Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Симӗс тус

Автор: Марина Карягина

Ҫӑлкуҫ: Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Ҫул: 2011; Хушнӑ: 2020.04.19 19:34

Пуплевӗш: 114; Сӑмах: 856

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫуркунне ҫитмеллипех ҫитнине эпӗ атта шыв кӗнинчен ӑнлантӑм. Лӗч-лӗч-лӗч тутарса утатӑп кӳлленчӗксем тӑрӑх. Чӗремре лайӑх-лайӑх пӗтӗм. Илтех кайрӑм: такам калама ҫук хаваслӑ юрӑ ӗнӗрлет. Кам-ши тетӗп — хам иккен! Пыра паратӑп урампа савӑнӑҫлӑ юрӑ юрласа. Хӗпӗртемесӗр епле тӳсес ӗнтӗ: эпӗ паян пиллӗк тултартӑм!

Чӑх-хӑм-чах-хӑм! сунасларӗ такам. Пӑхатӑп та — мана хирӗҫ темле армак-чармак кусса килет. Ман ҫумран пӗр чарӑнми чупса иртсе кайрӗ. Татӑлса йӗрет хӑй. Пӗчӗкскере йӑлт хӗрхенсе пӗтрӗм. Эсир мӗн тунӑ пулӑттӑрччӗ кун пек чухне?

Тӗрӗс, пулӑшмалла ӑна мӗнле те пулин! Ахальтен ман тӗле пулман-ҫке-ха вӑл — эппин, ӑна манӑнах пулӑшмалла.

Аран-аран хӑваласа ҫитрӗм те хӳринчен кап ярса тытрӑм. Эй, мӑнтарӑн! Армак-чармак кӑна пулсассӑн та чунӗ пур-ҫке ун: тумлам пек куҫӗпе ман ҫине чӗтре-чӗтре пӑхать. Ӗнтӗркесе кайнӑскере ывӑҫа хупрӑм хайхи, тата ӑшӑрах пултӑр тесе алла кӗсьене чикрӗм те чупрӑм килелле.

Хапха алӑкне питӗрем пекки кӑна туса хӑварнӑ — ҫӑра ҫакса янӑ. Ку ӗнтӗ пирӗн ял чӗлхипе «килте никам та ҫук, анчах хуҫисем чылайлӑха кайман» тенине пӗлтерет.

Суя ҫӑрана хӑрах алӑпа уҫса картишне ярса пусрӑм. Пӗр кана пуҫ тавра шухӑша ҫавӑрса илтӗм те пӳрте кӗтӗм. Килте никам та ҫукки аван-ха — хам хуҫа.

Чун-чӗремре канӑҫсӑр туйӑм йӑшкаса тӑрать: ӑҫта усрас ку армак-чармака? Пӗрре ҫитмӗл ҫичӗ ураллӑ мӑнтӑркка эрешмен пек курӑнса каять вӑл мана, тепре вӗтӗ йышши аҫтаха евӗр туйӑнать… Кӑмака ҫине, ӑшӑ ҫӗре, хутӑм та — кӑмӑлсӑрланать, тетте коробкине ятӑм та — килӗштермерӗ. Те алла иленсе кайрӗ ӗнтӗ? Эпӗ ӑна пӗрмай ывӑҫра ҫупӑрласа ҫӳрейместӗп-ҫке-ха. Кун каҫа ҫак алӑпа ман тем те ӗҫлеме тивет: ҫӑвӑнмалла, шӑл тасатмалла, апат ҫимелле… Сӑмса шӑтӑкне кӗрсе тухасси те пулма пултарӗ… Чим-ха, ҫиесси килмест-ши ун? Малтан шыв ӗҫтерес.

Савӑтпа шыв ӑсса илтӗм те армак-чармакӑма унта ятӑм: мӗн чухлӗ лӗрккес килет — лӗрккетӗрех. Савӑнсах кайрӗ хайхи. Кӑвакал чӗппи пек, шывран тухасшӑн та мар. Кӳлле лекрӗм тесе шутлать-ши хӑйӗн ӑсӗпе?

«Тавтапуҫ сана», — пӑшӑлтатать вӑл ман ҫине ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхса.

Тепӗр кун та тем парсан та «кӳлӗрен» тухмарӗ вӑл. Тата тепӗр кун та яхӑнне ямарӗ… Килтисене ним те шарламарӑм-ха.

Пӗр ирхине пӑхатӑп та… хам куҫа хам ӗненместӗп: шап-шур сухалланса кайнӑ ман тус! Тымар янӑ! Пыр та калаҫ: ятсӑр-сумсӑр, йӑхсӑр-кӑксӑр армак-чармак мар иккен вӑл, тем тымарӗ-мӗн! Мӗн тымарӗ-ши — курӑпӑр… Тирпейлӗн кӑна хитре куршака тӑпра ӑшне куҫарса лартрӑм ӑна.

Манӑн пурнӑҫ йӑлт юмаха ҫаврӑнчӗ. Ҫӗр каҫа ҫиччӗ тӑрса пӑхатӑп тусӑма. Ҫеҫке ҫурма хӑтланмасть-и, тата темле тӗлӗнтермӗш пулса иртмен-и — сисмесӗр юлас марччӗ тетӗп.

Ӗнтӗ манӑн тус ешерсе кӑна ларать. Васка-васка турат ҫумне турат хушать. Ӳсет, сарӑлать, паркаланать.

Кӗр енне куршакран витрене куҫарса лартма тиврӗ. «Йывӑҫ пулса тӑрасшӑн мар-и ку?» — тесе шухӑшлатӑп аптӑранипе. Тӑрри маччана пырса перӗнсен мӗн курмалла? Кӑларса ывӑтаҫҫӗ вӗт мӗскӗне! Пӳрт тӑррине касса йывӑҫа ирӗке кӑларма хамсӑр пуҫне килте никам та тавҫӑраймӗ… Эх, илем мӗнне пӗлмеҫҫӗ-ҫке!

Хӗл ларнине эпӗ атта шыв кӗми пулнинчен сисрӗм. Кӗрхи кӳлленчӗксенче лач-лач-лач! лачлаттарса ҫӳреме пит аванччӗ те — хальлӗхе, улттӑ тултариччен, юр ашса тертленнипех ҫырлахмалла пулать ӗнтӗ. Сатту кӗрт хӳсе лартсан пӳртсем тӑррипе улӑп пек ҫӳретпӗр!

Кӑҫалхи хӗл пӗлтӗрхинчен илемлӗрех: манӑн килте Симӗс тус пур. Урамри хурӑнсен ҫулҫисем кайӑксемпе пӗрле кӗркуннех кӑнтӑр енне вӗҫсе кайрӗҫ, манӑн йывӑҫ хӑнк та тумасть — ем-ешӗл ларать! Савӑнса пӗтерейместӗп. Ӑмӑртмалла ҫитӗнетпӗр-ҫке-ха, тата пӗр-пӗринпе виҫӗне-виҫӗне ӳсетпӗр. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫиттӗр-ха — чӑрӑш вырӑнне капӑрлатӑп та, тантӑшсемпе ун тавра юрла-юрла ҫаврӑнӑпӑр…

Пӗр ирхине вӑрантӑм та… уҫнӑ куҫа каялла ҫатӑр хупса хутӑм: манӑн Симӗс тус сап-сарӑ! Пӗтрӗ пуҫ! Епле-ха капла?.. Мӗнпе юраймарӑм-ши? Шӑнтрӑм-ши? Шӑварма пӗлеймерӗм-ши? Юратса ҫитереймерӗм-ши?..

Йӑр-р юхать куҫҫулӗм пит ҫӑмарти тӑрӑх. Вӗлтӗр-р татӑлса ӳкет сарӑ ҫулҫӑ урайне…

Мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ — хуҫӑк кӑмӑлпах хӗл каҫма тиврӗ кӑҫал.

…Юр айӗнчен ешӗл курӑк тапса тухрӗ. Манӑн тута паян хӑйне хӑй кулса тӑрать: эпӗ улттӑ тултаратӑп! Тата… Куна сире кайран калӑп-ха…

— Атя пӗрле касӑва! — инҫетренех кӑшкӑрса чӗнет мана Ҫеруш. Хӑйӗн патакӗ акӑш-макӑш чаплӑ.

— Манӑн санӑнни пек хӳхӗм туя ҫук ҫав, — тетӗп хӗвеле хирӗҫ куҫа хӗскелесе пӑхнӑ май.

— Эс пӳртӳнти леш хӑрнӑ йывӑҫна хуҫса тух — чухах пулать, — ӑс парать мана Ҫеруш.

— Каларӑн та… — тутана тӑсатӑп эпӗ. — Пӗлессӳ килсен, хӑрса ларман вӑл. Паян симӗс ҫулҫӑ кӑларчӗ!

Халех калас теменччӗ те ӗнтӗ — юрӗ…

Лупас айӗнчен чӗн пушӑ сӗтӗрсе тухрӑм та пӗррех тӑсса ятӑм — чӑвӑш! турӗ. Ҫерушсен таки туххӑмрах кӗтӳ пуҫне ҫитсе тӑчӗ те сурӑхсене салтак пек, ретрен кӑлармасӑр, ҫерем ҫине ертсе кайрӗ. Йӗрке тӗк йӗрке вара ку!

Хамӑр кас ачисемпе касура кунӗпех вылярӑмӑр. Ара, выльӑх пӑхасси пирӗншӗн, ял шӑпӑрланӗсемшӗн, ӗҫ-и вара вӑл?

— Каҫхи апат ҫиме пирӗн пата пырӑр, — терӗм юлташсене киле саланнӑ чухне. Ҫуралнӑ куна тем каласа чӗнеҫҫӗ — пӗлсе пӗтереймерӗм-ха эп. Шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та пӗрех апат ҫиме ҫӳреҫҫӗ вӗт ҫуралнӑ куна терӗм…

Пите ҫуса ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнма ӗлкӗреймерӗм — хӑнасем каптӑрт кӗрсе те тӑчӗҫ. Паппипе мами тусӑмсене сӗтел хушшине лартрӗҫ, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйлама пуҫларӗҫ. Тепре пӑхса илнӗ ҫӗре чашӑкӗсем ҫап-ҫутӑ — кунӗпе касура ҫӳресе пӑхӑр-ха!

— Халӗ — чи тӗлӗнмелли самант, — терӗ паппи пурне те шӑпланма ыйтса. — Ачасем, алӑран алла ҫавтӑнӑр та куҫӑрсене хупӑр. Ман хыҫҫӑн утатпӑр!

Эпӗ паппинчен ҫавтӑнтӑм, манран Ҫеруш, Ҫерушран Сашук, Сашукран Толик, Толикран Алюк, Алюкран Ленук, Ленукран Анюк, Анюкран мами… Пыратпӑр куҫа хупса, такӑнса ӳкесрен урасене хуллен куҫарса. Ман пӳлӗме кӗрех кайрӑмӑр — ара, кунта ман пушмак та куҫлӑ!

— Ҫитрӗмӗр, куҫӑра уҫӑр, — терӗ паппи чарӑнса. Мами ҫутӑ ҫутса ячӗ. Ак тамаша! Манӑн Симӗс тус ҫулҫӑ сарни ҫитмен… ман валли парне ҫитӗнтернӗ! Мӗн кӑна ӳссе ларман ун турачӗсем ҫине: тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесем, теттесем… хитре кӗпе-йӗм таранччен.

— Ай-яй! — тесе ячӗҫ ачасем.

Эпӗ куҫӑм-пуҫӑм алчӑраса кайнипе: «Тавтапуҫ сана, Симӗс тусӑм!» — тесе пӑшӑлтатма ҫеҫ пултартӑм. Ӑнлантӑм: илтрӗ вӑл мана.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех