Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яри сăмах пирĕн базăра пур.
яри (тĕпĕ: яри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑк яри уҫӑлчӗ, чӑннипе каласан тӑпсинчен кӑштах вӗҫерӗнеймерӗ.

Дверь хлопнула, вернее, чуть не слетела с петель.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шӑпах ҫак сӑмахсене тӳрре кӑларнӑ пек, алӑк яри уҫӑлчӗ те, Марин кӗрсе тӑчӗ.

И тут, как бы в подтверждение этих слов, дверь открылась, и вошел дядя Марин.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хунарсене ҫӳле-ҫӳле ҫӗклерӗҫ, яри уҫнӑ алӑк пит лайӑх курӑнать.

Фонари поднялись над толпой и ярко осветили открытую, дверь.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Килнисемпе сиввӗн ыталашса уйрӑлсан, Половцев малти пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ячӗ те ҫенӗкре чӗтресе тенӗ пек тӑракан Яков Лукичӑн куҫӗсемпе тӗл пулчӗ.

Холодно обнявшись с приезжавшими, распахнув двери горницы, Половцев встретил взгляд трепетно стоявшего в сенях Якова Лукича.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑйне пачах килӗшмен васкавлӑхпа Яков Лукич Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса пӑрахрӗ.

С расторопностью, которая так была ему несвойственна по природе, Яков Лукич услужливо распахнул дверь в горницу, где жили Половцев и Лятьевский.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ.

И сразу же во всех классах, несмотря на то что окна и двери были открыты настежь, горько и крепко запахло самосадом, мужским, спиртовой крепости потом и запахом дешевой помады и такого же мыла — от сбившихся в кучу разнаряженных девок и баб.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи пӳлӗм алӑкне яри уҫса ячӗ те урата ҫине тӑчӗ.

Щукарь распахнул дверь в горницу, стал на пороге.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑлан алӑкне яри уҫса ярсан вара хуллен: — Лукерья! Минутлӑха тух-ха, — тесе чӗнчӗ.

Уже распахнув дверь чулана, негромко позвал: — Лукерья! Выйди на минутку.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Маччине сенкер глазурьпе витнӗ, унта ылтӑн хӗвел ҫиҫнӗ, кӗмӗл уйӑх ҫуталнӑ, шутласа кӑларма ҫук нумай ҫӑлтӑр мӗлтлетнӗ, ҫуначӗсене яри сарнӑ вӗҫен кайӑксем ярӑннӑ.

Потолок же был покрыт голубой глазурью, и на нем сияло золотое солнце, светилась серебряная луна, мерцали бесчисленные звезды, и парили на распростертых крыльях птицы.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл алӑк хӑлӑпне хыпашласа тупрӗ, пурттине алӑран ямасӑрах пӳрт алӑкне яри уҫса ячӗ.

Он нащупывает дверную ручку, не выпуская из рук топора, распахивает дверь в хату.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яри уҫӑлса кайрӗ алӑк.

Она резко распахнулась от ветра.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

— Мелне пӗлмелле, — чупса пычӗ Семушкин, калинкке умӗнче темӗн тухаткаларӗ те алӑка яри уҫса ячӗ.

— Уметь надо, — подбежал Семушкин и, поколдовав над калиткой, широко распахнул ее.

18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Телее, аслӑ шкул алӑкне вӑл пӗрре пырсах яри! уҫма пултарнӑ, тӗллевне пурнӑҫланӑ, студент пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Пӗри акӑ юнашарах ӳкрӗ, алӑксем яри уҫӑлчӗҫ, таҫги чӳрече кӗленчисем савӑнӑҫлӑн янраса тӗпренчӗҫ.

Вот один ударил совсем рядом, двери распахнулись, где-то с весёлым звоном посыпались стёкла.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ун патне пырса кӗрсенех вӑл епле аптраса ӳкессе сӗметлерӗм эпӗ, пӗр юмах-сӑмах уҫмасӑр вӑл ман ҫине темӗнччен пӑхса тӑрӗ те шурса кайӗ, коридор тӑрӑх чупса хӑй пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ярӗ те эпӗ ӑна мӑнкӑмӑллӑн: — Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — тейӗттӗм.

Я представляла себе, как я войду и он растеряется и долго будет смотреть на меня, не говоря ни слова, как он потом побледнеет, бросится по коридору и распахнёт дверь в свою комнату, а я скажу хладнокровно: «Миша, я пришла к вам по делу».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара алӑка яри уҫса ячӗ те хӑвӑрт пӑшӑлтатса: «Пыр кухньӑна», тесе кӑштах ҫурӑмран тӗксе илчӗ.

Потом она распахнула двери, шепнула мне быстро: «Иди на кухню», и легонько толкнула в спину.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл яри уҫса хунӑ алӑк патне ларчӗ, Андрей Гаврилович стена ҫумне таянса тӑчӗ.

Он сел при открытых дверях, – Андрей Гаврилович стоя прислонился к стенке.

II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

(Вӑрӑмтуна алӑк патнелле вӗҫсе каять, ҫав хушӑра пӳрт алӑкӗ яри уҫӑлать те пӳрте Кури тете кӗрсе тӑрать.)

(Комар летит к двери, в это время дверь открывается нараспашку, входит дядя Гурий.)

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Сасартӑк эпӗ хам мӗн тунине хам та сисмесӗрех хӑлӑпран ярса илетӗп те, алӑк яри уҫӑлать каять.

Я уж и сам не знал, что делаю, дернул за ручку, а дверь и отворилась!

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арҫынпа хӗрарӑмӑн «яри уҫӑ» хутшӑнӑвӗсене литературӑна пач кӗртмелле мар.

"Настежь открытые" отношения мужчины и женщины впускать в литературу совсем не надо.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех