Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яри сăмах пирĕн базăра пур.
яри (тĕпĕ: яри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.

Гостиная была все та же, светлая, высокая комната с желтеньким английским роялем и с большими открытыми окнами, в которые весело смотрели зеленые деревья и желтые, красноватые дорожки сада.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ пӳлӗме каялла таврӑннӑ ҫӗре пӗчекҫӗ кирпӗчсене тата тӑвар пирамидисене чӳрече янаххи ҫине купаласа хунӑ, Николай яри уҫӑ чӳречерен хӑйӑра тата тӗлӗрекен шӑнасене ҫунатпа шӑла-шӑла тӑкать.

Когда я вернулся в комнату, кирпичики и соляные пирамидки были уже переложены на подоконник и Николай крылышком сметал песок и сонных мух в растворенное окно.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юратнӑ ҫыннипе ҫемьеллӗ пулса, килйыш ӑшши-сипетне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса-упраса пурӑнас тесеччӗ вӑл, ҫуралан ачи-пӑчине телейлӗн утьӑкка сиктере-сиктере Виталипе хӑйӗн: кӑмӑлне яри кӑтартмалӑх хӗпӗртес тесеччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучи, йӗкӗте кӗпе ҫухавинчен ҫатӑрласа тытрӗ те, хуткупӑсне хулпуҫҫийӗ урлӑ ҫаклатса, алӑк патне танкӑлтаттарса пычӗ, алӑка яри уҫса, тулалла вашт ҫеҫ кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗкӗчӗн ятне ҫиппе халь-халь йӗрлесе пӗтерес патне ҫитнӗскер, йӗппине пӗрене, ҫумне тирсе, тӗрӗллӗ алтутрине кӑкӑрӗ умне пытарма ӗлкӗрчӗ кӑна — пӳрт алӑкне купӑс уртнӑ кӑшт хӗрӗнкӗрех Виталий яри уҫса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл ҫавӑнтах чӳречене яри уҫса ярать.

И распахнул окно.

Вӑрҫа — вӑрҫӑ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Шоферсем, кирек хӑш самантра та машина ӑшӗнчен сиксе тухма хатӗрленсе, ҫунакан хуларан кабина алӑкӗсене яри уҫса пӑрахса тухаҫҫӗ.

Шоферы выбирались из горящего города с раскрытыми дверцами кабинок, чтобы можно было в любую минуту выпрыгнуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пашка сасартӑк кӑвакарса шурса кайнӑ пичӗ-куҫӗпе ман патӑмран сирпӗнсе кайрӗ, алӑк шаплатса яри уҫӑлса кайрӗ.

Пашка отпрянул с внезапно посеревшим лицом, дверь в каюту с треском распахнулась.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Чи кирли кунта ачасем пӗр-пӗринчен ютшӑнманни, пӗр-пӗринпе канашласа мӗн патне те пулин калаҫса ҫитни, кӑмӑлӗсене яри уҫса яш ӗмӗрте пӑшӑрхантаракан чылай пулӑма тӗпчесе, шӗкӗлчесе пӑхни.

Главное, чтобы ребята не отчуждались друг от друга, а советовались друг с другом и договаривались о чем-то, раскрывали свои характеры, анализировали многие события, которые волнуют молодежь.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Алӑк яри уҫӑлса кайрӗ, вара Силинпа ҫав Карповах пӗр хускалми ҫынна йӑтса кӗчӗҫ.

Распахнулась дверь, и в облаке мороза Силин все с тем же Карповым с трудом втащили неподвижного человека.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Яри уҫса янӑ алӑк витӗр хӳшӗре хӗрарӑм курӑннӑ.

В широко открытой двери хижины была видна женщина.

LXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эппин, акӑ вӑл, Виталий — пӗлӗр те чухлӑр, курӑр та тӗлӗнӗр — пурнӑҫ тумхахӗ-сакӑлти урлӑ, яшлӑх юрӗ-юпанчи витӗр шуххӑн та суккӑррӑн яри утакан ҫамрӑк этем.

И оттого еще вел Виталий себя бесшабашно, дерзко, нахально, — а мне, мол, все трын-трава…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах та, алӑка яри уҫса ярам тенӗскер, сӑмси умӗнчех пысӑк-пысӑк ҫӑра юнаса тӑнине курсан, сасартӑках лӗпсӗр-р пулса тӑчӗ Турчӑка Кули.

Мигулай Кочергин поднялся на крыльцо, торкнулся в дверь, но, увидев, что она закрыта, сник…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

…Алӑка яри уҫса ярса: «Сывӑ-и, тайга уписем» тесе саламлама хавхаланнӑ Матви, куҫкӗски умӗнче аялти кӗпи вӗҫҫӗнех хӑйне тимлесе тӑрӑкан ҫап-ҫамрӑк хӗре курсан, сасартӑках нимле мар пулса кайса, пӗр самант тӑп хытса тӑчӗ.

...Распахнув дверь настежь, Матвей, воодушевленно поприветствовал: «Здравствуйте, таёжные медведи», и, увидев перед зеркалом совсем молодую девушку, в одном нижнем белье, смотрящую на себя, вдруг растерялся и замер на мгновение.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Куҫӗсем ку хӗрарӑмӑн тӗксӗм, хушакан куҫсем, пропуск кӑтартас мар пулсан та — тимӗрленӗ алӑксем ун умӗнче яри уҫӑлмалла, мӗншӗн тесен вӑл — амӑшӗ.

Глаза у этой женщины темные, повелительные, и, не покажи она пропуска, кованые ворота распахнулись бы перед ней — матерью…

Реферат // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Часовой ӑна амбар патне ҫавӑтса пычӗ, унтан алӑка яри уҫса ярса, ӑна шалалла тӗксе ячӗ.

Часовой подвел его к амбару, открыл дверь и так толкнул,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Яри уҫса янӑ алӑксенчен тулли машинӑсем кӗрлеттерсе кӗреҫҫӗ.

В раскрытые настежь двери с грохотом въезжали нагруженные машины.

23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑк яри уҫӑлчӗ, пӳрте вӗрентекенпе Палля килсе кӗчӗҫ.

В это время распахнулась дверь, и в комнату вошли учитель с дедом Паллей.

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пӳрт алӑк хӑлӑпӗнчен ярса кӑна тытрӗ — алӑкӗ яри уҫӑлчӗ.

Шерккей взялся за щеколду — и дверь настежь распахнулась.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑватлӑ тапак тӗтӗмӗ сывлас сывлӑша питӗрет, куҫа касса йӳҫӗтет, алӑка яри уҫнӑ пулин те, тӑкӑскӑ шӑршӑ тасала пӗлмест.

Терпкий табачный дым щиплет горло, режет глаза, хотя дверь распахнута настежь.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех