Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ»

Автор: Анна ВЛАДИМИРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2013.12.21

Хушнӑ: 2019.02.28 18:54

Пуплевӗш: 106; Сӑмах: 900

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Ҫак кунсенче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, РФ Писательсен союзӗн членӗ, РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Алексей Леонтьев И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура уйрӑмӗн преподавателӗсемпе тата студенчӗсемпе тӗл пулчӗ. Сӑмах куҫару ыйтӑвӗсем тавра пычӗ.

Малтанах Ираида Мукина доцент чӑваш литературинче куҫару ӗҫӗ мӗнлерех вырӑн йышӑннипе паллаштарчӗ.

— Эпир вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ литературӑпа питӗ пуян. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа 70-мӗш ҫулсемччен куҫару ӗҫӗ сӗре вӑйлӑ аталаннӑ. Гетене, Фауста, Пушкина, Лермонтова, Горькие, Гоголе, Чехова, Тургенева тата ыттисене куҫарнӑ. Нумаях пулмасть 5-мӗш курссемпе Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫеремне», «Лӑпкӑ Донне» вуларӑмӑр, куҫару уйрӑмлӑхӗсене тишкертӗмӗр. Сӑмах май, «Уҫнӑ ҫереме» виҫӗ автор куҫарнӑ. Вырӑс классикӗсен хайлавӗсем чӑвашла ҫав тери хитре вуланаҫҫӗ.

Юлашки вӑхӑтра чӑваш литературинче куҫарнӑ произведени сахал пичетленет. Алексей Леонтьевӑн 2006 ҫулта тухнӑ «Хӗрлӗ парӑсне» студентсем вуларӗҫ ӗнтӗ. Паян вара хӑвӑр пултарулӑхӑрпа анлӑрах паллаштарсан питӗ аван пулӗччӗ», — терӗ Ираида Васильевна.

— Хӑй вӑхӑтӗнче «Хыпар» (каярахпа «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ») хаҫат шкулӗ чӑваш литературишӗн тата публицистикишӗн, журналистикишӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, — терӗ Алексей Леонтьев. — Хаҫатра ӗҫлесе «туптаннӑ» ҫыравҫӑсем кайран классика тухса пынӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа чӑваш литературинчи куҫару шкулӗ ҫав тери вӑйсӑрланни кулянтарать. Эпӗ ку ыйтӑва министрсемпе те нумай сӳтсе явнӑ. Пӗри мана, «Вырӑсларан чӑвашла куҫарни мӗн тума кирлӗ. Хальхи чӑваш вырӑсла та вулаять», — тесе хунӑччӗ. Мӗнле кирлӗ мар пултӑр. Тӗнче литератури ӗмӗр-ӗмӗр ытти литературӑпа пуянланса пынӑ. Ҫакӑ — литературӑн ҫырса хуман саккунӗ. Вӑл вара ҫырса хунинчен те пӗлтерӗшлӗрех, ҫирӗпрех. Мӗншӗн тесен ҫырса хунине тытаҫҫӗ те улӑштараҫҫӗ. Куҫару кирек мӗнле литературӑна та пуянлатнӑ, пуянлатать те, пуянлатма тивӗҫлӗ те. Енчен те литература куҫару ӗҫӗпе пуянланма пӑрахрӗ тӗк — апла вӑл чирлӗ! Хамӑрӑн «лаҫра» эпир нимӗн те туса ҫитерейместпӗр. Ҫав «ҫимӗҫ» — хамӑр валли кӑна.

Алексей Леонтьев Александр Гринӑн ҫӗре яхӑн повеҫне, ултӑ романне куҫарса 5 кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене Мускав ҫыравҫисем те пысӑк хак панӑ. Сӑмах май, Александр Грина халӗччен Раҫҫей Федерацийӗнче нихӑш халӑх литератури те куҫарман.

— Мӗншӗн Грина? — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Алексей Леонтьев. — Хуравӑм ансат, юратнӑран. Тата — хама тӗрӗслесе пӑхма. Ӑна куҫарма питӗ йывӑр. Мӗншӗн тесен унӑн стилӗ хӑйне евӗрлӗ.

Гринӑн сюжечӗсем тӗлӗнмелле хитре. «Хӗрлӗ парӑсне» эпӗ 30 ҫул каяллах куҫарнӑ. 1991 ҫулта, мана «Хыпар» редакторне лартсан, тӗрлӗ ӗҫ капламне лекрӗм. Ҫӗн йӗркелӳ, кашни ҫул суйлав… тата ытти те. Куҫарупа ӗҫлеме вӑхӑт тупма йывӑрччӗ. Халӗ пушшех сахал. Анчах еткерӗм архивра выртатчӗ. Ҫапах та кӑлармалла-ҫке-ха тахҫан куҫарнӑ хайлавсене. Министрсен шухӑшне пӗлни пӗрре, пирӗн вара пур пӗрех тӑван литературӑшӑн тӑрӑшмалла. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче килти архива ҫӗклерӗм. Пӗр 300 страницӑллӑ кӗнеке пултӑр тесе вырӑс литературин классикӗн ытти калавне куҫартӑм. Ҫапла вара, кӗнекене (1-мӗш тома) «Хӗрлӗ парӑс» роман-феери тата 21 калав кӗчӗҫ. «Чун ҫимӗҫӗ» «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухрӗ. Пӗрремӗш кӗнеке тухнӑ хыҫҫӑн, «Мӗншӗн татах куҫармалла мар-ха?»— терӗм. Чун туртнӑ хайхи ӗҫе ҫанӑ тавӑрсах пикентӗм. Унтан — турӑ калашле виҫҫӗ пултӑр терӗм. Тӑлмачӑ ӗҫне путрӑм та — 2011 ҫулхи ҫулла 5-мӗш тома куҫарса пӗтертӗм. Пысӑк ҫак ӗҫе ҫулталӑк ҫурӑра вӗҫлерӗм. Манӑн «чун ҫимӗҫӗ» ҫакнашкал пиҫсе тухрӗ.

«Мӗн тума кирлӗ Грин?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Вӑл чи малтанах ҫамрӑксене кирлӗ, шкул ачисене. Грин — хӑйне евӗрлӗ, сӑваплӑ ҫыравҫӑ. Унӑн хайлавӗсенче арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗсене уҫҫӑн ҫырса кӑтартни пӗртте ҫук. Вӑрттӑннине вӑрттӑнлӑхрах хӑварнӑ вӑл. Чуп тунине те урӑхларах калать ҫыравҫӑ. Ытамлашнине те раснарах сӑнлать. Мӗн тери таса юрату унта! «Гнор утравне» вуласамӑр е — «Ланфиер колонине». Тӗлӗнмелле хитре повеҫсем.

Пирӗн ҫыравҫӑсем тӑтӑш диалог тӑваҫҫӗ — темӗн калаҫтараҫҫӗ геройсене… Вӗсенче пуш сӑмах нумай. Хитре мар вӑл. Вулас килмест манӑн вӗсене. Арҫынпа хӗрарӑмӑн «яри уҫӑ» хутшӑнӑвӗсене литературӑна пач кӗртмелле мар. Савӑшу, секс «япалисем» телекуравра та, Интернетра та темӗн чухлех. Вӗсем ҫамрӑксене минретеҫҫӗ, аташтараҫҫӗ. Апла айтӑр-ха ҫак нӗрсӗрлӗхрен сӑмахлӑха сыхласа хӑварар! Ҫапла чӗнсе каласшӑн эпӗ паянхи ҫыравҫӑсене.

А.Гринӑн Алексей Леонтьев куҫарса кӑларнӑ произведенийӗсене (5 томне те) ЧР Вӗрентӳ тата Культура министерствисем туянса республикӑри шкулсемпе библиотекӑсене ҫитернӗ. Тӑлмачӑ Александр Беляевӑн «Человек-амфибия» тата «Голова профессора Доуэля» романӗсене те куҫарнӑ. Кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографирен ҫак кунсенче тухмалла.

— Асӑннӑ икӗ роман — «Ачасен ылтӑн вулавӑшӗ» ярӑмри пӗрремӗш кӗнекере, — паллаштарать тӑлмачӑ. — 2-мӗш томра — Алексей Толстойӑн «Гиперболоид инженера Гарина» тата «Аэлита» романӗсем. Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче кӗнекеленмелле. Манӑн тӗллев — ачасем валли ҫырасси, мӗншӗн тесен халӗ вулав культури ахрат ҫырми хӗррине ҫитсе ларнӑ.

— Тӗллевӗмсем пысӑк. Эпӗ ачаранах Михаил Лермонтова кӑмӑллатӑп. Унӑн «Герой нашего времени» хайлавне студент чухнех куҫарма шухӑшланӑ. Тӗрӗссипе, ӑна маларах, иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче куҫарнӑ пулнӑ. Эпӗ ӑна вулавӑшран илсе тишкерсе тухрӑм. Унта паянхи редакторӑн темӗн чухлӗ «сухаламалла» та «ҫумламалла». Ун чухне куҫару шкулӗ вӑйсӑр пулнӑ, йӗркеллӗ словарьсем ҫукки те ура хунӑ ахӑр. Ҫак романа темиҫе кун каялла куҫарса пӗтертӗм.

«Ачасен ылтӑн вулавӑшӗнче» вырӑс, тӗнче классикин произведенийӗсем пулӗҫ. Э.Хемингуэй та — манӑн юратнӑ писатель. Унӑн «Старик и море» повеҫӗнче — хивре сюжет. Унта этем теветкеллӗхӗ, хӑюлӑхӗ сӑнланнӑ. Ҫамрӑксен шӑпах ҫавнашкал произведенисене вуламалла.

Алексей Леонтьев студентсене те куҫару ӗҫне тытӑнса пӑхма сӗнчӗ. Пӗр-пӗр произведение ушкӑнпа, пайласа куҫарсан пӑхса тухма, редакцилеме шантарчӗ. Тен, ӑна «Хыпар» ҫумӗнче пичетлесе кӑларма май килӗ терӗ. Ҫутӑ тепӗр ӗмӗчӗпе те паллаштарчӗ куҫаруҫӑ, «Николай Никольский пирки хитре роман курас килет. Сюжетне те, ыттине те шухӑшласа хунӑ. Вӑхӑт тата мехел кӑна ҫиттӗр. Ытти автор ҫырсан та тем пекехчӗ, ҫынни — Улӑп».

Аслӑ шкулта пӗлӳ илекенсем чылай ыйту пачӗҫ. Тӑлмачӑ ӗҫӗнчи йывӑрлӑхсем, куҫару теорийӗ … темӗн те кӑсӑклантарчӗ вӗсене. «Грина куҫарнӑ чухне эпӗ географи ячӗсене ҫавӑн пекех хӑварнӑ, вырӑс каларӑшӗсене, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене вара чӑвашлисемпе улӑштарнӑ. Пурӑна киле куҫару опытне тӗпе хурса хӑйне евӗр «япала» (теори пирки пырать сӑмахӑм) ҫырас килет. Тӗлӗнме пӑрахаймастӑп, чӑваш сӑмахлӑхӗ, ҫырулӑхӗ мӗн таран пуян. Хӑш-пӗр сӑмах словарьте те ҫук, анчах шухӑшласа каятӑн та — вырӑнлине, кирлине тупатӑнах. Ҫыравҫӑ кашни предложенипе, кашни сӑмахпа мӗне те пулин пӗлтересшӗн. Эппин, вӗсене чӑвашла пурне те куҫармалла. Прозӑра ҫакӑ пурнӑҫланаять, поэзире, паллах, урӑхларах».

Алексей Леонтьев студентсен пултарулӑх студине йӗркелеме кирлине те палӑртрӗ, мӗншӗн тесен журналист кадрӗсем ҫитмеҫҫӗ. «Хыпар» ИҪ кӑларӑмӗсем вара ҫамрӑк авторсене яланах хапӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех