Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 19

Пай: Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илле Тукташ

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хушнӑ: 2020.02.07 16:09

Пуплевӗш: 139; Сӑмах: 1528

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Коршуновсен килӗнче — туй умӗнхи вӗркӗшӳ, мӑштӑртату. Хӗрӗ валли васкавлӑн ҫу-пуҫ, шур тумтир таврашӗсем ҫӗлесе пӗтереҫҫӗ. Наталья ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе пулас упӑшки валли качака ҫӑмӗнчен шарф тата мамӑк перчетке ҫыхса аппаланать.

Амӑшӗ унӑн, Лукинишна, мӗн тӗттӗм пуличченех ҫӗвӗ машинӗ умӗнче пӗкӗрӗлсе ларать — станицӑран чӗнсе килнӗ хӗрарӑм-ҫӗвӗҫе пулӑшать.

Ашшӗпеле тата работниксемпе пӗрле Митька хиртен таврӑнчӗ, ҫӑвӑнмасӑр-тумасӑрах, хӑпарса тухнӑ урисенчен хирте тӑхӑнмалли йывӑр чирикӗсене хывса пӑрахмасӑрах, Наталья патне горницӑна кӗрсе кайрӗ, юнашар пырса ларчӗ. Йӑмӑкне ҫӗтӗлтересси Митькӑшӑн тем вырӑнчех.

— Ҫыхатӑн? — кӗскен ыйтрӗ вӑл, шарфӑн мамӑклӑ тӑрӑхӗ ҫине куҫне хӗссе.

— Ҫыхатӑп, сана мӗн ӗҫ вара?

— Ҫых, ҫых, ухмах, уншӑн вӑл сана, тав тӑвас вырӑнне, янах шӑмминчен тыттарать-ха.

— Мӗншӗн?

— Лайӑх пурнатӑп, тенӗшӗн, — Гришкӑна пӗлетӗп эпӗ, туслӑ унпала. Ҫавӑн пек йытӑ вӑл — ҫыртсассӑн та мӗншӗн ҫыртнине калас ҫук.

— Лӗпӗртетсе тӑрас марччӗ! Эпӗ ӑна пӗлместӗп пӳлӗ.

— Эпӗ тата авантарах пӗлетӗп. Шкула та пӗрле ҫӳренӗ.

Митька, юриех юла юпса, йывӑррӑн сывласа илчӗ, сенӗкпеле чӗркелесе пӗтернӗ аллине ҫавӑркаласа пӑхса, ҫӳллӗ ҫурӑмне аялах пӗшкӗртрӗ.

— Пӗтетӗн эсӗ унпала, Наташка! Хӗр пуҫӑнах ларни те лайӑхрах пулӗ. Мӗн аванни тупрӑн-ха эсӗ ун ҫумӗнче? Ну? Акӑш-макӑш хӑрушла, лашапа та пырса кӗреймӗн ун ҫине, темӗнле ухмахларахскер… сӑнаса пӑх эсӗ авантрах: юрӑхсӑр каччӑ ӗнтӗ!..

Наталья ҫилленет, куҫҫульне ҫӑтса, пуҫне шарф ҫинелле усӑнтарать.

— Пуринчен ытла — тип-амак пур унӑн… — нимӗн хӗрхенмесӗр тӑрӑхлать Митька. — Мӗн ӳлетӗн-ха? Ухмах эсӗ, Наташка, сӑмахна каялла ил. Ӑна тухмастӑп, те. Эпӗ халех лашана йӗнерлӗп те кайса калӑп вӗсене: текех ан та ҫӳрӗр, тейӗп…

Митька мӑшкӑлӗнчен Наташӑна аслашшӗ Гришака хӑтарчӗ: вӑл, чукмар пуҫлӑ туйипеле урайӑн ҫирӗплӗхне хыпашласа тата усӑнса аннӑ сухалӗн сарӑ сӳсленчӗкне шӑлкаласа, горницӑна кӗчӗ, туйипеле Митькӑна тӗкрӗ те ҫилӗллӗн:
— Эсӗ мӗн вӗркесе килтӗн кунта, ирсӗр йытӑ, аҫ? — терӗ.

— Курма кӗтӗм, асатте, — терӗ Митька, хӑйне тӳрре кӑларса.

— Курмашкӑн? Аҫ? Эп сана, ирсӗр йытта, кунтан тухма хушатӑп. Шагом арш!

Асатте туйипе хӑмсарса илчӗ те, улӑм пӗрчи пек типсе кайнӑ урисене хавшаккӑн ярса пусса, Митька патне пырса тӑчӗ.

Гришака асатте хура ҫӗре утмӑл тӑхӑр ҫул хушши таптанӑ. 1877 ҫулхи турккӑ вӑрҫинче пулнӑ, Чурко генерал ҫумӗнче ординарец пулса пурӑннӑ, унтан темле айӑпа кӗнӗ те, ӑна каялла полка тавӑрса янӑ. Плевнӑпа Рошич патӗнчи ҫапӑҫусенче мала тухнӑшӑн ӑна икӗ георги тата георги медалӗ парса парнеленӗ. Прокофий Мелеховпа вӑл ҫывӑх юлташ пулнӑ. Халӗ, мӗн ватӑличченех уҫӑ тӑнне пӑрахманнишӗн, сутӑнчӑк ҫын пулманнишӗн, тӳрӗлӗхӗшӗн тата ҫӑкӑр-тӑварлӑхӗшӗн хуторти пур ҫын хушшинче те ырӑ ятпа хисепленсе, хӑйӗн юлашки кунӗсене ывӑлӗ патӗнче асаилӳсемпе пурӑнса ирттернӗ.

Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…

Тӗссӗрленнӗ казак картузӗн таткаланчӑк козырёкӗнчен хупӑнчӑк куҫӗсен хура хупаххисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ; мӗлке ӳкнипе унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи пӗркеленчӗксем тарӑнрах пек курӑннӑ, кӑвак сухалӗ кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатнӑ. Туйи ҫинче хӗресленсе выртакан пӳрнисем тӑрӑх, алӑ сыпписем тӑрӑх, кӳпченсе тӑракан хура тымарсем тӑрӑх ерипен мӗшӗлтетсе ҫырмари хура тӑпра пек хура юн ҫӳренӗ.

Ҫултан-ҫулах сивӗнсе пынӑ ҫав юн. Хӑйӗн юратнӑ мӑнукне — Наталие:
— Ҫӑм чӑлха тӑхӑнса ятӑм, ҫапах та ӑшӑтмасть урасене. Эсӗ мана, пепкем, панӑскилле ҫыхса пар, — тесе ӳпкелешсе каласа панӑ Гришака асатте.

— Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ, асатте, халӗ ҫулла вӗт! — тесе кулнӑ Наталья аслашшӗнчен. Унтан, тӑпрас ҫине аслашшӗпе юнашар ларса, унӑн сарӑ та пысӑк, пӗркеленчӗк хӑлхи ҫине пӑхнӑ.

— Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, пепкеҫӗм, кунӗсем ҫуллахи кунсемех те-ха вӑл, юнӑм манӑн тарӑн пусӑ тӗпӗнчи ҫӗр пекех сивӗ.

Наталья, аслашшӗ алли ҫинчи юн тымарӗсен эрмешки ҫине пӑхса, ҫакна аса илчӗ: картишӗнче пусӑ (ҫӑл) алтатчӗҫ те Наталья — вӑл ун чухне ача кӑначчӗ — патьепе нӳрӗ тӑм ӑсса кӑларса, ҫав тӑмран йывӑр пуканесем, хуҫӑлса ӳкекен мӑйракаллӑ ӗне кӗлеткисем тӑватчӗ. Наталья, пилӗк чалӑш тарӑнӑшӗнчен кӑларнӑ пӑр пек сивӗ чунсӑр ҫӗре алӑпа сӗртӗнсе мӗнле туйӑннине ҫавӑнтах хӑвӑрт аса илнӗ те, аслашшӗн ватӑлнипе тӑм пек хӗрлӗ куктӗррисемпе витӗннӗ аллисем ҫине хӑраса, шикленсе пӑхнӑ.

Аслашшӗн аллисем тӑрӑх хаваслӑ хӗрлӗ юн мар, хӑмӑр-кӑвак тӑмлӑрах тӑпра юхнӑн туйӑннӑ ӑна.

— Хӑратӑн-и вилме, асатте? — ыйтнӑ вӑл. Гришака старик шӑнӑрланса пӗркеленсе пӗтнӗ ҫинҫе мӑйне кивӗ мундирӗн тӑратса тӑракан ҫухавийӗнчен кӑларас тенӗ пек пӑркаланӑ, кӑвакарнӑ сухалӗ-мӑйӑхӗсене хускаткаланӑ.

— Вилӗмӗме хаклӑ хӑнана кӗтнӗ пекех кӗтетӗп-ха. Вӑхӑт ӗнтӗ… пурӑнса та ҫитертӗм, патшасене те служить турӑм, эрех те ӗҫрӗм хамӑн ӗмӗрӗмре, — тенӗ вӑл, шӑлсӑр ҫӑварне кӑштах ейӗлтерсе тата куҫ пӗркеленчӗкӗсене чӗтрентерсе.

Наталья аслашшӗн аллисене шӑлса ҫупӑрланӑ та тӑрса кайнӑ. Старик ҫаплах пӗкӗрӗлсе, тыткӑч тӗлӗнчен яп-яка якалса ҫитнӗ туйипеле ҫӗре шӑйӑрттарса, темиҫе ҫӗртен сапласа пӗтернӗ тӗссӗр кӑвак мундирӗпе киленсе, тӑпрас ҫинче ларнӑ; ҫамрӑккӑн та сатуррӑн кулса пӑхнӑ унӑн тӑратса тӑракан тӑвӑр ҫухавийӗ ҫинчи савӑнӑҫлӑ хӗрлӗ петлицӑсем.

Наталие ҫураҫаҫҫӗ тенӗ хыпара Гришака мучи ыттисен умӗнче лӑпкӑнах йышӑннӑ пек пулчӗ, анчах та хӑй ӑшӗнче кун пирки ҫилленчӗ те, хуйхӑрчӗ те: сӗтел хушшинче ларнӑ чух Наталья ӑна чи лайӑх валӗ хурса паратчӗ-ҫке-ха. Наталья унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвать, саплать, ӑна чӑлхасем ҫыхса парать, шӑлаварӗсемпе кӗписене тӳрлетет-ҫке-ха, — ҫавӑнпа та Гришака мучи, ку хыпара пӗлсен, Наталья ҫине икӗ кун хушши хаяр сивлеклӗхпе пӑхса пурӑнчӗ.

— Мелеховсем — маттур казаксем. Вилнӗ Прокофийпа пӗр полкра пултӑмӑр. Маттур казакчӗ. Ывӑлӗн ывӑлӗсем мӗнле-ши? Э?

— Вӗсем те аптрамаҫҫӗ, — терӗ Мирон Григорьевич, сӑмаха пӑрса ярас шутпа.

— Гришки хисепе пӗлми нӗрсӗр этем. Пӗркун чиркӳрен таврӑннӑ чух тӗл пулчӗ те ҫӗлӗкне илмесӗрех, сывлӑх сунмасӑрах, иртсе кайрӗ. Стариксем халӗ питех хисепре мар ҫав…

— Вӑл питӗ лайӑх йӗкӗт, — пулас кӗрӳшин хутне кӗчӗ Лукинишна.

— Аҫ? Лайӑх тетӗн-и? Ҫапла пултӑр. Тур патӑрччӗ. Наташка кӑмӑлне килтӗрччӗ.

Наталие ҫураҫнӑ ҫӗре Гришака мучи хутшӑнмарӗ те теме пулать. Пӗр минутлӑха кӑна шуса тухрӗ вӑл горницӑран, сӗтел хушшинче ларкаларӗ, хӗсӗк пырӗ витӗр сӑрӑхтаркаласа аран-аран пӗр черкке эрех ӗҫсе ячӗ, унтан, хӗрсе кайса, тата ӳсӗрӗлме пуҫланине туйса илсе, тухса шӑвӑнчӗ.

Хавасланса хускалса ӳкнӗ Наталья ҫине вӑл икӗ кун хушши шӑпӑрт сӑмахсӑр пӑхса пурӑнчӗ, ҫӑварӗпе чӑмласа, симӗс пайӑркаллӑ шурӑ мӑйӑхне хускаткаласа тулхӑрса ҫӳрерӗ, кайран ҫемҫелчӗ пулас.

— Наташка! — чӗнчӗ вӑл темлерен.

Наталья пычӗ.

— Епле-ха, ачам, савӑнтӑнтӑр-ха эсӗ?

— Эпӗ хам та пӗлместӗп, асатте, — терӗ Наталья.

— Ну-ну… ну-ну… Ак епле… Ну, Христос пил тутӑр сана. Тур патӑр, — унтан кӳренчӗклӗн те пашӑрханчӑклӑн ӳпкелешсе илчӗ: — чӑтса тӑраймарӑн пулать, мурскер, эпӗ вилессе, эпӗ вилсессӗн каяс пулатчӗ… сансӑр пуҫне йӳҫӗ пулать ман пурнӑҫӑм.

Вӗсем калаҫнине кухньӑра итлесе тӑнӑ Митька сӑмах хушрӗ:

— Эсӗ, асатте, тата ҫӗр ҫул пурӑнӑн та, унӑн вара сана кӗтсе лармалла-и? Лайӑх та шӳт тӑватӑн иккен.

Гришака мучи тӑвӑнса хуралса ларас пекех хӗремесленсе кайрӗ. Туйипеле те урисемпе тӑкӑртаттарма тытӑнчӗ.

— Цы-ы-ыц, йытӑ ҫури! Пшол!.. Ах эсӗ, эсреле ачи!.. Итлесе тӑнӑ, тӑшман!..

Митька, кулкаласа, картишне чупса тухрӗ, анчах Гришака мучи нумайччен тарӑхса, Митькӑна темӗн те пӗр каласа, ятлаҫса супрӗ. Унӑн кӗске ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урисен чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Наталин икӗ йӑмӑкӗ — вун-вуник ҫулхи Маришкӑпа сакӑр ҫулхи чӑрсӑр Грипка — ниҫта кайса кӗреймесӗр туй пуласса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ.

Коршуновсем патӗнче ӗҫлесе пурӑнакан работниксем те хӑйсен виҫерен ытлах мар хаваслӑхне палӑрткалаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене хуҫа тараватлӑн ӗҫтерсе-ҫитерессе кӗтеҫҫӗ тата туй вӑхӑтӗнче пӗр-икӗ кун хушши нимӗн ӗҫсӗрех пурӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри, ҫӑл тараси пек ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ богучар украинецӗ, темле тӗлӗнмелле Геть-Баба хушаматлӑскер, ҫур ҫулта пӗр хут нимӗн урӑлмасӑр темиҫе кун ӗҫекенскер, пӗтӗм ӗҫлесе тупнӑ укҫине, ҫири тумтирӗсене те ун пек чухне ӗҫсе яраканскер пулнӑ. Унӑн пыр шӑтӑкне тахҫантанпах эрехӗн хӗрхӳ те йӗклентерекен тути йӗкӗлтесе тӑнӑ, анчах та вӑл, туй кунне кӗтсе, ӗҫме тӑхтаса пурӑннӑ.

Иккӗмӗш работникӗ, Мигулински станицӑран килнӗ хура ӳтлӗ имшеркке пӗчӗк казак, Михей ятлӑскер, Коршуновсем патӗнче нумаях пулмасть пурӑнма пуҫланӑ; ҫунса кайса ҫука юлнӑ хыҫҫӑн вӑл работнике килсе кӗнӗ те Гетькӑпа (Геть-Бабана кӗскен ҫапла чӗнеҫҫӗ) туслашнӑ, унтан хутран-ситрен хӑй те ӗҫкелеме тытӑннӑ. Михей лашасене урӑм-сурӑм юратнӑ; кӑштах ӗҫкеленӗ хыҫҫӑн вӑл яланах, хӑйӗн илемсӗр шӗвӗр питне куҫҫулӗпе йӗпетсе, макӑрма тытӑннӑ, Мирон Григорьевич патне пырса тек пакӑлтатнӑ.

— Ырӑ хуҫам! Юратнӑ ҫыннӑм! Хӗрне качча панӑ чух Михейкӑна ямшӑка лартма кӑмӑл ту. Эх, илсе кайӑп та эпӗ сире, хӑвӑрах курӑр унта! Вут витӗр сиктерсе тухӑп та, ут ҫинчи пӗр тӗке те ӗнтсе ямӑп. Манӑн хамӑн та утсем пулсаччӗ те… Эх!..

Яланах тӗксӗм те ҫынсемпе хутшӑнмасӑр ҫӳрекен Гетько темӗншӗн Михейпе туслашнӑ та ӑна яланах пӗртен-пӗр шӳтле сӑмахӗпе тӑрӑхласа тарӑхтарнӑ:

— Михей, сисетни? Эсӗ хӑш станицӑран? — ыйтнӑ вӑл юлташӗнчен, чӗркуҫҫи чашки патне ҫитекен вӑрӑм аллисене шӑлкаласа. Унтан, сассине улӑштарса, хирӗҫ те хӑех тавӑрса каланӑ:  — «Мигулевскинчен». — Мӗншӗн-ха эсӗ пиҫмен пашалу евӗрлӗ? — «Пирӗн пӗтӗм йӑх ҫавнашкал».

Вӑл хӑйӗн нихҫан та улшӑнмасӑр пыракан шӳтле сӑмахӗнчен яланах урмӑш сасӑпа ахӑлтатса кулнӑ, вӑрӑм та янрас пекех типсе ҫитнӗ пӗҫҫисем тӑрӑх аллисемпе шартлаттарса ҫапнӑ, Михейӗ Гетькӑн хырса якатнӑ пичӗ ҫине, пырӗнче вылянакан карланкӑ мӑкӑлӗ ҫине курайми пӑхса тӑнӑ, юлташне «хир тӑмани», «кӑрчанкӑ ланчашки» тесе вӑрҫса питленӗ.

Туйне типӗсем иртсен тума йышӑнчӗҫ. Виҫӗ эрне тӑрса юлчӗ. Успенинче Григорий хӑйӗн пулас арӑмне курма килчӗ. Горницӑра, ҫаврака сӗтел хушшинче, хӗрҫум хӗрӗсемпе пӗрле хӗвелҫаврӑнӑш, мӑйӑр шӗкӗлчесе ларкаларӗ те кайрӗ. Наталья ӑна ӑсатма тухрӗ. Сарай сарлӑкӗ айӗнче Григорин ҫӗнӗ те шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ лаши куритерен апат ҫисе тӑнӑ ҫӗрте, Наталья аллине вӑшт кӑна хӗвне чиксе ячӗ те, юратнӑ куҫӗсемпе Григорий ҫине хӗрелсе кайса пӑхса, ун аллине хӑй кӑкрийӗсен ӑшши ҫапнӑ ҫемҫе пир япала тыттарчӗ. Григорий парнене илчӗ, Наталие, хӑйӗн кашкӑр шӑлӗсем пек шӑлӗсен йӑлтӑрккине кӑтартса, шартарсах ячӗ, унтан кулса ыйтрӗ:

— Ку мӗн ара?

— Унта курӑн… Енчӗк тӗрлерӗм.

Григорий ӑна хӑюсӑррӑн хӑй патне туртса илчӗ, чуптума пикенчӗ, анчах та Наталья пӗтӗм вӑйранах аллисемпе ун кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ те, ҫӗмӗрт хулӑ пек хыҫалалла авӑнса ӳксе, куҫӗсемпе чӳрече еннелле хӑравҫӑллӑн кӑтартрӗ.

— Кураҫҫӗ!

— Курӗҫин!

— Намӑс…

— Вӑл малтанлӑха ҫеҫ, — терӗ Григорий.

Наталья лаша чӗлпӗрне тытрӗ, Григорий, куҫне хӗссе, урипеле йӗнерӗн шӑлланӑ йӑранине хыпашласа тупрӗ. Унтан йӗнер минтерӗ ҫине канлӗрех вырнаҫса ларчӗ те лашине уттарчӗ. Наталья ӑна хапха уҫса кӑларса ячӗ те, куҫне аллаппипе картласа, ун хыҫӗнчен пӑхса тӑрса юлчӗ. Григорий учӗ ҫине калмӑкла, кӑшт кӑна сулахай еннелле чалӑшарах, ларнӑ та саламачӗпе шуххӑн хӑмсаркаласа пырать.

«Вунпӗр кун тӑрса юлчӗ» — шутласа кӑларчӗ Наталья хӑй ӑшӗнче. Унтан пӗрре сывласа илчӗ, тепре кулса ячӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех