Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яри сăмах пирĕн базăра пур.
яри (тĕпĕ: яри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хутланса чӗтрет, йӑл кулчӗ, яри ҫутӑ куҫӗсенчен ӳкекен тӑварлӑ пысӑк тумламсене ҫӑтать: вӗсем пит ҫӑмартисемпе чунне ӑшӑтаҫҫӗ.

Вздрагивая и улыбаясь, Гоан глотал падающие из немигающих глаз крупные соленые капли; от них было тепло щекам и душе.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Хӑна ҫурчӗн яри уҫӑ алӑкне курсан таҫта урӑх ҫӗрте ҫул шырас мар терӗ, мӗншӗн тесен уншӑн кашни самант хаклӑ.

Увидя распахнутые двери гостиницы, он не стал выискивать окольных путей, так как дорожил каждой минутой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Кашни хушӑкран, яри уҫӑ алӑксенчен, тӗксӗммӗн ҫуталакан люксенчен Аян ҫине чӗмсӗр юхӑнчӑклӑхпа кичемлӗх пӑхаҫҫӗ…

Немая заброшенность и тоска смотрели из каждой щели, настежь раскрытых ящиков, тускло освещенного люка…

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Введенски собор ҫывӑхӗнчи урамра икӗ хваттерлӗ йывӑҫ ҫуртра пурӑнакан Крапивин, кӗҫӗр ку уйӑхра пӗрремӗш хут ҫывӑрса тӑраннӑскер, сакӑр сехет тӗлнелле тин тутлӑн карӑнса илчӗ те вырӑн ҫинчен юлхавлӑн тӑчӗ, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех чӳрече патне пырса, ӑна яри уҫса ячӗ, нӳрӗ те уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тумбочка тӳрех чӳречене яри уҫса хучӗ.

А Тумбочка тут же распахнула окно.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗ йывӑр алӑка яри уҫса ячӗ те ҫӳллӗ урата урлӑ каҫса шалалла кӗчӗ.

Она распахнула тяжёлую дверь и переступила через высокий порог кладовой.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ну, Эмиль тухма пултаратӑн! — сарай алӑкне яри уҫса янӑ май кӑшкӑрчӗ ашшӗ.

— Ну, Эмиль, можешь выходить! — крикнул папа и широко распахнул дверь сарая.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл яри уҫса хунӑ кантӑк умӗнчи тенкел ҫинче, урине хӑй айне хутлатса хурса, кӗнеке вуласа ларать.

Поджав под себя ногу, он сидел на лавке около распахнутого окна и читал книгу.

V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Керменӗн мӗнпур кантӑкӗсене яри уҫса пӑрахнӑ, шӑлтан халиччен купца илтмен музыка калани илтӗнет.

Все окошки во дворце растворены, и играет в нем музыка согласная, какой никогда он не слыхивал.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ҫавӑнпа Андрей Васильевич уншӑн халь — яри уҫӑлнӑ кантӑкран пал-пал кӗрлесе кӗрекен янкӑр-янкӑр сывлӑш та, кал-кал шанчӑк та…

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Алак яри уҫалчӗ те, класа таманпа шап-шура хупӑрланнӑ, паш-паш сывлакан Никандр вӑркӑнса кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шкул алӑкӗ яри уҫӑ, питӗрмен.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпир аннепе ҫывӑхарах пытӑмӑр, сасартӑк алӑкӗсем хӑйсем тӗллӗнех яри уҫӑлса кайрӗҫ те, эпир кӗрсе лартӑмӑр.

Мы с мамой подошли, и вдруг двери сами разошлись, и стало можно войти.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лось яри уҫӑ хапха тӑпсинчен тӗршӗнсе тӑрать.

Лось стоял, прислонившись плечом к верее раскрытых ворот.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ, чул пӳрт алӑкне яри уҫса ярать те Виталий, кӗрет те шала таплаттарса, ҫутать те ҫутӑ — яп ярса тытать Бонапарта кӑкӑрӗнчен.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хапхамӑр, сан тӗлне — яри уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юр, тӳпе хапхине яри уҫса янӑн, татти-сипписӗр тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Подвал алӑкӗ кӗмсӗртетсе яри уҫӑлчӗ те, унтан дворник чупса тухрӗ.

Дверь подвала широко с грохотом распахнулась, и из нее выбежал дворник.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Кларк алӑк хӑлӑпӗнчен туртрӗ те, асӑрханса, ҫав вӑхӑтрах ытлашши сӑпайлӑн та мар, алӑка яри уҫса ячӗ.

Нажал ручку двери, осторожно, но вместе с тем и без излишней скромности распахнул ее.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Зубавин кӗсьери пистолетӑн мӑкӑль-шакӑллӗ аврине хыпашласа пӑхрӗ те будка алӑкне яри уҫса ячӗ, шлагбаум патнелле утрӗ.

Нащупав в кармане рубчатую рукоятку пистолета, Зубавин распахнул дверь будки и подошел к шлагбауму.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех