Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яри сăмах пирĕн базăра пур.
яри (тĕпĕ: яри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн хӗрсем пурте унта кайрӗҫ ӗнтӗ, — алӑка яри уҫса ячӗ те пӳлӗме фермӑра пӗрле ӗҫлекен Галя кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вара, пӳрте кӗрсе, хӑнана кайма тумланчӗҫ: иккӗшӗ те шур кӗпе ҫийӗн хура бант ҫыхрӗҫ, хура костюм тӑхӑнчӗҫ, ҫунасем ҫине така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпсем йӑтса тухса хучӗҫ, вара учительпе арӑмне пар лашаллӑ ҫуна ҫине лартрӗҫ, хӑйсем кайри ҫуна ҫине ларчӗҫ те яри уҫса пӑрахнӑ хапхаран урамалла тухса вӗҫтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсене хирӗҫ Сантӑркка сиксе тухрӗ те алӑка яри уҫса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Яри уҫса пӑрахнӑ алӑк витӗр часовня ӑш-чикӗ йӑлтах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каюров, хӑйӗн юлташӗ портретсене мӗнле хакласса сӑмах чӗнмесӗр кӗтсе тӑраканскер, ҫенӗкре такам калаҫнине илтрӗ те, алӑка яри уҫса пӑрахса, коридора сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ларӑр, Таня, пӗрле кайӑпӑр, — тет Вадим, машина алӑкне яри уҫса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Кунта та чӳк тӑваҫҫӗ киремете ӗненекенсем! — ҫухӑрса ячӗ игумен, такам хӑвалас пек, хапхана яри уҫса пӑрахса.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн шӗкӗр хулине хан темиҫе ҫӗртен — Казанка хӗрринчен, Атӑл енчен, Арск ҫулӗ ҫинчен — пыра-пыра пӑхрӗ, вӑл пурӑннӑ кремль куҫ умӗнчех ӗнтӗ, ун хапхисем халь-халь яри уҫӑлса каяссӑн туйӑнатчӗҫ, анчах ҫук, уҫӑлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем вӑл юри тухмасть пулӗ тесе пӑлханма та тапратнӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра хапха яри уҫӑлчӗ те, унтан темӗн чухлӗ ҫын кӗпӗрленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асту, алӑксене яри уҫса кӗтсе тӑраҫҫӗ сана унта!»

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак кун вӗренӳ учрежденийӗсем алӑксене тараватлӑн яри уҫрӗҫ, классем ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

Борис Иванович Лупин-Горбатый нумай кӗттермерӗ, яри уҫӑлнӑ хапхара часах унӑн ҫӳллӗ кӗлетки курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫитнӗ ҫӗре крепость хапхи яри уҫӑлчӗ те, вӗсем пӗр-пӗрне саламласа шалалла кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ремис тӑрса алӑка яри уҫса ячӗ, кашкӑр ун ҫумне йӑвашшӑн ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хуралҫӑсем итлеменнине кура аскерсем хӑйсем шалалла сикрӗҫ, темиҫе ҫынна вӗлерсе хапхана яри уҫса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ патне мӗнле чупса ҫитнине, кӗҫӗн алӑка яри уҫса ярса пӳрте мӗнле вӑркӑнса кӗнине Ахтупай тӗлӗкри пек ҫеҫ астурӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫаксем пирки вӑл аппӑшне хальлӗхе нимӗн те каламасть, анчах чун тӗпӗнче Моргианӑна вӑл чунне яри уҫнӑ вӑхӑтри урмӑшлӑхӗнче усӑ куракан хӗҫ-пӑшалӗшӗн каҫараймасть.

Пока она ничего не говорила ей об этом, но не могла, в глубине души, простить ей то страшное оружие, которым пользовалась Моргиана во время припадков душевного обнажения.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ун хыҫӗнче кӑнтӑрлахилле ҫап-ҫутӑ; тӗрлӗ енчи виҫӗ алӑк яри уҫӑ — вӗсенчен коридор речӗсем, мачча айӗнче ҫунакан лампӑсем курӑнаҫҫӗ.

За ней было светло как днем; три двери с разных сторон, открытые настежь, показывали ряд коридоров и ламп, горевших под потолком.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Акӑ ҫак малашлӑх ҫухалчӗ; пӑнчӑсен пӗр тикӗс курӑмӗ Суаналла килекен пуйӑсӑн пӗр евӗрлӗ, йӑлӑхтармӑш шакӑлтатӑвӗпе пӗрлешсе кайрӗ; сӑнарланакан вакунсем пӗр вырӑнта тӗрткеленеҫҫӗ, ҫав авӑкрах хавхапа сехӗрленӳ пӑравус хӑвӑртлӑхӗпе ҫывхараҫҫӗ, яри ҫивӗч шӑрӑхра ӗнтӗркекен тап-таса тӳремлӗх ҫийӗн тӗттӗм ҫунаттисемпе хӑлаҫланаҫҫӗ.

И эта перспектива исчезла; мерное движение точек соединилось с однообразным стуком идущего к Суану поезда; воображаемые вагоны толклись на одном месте, но с быстротой паровоза близились тревога и ужас, взмахивая темными крыльями над девственной равниной, цепенеющей в остром зное.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл хӑйӗн патне кӗчӗ те — шкап яри уҫӑ; шурӑ костюмпа кӗпе-йӗм ҫухалнӑ.

Он вошел к себе и увидел раскрытый шкаф; белый костюм и белье исчезли.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех