Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫинчен тепӗр ҫырӑвӗнче пур: «Эпир хамӑр пӗтӗм инкексене ӑна пула ҫеҫ куртӑмӑр теме те пулать», тесе ҫырать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Эпӗ, хаклӑ Катя, пӗрмаях сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп, — тенӗччӗ вӑл ҫырӑвӗнче, — Саня пӑттӑрӑн та чаплӑн кӗрешсе вилнӗ!«Я думаю и думаю о вас, дорогая Катя. Саня погиб мужественно, великолепно!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрне-пӗри сывлӑх сунмасӑрах уйрӑлтӑмӑр эпир, вӑл вунпӗр сехетре тухса кайрӗ, хулара ӑна курма ӗлкӗреймерӗм те, анчах ун ҫинчен вӑл ҫырӑвӗнче пӗр сӑмахпа та асӑнмасть, ку кирлех те мар ҫав.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашки ҫырӑвӗнче вӑл манран пӗр пысӑк япала ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ, тесе ҫырнӑ, ку шухӑш тахҫанах пулнӑ та, анчах пӗрне-пери куриччен тӑхтатӑп, — тесе систернӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Пехил пултӑр ҫав кивӗ истори, — тесе ҫырчӗ вӑл тепӗр ҫырӑвӗнче, — вӑл пире пӗрне-пӗри туптарса юратма пулӑшрӗ. Анчах тахҫанах хамӑра ҫеҫ кураймасӑр тӑни пирӗншӗн кӑна мар, пуриншӗн те сиенлӗ иккенне часах ӑнланса илессе шансах тӑратӑп эпӗ».
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Питӗ лайӑх-ха, хама кам тесе шутлаҫҫӗ — ҫавӑ пулам, — тесе ҫырчӗ вӑл пӗр колхозран янӑ пирвайхи ҫырӑвӗнче, вӑл унта иккӗмӗш эрне те хӑй ӗҫӗнчи ыйтусене вырӑнти влаҫсемпе «сӳтсе явса та ҫыхӑнтарса» ларать, — пӗтсе ҫухалччӑр юмахсем — чӑнах та унӑн юмахсем ҫеҫ пулнӑ вӗт!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вышимирокий каласа панӑ тӑрах ҫырнӑ ҫырӑвӗнче те Саня темле ҫӗрӗшнӗ тумтирсемпе, ҫиме юрӑхсӑр шоколадсем ҫинчен ҫырнӑччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Капитан ҫырӑвӗнче кам ҫинчен сӑмах пынӑ пирки тавлашса кайсан, эсир мана тӗрӗс тунӑ тесеттӗр.Вы сказали, что я был тогда прав, когда мы спорили, о ком идёт речь в письме капитана?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йӑмӑкӗ ҫырать: «Мана пур ҫырӑвӗнче те: Катя ӑҫта, тесе аптратать, ӑна мӗн пулнӑ, тет, Катьӑна пӗрре курасшӑн та темӗн панӑ пулӑттӑм, тет. Вӑл сансӑр пурӑнаймасть, эсир пӗр сӑлтавсӑрах ятлаҫнине ниепле те ӑнланма пултараймастӑп», — тесе ҫырать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Епле вӑл, йӗре-йӗре, эп айӑпа кӗни ҫинчен калатчӗ, мӗншӗн тесен капитан ҫырӑвӗнче сӑмах Николай Антоныч ҫинчен пыман имӗш, темле фон-Вышимирский ҫинчен пынӑ пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Даша инке вуласа панӑ капитанӑн юлашки ҫырӑвӗнче те пурччӗ ҫакӑ ик сӑмах.В последнем письме капитана, которое когда-то читала мне тётя Даша, были эти два слова.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана капитан ҫырӑвӗнче хӑй ҫинчен ҫырманнине тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пачӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр тесен, пӗлетӗн-и мӗн, Алёша: Анюта темшӗн ман сухала юратмасть, ҫырӑвӗнче пӗрмаях вӑрҫать ун пирки…»Хотя, знаешь, Алеша: Анюта почему-то невзлюбила мою бороду и все время в письмах ее травит".
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: манӑн самолётсем йышӑнас ӗҫ пӗтсе пырать, начальниксем ман майлӑ пулсан, кӗр енне е хӗле кӗрсен ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ тылри кичем ӗҫрен хӑтарса фронта, полка ярасса шанатӑп, унта мана юлташсем манман-ха, эпӗ пырасса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, терӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ҫырӑвӗнче Метеорологи сержанчӗ пирки те темиҫе йӗрке пулнӑ, — ку вара Алексее тӗлӗнтерчӗ.К удивлению Алексея, были даже строчки и о «метеорологическом сержанте».
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫырӑвӗнче ҫак сӑмахсем кӑна: «Каҫхине, вунӑ сехетре, малтан тӗл пулнӑ вырӑнтах».
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Оля ҫырӑвӗнче темле вӑрттӑн пӑлхану нумай.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ҫырӑвӗнче вӑл пӗчӗк Владимир сывлӑхӗ тӗлӗшӗпе хӑй шикленни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Владимир пӗчӗклех питӗ пултаруллӑ пулнипе хӑй савӑннине палӑртса, ывӑлӗн пулас пурнӑҫӗ питӗ телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулассине шанса ҫырнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Амӑшӗ яракан ҫырусем пурте пӗр пекрех пулнӑ, вӗсем ҫакӑнпа ҫеҫ уйрӑлса тӑнӑ: пӗринче амӑшӗ, хӑй турра ӗненмест пулин те, пӗр кӳршӗ карчӑкне уншӑн турра кӗл тума ыйтни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Алёшӑн таҫта кӑнтӑр енче ҫапӑҫакан, анчах нумайранпа ҫыру ҫырман пиччӗшӗсем пирки пӑшӑрханнӑ; юлашки ҫырӑвӗнче вара хӑй курнӑ тӗлӗк ҫинчен пӗлтернӗ: ҫуркунне, Атӑл сарӑлнӑ вӑхӑтра, унӑн ывӑлӗсем пурте киле таврӑннӑ пек, вӗсене вӑл ҫемьери чи юратнӑ кукӑльпе хӑналанӑ пек курни ҫинчен ҫырнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та капитан Енакиев хӑйӗн ҫырӑвӗнче ӑна хӑш числара, хӑш уйӑхра, ҫулта тата хӑш сехетре ҫырнине палӑртма манман.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948