Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ин 14

Пай: Библи –> Иоанн ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 12:46

Пуплевӗш: 39; Сӑмах: 516

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр; Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр. 2. Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. Апла пулмасан: «Эпӗ сирӗн валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп» тенӗ пулӑттӑм-и? 3. Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, Хам ӑҫта, эсир те ҫавӑнта пулччӑр тесе, сире Хам патӑма илӗп. 4. Эпӗ ӑҫта каяссине эсир пӗлетӗр, ҫулне те пӗлетӗр, тенӗ. 5. Фома каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр; ҫулне те мӗнле пӗлер-ха эпир? тенӗ. 6. Иисус каланӑ ӑна: Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ. 7. Эсир Мана пӗлнӗ пулсан, Манӑн Аттене те пӗлӗттӗр. Паянтан вара эсир Ӑна пӗлетӗр, куртӑр та Ӑна, тенӗ. 8. Филипп каланӑ Ӑна: Ҫӳлхуҫамӑр! пире Аҫуна кӑтарт та, ҫитӗ вара пире, тенӗ. 9. Иисус каланӑ ӑна: Филипп, Эпӗ мӗн вӑхӑт хушши сирӗнпе пӗрле, эсӗ ҫапах Мана пӗлместӗн-и? Мана куракан Аттене те курнӑ; епле-ха эсӗ: «Аҫуна кӑтарт пире» тетӗн? 10. Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра, эсӗ ҫакна ӗненместӗн-им? ¦¦ Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламастӑп; ӗҫсене Манра пурӑнакан Аттем Хӑй тӑвать. 11. Ӗненӗр Мана: Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра; каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене кура ӗненӗр Мана. 12. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен Эпӗ тӑвакан ӗҫсене те тӑвӗ, вӗсенчен те ытларах тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Аттем патне каятӑп. 13. Эсир Ман ятӑмпа Аттерен кирек мӗн ыйтсан та, Аттем Ывӑлӗ урлӑ мухтава тухтӑр тесе, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп. 14. Эсир Манран Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп. 15. Мана юрататӑр пулсан, Манӑн ӳкӗтсене уяса пурӑнӑр. 16. Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн пата тепӗр Лӑплантаракана ярӗ, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех сирӗнпе пӗрле пулӗ. 17. Вӑл — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ, тӗнче Ӑна йышӑнма пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ӑна курмасть, пӗлмест те Ӑна; эсир Ӑна пӗлетӗр: Вӑл халӗ те сирӗнпе, малашне те сирӗнте пулӗ. 18. Сире тӑлӑха хӑвармӑп; сирӗн пата килӗп. 19. Вӑхӑт нумаях юлмарӗ, тӗнче Мана урӑх курмӗ ӗнтӗ; эсир вара Мана куратӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пурӑнатӑп, апла эсир те пурӑнатӑр. 20. Ҫав кун эсир Эпӗ Аттем ӑшӗнчине, хӑвӑр Ман ӑшӑмрине, Эпӗ те сирӗн ӑшӑртине пӗлӗр вара. 21. Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп, тенӗ. 22. Иуда, — Искариот мар, урӑххи, — калать Ӑна: эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн? тенӗ. 23. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр. 24. Мана юратманни Манӑн сӑмахӑмсене пурӑнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах — Манӑн мар, Мана Яракан Аттемӗн. 25. Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухне каларӑм. 26. Аттем Ман ятӑмпа Ярасси — Лӑплантараканӗ, Таса Сывлӑш — сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине пӗтӗмпе астутарӗ. 27. Канӑҫлӑх парса хӑваратӑп сире, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп, Эпӗ тӗнче панӑ пек памастӑп сире. ¦¦ Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр, ан хӑраччӑр. 28. Эпӗ хӑвӑра: «сирӗн патӑртан каятӑп, анчах сирӗн пата килетӗп» тенине илтрӗр эсир. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ: «Аттем патне каятӑп» тенӗшӗн эсир савӑнӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Аттем Манран аслӑ. 29. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен вӑл пулса иртичченех, ҫавӑ килсе ҫитсен эсир ҫирӗп ӗненӗр тесе, малтанах каласа патӑм. 30. Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ: ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ килет, Манра ун валли нимӗн те ҫук. 31. Тӗнчен ҫакна пӗлмелле: Эпӗ Аттеме юрататӑп, ҫавӑнпа пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп. Тӑрӑр, каяр кунтан, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех