Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ

Пай: Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем –> Май уйӑхӗнчи каҫ е шыва путнӑ хӗр

Автор: Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин

Ҫӑлкуҫ: Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хушнӑ: 2020.02.02 22:06

Пуплевӗш: 283; Сӑмах: 2958

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Урам вӗҫӗнчи пӗр пӳртре ҫеҫ халиччен те-ха ҫутӑ пур. Вӑл голова пӳрчӗ. Голова паҫӑрах каҫхи апат ҫинӗ, вӑл ӗнтӗ хальччен, паллах, ҫывӑрма та выртнӑ пулӗччӗ, анчах халь ун патӗнче хӑна ларать, — винокур вӑл, ӑна улпучӗ ирӗклӗ козаксем хушшинче выртакан хӑйӗн пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗ ҫине эрех завочӗ лартма янӑ. Хӑни пӳртри чи чаплӑ вырӑнта — кӗрекере ларать; вӑл лутрарах, мӑнтӑркка ҫын, пӗчӗкҫӗ куҫӗсем йӑл-йӑл кулаҫҫӗ, хӑйӗн кӗске чӗлӗмне турта-турта киленсе ларать тейӗн ӑна. Чӗлӗмне ӗмкелесе илет те сурать, ӗмсе илет те сурать, ҫунса кӗлленнӗ табакне пӳрнипе пускаласа ларать. Тӗтӗм ун йӗри-тавра пӗлӗт пек йӑсӑрланать, кӑвак тӗтре витӗр курӑннӑ пек, хӑй те аран ҫеҫ палӑрать вӑл. Пӗр-пӗр эрех завочӗн анлӑ труби, тек пӗр ҫӗрте ларса йӑлӑхнӑскер, уҫӑлса ҫӳреме шут тытнӑ та, хӑй вырӑнӗнчен анса, кунта, голова сӗтеле хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларнӑ тейӗн. Сӑмси айӗнче унӑн кӗске, ҫӑра уссийӗ пур. Анчах табак тӗтӗмӗ витӗр уҫҫӑн курӑнмасть вӑл, шӑши пек ҫеҫ курӑнать, винокур ӗнтӗ амбарти кушак тытас шӑшие хӑй ярса илсе ҫӑварне хыпнӑ темелле. Голова, паллах, хӑй килӗнче хуҫа ӗнтӗ, кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ вӑл, йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа. Унӑн ӑмӑрткайӑкӑнни пек хӑрах куҫӗ, анма пуҫланӑ хӗвел евӗр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӗсӗнме, тӗксӗмленме пуҫларӗ. Сӗтел вӗҫӗнче ялти теҫетниксенчен пӗри, голова командинче тӑраканӗ, чӗлӗм туртса ларать, кил хуҫине хисеплесе вӑл сӑхманне те хывман.

«Эрех заводне пит час туса лартас тетӗр-и вара эсир?» — терӗ голова винокура, анасласа илнӗ хыҫҫӑн ҫӑварӗ ҫине хӗрес хурса.

«Турӑ пулӑшсан, ҫак кӗркуннех юхтарма пуҫлӑпӑр. Саклат хума хатӗр: пукравра пан голова ҫул тӑрӑх утнӑ чух урлӑ-пирлӗ пускаласа клентӗрсем тӑватех ӗнтӗ».

Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн винокурӑн пӗчӗк ҫеҫ куҫӗсем ҫухалчӗҫ; вӗсем вырӑнне хӑлха таранах ҫутӑ пӑйӑркисем тӑсӑлчӗҫ; хытӑ кулнипе пӳ-сийӗ чӗтренме тытӑнчӗ, хаваслӑн кулакан тутисем самантлӑха мӑкӑрланакан чӗлӗмне пӑрахрӗҫ.

«Турӑ патӑрччӗ, — терӗ голова. Унӑн сӑн-пичӗ ҫак самантра темле, йӑл кулнӑ пек пулчӗ. — Халь, турра шӗкӗр, эрех завочӗсем нумаях мар. Ӗлӗк вӑт, эпӗ Переяславль ҫулӗпе майра патшана ӑсатнӑ чух, леш хайхи, вилнӗ Безбородько…»

«Э-э, хӑта, хӑҫанхине аса илтӗн. Ун чух Кременчугран пуҫласа Ромена ҫитиччен те пӗр-икӗ эрех заводӗнчен ытла пулман. Халь ав… Илтнӗ-и эс, мӗн шухӑшласа кӑларнӑ ылханлӑ нимӗҫсем? Малашне эрех таврашне вут хурса мар, темскерле, шуйттан пӑсӗпе юхтарма тытӑнаҫҫӗ, тет. — Ҫак сӑмахсене каланӑ хушӑра шухӑша кайнӑ винокур пӗрре сӗтел ҫине, тепре хӑйӗн сӗтел ҫине хунӑ аллисем ҫине пӑхкаласа ларчӗ. — Мӗнле-ха апла пӑспа — тупата пӗлместӗп!»

«Турӑ каҫартӑр та-ха, ытла ухмах ҫав нимӗҫсем! — терӗ голова. — Туяпа хӗнӗттӗм эп вӗсене, явӑл пуҫӗсене! Пӑспа мӗн те пулин вӗретме пулать тенине ӗмӗрне илтмен, пулман япала вӑл. Ун пек пулсан, пӗр-кашӑк яшка та сыпаймӑн, ӑшаланӑ сысна ҫури пек, туту пиҫсе кайӗ…»

«Эсӗ тата, хӑта, — терӗ кутник сакки ҫинче урине хуҫлатса ларнӑ хӗрпултӑр, — завод лартнӑ вӑхӑтра пирӗн патра арӑмсӑрах пурӑнас тетӗн-и?»

«Мӗне кирлӗ вӑл мана? Ырӑскер пулнӑ пулсан юрӗччӗ хуть».

«Чипер мар-им вӑл?» — ыйтрӗ голова, винокур ҫине чӑр-р пӑхса.

«Мӗн чиперри пултӑр! Шуйттан пек ватӑ. Пичӗ-куҫӗ пушанса юлнӑ укҫа хутаҫҫи пек пӗркеленчӗк». Винокурӑн лутра кӗлетки хытӑ кулнипе каллех чӗтренме те хускалма тытӑнчӗ.

Ҫав вӑхӑтра ҫенӗкре темӗскер кӑштӑртатма пуҫларӗ; алӑк уҫӑлчӗ, пӳрте вара мужик, ҫӗлӗкне хывмасӑрах кӗчӗ. Кӗчӗ те, шухӑша кайнӑн, урай варринче чарӑнса тӑчӗ, ҫӑварне карса, мачча ҫинелле пӑхкалама тытӑнчӗ. Ку ӗнтӗ леш хайхи, эпир палланӑ ҫын, Каленик пулчӗ.

«Ак эп киле ҫитрӗм те, — терӗ вӑл, алӑк патӗнчи сак ҫине ларса; пӳртре лараканнисене вӑл куҫ тӗлне те тумарӗ. Ха, ҫула епле вӑрӑмлатса янӑ вӑл, эсрел ывӑлӗ! утан, утан, вӗҫӗ-хӗрри ҫук! Урасене такӑшӗ ҫапса хуҫнӑ пек. Илсе килсе пар-ха, арӑм, тӑлӑп, ая сарса выртам. Сан патна, кӑмака ҫине хӑпармастӑп, тупата, хӑпармастӑп: урасем ыратаҫҫӗ. Илсе парсам-и тӑлӑпне; ав, унтах выртать вӑл, тӗпел кукринче; анчах асту эс унта, туранӑ табак кӳршекне ан ӳкер. Чим-ха, ан тив, ан тив! Тен, ӳсӗр эс паян… Юрӗ-ҫке ӗнтӗ, хамах илсе килем».

Каленик кӑштах ҫӗкленме хӑтланса пӑхрӗ, анчах темскерле ҫӗнтерейми вӑй ӑна вырӑнӗнчен тӑма памарӗ.

«Куншӑн юрататӑп, — терӗ голова. — Ют ҫын патне килсе кӗчӗ те, хӑйне хӑй килти пек тыткалать! Кӑларса ярас ӑна кунтан ырӑ та сывӑ чухне!..»

«Тивес мар, хӑта, кантӑр! — терӗ винокур, голована аллинчен тытса чарса. — Усӑллӑ ҫын ку: ун пеккисем нумайтарах пулсан, пирӗн эрех завочӗн ӗҫӗ ӑнать вара…»

Анчах хӑй ырӑ кӑмӑллӑ пирки мар каларӗ ҫак сӑмаха винокур. Винокур мӗнпур тӗшмӗшле йӑласене ӗненнӗ, уншӑн пулсан, сак ҫине анчах ларнӑ ҫынна хӑваласа яни пӗр-пӗр пысӑк инкек пуласса пӗлтернӗ.

«Мӗн пек вӑл, ватӑла киле!.. — мӑкӑртатрӗ Каленик, сак ҫине выртса. — Ӳсӗр пулнӑ пулсан, татахчӗ хуть. Ҫук, ӳсӗр те мар вӗт-ха. Тупата, ӳсӗр мар! Мӗншӗн суяс ман? Кун пирки эпӗ голована та каласа пама хатӗр. Мӗн вӑл маншӑн голова? Вилсе вырттӑрччӗ пӗрех-хут, кӗрт йытти! Суратӑп эпӗ ун ҫине! Урапа таптаса кайтӑр хӑрах куҫсӑр шуйттана! Мӗн вӑл ҫынсене хӗллехи сивӗре пӑрлӑ шыв сапса асаплантарать…»

«Э-э, сысна пӳрте кӗнӗ те, урисемпех сӗтел ҫине хӑпарса каять», — терӗ голова, хытӑ ҫиленнипе хӑй вырӑнӗнчен тӑрса; анчах ҫав вӑхӑтра пӗр пысӑк чул муклашки, кантӑка ҫӗмӗрсе кӗрсе, ун ури вӗҫне ӳкрӗ. Голова чарӑнчӗ. — Ҫакна кам пенине пӗлнӗ пулсан, — терӗ вӑл, чул муклашкине илсе, — вӗрентӗттӗм эпӗ ӑна чулпа перкелешме! Епле ашкӑнать, ҫакса вӗлерме тивӗҫ этем! — терӗ вӑл малалла, аллинчи чулне ялкӑшакан куҫӗпе пӑхса. — Лакса ларасчӗ ун ҫак чулпа…»

«Тӑхта, тӑхта! Тур сыхлатӑрах сана, хӑта!» — терӗ винокур, шурса кайса. — Тур сыхлатӑр сана, унта та, леш тӗнчере те, кама та пулин ҫапла ятласран!»

«Тупӑнчӗ хӳтӗлекенни! Пӑчлантӑр вӑл унта!..»

«Ан та шухӑшла, хӑта! Ман хуняма карчӑк пурччӗ. Вилнӗ-ха вӑл халь. Унпа мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ-ха эс?»

«Хуняма карчӑк?»

«Ҫапла ҫав, хуняма карчӑккипе. Пӗрре, каҫалапа, хальхинчен иртерех те-и тен, кусем ӗнтӗ каҫхи апат ҫиме лараҫҫӗ: хунями те ларать, хуньӑм та (халь вӑл та вилнӗ). Вӗсемпе пӗрлех сӗтел хушшине пӗр тарҫӑпа тарҫӑ хӗрарӑм, ачи-пӑчисем пӗр пиллӗкӗн кӗрсе лараҫҫӗ. Хуняма карчӑк, апачӗ пӑртак сивӗнтӗр тесе, ҫӑмахне пысӑк хурантан чашӑк ҫине антарса лартать. Ӗҫ хыҫҫӑн пурин те хырӑмӗсем выҫнӑ, пӗри те ҫӑмах сивӗнессе кӗтесшӗн мар. Ак ӗнтӗ пурте вӑрӑм шӑрпӑкпа тире-тире илсе ҫӑмах ҫиме тытӑнаҫҫӗ. Сасартӑк, хӑяматран-и тен, пӗр ҫын кӗрет тӑрать. Такам вӑл, таҫтискер, турӑ пӗлет. Кӗрет те хайхи, хӑйне апат ҫитерсе яма ыйтать. Выҫӑ ҫынна мӗнле-ха ҫитерсе ямӑн? Ӑна та шӑрпӑк тыттараҫҫӗ. Анчах хӑни, ӗне утта ҫаратнӑ пек, ҫӑмаха хыпать те хыпать. Ыттисем пӗрер ҫӑмах ҫисе ярса тепрер ҫӑмах илме тӑнӑ ҫӗре, лешӗ чашӑк тӗпне панӑн хӑма сарнӑ килкартийӗ пек, яп-яка тасатса хурать. Хуняма карчӑк ҫӑмахне тата тепӗр чашӑк антарса парать: хӑни ҫисе тӑранчӗ пуль-ха, тек нумаях ҫиес ҫук, тет ӗнтӗ. Мӗн каламалли унта. Лешӗ тата ытларах ҫиме пуҫлать! тепӗр чашӑкне те тӗппипех ҫисе ярать! «Лакса ларасчӗ сан ҫӑмахпа!» — шухӑшлать выҫса ҫитнӗ хуняма карчӑк; ҫапла шухӑшласа илме ӗлкӗрет ҫеҫ, лешӗ сасартӑк чыхӑнать те ҫӗре персе анать. Пыраҫҫӗ хайхи ун патне, вӑл пур, вилсе те кайнӑ. Лаксах вилнӗ.

«Ҫав кирлӗ ӑна, ылханлӑ ҫӑткӑна!» терӗ голова.

«Ҫапли ҫапла кирлӗччӗ пуль те, апла пулмарӗ, тет, ҫав: ҫавӑнтанпа хуняма карчӑка канӑҫ памарӗ, тет, вӑл. Кӑшт каҫ пулсанах, виле сӗтӗрӗнсе килет, тет. Ларать тет те мӑръе ҫине утланса, ҫӑмахне те ҫӑварӗнчен вӗҫертмест, тет. Кӑнтӑрла чиперех, лӑпкӑ, тет, сас-хура илтӗнмест ун ҫинчен; анчах кӑшт тӗттӗмленме пуҫласанах тӳрех пӳрт тӑррине пӑх: мӑръе ҫине утланса ларма та ӗлкӗрнӗ, йытӑ, йӑхӗ…»

«Ҫӑмахне хыпсах ларать-ши?»

«Ҫӑмахне те хыпнӑ, тет, ҫав».

«Тӗлӗнмелле, хӑта! Эпӗ хам та илтнӗччӗ ҫавӑн пекрех каланине, майра патша пурӑннӑ чухнех-ха вӑл…»

Халь ӗнтӗ голова каллех чарӑнчӗ. Чӳрече витӗр шавлани, тӑпӑртатса ташлани илтӗнчӗ. Малтан бандура хӗлӗхӗсем хуллен ҫеҫ пӑнтӑртатса илчӗҫ; унтан вара пӗр ҫын юрланӑ сасӑ илтӗнчӗ. Бандура хӗлӗхӗсем вӑйлӑрах янӑрама пуҫларӗҫ; халь ӗнтӗ «темиҫен пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ те, юрӑ ҫил-тӑвӑл пек кӗрлесе кайрӗ:

Хлопцы слышали ли вы?

Наши ль головы не крепки!

У кривого головы
Вдруг рассыпалися клепки.

Набей, бондарь, голову
Ты стальными обручами!

Вспрысни, бондарь, голову
Батогами! батогами!

Голова наш сед и крив;
Стар, как бес, а что за дурень!

Прихотлив и похотлив:
Жмется к девкам…
Дурень, дурень!

И тебя лезть к парубкам,
Тебя б нужно в домовину,
По усам, да по шеям!

За чуприну! за чуприну!

«Аван юрӑ, хӑта! — терӗ пуҫне кӑштах пӑрса итлесе ларакан винокур, ҫак мӑшкӑлран тӗлӗнсе хытсах кайнӑ голова еннелле ҫаврӑнса пӑхса. — Аван! Ял пуҫлӑхне килӗшӳсӗр сӑмахсемпе чыслани ҫеҫ лайӑхах мар…» Вӑл каллех аллисене сӗтел ҫине хучӗ те, чӳрече еннелле темле, ҫав тери ытараймасӑр пӑхса татах итлеме хатӗрленчӗ, мӗншӗн тесен, чӳрече умӗнче ахӑлтатса кулни, «Тепре! Тата тепре!» тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Анчах, лайӑхрах сӑнасан, ҫакӑ паллӑ: тӗлӗнсе хытса кайнӑ пирки мар ҫав пӗр вырӑнта нумайччен тӑрать голова. Пӗр-пӗр ватӑ та ӑсланса ҫитнӗ кушак ҫеҫ хӑшпӗр чухне ҫапла тӑвать: шӑшие хӑй хӳри ҫумӗнчех чупса ҫӳреме ирӗк парать; анчах хӑй ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑтӑкне тарса кӗмелли ҫулне пӳлме хӑвӑрт план шухӑшласа кӑларать. Голова та ҫавнашкал-мӗн; хӑрах куҫӗпе халь вӑл чӳрече еннелле тинкерсе пӑхать, анчах алли, алли ӗнтӗ алӑк хӑлӑпӗнчен ярса та илнӗ (унпа сулса илсе теҫетнике асӑрхаттарма ӗлкӗрнӗ вӑл), вара сасартӑк урамра кӑшкӑрашни илтӗнчӗ… Ахаль те пур енчен те пултаруллӑ винокур вара, кирек мӗнле ҫӗнӗ япалана та курасшӑн ҫунаканскер, чӗлӗмне хӑвӑрт табак тултарса, урама чупса тухрӗ; анчах ашкӑнакан йӗкӗтсем вӑл тухнӑ ҫӗре тарса та пӗтнӗ-мӗн. «Ҫук, эс манран вӗҫерӗнеймӗн! — терӗ голова, хура тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ ҫывна аллинчен ярса илсе. Винокур, май пур чухне, йӗркене пӑсакан ҫынна курас тесе чупса пычӗ, анчах, унӑн хӑрушла сӑрласа лартнӑ пит-куҫне тата вӑрӑм сухалне курсан, хӑранипе каялла чакрӗ.

«Ҫук, эс манран вӗҫерӗнес ҫук! — кӑшкӑрчӗ голова, тыткӑна лекнӗ ҫынна ҫаплах-ха ҫенӗкелле сӗтӗрсе; ҫынни чиперех, пӗр турткаланмасӑр-тумасӑр, хӑй пӳртне кӗнӗ пекех, голова хыҫҫӑн лӑпкӑн утрӗ. «Карпо, уҫ коморӑна! — терӗ голова теҫетнике. — Эпир ӑна тӗттӗм коморӑна. Унтан писӑре вӑратӑпӑр, теҫетниксене пухӑпӑр, хурахсене пурне те тытса пӗтерӗпӗр те, вӗсем пирки паянах резолюци шухӑшласа кӑларӑпӑр!»

Теҫетник ҫенӗкре ҫакӑнса тӑракан пӗчӗкрех ҫӑрана шӑтӑртаттаркаласа коморине уҫрӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра тыткӑна лекни, тӗттӗмпе усӑ курса, сасартӑк мӗн пур вӑйпа туртӑнчӗ те, голова аллинчен вӗҫерӗнсе кайрӗ.

«Ӑҫталла эс?» кӑшкӑрса ячӗ голова, ӑна ҫухинчен тата хытӑрах ҫатӑрласа илсе.

«Яр мана, эпӗ вӗт ку!» илтӗнчӗ ҫинҫе сасӑ.

«Пулӑшмасть ку сана, ачам, ним чухлӗ те! Хӗрарӑмла мар, шуйттанла ҫухӑр: эсӗ мана улталаймӑн! — вӑл ӑна тӗттӗм коморӑна ҫав тери хытӑ тӗртсе кӗртсе ячӗ, лешӗ, ытла хытӑ тӗртнӗ пирки ӗнтӗ, урайне ӳксе йынӑшса ячӗ; голова вара, теҫетникпе пӗрле, писӑр патне уттарчӗ, вӗсем хыҫҫӑн, пӑрахут пек тӗтӗм мӑкӑрлантарса, винокур утрӗ.

Виҫҫӗш те вӗсем шухӑша кайса, пуҫӗсене усса утрӗҫ; сасартӑк, тӗттӗм тӑкӑрлӑка кӗрес чухне, такама хирӗҫ пулса, ҫамкисемпе пӗр-пӗрин ҫине хытӑ пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ те пурте пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ, вӗсене хирӗҫ те вара ҫавнашкалах кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ.

Голова хӑрах куҫне хӗстерсе пӑхрӗ те, хирӗҫ утаканнисем, писӑрпа пӗрле пыракан икӗ теҫетник пулнине курсан, тӗлӗнсе кайрӗ.

«Эпӗ сан патна кайма тухрӑм вӗт, пан писӑр».

«Эпӗ сан патна, ырӑ кӑмӑллӑ пан голова».

«Тӗлӗнмелле япала пулса тухрӗ, пан писӑр».

«Тӗлӗнмелле ӗҫсем, пан голова».

«Мӗн тата ?»

«Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ! ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех урамсем тӑрӑх ӗрӗхсе ҫӳреҫҫӗ. Сана, ырӑ кӑмӑллӑ голова, калама та намӑс ӗнтӗ, ҫав тери ирсӗр сӑмахсемпе чыслаҫҫӗ… Ӳсӗр москаль те хӑйӗн ирсӗр чӗлхипе ун пек сӑмах калама хӑяс ҫук. (Ҫӗпре тӗслӗ жилет тата ула-чӑла шӑлавар тӑхӑннӑ типшӗм писӑр ҫак сӑмахсене, малтан мӑйне тӑсса, унтан каллех хӑй вырӑнне вырнаҫтарса, каларӗ.) Кӑшт кӑна тӗлӗрсе кайнӑччӗ, ҫывӑрнӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ эсрел пуҫӗсем! Шак-шак шаккаҫҫӗ, намӑс сӑмахсем каласа юрлаҫҫӗ! Ӑс парас тенӗччӗ те пӗрре, анчах шӑлаварпа жилет тӑхӑниччен тарса пӗтрӗҫ. Чи усаллине тытрӑмӑр-тытрӑмӑрах, хӑтӑлаймарӗ. Колодниксене хупса усрамалли пӳртре юрласа ларать вӑл халь. Вӑл мӗнле кайӑк иккенне питӗ пӗлес килетчӗ те, анчах сӑн-питне хӑрӑмпа хуратса лартнӑ, тамӑкра ҫылӑхлӑ ҫынсем валли пӑта тӑвакан шуйттан-тимӗрҫӗ пек хура».

«Ҫи-пуҫӗ мӗнлерех ун, пан писӑр?»

«Тавӑрса тӑхӑннӑ хура тӑлӑппа, пан голова».

«Суймастӑн-и эс, пан писӑр? Ҫав усал ашкӑнчӑк халь ман коморӑра ларать пулсан?»

«Ҫук, пан голова! Кӑмӑлсӑр ан пул, анчах эсӗ ху суйса ҫылӑха кӗретӗн».

«Атьӑр-ха хӑй ҫутар! пӑхар эпир ӑна!»

Ҫутӑ илсе килчӗҫ, алӑк уҫрӗҫ, — голова, тӗлӗннипе, ӑхлатса илчӗ: коморӑра унӑн хӗрпултӑрӗ пулнӑ имӗш.

«Кала-ха, тархасшӑн, — тапӑнчӗ хӗрпултӑрӗ ял пуҫлӑхне, — юлашки ӑс-тӑнна ҫухатмарӑн пулӗ те эс? Мана тӗттӗм коморӑна тӗртсе кӗртне чух, ҫав хӑрах куҫсӑр пуҫӑнта пӗр пӗрчӗ те пулин ӑс пурччӗ-и? Юрать-ха, телей пулчӗ, пуҫпа тимӗр ҫеклӗ ҫине пырса тӑрӑнмарӑм. «Ку эпӗ» тесе кӑшкӑрмарӑм-им сана? Ярса илчӗ те, путсӗр упа, хӑйӗн тимӗр аллисемпе, тӗртет те тӗртет! Леш тӗнчере шуйттансем тӗрте-тӗрте яччӑр сана!..»

Юлашки сӑмахӗсене вӑл тулта каласа пӗтерчӗ; хӑйне кирлӗ пӗр-пӗр ӗҫпе пулас ӗнтӗ, ҫак вӑхӑтра вӑл тулалла тухса кайрӗ.

«Ҫапла, халь ӗнтӗ хам та куратӑп эсӗ иккенне!» терӗ голова, тавҫӑрса илсе.

«Мӗн калӑн, пан писӑр: путсӗр мар-и-ха ӗнтӗ ҫав ылханлӑ пуҫтах?»

«Путсӗр, пан голова!»

«Пирӗн ҫав мӗнпур пуҫтахсене лайӑхрах ӑс парса ӗҫе хӑнӑхтарма вӑхӑт мар-и?»

«Тахҫанах вӑхӑт, тахҫанах вӑхӑт, пан голова».

«Вӗсем, ухмахсем, хӑйсен шухӑшӗсемпе… Мӗн шуйттанӗ ку? Урамра хам хӗрпултӑр кӑшкӑрнӑ пекех туйӑнчӗ… вӗсем ухмахсем, мана хӑйсемпе пӗр тан тесе шутлаҫҫӗ, хӑйсем пек ҫынах, пӗр-пӗр ахаль козак ҫеҫ теҫҫӗ ӗнтӗ…» Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗрсе илчӗ, йӗри-тавралла куҫайӗн пӑхрӗ, ку ӗнтӗ вӑл пӗр-пӗр ҫав тери кирлӗ япала ҫинчен калама хатӗрленнине пӗлтерчӗ. «Пин те темиҫе ҫӗрмӗш ҫулта… ҫав эсремет ҫулӗсен ячӗсене, хуть те вӗлер, калаймастӑп, ун чухнехи комиссара, Ледачине, козаксенчен чи хӑвӑртрах тавҫӑрса илме пултараканнине суйласа илме приказ панӑ пулнӑ. — О! (ҫак «о» сасса голова пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе каларӗ) — хӑвӑртрах тавҫӑрса илме пултараканнине, майра патшана ӑсатма эпӗ ун чух…»

«Мӗнне калӑн, ӑна ӗнтӗ пурте пӗлеҫҫӗ, пан голова! Эсӗ майра патшаран ырӑ ят илтнине пурте пӗлеҫҫӗ. Халь кала ӗнтӗ тӳррипе, ан тун, эпӗ каланиех тӗрӗс пулчӗ; ҫав тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ пуҫтаха ярса тытрӑм тенипе кӑштах ҫылӑха кӗтӗн вӗт?»

«Тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ шуйттан пирки… Ӑна сӑнчӑрламалла та наказани памалла. Пурте курччӑр, тек ун пек ан хӑтланччӑр! Пӗлччӗр власть мӗн иккенне! Кам лартнӑ ял пуҫлӑхне, патша мар пулсан? Каярахпа ытти каччисем патне те кармашса ҫитӗпӗр: манман-ха эпӗ вӑл пуҫтахсем ман пахчана пӗр кӗтӳ сысна кӗртсе янине, мӗнпур купӑстапа хӑяра ҫисе ячӗҫ; вӑл шуйттан анисем ман патӑмра авӑн ҫапасран пӑрӑннине те манман-ха эпӗ; манман-ха эп… Хӑяматне кӗрех кайччӑр-ха вӗсем, ҫав тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ путсӗр кам иккенне халех, ҫийӗнчех пӗлес пулать ман».

«Пит йӑрӑ кайӑк пулмалла вӑл! — терӗ винокур; ҫакна каланӑ вӑхӑтра унӑн ҫӑварӗ, вӑрҫӑри тупӑ пек, вӗҫӗмсӗр тӗтӗмпе тулса пычӗ, вара, ҫӑварӗнчен кӗске чӗлӗмне кӑларнӑ чух, пит ҫӑра тӗтӗм палкаса тухрӗ. — Ун пек ҫынна эрех заводӗнче усрама та юрать, унта вӑл кирлӗ пулӗччӗ; юман тӑррине паникадило вырӑнне ҫакса хурсан — тата лайӑхрах». Ҫапла ҫивӗччӗн юптарса калани винокура хӑйне те самаях килӗшрӗ, ҫавӑнпа вӑл, ыттисем ырласса кӗтмесӗрех, хӑйне хӑй ырласа ӗнтӗ, хӑрӑлтатса кулса илчӗ.

Ҫав вӑхӑтра вӗсем пӗр пӗчӗкҫеҫ, ишӗлсе анас вӗҫнех ҫитнӗ пӳрт патнелле ҫывхарчӗҫ; халь ӗнтӗ ҫак пӳртре мӗн пуррине пурин те курас килсе кайрӗ. Пурте алӑк умне кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Писӑр ҫӑраҫҫи кӑларчӗ, ҫӑрине уҫма хӑтланса пӑхрӗ; анчах ку арча уҫҫи пулчӗ-мӗн. Кӗтсе тӑраканнисем пушшех хыпӑнма пуҫларӗҫ. Аллине кӗсйине чиксе, тупӑнманшӑн вӑрҫа-вӑрҫах, писӑр каллех ҫӑраҫҫи шырама тытӑнчӗ. «Кунта!» терӗ вӑл юлашкинчен, вара, кӑштах пӗшкӗнсе, ула-чӑла шӑлаварӗн тарӑн кӗсйи тӗпӗнчен ҫӑраҫҫи кӑларчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗн геройсен чӗрисем пӗрлешсе, пӗр пысӑк чӗре пулса тӑчӗҫ темелле, вара, ҫав пысӑк чӗре кӑртлатса тапнӑ сасса ҫӑра уҫнӑ май шанкӑртаттарнӑ сасӑ та хуплаймарӗ. Алӑка уҫрӗҫ те… Голова пир пек шуралса кайрӗ; винокурне сивӗ пек туйӑнчӗ, унӑн ҫӳҫӗ, пӗлӗтелле ҫӗкленме хӑтланнӑн, вирелле тӑчӗ; писӑрӑн та сехри хӑпрӗ; теҫетникӗсем, ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ пек, шак хытса кайрӗҫ те, пӗрре карнӑ ҫӑварӗсене хупаймасӑр, пӑхса тӑраҫҫӗ: голован хӗрпултӑрӗ тӑрать иккен.

Ыттисенчен сахал мар тӗлӗнсе кайнӑскер, вӑл, ҫапах та, пӑртак тӑна кӗчӗ, унтан вара, кусем патнелле ҫывхарас тесе кӑштах хускалнӑ пек пулчӗ.

«Тӑхта!» кӑшкӑрса ячӗ те голова тискер сасӑпа, алӑка шалт! хупса лартрӗ. «Господа! шуйттан вӗт ку! — терӗ вӑл малалла. — Шӑрпӑк парӑр! Шӑрпӑк, хӑвӑртрах! Хысна пӳртне шеллесе тӑмӑп! Чӗртсе ярӑр ӑна, ҫунтарӑр, шуйттанӑн шӑмми-шакки те ан юлтӑр ҫак ҫӗр ҫинче!»

Хӗрпултӑрӗ, тултисем мӗнле шут тытнине илтсе, хӑранипе кӑшкӑрма пуҫларӗ. «Мӗн эсир, тӑванӑмсем? — терӗ винокур. — Турра шӗкӗр, хӑвӑрӑн ҫӳҫӗрсем кӑвакарса та шуралса ларнӑ, ҫапах та ҫак таранччен ӑс кӗреймен иккен сире: ахаль шӑрпӑкпа тивертсен тухатмӑш ҫунса каяс ҫук. Чӗлӗм кӑварӗ ҫеҫ ҫунтарма ҫунтарма пултарать вӑл усала. Чимӗр-ха, халех, хамах майлаштаратӑп!»

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл чӗлӗм ӑшӗнчи вӗри кӗле улӑм ҫине тӑкрӗ те, ӑна вӗрме пуҫларӗ. Ниҫта кайма пӗлмен мӗскӗн хӗрпултӑрӗ тархасласах ӗнентерме тытӑнчӗ.

«Тӑхтӑр-ха, тӑванӑмсем! Мӗншӗн кӑлӑхах ҫылӑха кӗрес. Тен, шуйттан та мар вӑл, — терӗ писӑр. — Эхер те вӑл, леш хайхи, унта лараканни, хӑй ҫине хӗрес хума килӗшет пулсан, вара вӑл шуйттан мар иккенӗ тӳрех паллӑ».

Ҫак сӗнӳпе пурте килӗшрӗҫ.

«Чур мана, усал! — терӗ малалла писӑр, алӑк хушӑкӗ витӗр:  — Вырӑнтан тапранмасан, алӑкне уҫӑпӑр».

Алӑка уҫрӗҫ.

«Сӑхсӑх!» терӗ голова, каялла ҫаврӑнса пӑхса. Ҫапла пӑхнипе вӑл хӑйне валли чакмашкӑн вырӑн шырарӗ: тем пулать-килет.

Хӗрпултӑр сӑхсӑхрӗ.

«Ак тамаша! Чӑн та хӗрпултӑр-ҫке ку!»

«Мӗнле усал сӗтӗрсе кӗнӗ сана, кума, ҫак лапчӑк пурте?»

Хӗрпултӑр макӑра-макӑра ҫакна каласа пачӗ; йӗкӗтсем ӑна урамра ярса илнӗ те, темле тапаланса та вӑл вӗсенчен хӑтӑлайман, вара вӗсем ӑна анлӑ чӳрече витӗр пӳртелле тӗртсе янӑ та, чӳречине хӑмапа ҫапса лартнӑ. Писӑр пӑхрӗ: чӑнах та иккен, чӳрече хуппин петлисем татӑлса кайнӑ, ҫиелтен хӑма ҫапса тыттарнипе ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать вӑл.

«Пӗлетӗп сана, суккӑр шуйттан! — кӑшкӑрма тытӑнчӗ хӗрпултӑр. Халь вӑл голована хӑтӑрма пуҫларӗ. Лешӗ, хӑйӗн хӗрпултӑрне хӑрах куҫӗпе тинкерсе пӑхса, кӑштах каялла чакрӗ. — Пӗлетӗп сан шухӑшна: эсӗ мана ҫунтарса яма хавас, питӗ хӗпӗртетӗн эп пӗтнӗшӗн, хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме ирӗк пулать-ҫке-ха, ват-супнӑ ухмахланса ҫӳренине кураканӗ ҫук пулать. Эсӗ паян каҫ пулнӑ чух Ганнӑпа мӗн калаҫнине пӗлместӗп тетӗн-им? У, эпӗ йӑлтах пӗлетӗп. Сан тӑнсӑр пуҫу мар ӗнтӗ вӑл мана улталама пултараканни, мана йӑпӑр-япӑр улталаймӑн. Чӑтасса эпӗ нумайччен чӑтса пурӑнма пултаратӑп, анчах кайран асту, ан ӳкӗн…»

Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл чышкӑ кӑтартрӗ те тухса кайрӗ, голова тӗлӗнсе хытса юлчӗ. «Ҫук, ку ӗҫе чӑнах та шуйттан хутшӑннӑ пулмалла», шухӑшларӗ вӑл, пуҫ тӳпине хыҫкаласа илсе.

«Тытрӑмӑр!» терӗҫ ҫав вӑхӑтра тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ теҫетниксем.

«Кама тытрӑр?» ыйтрӗ голова.

«Тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ шуйттанне».

«Тавай ӑна кунта! — кӑшкӑрчӗ голова, тыткӑна лекнӗ ҫынна аллинчен ярса илсе. — Эсир ухмаха ертӗр пуль: ӳсӗр Каленик вӗт ку».

«Ак тамаша! чип-чиперех тытрӑмӑр-ҫке эпир ӑна, пан голова, — терӗҫ теҫетниксем ӑна хирӗҫ. — Тӑкӑрлӑкра хупӑрласа илчӗҫ путсӗр йӗкӗтсем, ташлама, турткалама, чӗлхе кӑларса витлеме пуҫларӗҫ, алӑран туртса илесшӗн… Шуйттан-и тен! Мӗнле-ха эпир ун вырӑнне ҫак ватӑ курака ярса тытнӑ, турӑ пӗлет-и тен!»

«Хам влаҫпа усӑ курса приказ паратӑп сире, халӑх та ҫаплах хушать, — терӗ голова, — ҫак самантрах ҫав сурӑха тытса, ман патӑма илсе килмелле, унпа пӗрле ыттисене те, урамра кама курнӑ, ҫавна тытмалла, эпӗ вӗсемпе мӗн тумаллине хамах пӗлетӗп!..»

«Каҫар, пан голова! — терӗҫ хӑшпӗрисем, пуҫӗсене тайса. — Курасчӗ сан, сӑн-пичӗсем мӗнле хӑрушшине: аҫа ҫаптӑр та пире, ҫуралнӑ, шыва кӗртсе ят та хунӑ пире — анчах ҫак тарана ҫитсе ун пек ирсӗр сӑн-пит курман вара. Тем ҫылӑх курас пулӗ, пан голова! Ырӑ ҫынна ҫав тери хӑратса сехрине хӑпартсан, пӗр хӗрарӑм та юмӑҫ пӑхма килӗшес ҫук».

«Парӑп эп сире юмӑҫ пӑхма! Мӗн эсир? Итлесшӗн мар! Эсир те вӗсем майлӑ эппин? Пӑлхавҫӑсем! Мӗне пӗлтерет ку?.. Мӗн ку?.. Эсир хурахла хӑтланатӑр… Эсир… Комиссара пӗлтеретӗп! Халех, илтетӗр-и, халех! Чуптарӑр, кайӑк пек вӗҫтерер! Сире-и… Эп сире…»

Пурте тарса пӗтрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех