чуптӑвать, пӗтӗмпех, мана пӗрре те намӑс мар: эпӗ вӑл вӑхӑтра хальхи пекех пулнӑ вӗт.

И как это не устанет он целовать глаза, руки, потом станет целовать грудь, ноги, всю, и ведь мне не стыдно: а ведь я и тогда была потом уж такая же, как теперь.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл, ылханлӑ чун, сӑхӗ те урасене тӑсса та пӑрахӑн.

А ить она, проклятая, куда укусит, а то и с копыт долой.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Маншӑн ӑҫта ҫывӑрсан та пурпӗрех: хуть сан патӑнта, хуть ӑйӑрсемпе юнашар, анчах паян киле кайма юрамасть мана, мӗншӗн тесен, карчӑк мана тӗрӗк вӑрҫинчи пекех пӑскӑртма хатӗрленет, эпӗ хам алӑк урапи умӗнчех урасене тӑсса выртма пултаратӑп, ним те мар пултаратӑп!

— По мне все едино, у тебя ночевать или возле жеребцов, но только домой мне нынче объявляться никак нельзя, потому что предстоит мне от моей старухи такая турецкая баталия, что я могу у себя на пороге и копыта к чертовой матери откинуть, и очень даже просто!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апат лайӑх пулсан та, эпӗ, урасене тӑсса выртмах пултӑратӑп.

Даром, что там харч богатый, а ежели меня как следует отдубасить разика два, то я и душу богу отдам.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нумай утнипе хӗрсе кайнӑ ура тупанӗсем тӗлкӗшсех ҫунаҫҫӗ, чӗркуҫҫисем — йывӑррӑн сураҫҫӗ, урасене епле вырнаҫтарса хурсан та майлӑ мар, пӗрмаях апла та, капла та хурас килет…

Жарко горели натруженные ходьбой подошвы, в голенях — ноющая тяжесть; как ни положи ноги, все неудобно, все хочется переменить положение…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, туласа хӑварать вара, урасене ҫыртса-ҫурса пӗтерет, мана ӗнтӗ ҫавӑнтан мӗн усси пултӑр-ха?

Ну, и порвет гачи, покусает, а от этого мне какой же прок?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ урасене ҫунӑ, — пӑшӑлтатать Суламифь, — мӗнле пусмалла-ха манӑн вӗсемпе урайне?

— Я вымыла ноги мои,— шепчет Суламифь, — как же мне ступить ими на пол?

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ун чух иккӗленеттӗм кӑна; халӗ, авӑ, ҫав, вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшни, манӑн урасене мӑйран ыталаттарса ӗнсерен ҫыхса лартассӑн туйӑнать, турӑ ҫапасшӗ!

Сомневался я, а теперь запохаживается, что мне эта максима ноги на затылке петлей завяжет, побей бог!

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ пӗр куҫне ил, ун вырӑнне урасене тавӑрса пар, — терӗ Ленька куланҫи пулса, аллинчи нӑрра сӑнанӑ май.

— Ты возьми один глаз, а ноги — отдай, — предложил Ленька, ухмыляясь и разглядывая жука.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Йӗпе кӗпе арки ман урасене сӗртӗнсе ҫапкаланать.

Мокрый подол юбки хлестал меня по ногам.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех