Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сывлӑхран хакли ҫук

Автор: Николай КОНОВАЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хушнӑ: 2016.05.22 18:35

Пуплевӗш: 87; Сӑмах: 1055

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

«Сывлӑхран хакли ҫук» тетпӗр-ха, ҫапах ҫапла каланӑ май, паллах, укҫа пирки шухӑшламастпӑр. Ҫак каларӑш тӗшши ҫын пурнӑҫӗнче сывлӑх пӗлтерӗшӗ питех те пысӑккипе ҫыхӑннӑ. Анчах сывлӑхӑн та хакӗ пур — вӑл йӳнӗ мар. Ҫакӑн пирки ЧР Обязательнӑй медицина страхованийӗн территори фончӗн директорӗпе Вячеслав АЛЕКСАНДРОВПА калаҫрӑмӑр, вӑл хӑй ертсе пыракан тытӑмӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.

Укҫа шута юратать.

ОМС фончӗ граждансене медстраховани шучӗпе тӳлевсӗр медпулӑшу кӳме укҫа уйӑрассине гарантилет, ҫак пулӑшупа пурте усӑ курма пултарассине тата унӑн пахалӑхне тивӗҫтерессине сӑнаса тӑрать. Хӑшӗсем, тен, фонд укҫи мӗнле ҫӑлкуҫсенчен пухӑннине пӗлмеҫҫӗ те пуль. Ӗҫ паракансем социаллӑ налуксен шучӗпе ӗҫ укҫин 5,1% чухлӗ куҫараҫҫӗ, тепӗр пайне республика бюджечӗ хывать. Ҫапла вара пӗлтӗр фонд бюджетне 101% пурнӑҫланӑ. Тупӑш енӗпе вӑл 10 767,7 млн тенкӗ пулнӑ, тӑкаксем тӗлӗшпе 10 976,7 млн тенкӗпе танлашнӑ. 2014 ҫулхипе танлаштарсан тӑкаксем 676,1 млн тенкӗ, 6,6%, хушӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах фонд аппаратне тытса тӑма уйӑрнӑ тӑкаксем 8,4% чакнӑ.

Республика бюджетӗнчен уйӑракан укҫа — ӗҫлемен граждансене сиплеме каяканни. Унашкаллисем кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 790 пин ҫынпа танлашнӑ. Ҫак шутра ачасем, инвалидсемпе пенсионерсем кӑна мар. 162 пин ҫын — вӑйпитти граждансемех. Нумайӑшӗ тупӑш илет-тӗр, анчах официаллӑ майпа ӗҫлеменнине кура налук тӳлемеҫҫӗ, эппин, ӗҫ паракансем вӗсемшӗн укҫа куҫармаҫҫӗ — вӗсене сиплемешкӗн республика бюджечӗн тӑкакланма тивет. Акӑ мӗншӗн Чӑваш Ен ертӳҫисем ӗҫ укҫине легализацилемелли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ.

Сӑмах май, асӑннӑ йыш унччен тата та пысӑкрах пулнӑ. Тимлӗ ӗҫленӗ май юлашки ҫулсенче ютра вӑй хуракан вун-вун пин ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ республика бюджечӗ ҫине лекекен тиеве 450 млн тенкӗ патнелле чакарма май панӑ. Ку укҫа, паллах, ҫивӗч ытти ыйтӑва татса пама кайнӑ.

Вячеслав Александров палӑртнӑ тӑрӑх — Чӑваш Енре Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчех ӗҫ вӑйӗ ытлашши пулнӑ. Халь те ҫаплах. Ҫавна май нумай ҫын Мускава, ытти региона ӗҫлеме ҫӳрет. «Официаллӑ майпа ӗҫлеҫҫӗ-тӗк — эпир ҫакна куратпӑр, — тет фонд директорӗ, — ҫавна май вӗсене ӗҫ паракансен укҫи пирӗн пата килет». 2015 ҫулта республика тулашӗнче ӗҫлекен ҫавнашкал 77 пин ҫын пулни паллӑ. Экономикӑри кризиса пула ют регионсенче те ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ чакни куҫкӗрет, ҫавна май Вячеслав Николаевич ютра саккунлӑ майпа ӗҫлекенсен йышӗ асӑннӑ шайрах юласси пирки иккӗленет. Апла пулин те фондӑн кӑҫалхи бюджетне те пысӑкрах палӑртса хӑварма май килнӗ. Ӳсӗм нумай мар — 1% чухлӗ. Паллах, инфляцие кура нумайрах ӳстерес килет, анчах утияла кура ура тӑсма тивет.

Шучӗ мар, пахалӑхӗ тӗп вырӑнта.

Ҫак условисенче укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Калӑпӑр, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Ресурссемпе тивӗҫтерекен центрӗн усси пысӑк. Унччен кашни больница медикаментсене, ыттине хӑй тӗллӗн туяннӑ, халь пӗтӗмпех — централизациленӗ майпа. Курттӑммӑн туяннӑ май ресурссем йӳнерех лараҫҫӗ.

Амбулаторипе поликлиника пулӑшӑвӗ, ҫынсене клиникӑпа статистика ушкӑнӗсене кура кӑнтӑрлахи стационар мелӗпе сиплесси вӑй илнӗ. Ҫакӑ ОМС укҫипе усӑ курнин тухӑҫлӑхне 44,6 млн тенкӗлӗх ӳстернӗ. Стационар условийӗсенчи сиплевӗн 1 койка-кунӗ пӗлтӗр 2,1 пин ытла тенке ларнӑ. Ҫав вӑхӑтрах кӑнтӑрлахи стационар условийӗсенче 1 пациент-кун тӑкакӗсем 641 тенке яхӑн кӑна пулнӑ.

— Паллах, кӑткӑс операци тунӑ, йывӑр чирлӗ ҫынсем больницӑра выртма тивӗҫ, ҫӑмӑл чирлисене вара кӑнтӑрлахи стационар мелӗпе сиплени вырӑнлӑрах. Анчах ку медпулӑшу пахалӑхне пырса тивмелле мар. Ҫак мел хӑйӗн тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Пӗр енчен, бюджет укҫи перекетленет, тепӗр енчен, ку тӗслӗхре килте стенасем те сиплеҫҫӗ тени тӳрре тухать, — палӑртать Вячеслав Николаевич.

Амбулатори медпулӑшӑвӗ пирки калас-тӑк — пӗлтӗр шурӑ халатлисем 10,5 млн ҫынна йышӑннӑ, урӑхла каласан республикӑра пурӑнакан кашни ҫын больницӑсенче вӑтамран 8,4 хут пулнӑ. Участок терапевчӗсемпе врачсен — ансӑр специалистсен пулӑшӑвӗшӗн тӳлесси унччен шӑпах ҫак кӑтартуран килнӗ. Урӑхла каласан ҫын мӗн чухлӗ ытларах килет — тӳлев те ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах. Эппин, сунаспа килекен ҫынна та темиҫе врач патне яни медиксемшӗн тупӑшлӑ пулнӑ.

— Эпир ҫак правилӑна улӑштарас терӗмӗр, — калаҫӑва тӑсать фонд директорӗ. — 2014 ҫултанпа поликлиникӑсенчи ӗҫшӗн вӗсен ҫумне ҫирӗплетнӗ ҫынсен шутне кура тӳлемелли йӗрке ҫине куҫма тытӑнтӑмӑр. Ҫак йыша кура вӗсене уйӑхсерен укҫа куҫарса паратпӑр. Ҫавна май тӗп врачӑн ирӗксӗрех шухӑшлама тивет: нумай ҫынна йышӑнса кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме те май пур, ҫав вӑхӑтрах профилактика, ӑнлантару ӗҫне вӑйлатса ҫынсем йышӑнӑва килессине чакарма пулать — тӳлев виҫи улшӑнмасть.

Медицина учрежденийӗ больница ҫумне ҫирӗплетнӗ кашни ҫыншӑн укҫа илет, пулӑшу ӗҫӗсен шутӗнче диагностикӑпа сиплевӗн стандарчӗсемпе пӑхнӑ мӗнпур ӗҫ пулмалла. Ҫапла вара ҫынсене амбулаторире йышӑнассин шучӗ пӗчӗкленнӗ май сиплев пахалӑхӗ лайӑхланмалла, врач алӑкӗ умӗнчи черетсем те чакмалла.

Сӑмах май, ҫынсем чирлессинчен сыхланмалли профилактика мероприятийӗсем те ОМС территори программине кӗреҫҫӗ. Ҫав шутра — диспансеризаци ирттересси, граждансен уйрӑм категорийӗсен профилактика медтӗрӗслевӗ. 2015 ҫулта пӗтӗмпе 702 пине яхӑн ҫынна — ҫитӗннисене те, ачасене те — тӗрӗсленӗ. Ҫак ӗҫ валли ОМС фончӗ 806 млн тенке яхӑн уйӑрнӑ — 2014 ҫулхинчен 10,2% нумайрах.

Ентешсем те, кӳршӗсем те кӑмӑллӑ.

Сиплев пахалӑхӗ паян пысӑк технологиллӗ медпулӑшупа усӑ курнинчен те нумай килет. Пӗлтӗр медстрахованипе 4543 ҫынна медицина техникин ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курса пулӑшу кӳнӗ. Ҫулталӑк маларах ку хисеп чылай пӗчӗкрех пулнӑ — 2641 ҫын. Сӑмах май, ҫакнашкал сиплев пушшех йӳнӗ мар — вӑтамран 138,5 пин тенкӗ. Республикӑра пурӑнакансемшӗн хамӑр патрах ҫавнашкал майсем пурри чӑннипех лайӑх: Мускава, ытти хулана кайса вӑхӑт ҫухатмаҫҫӗ, ҫул укҫи тӑкакламаҫҫӗ.

Тепӗр енчен, пысӑк технологиллӗ медпулӑшупа усӑ курма пирӗн пата ютран та чылайӑн килеҫҫӗ — пӗлтӗр ҫавнашкал 1188 ҫынна 143 млн яхӑн тенкӗлӗх медпулӑшу кӳнӗ. Чӑваш Енре сипленнисен йышӗнче Тутарстан ҫыннисем уйрӑмах нумай — 31,3 млн тенкӗлӗх. Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанран, Ульяновск облаҫӗнчен, Мари Элтан, Удмуртирен килнисем чылайӑн, ытти регион ҫыннисем те пур. Ҫакнашкал пулӑшу кӳрекен медучрежденисен йышӗнче чи малтанах — Федерацин травматологи центрӗ, вӑл 138 млн тенкӗлӗх медпулӑшу кӳнӗ. Ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи ҫынсем республикӑн клиника тата онкологи больницисен, кардиодиспансер, хулан 1-мӗш больницин, перинаталь центрӗн пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.

Тепӗр тесен республика тулашӗнчи ҫынсем пысӑк технологиллипе кӑна мар, Чӑваш Енри медиксен кулленхи пулӑшӑвӗпе те хаваспах усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗршывӑн ытти регионӗнче страхланнӑ 15 пин ҫын хӑйсене пирӗн республикӑри медицина организацийӗсен ҫумне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Ҫаплах калаҫҫӗ-мӗн: «Сирӗн патра медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑхрах йӗркеленӗ».

ОМС территори фончӗ республикӑри сывлӑх сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗпе пӗрле Чӑваш Енри медпулӑшу пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе ӗҫленин уссине 2015 ҫулта ирттернӗ социологи ыйтӑмӗсен кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Чӑваш Енре респондентсен 69,2% медпулӑшу пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулни палӑрнӑ. Раҫҫей шайӗнче ку кӑтарту самай пӗчӗкрех — 60,2%. Стационар сиплевӗпе ҫынсен 80,4% кӑмӑллӑ /Раҫҫейре — 68%/. Кӑнтӑрлахи стационарсенчи сиплевпе — 72,4 /61,6/, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫӗпе — 83,5 /59,2/, поликлиникӑсен ӗҫӗпе 59,3% /56,3%/ кӑмӑлли ҫирӗпленнӗ.

Ҫакӑнта ОМС фончӗ, страхлакан медицина организацийӗсем медицина пулӑшӑвне вӑхӑтра, виҫеллӗ тата пысӑк пахалӑхпа кӳнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнин витӗмӗ куҫкӗрет. Ҫакӑн кӑтартӑвӗ — больницӑсем ҫынсене сипленӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем чакса пыни. 2015 ҫулта экспертсем ҫавнашкал 41,6 пин тӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Ку 2014 ҫулхинчен — 22,7%, 2013 ҫулхинчен 34% сахалрах. Ҫӑхавсен шучӗ те сахалланса пырать. Пӗлтӗр страхланисен прависемпе саккунлӑ интересӗсене пӑсни пирки 56 ҫӑхав йышӑннӑ. Кашни тӗслӗхрех тӗплӗ экспертизӑсем ирттернӗ — 25 ҫӑхав сӑлтавлӑ пулни палӑрнӑ /2010 ҫулхинчен 11 хут /!/ сахалрах/. Паллах, сиплев учрежденийӗсене пыракан кашни ҫын кӑмӑллӑ пуласси иккӗленӳллӗ, лайӑххин чикки ҫук теҫҫӗ вӗт, ҫапах паян больницӑсенче ҫынсенчен тӳлевсӗр пулмалли сиплевшӗн укҫа илни, пулӑшма килӗшменни, простыньпе е минтер пичӗпе тивӗҫтерменни пирки пӗлтернисем ҫук. Медперсонал кӑнттам пулнипе е ҫителӗклӗ тимлӗх уйӑрманнипе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсенчен вара хӑтӑлма пулатех.

— Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне нумай кӑтартупа хаклама пулать, — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ Вячеслав Николаевич. — Ҫапах тӗп кӑтарту — ҫынсен пурнӑҫӗн тӑршшӗ ӳсни. Вӑл вара республикӑра ҫуллен пысӑкланса пырать: 2010 ҫулта вӑтамран 68,5 ҫул пулнӑ, 2015 ҫулта вара виҫӗ ҫула яхӑнах хушӑннӑ — 71,4 ҫул.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех