Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 18-мӗш сыпӑк

Пай: Стожар

Автор: Валентин Урташ

Ҫӑлкуҫ: Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.10.19 02:09

Пуплевӗш: 149; Сӑмах: 1078

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тасалма пултаратӑр!

Машӑпа Санька пахча хыҫӗпе утрӗҫ, «Векшин хуҫалӑхӗ» патне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Хӗрача унталла-кунталла пӑхкаларӗ те Санькана карта патнелле туртрӗ. Вӗсен умӗнче вӗлтӗрен кашласа ӳсет. Маша кӗпи ҫаннисене антарчӗ те вӗлтӗренсене сирчӗ. Унтан, хулпуҫҫийӗпе тӗртсе, ан палӑртӑр тесе хупласа хунӑ алӑка уҫса ячӗ.

Ҫак самантра участок варринче темскер шӑнкӑртатрӗ, чанкӑртатрӗ.

— Ку пирӗн ҫавӑн пек сигнал, — шӑппӑн каларӗ Маша.

— Ку пӗрремӗш лини… унтан иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш…

— Мӗнле сигнал? Кам шухӑшласа тупнӑ ӑна? — Санькӑн хӑвӑртрах участока кӗрсе курасси килчӗ.

Кӗтмен ҫӗртенех тӗмӗсем хушшинче темӗн чӑштӑртатрӗ. Маша Санькӑна аллинчен ярса илсе карта ҫумӗнчи хупахсемпе вӗлтӗренсен хушшине лартрӗ. Тӗмӗсем хушшинчен сарлака улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ Алеша Семушкин сиксе тухрӗ:

— Эпӗ Векшин тесе… Эх, юратмасть те вӑл ют ҫынсене, — пӑшӑлтатрӗ те Маша хупах хушшинчен тӑрса Санькӑпа иккӗшӗ те Семушкина хирӗҫ утрӗҫ. — Алеша, эсӗ мар-и паян дежурнӑй?

— Эпӗ, вара! — Семушкин сукмака хупӑрласа Санькӑна пӗрремӗш хут курнӑ пек пӑхрӗ.

— Мӗн пӑхатӑн? — тӗлӗнсе кайрӗ Санька. — Паллаймастӑн-им?

— Паллатӑп. Эсӗ вӗт чапа тухнӑскер.

— Чапа тухнӑ пулсан, ирттерсе яр эппин.

— Ҫумӑр хыҫҫӑн кӗҫнерникун, тепӗр кӗркунне, пӗр сакӑр ҫул иртсен, — шатӑртаттарчӗ Семушкин, хӑйӗн шӗвӗр сӑмси вӗҫӗ кулӑшла чӗтренсе илчӗ.

— Ҫар объекчӗ тейӗн ҫав! — Санька аллисене каялла тытса ансӑр хулпуҫҫиллӗ Алеша патнелле утрӗ.

Лешӗ куҫне те хӗсмерӗ. Икӗ пӳрнине ҫӑварне чиксе вӑрӑммӑн шӑхӑрчӗ.

Тӗмсем хушшинчен Степӑпа Федя Черкашин сиксе тухрӗҫ.

— Мӗнле эсир, ачасем… — сиксе ӳкрӗ вӗсем ҫине Маша.

— Санькӑна хамӑр пата йышӑнатпӑр, хамӑрӑн калчасене кӑтартӑпӑр… — Вӑл тӑруках чарӑнчӗ. Федя Маша ҫинелле, вӑл темле пысӑк айӑпа кӗнӗ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ.

Унтан вӑл васкамасӑр Санька патне пычӗ:

— Пилотку ӑҫта санӑн?

— Ара, ӑҫта вӑл санӑн? — ыйтрӗ Степа.

— Сирӗн мӗн ӗҫ пур?

— Ахаль кӑна… интересленетпӗр… — кулса ячӗ Семушкин.

— Тен, ӑҫта та пулин ҫухатнӑ пуль ӑна… Халлӗхе кунтан тасалма та пултаратӑр. Кирлӗ пулсан, ятне юри ҫын ярсах чӗнӗпӗр, килӗр, ырӑ кӑмӑлпа чӗнетпӗр, тейӗпӗр. Халӗ пурӑнатпӑр, сан пирки тунсӑхламастпӑр.

— Ҫапла, тунсӑхламастпӑр, — ҫирӗплетрӗ Степа, алӑк ҫинелле кӑтартса.

Санькӑна пӑчӑ пулса кайрӗ. Вӑл, йӳҫҫине-туттине тутанса пӑхмасӑрах кайма хӑракан йышшиех мар-ха. Пӗррехинче ҫапла Локтевӑра ӑна урам урлӑ ярасшӑн мар пулса пилӗк ача хирӗҫ тӑчӗҫ. Вӑл пурпӗр тухса кайрӗ. Ӗлӗкхине кӑтартмалла мар-ши пӗреххутчен? Халӗ вӑхӑчӗ меллӗрех. Типшӗм Федя ҫыхланмасть, Семушкин пӗрре ҫапиччен кӑна харсӑр, пӗр Апла-Капла Степӑпа кӑна тытӑҫмалла пулать. Мӗн пулать те мӗн килет…

Санька сулахай хулпуҫҫине малалла кӑнтарса пӗр утӑм турӗ… Анчах пӗтӗм ӗҫе Маша пӑсса хучӗ. Вӑл, савӑл пек; арҫын ачасен хушшине кӗрсе тӑчӗ, пӗтӗм участока илтӗнмелле кӑшкӑрса ячӗ:

— Мӗн эсир! Ухмаха тухрӑр-им! Халех сигнал парса мучие чӗнетӗп… — Вӑл, арҫын ачасене тӗртсе ярса, Санькӑна аллинчен тытрӗ:

— Ан итле вӗсене! Атя, хам кӑтартма пулнисене кӑтартам.

— Мана нимӗн те кӑтартма кирлӗ мар. — Санька аллине ҫиленсе туртса илчӗ те карта патнелле вӗҫтерчӗ. — Эсир мӗнле вӑйӑ вылянине пӗлетӗп эпӗ… Пуҫтарӑннӑ пӗтӗм ача-пӑча. Колхоза пулӑшас вырӑнне… — Урипе вӑйлӑн калинккене тӗртрӗ, калинкке уҫӑлмарӗ. Санька тата вӑйлӑрах тӗртрӗ.

— Мелне пӗлмелле, — чупса пычӗ Семушкин, калинкке умӗнче темӗн тухаткаларӗ те алӑка яри уҫса ячӗ. — Ҫапла лайӑхах пулӗ. Ҫулу такӑр пултӑр. Такӑнса ан ӳк, Саня, сулахаярах ил, ҫамрӑк пурнӑҫна хӗрхен, — вара вӑл карта ҫумне ларса сасартӑк кулма тытӑнчӗ. — Лекрӗ… Ай, аннеҫӗм, ай вилетӗп! Шӑтӑка сикрӗ, вӗлтӗрен хушшине…

Тӗмӗсем хушшинчен Лена тухрӗ.

— Камран кулатӑр эсир?

Маша хӗрелсе кайса Ленӑна хирӗҫ чупрӗ.

— Мӗнле намӑс мар вӗсене! — терӗ те, Федя, Степа, Алеша ҫине кӑтартрӗ. — Эпӗ Санькӑна чӗнсе килтӗм, вӗсем унтан кулаҫҫӗ, хӑваласа кӑларса ячӗҫ… Пӑртак тӑнӑ пулсан, ҫапӑҫса каяттӑрччӗ вӗт. Эсир камсем — пионерсем-и, е пионерсем мар-и? — ачасем ҫине сиксе ӳкрӗ вӑл. — Капла хӑтланма юрать-и вара?

— Ҫапла юрать-и? — Федя ун ҫине пӗр кулмасӑр пӑхса пуҫне Степа еннелле сулчӗ.

Лешӗ кӗсйинче темскер шырама пуҫларӗ. Ачасем унӑн кӗсйисене юсамалли мастерской тесе калаҫаҫҫӗ. Унта яланах темӗн чухлӗ пралук ҫӑмхи, кантӑра татӑкӗ тулма пулать. Хальхинче Степа кӗсье тӗпӗнчен хӗрлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрлӑ симӗс сукна пилотка туртса кӑларчӗ те Машӑна тӑсса пачӗ.

— Паллатӑн-и, камӑн? — ыйтрӗ Федя.

— Паллатӑп. Санькӑн.

— Ӑҫта тупнине пӗлетӗн-и?

— Ӑҫтан?

— Санӑн ҫӗр ҫырли йӑранӗ патӗнче! — сасартӑк макӑрнӑ пек сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Семушкин. — Вӑт ӑҫтан тупнӑ ӑна!

— Ай! — кӑшкӑрса ячӗ хӗрача. — Мӗншӗн малтанах каламастӑр?

Вӑл участок урлах чупса кайса ҫӗр ҫырли йӑранӗ патӗнче чарӑнчӗ.

Ҫӗр ҫырли ку — планран ирттерсе лартни, опыт валли мар, Зинӑпа Маша ӑна ҫулла ҫиме тесе юри лартнӑ.

Йӑран ҫинче ҫара ура йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ, унта-кунта хӗреле пуҫланӑ ҫырласене тапта-тапта лапчӑтнӑ.

— Хӑратсах пӑрахрӑр эсир мана! — Ленӑпа пӗрле ҫитсе тӑнӑ ачасем ҫине пӑхса ҫӑмӑллӑн сывларӗ Маша. — Эпӗ чӑн та пӗтӗмпех вӑрласа кайнӑ тесе.

— Мучие тав ту, вӑл Санькӑна кансӗрленӗ. — Семушкин вара Захар паян ирхине участокра Санька Коншаковпа Петька Девяткина кӗҫ кӑна тытайманни ҫинчен каласа пачӗ.

— Килет… мучи килет! — пӑшӑлтатрӗ Степа. Эх, лекет ӗнтӗ пире халь!

Туйи ҫине йывӑррӑн таянса Захар хӳшӗ патнелле ҫитрӗ, сак ҫине ларса вӑл чӗркуҫҫине сӑтӑркаларӗ.

— Аптӑратӑн-им, Захар Митрич? — ыйтрӗ Лена, кӑштах выртса канмаллаччӗ.

— Кун пек хуралҫӑсемпе! — выртма терӗн-ха. Старик кӑмӑлсӑр пулнӑ пек ачасен еннелле пуҫне сулчӗ.

— Мучи, эпӗ дежурнӑй пулмашкӑн кӑшт кӑна кан юлтӑм, — айӑплӑн йышӑнчӗ Семушкин.

— Ҫав кӑшт кая юлнишӗн ӗнтӗ клеткӑри «Ылтӑн ҫумӑр» сӗлле таптаса тӑкнӑ, ҫырласене кӗҫ вӑрласа пӗтермен, сан ҫинчен мар-ха кунта калаҫу. — Захар аллипе сулчӗ те Ленӑпа калаҫма пуҫларӗ: — Мӗнле ачасем пирӗн Стожарта! Ҫулла пулсанах, пуҫланса каять вара. Ун пеккисене вӗт чи лайӑх ҫырла сӑпакӗ парсан та, пыл тути кӗрекен улма парсан та — тутлӑ мар, хӑйсем вӑрлани вара йӳҫӗ пулсан та тутлӑ. Тӗлӗнмелле. Мӗн вӗрентеҫҫӗ вӗсене шкулта? — Старик шӑпланчӗ, сухалне якаткаласа илчӗ. — Лектӗр-ха ман алла ҫав Коншаков, йӗмӗ ӑшне вӗлтӗрен тултарӑп. Ташлӗ-ха вӑл пӗрре ман алӑра, ҫырла хурчӗ!

— Вӑт ку вӑйлӑ! — кулса ячӗ Семушкин, унтан Машӑна пӑшӑлтатса каларӗ: — дневник ҫине те ҫапла ҫырса хур: «Участокра ялхуҫалӑхӑн пӗрремӗш тӑшманӗ — Санька — ҫырла хурчӗ курӑнчӗ», те.

— Нимӗн те ҫырмастӑп тек! — пӑрӑнса тӑчӗ Маша.

— Ашшӗсӗр пӗтӗмпех пӑсӑлса кайрӗ ача. — Захар ачасем ҫине пӑхса илчӗ. — Эсир унпа ан та ҫӳрӗр, нимӗн ырри те пулас ҫук.

— Мучи, — шӑппӑн каларӗ Маша. — Санька ҫырлашӑн юта каймасть. Вӑл ун пек ача мар…

— Ку мӗн вара? — Захар Степӑран Санька пилоткине илсе Машӑна пачӗ. — Ҫилпе вӗҫсе килнӗ-им? Е чакак хӳри ҫинче илсе килнӗ-и?

Маша хӑй палланӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилоткӑна вӑрахчен пӑхса тӑчӗ.

— Тен, Санька мар-тӑр, кам та пулин урӑххи ун пилоткине килсе пӑрахнӑ, — йывӑррӑн каларӗ вӑл.

— Яланах эсӗ ӑна хӳтӗлетӗн, — сиксе ӳкрӗ ун ҫине Семушкин. — Кампа ҫӳрет халӗ Санька? Девяткинпа. Лешӗ кашни кун ҫакӑнталла явӑнса ҫӳрет, ӑҫтан кӗмеллине, тухса каймаллине, пурне те пӗлтерсе тӑрать… Ҫырла патне паян кӗреймен пулсан, ыран кӗреҫҫех вӗсем. Эсӗ пур ӑна чӗнсе кӗртетӗн. «Кӗрӗр, Санечка, пӑхӑр мӗн пуррине»… Мӗн тумалла пирӗн санпа?

— Ҫавӑншӑн вӑл паян икӗ хут нумайтарах шыв саптӑр, ыран та ҫавӑн пек тутӑр, — хушрӗ Степа.

— Илтрӗн-и Маша? — ыйтрӗ Семушкин.

— Сапӑп та. Уншӑн пилӗк хуҫӑлмӗ-ха. — Хӗрача лейка патнелле кулянса утрӗ. — Пурпӗр ӑна Санька мар… Вӑл ун пек хӑтланакан ача мар, — сасӑпах шухӑшларӗ вӑл.

— Юлташа шанни лайӑх-ха вӑл, — ун патне пычӗ Лена.

— Эпӗ те кунта Санька Коншаков мар пулӗ тетӗп. Темӗскер пӑтранса кайнӑ кунта сирӗн… — Вӑл тепӗр лейка илсе, Машӑна пӗрле йӑрансене шыв сапма кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех