Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратать (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Вӑл хӑйӗн чыслӑхне Турӑпа хутшӑннӑран чапа кӑларать, пуринӗн те Патши ӑна юратать: 4. вӑл — Турӑ ӑсӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлекенӗ, Унӑн ӗҫӗсене суйласа илекенӗ.

3. Она возвышает свое благородство тем, что имеет сожитие с Богом, и Владыка всех возлюбил ее: 4. она таинница ума Божия и избирательница дел Его.

Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ӑслӑлӑх вӑл — ӑслӑ, сӑваплӑ сывлӑш, вӑл — пӗртен-пӗрре, нумай тӗрлӗ, черчен, вӑл ҫӑмӑллӑн куҫать, вӑл ҫутӑ, таса, ӑнлануллӑ, сиенсӗр, ырӑлӑхлӑ, вичкӗн, ӑна тытса чараймастӑн, 23. вӑл ырӑ тӑвать, ҫынна юратать, вӑл ҫирӗп, иккӗленӳсӗр, лӑпкӑ, вӑл яланах пӗр пек, вӑл пӗтӗмпех курса тӑрать, ӑслӑ, таса, чи черчен сывлӑшсене пурне те витӗрех кӗрет: 24. ӑслӑлӑх вӑл пур куҫаканнинчен хӑвӑртрах куҫса ҫӳрет, хӑйӗн тасалӑхӗпе мӗнпур япалана витерет, шала кӗрет.

22. Она есть дух разумный, святый, единородный, многочастный, тонкий, удобоподвижный, светлый, чистый, ясный, невредительный, благолюбивый, скорый, неудержимый, 23. благодетельный, человеколюбивый, твердый, непоколебимый, спокойный, беспечальный, всевидящий и проникающий все умные, чистые, тончайшие духи. 24. Ибо премудрость подвижнее всякого движения, и по чистоте своей сквозь все проходит и проникает.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Тӳрӗ пурӑнса Турра юрӑхлӑ пулнӑран Вӑл ӑна юратать, ҫылӑхлисем хушшинче пурӑннӑскере Хӑй патне илет, 11. унӑн ӑстӑнне усаллӑх ан арпаштартӑр е унӑн чунне ултав ан илӗрттӗр тесе ӑна Хӑй патне куҫарать.

10. Как благоугодивший Богу, он возлюблен, и, как живший посреди грешников, преставлен, 11. восхищен, чтобы злоба не изменила разума его, или коварство не прельстило души его.

Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ырӑ кӑмӑлпа паракана Турӑ юратать, ун ӗҫӗнче мӗн ҫитменнине ҫитерет.]

[Человека, доброхотно дающего, любит Бог, и недостаток дел его восполнит.]

Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Кам ӑс пухать — ҫавӑ чунне юратать; кам тӑнпа пурӑнать, ҫавӑ ырӑлӑх тупать.

8. Кто приобретает разум, тот любит душу свою; кто наблюдает благоразумие, тот находит благо.

Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Харкашма юратакан ҫылӑха юратать, хапхине ҫӳллӗ тӑвакан ӳксе вилессе шырать.

19. Кто любит ссоры, любит грех, и кто высоко поднимает ворота свои, тот ищет падения.

Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет.

17. Друг любит во всякое время и, как брат, явится во время несчастья.

Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Тӳрӗ чӗлхе-ҫӑвар патшашӑн кӑмӑллӑ, чӑннине калакана вӑл юратать.

13. Приятны царю уста правдивые, и говорящего истину он любит.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Усал ҫын ҫулӗ Ҫӳлхуҫана йӗрӗнтерет; Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗх ҫулӗпе пыракана юратать.

9. Мерзость пред Господом - путь нечестивого, а идущего путем правды Он любит.

Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кам ӑса вӗрентнине юратать, ҫавӑ пӗлӗве юратать; кам питленине кураймасть, ҫавӑ ӑссӑр ҫын.

1. Кто любит наставление, тот любит знание; а кто ненавидит обличение, тот невежда.

Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]

5. Научитесь, неразумные, благоразумию, и глупые - разуму. 6. Слушайте, потому что я буду говорить важное, и изречение уст моих - правда; 7. ибо истину произнесет язык мой, и нечестие - мерзость для уст моих; 8. все слова уст моих справедливы; нет в них коварства и лукавства; 9. все они ясны для разумного и справедливы для приобретших знание. 10. Примите учение мое, а не серебро; лучше знание, нежели отборное золото; 11. потому что мудрость лучше жемчуга, и ничто из желаемого не сравнится с нею. 12. Я, премудрость, обитаю с разумом и ищу рассудительного знания. 13. Страх Господень - ненавидеть зло; гордость и высокомерие и злой путь и коварные уста я ненавижу. 14. У меня совет и правда; я разум, у меня сила. 15. Мною цари царствуют и повелители узаконяют правду; 16. мною начальствуют начальники и вельможи и все судьи земли. 17. Любящих меня я люблю, и ищущие меня найдут меня; 18. богатство и слава у меня, сокровище непогибающее и правда; 19. плоды мои лучше золота, и золота самого чистого, и пользы от меня больше, нежели от отборного серебра. 20. Я хожу по пути правды, по стезям правосудия, 21. чтобы доставить любящим меня существенное благо, и сокровищницы их я наполняю. [Когда я возвещу то, что бывает ежедневно, то не забуду исчислить то, что от века.]

Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 12. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать.

11. Наказания Господня, сын мой, не отвергай, и не тяготись обличением Его; 12. ибо кого любит Господь, того наказывает и благоволит к тому, как отец к сыну своему.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа касмӑкрисене ирӗке кӑларать, 8. Ҫӳлхуҫа суккӑрсенӗн куҫне уҫать, Ҫӳлхуҫа пӗкӗрӗлсе аннисене тӑратать, Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынсене юратать.

Господь разрешает узников, 8. Господь отверзает очи слепым, Господь восставляет согбенных, Господь любит праведных.

Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн пултарнине пурне те юратать, Унӑн ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать.

9. Благ Господь ко всем, и щедроты Его на всех делах Его.

Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

140. Санӑн сӑмаху тасаран та таса, Санӑн чуру ӑна юратать.

140. Слово Твое весьма чисто, и раб Твой возлюбил его.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа Сион хапхине Иаковӑн пур хулинчен те ытларах юратать.

Господь любит врата Сиона более всех селений Иакова.

Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту, вара ӗмӗр пурӑнӑн: 28. Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть; вӗсем ӗмӗрех сыхланса юлӗҫ; [йӗркесӗррисене кӑларса пӑрахӗҫ,] усал ҫынсенӗн йӑхӗ тӗп пулӗ.

27. Уклоняйся от зла, и делай добро, и будешь жить вовек: 28. ибо Господь любит правду и не оставляет святых Своих; вовек сохранятся они; [а беззаконные будут извержены] и потомство нечестивых истребится.

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл тӳрӗлӗхе юратать, тӗрӗс сут тӑвать; Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑхӗ ҫӗр тулли.

5. Он любит правду и суд; милости Господней полна земля.

Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Усал ҫынсем ҫине Вӑл шӗл-кӑвар, вут-ҫулӑм, кӳкӗрт ҫутарӗ; ӗнтекен ҫил те — вӗсен шӑпиех: 7. Ҫӳлхуҫа — тӳрӗ, тӳрӗлӗхе юратать; тӳрӗ ҫынсем Унӑн сӑнне кураҫҫӗ.

6. Дождем прольет Он на нечестивых горящие угли, огонь и серу; и палящий ветер - их доля из чаши; 7. ибо Господь праведен, любит правду; лице Его видит праведника.

Пс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Яш ача вара Ангела ҫапла каланӑ: Азария тӑванӑм, эпӗ ҫав хӗре ҫичӗ арҫынна качча панӑ тенине илтнӗччӗ, анчах ҫиччӗшӗ те туй тунӑ каҫах мӑшӑр пӳлӗмӗнче виле-виле выртнӑ-мӗн; 15. эпӗ аттен пӗртен-пӗр ывӑлӗ, ун патне мӑшӑр пӳлӗмне кӗрсессӗн, ҫавсем пек вилсе выртасран хӑратӑп; ӑна шуйттан юратать, вӑл ытти ҫынсене тивмест, ҫав хӗр патне ҫывӑхаракансене ҫеҫ вӗлерет.

14. Тогда юноша сказал Ангелу: брат Азария, я слышал, что эту девицу отдавали семи мужам, но все они погибли в брачной комнате; 15. а я один у отца и боюсь, как бы, войдя к ней, не умереть подобно прежним; ее любит демон, который никому не вредит, кроме приближающихся к ней.

Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех