Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урасене (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Староста, паллах, пирӗн урасене чуптусах тав тӑвать, эсир ӑнланатӑр ӗнтӗ, ун пек телее кӗтме пултарайман-ҫке вӑл…

Староста, разумеется, нам в ноги; он такого счастья, вы понимаете, и ожидать не мог…

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Эпӗ савӑннипе кӑшт ҫеҫ пукан ҫинчен сиксе анмарӑм, анчах пылак апат ҫиекен ача пек, савӑннипе урасене сулласа илтӗм кӑна.

Я чуть не соскочил со стула от восторга, но только ногами немного поболтал, как ребенок, который лакомится.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫак колхозница хушамачӗ хыҫҫӑн командир яланах Федя хушаматне калатчӗ, механик вара: «Юрать! Пуҫ тӗрӗс-тӗкел те, урасене астумастӑп», тесе хаваслӑн ответлетчӗ.

Вот всегда за фамилией этой колхозницы командир называл фамилию Феди, и механик весело говорил: «Есть! Голова цела, а ноги не помню».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тимӗрленнӗ урасене вӑйпа улӑштаркаласа яра патӑмӑр аялалла!

Мы ринулись врассыпную!

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Пыратпӑр куҫа хупса, такӑнса ӳкесрен урасене хуллен куҫарса.

Идём с закрытыми глазами, осторожно переступая ногами, чтобы не споткнуться.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

 — Ҫаврӑнса тӑр-ха, Гриша, урасене пӑхам.

— Ты отвернись, Гриша, я гляну на ноги.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урасене сирӗн патӑртан чиперрӗн сӗтӗрсе тухса каясчӗ хӑть.

Хотя бы ноги от вас в целости унесть.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав ниме тӑман йӑх-ях пиркиех урасене вӑхӑт ҫитмесӗр тӑсса хуратӑн… —

От него, от падлы, раньше сроку копыта откинешь… —

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анне хӑй ҫинчи макинтош кӗсйисене аллине чикнӗ те ман урасене пӑхса тӑрать.

Мама стояла, сунув руки в карманы распахнутого макинтоша, и смотрела мне на ноги.

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тайӑлнӑ урасене аран ылмаштарса, чӗрне вӗҫҫӗн тенӗ пек, алӑк патнелле утса иртрӗм те чарӑнса тӑтӑм, каллех ярса пусрӑм…

Еле двигая ослабевшими ногами, я осторожно шагнул к двери, остановился, шагнул еще раз…

III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Икӗ хутчен атакӑна кайса килтӗм, унтан шутлатӑп хам: «Кунта ман урасене тӑсмах тивет. Пытанма мӗнле те пулин шӑтӑк шырас пулать, унсӑрӑн, каларӗ тейӗн, пӗтетӗн, пуҫна ҫиетӗн эсӗ, Проша!» — тетӗп.

Два раза сходил в атаку, а потом думаю: «Тут мне и копыта откинуть прийдется! Надо искать какую-нибудь дыру, а то пропадешь ты, Проша, как пить дать!»

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Кӗрӗк витӗр-ха урасене

— Укройте мне ноги шубой…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нӳрӗ ҫӗр ҫара урасене уҫӑлтарчӗ, типӗ ҫил вӗри тутипе нӑкӑ-нӑкӑ ура хырӑмӗсемпе мӑя хыпӑнчӑклӑн тӗмсӗлсе чуптурӗ.

Босые ноги приятно холодила влажная земля, а оголенные полные икры и шею ищущими горячими губами целовал суховей.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урасене выляткалама килтӗн-и?

— Пришла подрыгать ногами?

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӑрт ҫинчен Григорий чармакласа хунӑ урасене, карттус тӑррисене, тусанпа сӑранланса ларнӑ гимнастеркӑллӑ ҫурӑмсен тарпа йӗпеннӗ лупашкисене тата хул калаккисене кӑна курчӗ.

Григорию сверху видны были одни раскоряченные ноги, верхи фуражек да спины в выдубленных пылью гимнастерках, с мокрыми от пота желобками и лопатками.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир урасене йӗпетсе ятӑмӑр, походра ҫакӑн пек утӑпа…

Мы промочили ноги, а такой шаг на походе…

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урасене пӗтерни анчах пулчӗ, усси пулмарӗ…

— Только ноги набила, а все без толку…

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав тери аван иккен, икӗ эрне хушши атӑ ӑшӗнче тарласа пиҫӗхнӗ урасене салтса пӑрахса, пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса выртса канса пымашкӑн.

Так хорошо вытянуться во весь рост и лежать разутым, дав волю ногам, две недели парившимся в сапогах.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашни кунах ҫывӑрма выртас умӗн урасене вӗри шывпа ҫӑватӑп, одеколонпа чӳхетӗп, унтан темле йӑх-яхпа сапатӑп.

Каждый день перед сном мою ноги горячей водой, обливаю одеколоном и присыпаю какой-то сволочью.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урасене хуҫлатса хутӑм та ӑна хулпуҫҫийӗнчен сӗртӗнтӗм.

Поджал ноги и тронул ее плечо.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех