Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратать (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ спорта мӗн пӗчӗкренех юратать.

Юноша с малых лет любит спорт.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Йӑх-несӗле асра тытакан ҫын ачи ҫеҫ аслисенчен тӗслӗх илсе ватӑсене хисеплет, ашшӗпе амӑшне сума сӑвать, тӑван халӑхне юратать.

Ребенок, который помнит своих предков на примере старших, уважает старых, почитает родителей, любит родной народ.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

«Чӑваш ӗҫлеме юратать, хӑйне тӑрантарма пултарать», — тенӗ.

"Чуваш любит работать, может себя прокормить", - сказал.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Тӗрлӗ йывӑҫ-курӑк тӗрлӗрен тӑпрана юратать.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сӑмахран, Пальмира /«Сирень»/ Тунюк тата Сирень ятлӑ ӗнисене питӗ юратать, вӗсене ҫитерме ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Уҫӑ сывлӑшра ҫӳреме юратать, Пуянкассинчен 3-4 ҫухрӑмри Виҫпӳрт Шӑмӑрша та кӳмепе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вӑл мана питӗ юратать, анчах айӑпа кӗрсен вӑрҫать те.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хоккейла выляма, пулла тата сунара ҫӳреме кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Укҫа шута юратать.

Деньги любят счет.

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хӑй нушине чунпа туйса пулӑшма тӑрӑшакана халӑх юратать, хисеплет, шанать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Ҫуттине» сыпкалама юратать пулин те вӑл яланах калинккерен кӗрсе тухнине сӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӑрман варринче йӗлтӗрпе ҫӳресе ӳсрӗ те йывӑҫсене юратать.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

— Мунча кӗме юратать, кашнинчех милӗкпе ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Майӑн 1-мӗшӗ — тӑнӑҫлӑх, пӗрлӗхпе килӗшӳлӗх уявӗ. Ӑна пӗтӗм халӑх юратать. Пирӗн ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫу никӗсӗнче — халӑхӑн пархатарлӑ ӗҫӗ. Эпир паян пӗрле! Пӗрлӗхре — пирӗн вӑй!» — терӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Геннадий Леонидович, Раҫҫей Федерацийӗн Халӑх вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, чун киленӗҫӗпе хӑйӗн тулли аташне — Раҫҫейри паллӑ режиссера, сценариста Геннадий Леонидович Васильева — ҫывӑх: ӳнер тӗнчине, сцена ҫинчи хайлавсене ҫав тери юратать.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Кӑвакал йӑвара пуҫӗпе чаваланса кӗме юратать.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

26. Ҫав кун эсир Ман ятӑмпа ыйтӑр, сирӗншӗн Аттеме Хам тархаслӑп тесе каламастӑп: 27. эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.

26. В тот день будете просить во имя Мое, и не говорю вам, что Я буду просить Отца о вас: 27. ибо Сам Отец любит вас, потому что вы возлюбили Меня и уверовали, что Я исшел от Бога.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп, тенӗ.

21. Кто имеет заповеди Мои и соблюдает их, тот любит Меня; а кто любит Меня, тот возлюблен будет Отцем Моим; и Я возлюблю его и явлюсь ему Сам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эпӗ Хамӑн чунӑма ӑна каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа Аттем юратать Мана; 18. чунӑма Манран никам та туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп.

17. Потому любит Меня Отец, что Я отдаю жизнь Мою, чтобы опять принять ее. 18. Никто не отнимает ее у Меня, но Я Сам отдаю ее.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех