Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурса (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑта нумай ирттермесӗр, Петя арифметика тетрадӗнчен таса хут ҫурса илчӗ те кукамӑшӗ патне, Екатеринослав хулине, ҫыру ҫырма тытӑнчӗ.

Не теряя времени, Петя вырвал из арифметической тетрадки лист бумаги и принялся писать бабушке, маминой маме, письмо в Екатеринослав.

XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хура-шурӑ ҫунатсен тӑвӑлӗ ҫыран ҫинчен хускалчӗ те сывлӑша ҫурса кӑшкӑрашса та шӑхӑрса пирӗн шлюпкӑмӑра пур енчен те хупӑрласа илчӗ.

Чёрно-белая буря крыльев снялась с берега и рванулась над шлюпкой, крича, свистя и разрывая воздух.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ача, шыва чупса кӗрсе, сивӗ шыва хӑйӗн хӗрелнӗ хулпуҫҫийӗсемпе ҫурса ишме пуҫласанах, тӗнчере мӗн пуррине пурне те манчӗ.

По едва мальчик, разбежавшись, бултыхнулся в море и поплыл на боку, расталкивая прохладную воду коричневым атласным плечиком, как тотчас забыл все на свете.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Праҫниксенче кӑна тӑхӑнакан, халӗ ҫурмаран ҫурса пӑрахнӑ кӗпи ҫине сӗлекисем юхнӑ.

Юшка текла из носа на праздничную, разорванную пополам рубашку.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сасартӑк ҫак самантра темӗскер хӑрушшӑн шӑхӑрса, сывлӑша ҫурса пӑрахрӗ.

И вдруг в нескольких шагах от нас с силой и страшным свистом рассекло воздух.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн поезд темӗнле станцине ҫитсе, нумайччен чарӑнса тӑчӗ, унтан, тӗттӗмлӗхе ҫурса гудок пачӗ те малалла хускалчӗ.

Поезд наш долго стоял на какой-то станции, потом пошел, гудя в темноте.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӗреҫҫӗ ун ҫинче, чуна ҫурса макӑраҫҫӗ купӑссем.

И тихо рыдают, оплакивая его, скрипки.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара пӗлӗтрен чуна ҫурса яракан сасӑ хытӑран хытӑ шӑхӑрса анчӗ.

Потом в небе раздался пронзительный свист, все громче и громче…

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта вара чӗрене яштах ҫурса яракан хӑрушӑ шӑплӑх.

И здесь — тишина, но страшная, напряжённая.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине эпир иксӗмӗр унӑн йӗркесӗр ҫыруне ҫурса тӑкрӑмӑр, вара эпӗ Валя патне хам кайрӑм.

Наутро мы с ней разорвали ерунду, которую она сочинила, и я отправилась к Вале.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла калани те тӗрӗс марччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен алла илнӗ тетрачӗсенчен пӗрне уҫса пӑхрӑм та темӗн пичетленине асӑрхарӑм — кӗнекерен ҫурса илнӗ страница пек, — анчах халь унпа калаҫма юрамастчӗ-ха, вара эпӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: — Тавтапуҫ, Миша, — терӗм.

Возможно, что это снова была неправда, потому что я наудачу открыла одну тетрадь, и там оказалось что-то печатное — точно вырванная из книги страница, — но теперь с ним больше нельзя было говорить, и я только поблагодарила очень вежливо: — Спасибо, Миша.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Портретне япӑх тушпа тунӑ, анчах та хурапа шурӑ яр ҫурса пӗр-пӗринчен уррӑлса тӑраҫҫӗ!

Портрет, был сделан слабой тушью, но с каким чувством контраста между черным и белым, как свободно!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька Трумант шыва кӗнӗ чухне урине чулпа ҫурса янӑ та, эпӗ ӑна хӗвел ваннипе сыватма тытӑнтӑм, икӗ пӳрнине татма тиврӗ кайран.

когда Петька Трумант, купаясь, ободрал ногу о камни и я стал лечить его солнечными ваннами и два пальца пришлось отнять.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑшт тӑрсан, ҫав хута ҫурса пӑрахрӑм та Валька патне зоопарка тухса кайрӑм.

Потом разорвал записку и отправился к Вальке в Зоопарк.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Летчик пулма эпӗ тахҫанах, Энскрах, Петькӑпа Собор садӗнче, алӑсене хӗреслетсе, кӑнтӑрла уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курасшӑн ҫунса выртнӑ вӑхӑтра, ҫунатлӑ пулӑ пек самолет пӗлӗте ҫӑмӑллӑн ҫурса иртнӗ, Песчанка хыҫӗнче ҫухалнӑ самантрах, шутласа хунӑ пек туйӑнатчӗ.

Мне казалось, что я давно решил сделаться, летчиком, еще в Энске, в тот день, когда мы с Петькой лежали в соборном саду, раскинув руки крестом, и старались днем увидеть луну и звезды, когда серый, похожий на крылатую рыбу самолет легко обошел облака и пропал на той стороне Песчинки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мулкач тӑлӑпне, ҫӗнӗскернех, вӑл хӑй ҫине тӑхӑннӑ чух ҫурса пӑрахрӗ вӗт, усал!

Заячий тулупчик совсем новешенький; а он, бестия, его так и распорол, напяливая на себя!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман таканламан лашан кашни пусӑмӗ ту хушшисен шӑплӑхне ҫурса илтӗнет; шыв сикки патӗнче эпӗ утӑма шӑвартӑм та, пӗр-икӗ хутчен кӑкӑр тулли кӑнтӑрти каҫ сывлӑшне сывласа илсен, каялла ҫаврӑнтӑм.

Каждый шаг моей некованой лошади глухо раздавался в молчании ущелий; у водопада я напоил коня, жадно вдохнул в себя раза два свежий воздух южной ночи и пустился в обратный путь.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑйлӑ хумсене ҫурса пӗрре ҫӳлелле хӑпарса, тепре аялалла анса, ҫыран хӗрринелле хуллен кӑна пӗр кимӗ килет.

Медленно поднимаясь на хребты волн, быстро спускаясь с них, приближалась к берегу лодка.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗрине хаваслӑ вӑй тулнине туйса, Алексей хӑй выртакан сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, «сталинградкӑна» ҫутса ячӗ, тетрадьрен пӗр листа ҫурса илчӗ, унтан карандаша атӑ тӗпне сӑтӑркаласа шӗвӗртрӗ те ҫырма тытӑнчӗ.

Чувствуя прилив радостной энергии, Алексей вскочил с лежака, засветил «сталинградку», вырвал из тетради лист и, поточив о подошву конец карандаша, начал писать.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Алексей умӗнче нимӗҫ самолёчӗн хӗвел ҫутатнӑ кӑвак хырӑмӗ йӑпӑртлӑх кӑна курӑнсан, вӑл пур гашеткӑсем ҫине те пӗр харӑс пусрӗ те, виҫӗ ярӑм вут сапса, нимӗҫ самолёчӗн хырӑмне ҫурса пӑрахрӗ.

И, когда впереди, как вспышка молнии, мелькнуло освещенное солнцем голубое брюхо, Алексей, нажав сразу все гашетки, распорол его тремя огненными струями.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех