Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXV сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.22 00:05

Пуплевӗш: 322; Сӑмах: 3610

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр кун ирхине тул ҫутӑличчен нумай малтан Давыдов аслӑк ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучие вӑратрӗ, ӑна ӑйӑрсене кӳлме пулӑшрӗ, вара урапа ҫине хӑпарса ларчӗ те Харламовсен килӗ патне ҫитрӗ. Тачах хупман-кантӑк хуппи хушшипе вӑл кухньӑра лампӑ ҫуннине курчӗ.

Варя амӑшӗ апат пӗҫерет, анлӑ йывӑҫ кравать ҫинче ачасем ҫывӑраҫҫӗ, ҫула тухма тумланнӑ Варя тӑван килӗнчи сак ҫинче килти ҫын пек мар, вӑрахлӑха килмен хӑна пек ларать.

Вӑл Давыдова телейлӗн те кӑмӑллӑн йӑл кулса кӗтсе илчӗ:

— Эпӗ тахҫанах хатӗр, сана кӗтетӗп, манӑн председателӗм.

Варя амӑшӗ Давыдова сывлӑх сунчӗ те хушса хучӗ:

— Вӑл автансем пирвайхи хут авӑтсанах пуҫтарӑнма тытӑнчӗ. Ешӗл ҫав-ха! Айванни ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар!.. Апат халех хатӗр пулать, Иртсе лар, Давыдов юлташ.

Виҫҫӗшӗ вӗсем васкасах ӗнерхи купӑста яшки, шаритленӗ ҫӗрулми ҫирӗҫ, сӗт ӗҫрӗҫ. Сӗтел хушшинчен тухнӑ чухне Давыдов хуҫана тав турӗ те ҫапла каларӗ:

— Кайма вӑхӑт. Аннӳпе сывпуллаш, Варвара, анчах вӑрах мар. Нӳрленме кирлӗ мар сире, ӗмӗрлӗхе уйрӑлмастӑр. Округа каяс-мӗн пулсан, анне, сана хампа пӗрле хӗрне курма илсе кайӑп… Эпӗ лашасем патне тухатӑп. — Алӑк патӗнче вӑл Варьӑран:
— Хӑвпа пӗрле мӗнле те пулсан ӑшӑ тум илетӗн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Манӑн ваткӑллӑ кофта пур, анчах питӗ кивелсе кайнӑ вӑл…

— Юрать, бала каймастӑн вӗт, факт.

Тепрер сехетрен вӗсем хутортан чылай инҫе кайрӗҫ. Давыдов Ҫӑрттан мучипе юнашар ларать, Варя — урапан тепӗр енче. Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл Давыдов аллине тытса чамӑрта-чӑмӑрта илет, вара каллех шухӑша каять. Хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнче хӗр хутортан нумайлӑха пӗр хут та кайман-ха, станицӑра ҫеҫ темиҫе хут пулнӑ, чугун ҫул та курман-ха вӑл, ҫавӑнпа хулана пирвайхи хут кайни унӑн чӗрине савӑнтарса, хурлантарса хыттӑн таптарнӑ. Кил-йышӗнчен, тантӑшӗсенчен уйрӑлма ҫапах та йывӑр ӑна, ҫавӑнпа вӑхӑт-вӑхӑт ун куҫӗнчен куҫҫуль юха-юха аннӑ.

Паромпа Дон урлӑ каҫсан, ӑйӑрсем Дон хӗрринчи тӑвайккине улӑхнӑ чухне, Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, урапан Варя ларса пыракан айккипе утма пуҫларӗ, аттипе ҫул хӗрринчи лутра армути ҫине пуса-пуса, халӗ, хӗвел тухиччен, тӗссӗр, анчах кун пуҫлансан хӗвел ҫинче асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗспе ҫиҫекен сывлӑм шывне сирпӗтсе пычӗ, Сайра хутра вӑл Варя ҫине пӑхса илет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерес тесе, йӑл кулать, шӑппӑн:

— Ну-ка, Варюха, куҫна типӗ вырӑна куҫар-ха. Е:

— Эсӗ манӑн пысӑк вӗт-ха ӗнтӗ, ҫитӗннӗ ҫынсене макӑрма юрамасть, ан макӑр, тусӑм! — тет.

Вара макӑракан Варя, ӑна итлесе, йӗпеннӗ пит ҫӑмартине кӑвак тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илет, пӗр сассӑр тем пӑшӑлтатса, хӑюсӑррӑн кула-кула илет.

Дон таврашӗнчи курпун сӑртсен шурӑ юпписем ҫинче тӗтре ҫакӑнса тӑрать, ҫавӑнпа сӑрт тӑрри халлӗхе курӑнмасть-ха.

Ҫакнашкал ир-ирех ҫеҫен хирти шӑнӑр курӑкӗнчен те, сарӑ тухатмӑш курӑкӗн шаннӑ тураттисенчен те, сӑртра курӑнса кайнӑ ҫул хӗрринчех кашласа ларакан ырашран та кӑнтӑрлахи шӑршӑ ҫапаймасть-ха. Пуринчен те вӑйлӑ армути те ҫухатнӑ ҫав шӑрша — пӗтӗм шӑрша тырӑсемпе курӑксем ҫине ӳкнӗ сывлӑм, нумай пулмасть шӑпӑртатса иртнӗ июль ҫумӑрӗ хыҫҫӑнхи пек вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑм, сӑхса илнӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ирхи шӑплӑхра ҫеҫен хирте икӗ ахаль шӑршӑ — сывлӑм тата ҫул ҫинчи вӑл кӑштах пусарнӑ тусан шӑрши — ҫеҫ тӑрать.

Кивӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ пусмаран ҫӗленӗ пушшех те кивӗрех пиҫиххи ҫыхнӑ Ҫӑрттан мучи, шӑннипе кӳтсе кайнӑскер, хӑйне кура мар вӑрахчен ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль те шухӑ чупакан ӑйӑрсене хӑваласа, чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине шӑхӑрттарса чаплаттара-чаплаттара илчӗ.

Анчах хӗвел тухсан вӑл йӳрӗкленчӗ.

— Хуторта эсӗ, Ҫемушкӑ, Варькӑна качча илет, тесе пакӑлтатаҫҫӗ. Тӗрӗс-и ку? — ыйтрӗ вӑл.

— Тӗрӗс, мучи.

— Ну, мӗнех-ха апла, ку ҫакнашкал ӗҫ: кирек мӗнле пӑркалансан та, вӑхӑт ҫитсен авланассинчен пӑрӑнаймӑн, урӑхла каласан, сӑмах арҫынсем ҫинчен пырать, — терӗ старик тарӑн шухӑшлӑн. Вара малалла каласа кайрӗ:  — Манӑн вилнӗ аттепе анне мана вун сакӑр ҫула ҫитсенех авлантарчӗҫ. Эпӗ ун чухне те питӗ чее пулнӑ, авлану вӑл — мӗн амак пулнине эпӗ ун чухнех пӗлнӗ… Вӑт эпӗ унтан, авланассинчен, ҫут тӗнчере нимрен ытла пӑркалантӑм! Авланасси вӑл — пыл ӗҫесси пулманнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлнӗ. Мӗн-мӗн кӑна хӑтланман-ши эпӗ, Семушка тусӑм! Ухмаха та ернӗ, чирленҫи те пулнӑ, тытамак тытнӑ пек те туса кӑтартнӑ. Ухмаха ернӗшӗн мана атте — вӑл питӗ ҫирӗп тытатчӗ — чӑпӑрккапа икӗ сехет ислетрӗ, ман ҫурӑма ҫапса чӑпӑркка аврине хуҫсан ҫеҫ чарӑнчӗ. Тытамакшӑн чӗн тилхепепе хӗнерӗ. Чирлӗ ҫын пек пулса, усал сасӑпа кӑшкӑрма пуҫласан, манӑн пӗтӗм ӑш-чик ҫӗрнӗ тесен, — вӑл, пӗр сӑмах та каламасӑр, лупас айне тухрӗ те пӳрте ҫуна турти йӑтса кӗчӗ. Сарая кайса ӑна туртса кӑларма, ҫунана туртасӑр хӑварма ӳркенмерӗ вӗт, ват шуйттан. Авӑ мӗнле пулнӑ вӑл, манӑн покойник атте, Тур каҫартӑрах ӑна. Турта илсе кӗчӗ те, мана ачашшӑн: «Тӑр, ывӑлӑм, эпӗ сана сыватма тытӑнап»… — тет. Э, шутлатӑп, вӑл туртана туртса кӑларма ӳркенмерӗ пулсан, апла, хӑйӗн эмелӗпе ман чуна тӑпӑлтарса кӑларма та ӳркенес ҫук, тетӗп. Ун аллинчи турта — хӑрушӑ штука. Вӑл манӑн кӑштах ухмахрахчӗ, унӑн ҫавнашкал ҫылӑхне эпӗ пӗчӗккӗ чухнех асӑрхаса… Эпӗ кунта вара кравать ҫинчен вӑшт ҫеҫ сиксе тӑтӑм, ман ая вӗри шыв сапнӑ тейӗн. Вара авлантӑм. Мӗн тума пултарнӑ-ха эпӗ унпа, айван ҫынпа? Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вара манӑн пурнӑҫ урлӑн-пирлӗн, айккӑн-тӳррӗн, кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкалама пуҫларӗ! Ман карчӑк халӗ сакӑр пӑт таять пулсан, вунтӑххӑрта ун виҫи… — Старик куҫне чарса, тӳтисене шухӑшлӑн мӑклаттарчӗ, вара татӑклӑн: — Вун пилӗк пӑтран пӗртте кая пулман, тупа та турӑшӑн суймастӑп! — тесе хучӗ.

Каҫса кайса кулакан Давыдов кӑшт илтӗнмелле:
— Ытла нумай мар-и?.. — тесе ыйтрӗ.

Ҫакна хирӗҫ Ҫӑрттан мучи самаях ӑслӑн тавӑрчӗ:

— Сана ҫав-ҫавах мар-и? Пӑт ытларах, пӑт сахалтарах — уйрӑмми мӗн пур-ха унта? Вӑл сана мар, мана асап кӑтартнӑ, кӳпкенӗ вӗт-ха? Ҫав-ҫавах, мана мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пит япӑх пулнӑ, тепӗр чух ҫакӑнса вилес патне ҫитнӗ. Анчах вӑл пули-пулми ҫын тӗлне пулман ҫав! Хӗрсе кайсан эпӗ питӗ пуҫтах! Пуҫтахланнӑ чухне шутлаттӑм вара эпӗ: малтан эсӗ ҫакӑн, кайран — эпӗ…

Ҫӑрттан мучи, тӗрлӗ ӗҫсене аса илсе пулмалла, пуҫне савӑнӑҫлӑн сулкаласа, хихиклетсе ячӗ, вара, хӑйне тимлесе итленине кура, сӑмахне кӑмӑлласах малалла тӑсрӗ:

— Эх, хаклӑ граждансем тата… Варька эсӗ те! Пирӗн, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, ҫамрӑк чухнехи юрату ытла та усал пулнӑ. Сирӗнтен ыйтам-ха эпӗ: мӗншӗн усал? Мӗншӗн тесен, вӑл пирӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хаярлӑхпа пулса пынӑ, усалпа хаяр — пӗр пекех вӗсем, эпӗ Макарушкӑн хулӑн словарӗнче ҫапла вуласаччӗ.

Ҫапла пулатчӗ: ҫӗрле вӑранса каятӑп та, ман арӑм е куҫҫуль юхтарса макӑрать, е кулать, анчах эпӗ хам ӑшра шутлатӑп: «Макӑрах, тусӑм, хӗрарӑм куҫҫулӗ — турӑ сывлӑмӗ, эпӗ те санпа пыл та ҫу тенӗ пек пурӑнмастӑп, ҫапах макӑрмастӑп ак!»

Мӑшӑрлӑ пурӑнма пуҫланӑранпа пиллӗкмӗш ҫул ҫине кайсан, ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртрӗ: кӳршӗри Поликарп ҫар службинчен таврӑнчӗ. Вӑл Атаман полкӗнче пулнӑ, гвардеец. Унта ӑна, ухмаха, усси пӗтӗрме вӗрентнӗ те, вӑл килте те ман арӑм умӗнче усси пӗтӗркелеме тытӑнчӗ. Пӗрре каҫхине пӑхатӑп та, вӗсем ҫатан ҫумӗнче тӑраҫҫӗ: ман арӑм хамӑр енче, вӑл — хӑй енче. Эпӗ пӳрте кӗрсе кайрӑм, ним курман пек пултӑм, суккӑр тейӗн. Тепӗр кун каҫхине — каллех тӑраҫҫӗ. Э, шутлатӑп, ку ухмахла шӳтлени пулать. Виҫҫӗмӗш кунӗнче эпӗ юриех килтен тухса кайрӑм. Тӗттӗм пулсан таврӑнатӑп — каллех тӑраҫҫӗ! Акӑ тамаша! Мӗн те пулсан тумаллах манӑн. Шутласа кӑлартӑм вара: виҫӗ кӗренкеллӗ кире пуканне ал шӑллипе чӗркерӗм те, Поликарп кил картине йӑпшӑнса кӗтӗм, вӑл ан илттӗр тесе, ҫаруран утрӑм, вара, вӑл уссине пӗтӗркеленӗ вӑхӑтра, эпӗ ӑна ӗнсерен пӗтӗм вӑйпа шаплаттартӑм. Вӑл ҫатан ҫумне юпа пек кайса ӳкрӗ.

Темиҫе кун иртсен, Поликарпа тӗл пулатӑп. Пуҫне ҫыхнӑ хӑй. Питне-куҫне пӗркелентерсе, мана: «Ухмах! Эсӗ вӗлерме те пултараттӑн вӗт апла!» — тет. Анчах эпӗ ӑна калатӑп: «Пирӗнтен хӑшӗ ухмаххи паллӑ мар-ха — ҫатан ҫумӗнче йӑваланса выртаканни-и е ура ҫинче тӑраканни-и».

Ҫавӑнтанпа — юмӑҫ карчӑк вӗрсе сурчӗ тейӗн! Ҫатан ҫумӗнче тӑма пӑрахрӗҫ хайхисем. Анчах ман арӑм часах ҫӗрле шӑлне шатӑртаттарма вӗренчӗ. Вӑл шатӑртаттарнине илтсе вӑранса каятӑп та ыйтатӑп: «Сӑнӑн, тусӑм, шӑл сурмасть пулӗ вӗт?» Вӑл мана хуравлать: «Ан ҫулӑх, ухмах!» — тет. Хам ӑшра шутласа выртатӑп вара: «Пирӗнтен хӑшӗ ухмахраххи паллӑ мар-ха — шӑлне шатӑртаттараканни-и е сӑпкари макӑрман ача пек шӑппӑн та лӑпкӑн ҫывӑраканни-и».

Старике кӳрентересрен шикленсе, итлекенсем пит шӑп лараҫҫӗ. Варя сасӑсӑр кулса чӗтрет, Давыдов Ҫӑрттантан пӑрӑнса питне алпа хупланӑ та темскер ҫине-ҫинех те вӑрӑммӑн ӳсӗрет. Ҫӑрттан мучи вара, ниме те асӑрхамасӑр, киленсех малалла ҫаптарать:

— Усал юрату хӑш-пӗр чухне авӑ мӗнле пулать вӑл! Пӗр сӑмахпа каласан, авланусенчен ырри сайра хутра ҫеҫ пулкалать пулӗ, эпӗ хамӑн ватӑ ӑс-пуҫпа ҫапла шутлатӑп. Е, тӗслӗхрен, ҫакнашкал ӗҫе илер: ӗлӗкхи вӑхӑтра пирӗн хуторта пӗр ҫамрӑк учитель пурӑнатчӗ. Унӑн ҫураҫнӑ хӗр, купса хӗрӗ, пурччӗ, вӑл пирӗн хутортанахчӗ. Ҫав учитель пит капӑр, пит хӳхӗм ҫӳретчӗ — эпӗ тумӗ пирки калатӑп — ҫамрӑк автан пек, тата ҫуран мар, ытларах велосипедпа ҫӳретчӗ. Ун чухне пуҫласа курнӑччӗ эпир ӑна, ҫав пирвайхи велосипед хуторти ҫынсемшӗн те тӗлӗнмелле япала пулнӑ пулсан, йытӑсем ҫинчен каламалли те ҫук. Учитель урама тухсанах, кустӑрмисемпе йӑлтӑртаттарма пуҫласанах, ылханлӑ йытӑсем ухмаха еретчӗҫ. Вӑл васкать, вӗсенчен тарма пикенет, хӑй машинки ҫинче хутланса-пӗкӗрӗлсе ларать те, урипе калама ҫук хытӑ явкалантарать, куҫпа та курса юлаймастӑн. Мӗн чухлӗ анчӑка таптаса вӗлермен вӑл, анчах вӗсенчен хӑйне те сахал мар лекнӗ!

Пӗрре ирхине эпӗ ҫеҫен хире кӗсре тытма кайнӑ чухне урам хрески урлӑ иртсе пыратӑп, мана хирӗҫ — кӗрт йыттисен туйӗ. Малта ама йытӑ чупать, ун хыҫҫӑн, кирлӗ пекех ӗнтӗ, темӗн чухлӗ аҫа йытӑ, ытларах мар пулсан, пӗр вӑтӑра яхӑн пулӗ. Ун чухне пирӗн хутор ҫыннисем, ҫӗр ҫӑтманскерсем, йытӑсене шутсӑр нумай ӗрчетсе янӑччӗ. Кашни килте — икшер, виҫшер йыт аҫиччӗ, ҫитменнине тата мӗнлескерсемччӗ-ха! Вӗсенчен кирек хӑшӗ те темле хаяр тигрӑран та усалрахчӗ, кашниех пӑру пек пысӑкчӗ. Хуҫасем хӑйсен арчисемпе нӳхрепӗсене сыхлатчӗҫ. Анчах мӗн усси-ха? Вӑрҫӑ ҫав-ҫавах вӗсенне пӗтӗмпех силлерӗ… Вӑт ҫав туй — мана хирӗҫ. Эпӗ ухмах пулмарӑм, йӗвене ывӑтса ятӑм та, чи ҫивӗч кушак аҫи пек, пӗр ҫекунд хушшинче телеграф юпи ҫине хӑпарса кайрӑм, ӑна урасемпе яваласа илтӗм те, ларатӑп. Кунта, ҫылӑх тӗлне тенӗ пекех, ҫав учитель хӑй машинипе пырать, кустӑрмисене, машина тытса пымаллине йӑлтӑртаттарать. Ну, вӗсем ӑна ҫавӑрса илчӗҫ. Вӑл машинне пӑрахрӗ те, хӑй пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, эпӗ ӑна кӑшкӑратӑп: «Ухмах, ман пата юпа ҫине улӑх, атту вӗсем сана часах чӗркелесе хӑю тӑвӗҫ!» Ман пата улӑхрӗ вӑл, мӗскӗн, анчах кӑштах кая юлчӗ: вал юпаран ярса тытсанах, лешсем ун ҫийӗнчен ҫӗнӗ диагональ йӗмне те, ылттӑн тӳмеллӗ пиншакне те, аялти кӗпи-йӗмне те туртса антарчӗҫ. Йыт аҫисенчен чи хаяррисем хӑш-пӗр тӗлте ӳтне те ҫыртса пӑхма ӗлкӗрчӗҫ.

Вӗсем унтан тӑраниччен мӑшкӑлласа кулчӗҫ те хӑйсен йытӑ ҫулӗпе лапӑстатрӗҫ. Вӑл юпа ҫинче ларать, савӑнаҫӗ те ҫавӑнта ҫеҫ: пуҫӗнче какартлӑ картус пур, унне те пулсам юпа ҫине улӑхнӑ чух сӑмсине ватнӑ.

Эпир унпа хамӑрӑн хӑтӑлмалли вырӑнтан антӑмӑр — вӑл малтан, эпӗ ун хыҫҫӑн: эпӗ чи ҫӳлте ларнӑ-ҫке-ха, пралуксене авраса ҫыхакан чашӑксем патӗнчех. Вара йӗркепе антӑмӑр — вӑл ҫаппа-ҫарамас, эпӗ ахаль кӗпе те пир йӗм тӑхӑннӑ. Вӑл манран ҫапла ыйтать: «Пиччеҫӗм, вӑхӑтлӑха хӑвӑн йӗмне парсам мана, сана тепӗр ҫур сехетрен тавӑрса паратӑп эпӗ ӑна». Ӑна ҫапла калатӑп: «Савнӑ ҫыннӑм, манӑн аялти йӗм ҫук та эпӗ ӑна мӗнле сана парам-ха? Эсӗ хӑв машину ҫине ларса каятӑн, манӑн кӑнтӑр кунӗнчех юпа тавра йӗмсӗр ҫаврӑнса ҫӳремелле-и? Кӗпене вӑхӑтлӑха пама пултаратӑп, йӗме, каҫар та, пама пултараймастӑп». Ман кӗпе ҫаннисене урине тӑхӑнчӗ те вӑл, мӗскӗн, уттарчӗ майӗпе. Ӑна чупса кайсан аван пулатчӗ — вӑл утӑпа утать пулсан, ӑҫтан чупса кайтӑр-ха, итту тӑлланӑ лаша пек ҫеҫ утать. Ӑна, ман кӗпене тӑхӑннӑскерне, купса хӗрӗ курнӑ иккен… Вӗсен юратӑвӗ вара ҫав кунах пӗтнӗ. Ӑна васкасах тепӗр шкула куҫма тивнӗ. Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн эрне иртсен — намӑс курнипе те, йытӑсем сехрине хӑпартнипе те, хӗрӗ пӑрахнипе те, вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ таҫта хӑямата кайса кӗнипе те — каччӑ сасартӑк ӳпке чирӗпе чирленӗ те вилсе выртнӑ. Анчах эпӗ ҫакна ӗненсех каймастӑп: пуринчен ытла вӑл сехри хӑпнипе, намӑс курнипе вилсе кайнӑ пулӗ. Ҫав ылханлӑ юрату авӑ мӗн патне илсе ҫитерет вӑл, тӗрлӗ авланусемпе туйсем ҫинчен каламалли те ҫук: Эсӗ, Ҫемушка, манӑн тусӑм, Варькӑна качча иличчен малтан ҫӗр хут шутласа пӑхсамччӗ. Вӗсем пурте пӗр пек, эпир, Макарушкапа иксӗмӗр, ахальтен мар вӗсене тӳсӗмсӗр кураймастпӑр!

— Юрӗ, мучи, эпӗ шутласа пӑхӑп, — лӑплантарчӗ старике Давыдов, хӑй вара, Ҫӑрттан чӗлӗм туртса янипе усӑ курса, Варьӑна хӑй патнелле хӑвӑрт туртрӗ те тӑнлавран, шӑпах мамӑклӑ ҫӳҫ пайӑрки хирӗҫле ҫилпе вӗлтӗртетсе пынӑ тӗлтен, чуп турӗ.

Калаҫнипе тата аса илӳсемпе ывӑннӑ Ҫӑрттан мучи кӗҫех ыйӑхлама пуҫларӗ, ҫавӑнпа Давыдов унӑн вӑйсӑрланнӑ аллинчи тилхепене хӑй тытрӗ. Ыйӑх пусса ҫитернипе Ҫӑрттан мучи мӑкӑртатса илчӗ:

— Вӑт спаҫҫибӑ сана, манӑн тусӑм, эсӗ ӑйӑрсене чӑпӑрккапа хӑмсар, эпӗ пӗр сехет ҫывӑрса илем. Тӗп пултӑрччӗ ҫав ватлӑх! Хӗвел хӗртме пуҫласанах ыйӑх аптратма пуҫлать… Хӗлле мӗн тери сивӗ, санӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах ыйӑх килет, ыйӑхра шӑнса вилме те пулать.

Пӗчӗк те ырханккаскер, вӑл урапа ҫине, Варьӑпа Давыдов хушшине, чӑпӑркка пек тӑсӑлса выртрӗ те, кӗҫех ҫинҫе сасӑпа, шӑхӑрса хӑрлаттарма пуҫларӗ.

Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать.

* * *

Каҫ пулнӑ тӗле ҫӗр километр ытла кайса, вӗсем утӑ капанӗ патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ. Килтен илсе тухнӑ чаплах мар апата ҫирӗҫ, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗте шарламасӑр пӑхса, кӑштах урапа патӗнче ларчӗҫ. Давыдов ҫапла каларӗ:

— Ыран каллех ир тӑмалла пулать пирӗн, атьӑр ҫывӑрма выртар. Эсӗ, Варюха, урапа ҫине вырт, ман пальтона ил, унпа витӗн, эпир мучипе иксӗмӗр, утӑ капанӗ айне вырнаҫӑпӑр.

— Тӗрӗс решени йышӑнатӑн эсӗ, Ҫемушка, — хӗпӗртерӗ Ҫӑрттан, Давыдов хӑйпе пӗрле выртма килӗшнишӗн питӗ кӑмӑллӑ пулса.

Пытарма кирлӗ мар ӗнтӗ: никам ҫук ют ҫеҫен хирте пӗччен ҫывӑрма хӑранӑ старик.

Давыдов месерле, аллисене пуҫ айне хурса, хӑй ҫийӗнчи таса шупка кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхса выртать. Вӑл куҫӗпе Алтӑр ҫӑлтӑра тупрӗ, ассӑн сывласа илчӗ, вара хӑй темшӗн йӑл кулнине туйрӗ.

Кун каҫа хӗрнӗ ҫӗр ҫур ҫӗр тӗлне ҫеҫ сивӗнчӗ те чӑннипех сивӗтрӗ. Таҫта инҫе мар, тип варта ахӑр, пӗве е ҫеҫен хирти кӳлӗ пур пулмалла. Унтан юшкӑнпа хӑмӑш шӑрши вӗҫсе килчӗ. Ҫывӑхрах путене авӑтса ячӗ. Шапасем иккӗленсе, темиҫе сасӑпа ҫеҫ кӑваклатни илтӗнчӗ. «Ҫывӑратӑп, ҫывӑратӑп!» — ыйӑхлӑн кӑшкӑрчӗ тӗттӗмре пӗчӗк тӑмана.

Давыдов ыйхӑлама пуҫларӗ, анчах, утӑ ӑшӗнче шӑши чӑштӑртаттарсан, Ҫӑрттан мучи урнӑ ҫын пек ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, Давыдова турткалама пуҫларӗ:

— Ҫёмӑ, илтетӗн-и эсӗ? Тупрӑмӑр та вырӑн, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Ку капанра хуран пуҫсемпе хура ҫӗленсем туллиех пулмалла. Илтетӗн-и, чӑштӑртатаҫҫӗ, ылханлӑскерсем? Масар ҫинчи пек темле тӑманасем кӑшкӑраҫҫӗ… Ҫак хӑруш вырӑнтан атя урӑх ҫӗре куҫатпӑр.

— Ҫывӑр, темскер шутласа ан кӑлар, — ыйӑх тӗлӗшпе каларӗ Давыдов.

Ҫӑрттан каллех выртрӗ, вӑрахчен ҫавӑрӑнкаласа, плащне хӑй айне пур енчен те чиксе, ҫаплах мӑкӑртатрӗ:

— Пысӑк урапапа каятпӑр тесе каларӑм сана, ҫук вӗт, санӑн ҫатан урапапа вӗҫкӗнленес килчӗ. Халӗ савӑн ӗнтӗ. Эп каланӑ пек тунӑ пулсан, эпир килтенех хамӑр утта хурса тухнӑ та чип-чиперех ҫул тытнӑ, виҫсӗмӗр те урапа ҫинче ҫывӑрнӑ пулӑттӑмӑр, атту халӗ, килсӗр йытӑ пек, ют капан айне пытан. Варькӑна аван, вӑл ҫӳлте ҫывӑрать, витӗннӗ, улпут майри пек, кунта вара — пуҫ айӗнче чӑштӑртатать, айккисенче чӑштӑртатать, урасем айӗнче чӑштӑртатать, мӗн чӑштӑртатнине кам мур пӗлет-ха ӑна? Ҫывӑрса каятӑн та, сан пата хура ҫӗлен шуса пырать, пӗр-пӗр ҫавӑн пек ҫӗртен сӑхать те, вара авлану пӗтрӗ санӑн! Вӑл, ылханлӑ чун, сӑхӗ те урасене тӑсса та пӑрахӑн. Ун чух вара санӑн Варьку пӗр такана куҫҫуль юхтарӗ, анчах мӗн усси пур?! Мана сӑхнинчен кирек мӗнле хура ҫӗлене те усӑ ҫук, манӑн какай ватӑ, шӑнӑрлӑ, ҫитменнине тата манран качака шӑрши кӗрет, — мӗншӗн тесен, аслӑк айӗнче манпа пӗрле час-часах Трофим ҫывӑрать, — хура ҫӗленсем качака шӑршине юратмаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, унӑн мана мар, сана сӑхмалла пулать… Атя, куҫар ку вырӑнтан!

— Эсӗ, мучи, чарӑнатӑн-и паян? Тӗттӗмре ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? — терӗ Давыдов тарӑхса.

— Пӗтмелли вырӑна илсе килтӗн эсӗ мана, — терӗ Ҫӑрттан мучи хурланса. — Пӗлнӗ пулсан, карчӑкпа сывпуллашнӑ пулӑттӑм хуть, атту нихҫан та венчетре пулман пек тухса килтӗм. Вырӑнтан тапранмастӑн-и апла, тусӑм?

— Ҫук. Ҫывӑр, старик.

Ҫӑрттан мучи йывӑррӑн сывласа, сӑх-сӑхса илчӗ:

— Ҫывӑрса кайнӑ пулӑттӑм та, Ҫёмушка, куҫ умӗнче шиклӗх тӑрать вӗт. Кунта, авӑ, хӑранипе чӗре тапать, ҫав ылханлӑ тӑмана кӑшкӑрать, хуть пырне лартӑрччӗ унне…

Ҫӑрттан мӑкӑртатса выртнӑ вӑхӑтра Давыдов хытӑ ҫывӑрса кайрӗ.

Вӑл хӗвел тухас умӗн вӑранчӗ. Варя унпа юнашар, капан ҫумне аяк пӗрчипе тӗршенсе, урине хуҫлатса, ун ҫамки ҫинчи тӑмаланнӑ ҫӳҫ пайӑркине майласа ларать, — хӗр пӳрнисемпе питӗ ачашшӑн та сисӗнкӗсӗр тӗкӗннипе Давыдов вӗсем хӑйне перӗннине вӑрансан та аран-аран туйса илчӗ. Ун вырӑнӗнче, урапа ҫинче, Давыдов пальтипе витӗнсе, Ҫӑрттан мучи вилнӗ пек ҫывӑрать.

Хӗвел тухас умӗн хӑмачланнӑ пек хӗрлӗ сӑнлӑ Варя шӑппӑн:
— Эпӗ пӗве хӗрне кайса пит ҫурӑм, — терӗ.
— Мучие вӑрат, кайӑпӑр!

Вӑл тутисемпе Давыдовӑн шӑртлӑ пит ҫӑмартине кӑшт тӗкӗнсе илчӗ те вӑштах ура ҫине сиксе тӑчӗ.

— Пит ҫума каятӑн-и, Ҫема? Пӗве патне каймалли ҫула кӑтартатӑп сана.

— Пит ҫӑвас вӑхӑта ҫывӑрса ирттертӗм эпӗ, Варюха, ӑҫта та пулсан ҫул ҫинче ҫӑвӑп. Ҫак ватӑ тыркас сана тахҫанах вӑратрӗ-и? — терӗ ӑна Давыдов ыйӑхпа тытӑннӑ сасӑпа.

— Вӑл вӑратман мана. Эпӗ ҫутӑлсан вӑрантӑм, вӑл сан патӑнта, аллисемпе чӗркуҫҫине пӑчӑртаса ларать, чӗлӗм туртать. Эпӗ: «Мучи, эсӗ мӗншӗн ҫывӑрмастӑн?» — тесе ыйтрӑм та, вӑл: «Ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп, тусӑм, кунта ҫӗленсем тулли. Эсӗ ҫеҫен хирте уҫӑлса ҫӳре-ха, эпӗ сан вырӑнта пӗр сехет те пулин лӑпкӑн ҫывӑрам», — тет. Эпӗ тӑтӑм та пӗве хӗрне пит ҫума кайрӑм.

Кӑнтӑрлаччен вӗсем Миллеровӑна ҫитрӗҫ. Давыдов окружкомра ҫур сехет хушшинче калаҫса татӑлчӗ, урама савӑнӑҫлӑн, кӑмӑллӑн йӑл кулса тухрӗ:

— Секретарь пӗтӗмпех хӑвӑрт та ӗҫлӗн татса пачӗ, окружкомра ҫапла тумалла та, сана, манӑн хурланчӑк, комсомол окружкомӗнчи хӗрсем пулӑшма пулчӗҫ, халӗ ял хуҫалӑх техникумне каяр, сана ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма вырнаҫтарам. Директор заместителӗпе калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Техникума илмелли тӗрӗслӳсем пуҫланиччен сана преподавательсем вӗрентеҫҫӗ, кӗркунне тӗлне вара эсӗ пӗтӗмпех туптанса ҫитетӗн, факт! Окружкомри хӗрсем сан пата пыра-пыра кайма пулчӗҫ, вӗсемпе телефон тӑрӑх калаҫса татӑлтӑм! — Хӑнӑхнӑ йӑлапа Давыдов аллине чӗррӗн сӑтӑркаласа ыйтрӗ:  — Пӗлетӗн-и, Варюха, пирӗн пата, хутора, комсомол организацийӗн секретарӗ пулма кама яраҫҫӗ? Кама тесе шутлатӑн? Иван Найденова, пирӗн патӑрта хӗлле агитколоннӑпа пынӑ качча. Питӗ ӗҫлӗ каччӑ, эпӗ вӑл пынишӗн ҫав тери савӑнатӑп. Варӑ пирӗн комсомол ӗҫӗ каять, ҫакна чӑнласах калатӑп эпӗ сана!

Икӗ сехет хушшинче ял хуҫалӑх техникумӗнче те ӗҫе йӗркелесе ҫитерчӗҫ вӗсем. Уйрӑлмалли вӑхӑт ҫитрӗ. Давыдов ҫирӗппӗн каларӗ:

— Сывӑ пул, манӑн савнӑ Варюха-горюха, ан тунсӑхла, лайӑх вӗрен, эпир унта сансӑр аптрамӑпӑр.

Варьӑна вӑл пуҫласа тутинчен чуп турӗ. Коридор тӑрӑх утрӗ. Алӑк патӗнче каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унӑн чӗрине сасартӑк темле хӗрхенӳллӗ туйӑм хӗссе лартрӗ, вара ӑна хӑй ури айӗнчи кӑтрашка урай палуба пекех силленсе илнӗн туйӑнчӗ. Ҫамкипе стена ҫумне тӗршӗннӗ Варя питне аллипе хупланӑ, пуҫӗнчи кӑвак тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫинех усӑнса аннӑ. Унӑн пӗтӗм кӗлеткинче вӑйсӑрлӑхпа ачалла мар хурлӑх палӑрнине курсан, Давыдов ӗхлетсе ҫеҫ илчӗ те тула тухма васкарӗ.

Хутортан тухса кайнӑранпа виҫӗ талӑк иртнӗ тӗле вӑл Шырланпуҫа таврӑнчӗ.

Вӑхӑт нумая кайнӑ пулсан та, правленире ӑна Нагульновпа Разметнов кӗтсе ларнӑ. Нагульнов ӑна сиввӗнрех сывлӑх сунчӗ те ҫавнашкалах сиввӗн каларӗ:

— Эсӗ мӗн, Ҫемен, юлашки кунсенче килте пурӑнмастӑн: станицӑна кайса килтӗн, унтан — окружкома… Миллеровӑна мӗн нуша васкатрӗ сана?

— Хӑй вӑхӑтӗнче пурин ҫинчен те каласа парӑп. Сирӗн хуторта ҫӗнни мӗн пур?

Хуравлас вырӑнне Разметнов ыйтрӗ:

— Эсӗ ҫул ҫинче тырӑсене куртӑн-и? Ну, мӗнле вӗсем, пулса ҫитнӗ-и?

— Урпана хӑш-хӑш тӗлте суйласа вырма юрать, ыраша та. Ыраша, ман шутпа, талкӑшпех вырма юрать, анчах кӳршӗсем тем васкамаҫҫӗ.

Разметнов хӑйне хӑй пек ҫеҫ каларӗ:

— Апла пулсан, эпир те васкамӑпӑр. Симӗсле ӑна лайӑх ҫанталӑкра вырма юрать, вӑл вырса тӑксан та пулса ҫитет, — анчах ҫумӑр пулсан? Пӗтрӗ вара.

Нагульнов унпа килӗшрӗ.

— Виҫӗ кун тӑхтама юрать, анчах кайран вара алпа та, шӑлпа та вырмалла, унсӑрӑн сана, Ҫемен, райком ҫисех ярӗ. Пире, Андрейпе иксӗмӗре, ҫырткаласа ҫеҫ илӗҫ… Астуман та, манӑн та ҫӗнӗ хыпар пур: совхозра манӑн ҫарта пӗрле пулнӑ тус пур, эпӗ ӗнер ӑна кайса куртӑм. Вӑл мана тахҫанах хӑнана чӗнетчӗ, анчах ҫак таранччен вӑхӑт тупаймарӑм, ӗнер кайса килес терӗм — шутлатӑп: ун патне пӗр кунлӑха каятӑп, юлташпа тӗл пулатӑп, ҫула май тракторсем мӗнле ӗҫленине куратӑп. Нихҫан та курман, маншӑн питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ! Вӗсем унта ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ, эпӗ кунӗпе уйра пултӑм. Ну, тӑвансем, ҫав «фордзон» трактор вӑйлӑ япала та вара! Чупсах суха тӑвать. Ӑҫта та пулсан ҫаврӑннӑ ҫӗрте пӑрлак ҫӗр ҫине пырса лексен вара, унӑн, мӗскӗнӗн, вӑй-халӗ ҫитмест. Кутӑн лаша чӑрмав умӗнче чӗвен тӑнӑ пек ҫӗкленсе тӑрать-тӑрать те, кустӑрмисемпе каллех ҫӗре ӳкет, каялла ҫӗртме пуссине васкать, пӑрлак ҫӗр валли вӑй ҫитмест унӑн. Ҫавнашкал икӗ лаша пирӗн колхозра пулсан, ҫавах япӑх пулас ҫукчӗ, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен шутланӑ тата пӗрмай шухӑшласа ҫӳретӗп. Хуҫалӑхра пит кирлӗ япала! Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ытла хавхаланса кайнипе, туспа сыпма та ӗлкӗреймерӗмӗр. Уйранах киле вӗҫтертӗм.

— Эсӗ Мартыновскинчи МТСа кайса килме шутланӑччӗ-ҫке? — ыйтрӗ Разметнов.

— МТСа е совхоза — уйрӑмми мӗн пур унта? Унта та тракторсем, кунта та ҫавӑн пеккисемех. Ҫитменнине инҫерех, вырма тухас вӑхӑт вара — акӑ вӑл, сӑмса умнех ҫитсе тӑчӗ.

Разметнов куҫне чеен хӗсрӗ:

— Эпӗ, калас пулать, сана чутах ҫылӑха кӗртеттӗм, Макар: Мартыновскинчен ҫула май Шахты хулине, Лукерйӑна курма кӗретӗн тесе шутланӑ эпӗ…

— Асра та пулман! — татӑклӑн каларӗ Нагульнов. — Эсӗ кӗнӗ пулӑттӑн, эпӗ сана, шур ҫӳҫе, пӗлетӗп!

Разметнов ассӑн сывласа илчӗ:

— Вӑл манӑн ӗлӗкхи арӑм пулнӑ пулсан, эпӗ ун патне кӗреттӗм ҫеҫ мар, ун патӗнче эрнерен кая мар хӑналанаттӑм! — Вара шӳтлесе хушса хучӗ: — Эпӗ сан пек улӑм тӳшек мар!

— Пӗлетӗп эпӗ сана, — тепӗр хут каларӗ Нагульнов. Вара, кӑштах шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн, вӑл та хушса хучӗ: — Хӗрарӑмсемшӗн ҫунакан сӗтӗрӗнчӗк! Анчах эпӗ хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сан пек сӗтӗрӗнсе ҫӳреместӗп!

— Эпӗ урҫа пуҫпа вун виҫҫӗмӗш ҫул пурӑнатӑп. Манран мӗн кирлӗ сана?

— Ҫавӑнпа сӗтӗрӗнчӗк те.

Кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Разметнов ӗнтӗ шухӑшласа та шӑппӑн каларӗ:

— Тен, эпӗ вун икӗ ҫул хушши пӗр хӗрарӑма юрататӑп, эсӗ ӑна пӗлместӗн вӗт-ха?..

— Эсӗ-и? Ӗненетӗп эпӗ сана, кӗтсех тӑр!

— Пӗр хӗрарӑма!

— Марина Поярковӑна мар-и?

— Кама — сан ӗҫ мар, эсӗ ан хутшӑн унта! Кама юратса пурӑннине, халь те юратнине, тен, хӑҫан та пулсан, ӳсӗр пуҫпа каласа панӑ пулӑттӑм сана, анчах… Сивӗ ҫын эсӗ, Макар, санпа чун-чӗререн нихҫан та калаҫаймӑн. Эсӗ хӑш уйӑхра ҫуралнӑ?

— Декабрьте.

— Эпӗ те ҫапла пулӗ тенӗччӗ ҫав. Сана аннӳ пӑр ҫинче, вак умӗнче ҫуратнӑ пулӗ-ха — шыв ӑсма кайнӑ та, ӑнсӑртран пӑр ҫинчех ҫуратса пӑрахнӑ; ҫавӑнпа санран ӗмӗр тӑршшӗпе сивӗ перет. Сана мӗнле чӗререн каласа парӑн-ха?

— Эсӗ вӗри плита ҫинче ҫуралнӑ-и вара?

Разметнов кӑмӑлласах килӗшрӗ:

— Чӑнах та ҫапла пек! Манран ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗри ҫил вӗрнӗ чухнехи пек ӑшӑ персе тӑрать. Анчах эсӗ — вуҫех урӑхла.

Нагульнов тарӑхса кайрӗ:

— Йӑлӑхтарчӗ! Пирӗн ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫма ҫитӗ, атьӑр тыр вырнӑ чухне пирӗнтен хӑшӗ хӑш бригадӑна каясси ҫинчен шутлар.

— Ҫук, — хирӗҫ пулчӗ Разметнов, — пуҫланӑ калаҫӑва пӗтерер, камӑн хӑш бригадӑна каймалли ҫинчен калаҫма ӗлкӗрӗпӗр-ха. Эсӗ, Макар, акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑх: эсӗ мана сӗтӗрӗнчӗк терӗн, кӗҫех эпӗ сире иксӗре те туя чӗнме хатӗрленетӗп пулсан, хальхи вӑхӑтра епле сӗтӗрӗнчӗк пулатӑп-ха эпӗ?..

— Мӗнле туя тата? — хыттӑн ыйтрӗ Нагульнов.

— Ман туя. Анне пачах ватӑлса ҫитрӗ, хуҫалӑхра йывӑр ӑна, авлантарасшӑн.

— Эсӗ ӑна итлетӗн-и, ватӑ ухмах? — Нагульнов хӑй хытӑ тарӑхнине пытарма пултараймарӗ.

Разметнов юриех лӑпланнӑ пек пулчӗ.

— Ӑҫта кайса кӗмелле-ха манӑн, тусӑм? — терӗ вӑл.

— Апла пулсан, виҫӗ хут ухмах! — Унтан вара, сӑмса кӑкне шухӑшлӑн хыҫса илсе, Нагульнов хӑй сӑмахне вӗҫлерӗ:  — Ытлашши кичем ан пултӑр тесе, пирӗн иксӗмӗрӗн, Ҫемен, пӗр хваттере кӗрсе, пӗрле пурӑнмалла пулать. Хапха ҫине ҫапла ҫырса ҫапӑпӑр: «Кунта хусахсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ».

Давыдов, пӗр тӑхтамасӑр:
— Пирӗн, Макар, кунтан ним те тухмасть: манӑн ҫураҫнӑ хӗр пур, Миллеровӑна ҫӑвӑнпа кайрӑм та эпӗ, — терӗ.

Вӗсем шӳтленине е чӑн каланине пӗлесшӗн пулса, Нагульнов пӗрне, теприне итлесе пӑхрӗ, унтан, сӑмса ҫунаттисене сарса, хумханнипе кӑштах шурӑхса, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ:

— Эсир мӗн, урса кайнӑ-и?! Юлашки хут ыйтатӑп: чӑнласах калатӑр-и эсир ҫакна е манран мӑшкӑлласа кулатӑр-и? — Вара хирӗҫ каласса кӗтмесӗр, питӗ тарӑхса лач сурчӗ те, пӳлӗмрен сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех