Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 118

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 22:08

Пуплевӗш: 170; Сӑмах: 1769

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

[Аллилуия.]

1. Ҫул ҫинче айӑпа кӗменнисем,
Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ҫӳрекеннисем телейлӗ.

2. Вӑл пӗлтернине уякансем,
Ӑна пӗтӗм чун-чӗререн шыракансем телейлӗ.

3. Вӗсем йӗркесӗр ӗҫ тумаҫҫӗ,
Унӑн ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ.

4. Эсӗ Хӑв хушнине
ҫирӗп тытса тӑма хушнӑ.

5. Эх, Санӑн йӗркӳсене туса тӑмашкӑн
манӑн ҫулӑм-йӗрӗм вӗсен енне кайинччӗ!

6. Вара, Санӑн пур ӳкӗтне те туса тӑнӑҫем,
намӑса юлман пулӑттӑм;
7. Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсене вӗренсе,
Сана таса кӑмӑлтан аслӑлӑттӑм.

8. Эсӗ панӑ йӗркесене уяса пырам;
йӑлтах ан пӑрахсамччӗ мана.

9. Хӑйӗн ҫулне яш ачан епле таса тытмалла-ха? —
Хӑйне хӑй Санӑн сӑмахупа сыхласа.

10. Сана пӗтӗм чӗремрен шыратӑп;
мана Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнса кайма ан парсамччӗ.

11. Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе
Санӑн сӑмахна чӗрем тӗпӗнчех тытатӑп.

12. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ мухтавлӑ!

Ху панӑ йӗркесене вӗрент мана.

13. Чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн хушнине-вӗрентнине
чӗлхе-ҫӑварӑмпа пӗлтерсе тӑтӑм.

14. Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенӗн ҫулӗсемшӗн савӑнатӑп,
мулпа савӑннинчен ытларах савӑнатӑп.

15. Санӑн ӳкӗтӳсем ҫинчен шухӑшлатӑп,
Санӑн ҫулусем ҫине пӑхатӑп.

16. Эсӗ панӑ йӗркесемпе лӑпланатӑп,
Санӑн сӑмахна манмастӑп.

17. Хӑвӑн чуруна ырӑлӑх кӑтартсамччӗ —
чӗрӗ пулам, Санӑн сӑмахна тытса пурӑнам.

18. Куҫӑма уҫсамччӗ,
вара Санӑн саккунун кӗтречӗсене курӑп.

19. Тӑван ҫӗршывӑмра эпӗ — ют ҫӗр ҫынни пек;
Хӑвӑн ӳкӗтӳсене манран ан пытарсамччӗ.

20. Кирек хӑҫан та чунӑм
Санӑн йӗркӳсемшӗн тӗмсӗлет.

21. Эсӗ мӑнаҫлисене пусартӑн,
Хӑвӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнакансене ылхантӑн.

22. Ман ҫийӗмрен мӑшкӑла, хурлӑха сирсемччӗ:
эпӗ Эсӗ пӗлтернине упратӑп.

23. Пуҫлӑхсем эпӗ юнашар чухнех мана хирӗҫ каварлашса лараҫҫӗ,
Санӑн чуру вара ҫавӑн чухне те Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлать.

24. Эсӗ пӗлтерни — манӑн лӑпланӑҫӑм,
[Эсӗ панӑ йӗркесем] — мана канаш паракансем.

25. Манӑн чунӑм вӗҫнех ҫитрӗ;
Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсем мана.

26. Эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен каларӑм та — Эсӗ мана илтрӗн;
Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.

27. Ху хушнӑ йӗркесенӗн ҫулне ӑнласа илме пар мана,
эпӗ Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен шухӑшлам.

28. Ӗнтӗ хӗн-асапа пула чунӑм халсӑрланчӗ:
Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлетсем мана.

29. Ултав ҫулне манран аякка яр,
Хӑвӑн саккунупа хӗрхенсем мана.

30. Санӑн сутусене умӑмра тытса
эпӗ чӑнлӑх ҫулне суйласа илтӗм.

31. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесем ҫумне ҫыпӑҫӑнтӑм;
намӑса ан хӑварсамччӗ мана.

32. Эсӗ манӑн чӗреме анлӑлатсассӑн,
эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсен ҫулӗпе чупсах кайӑп.

33. Эй Ҫӳлхуҫа, мана Хӑвӑн йӗркӳсенӗн ҫулне кӑтартсам,
эпӗ мӗн виличченех ҫав ҫулпа пырӑп.

34. Ӑс парсам мана: Санӑн саккунна туса тӑрӑп,
ӑна пӗтӗм чӗререн уяса пурӑнӑп.

35. Хӑвӑн ӳкӗтӳсен сукмакӗ ҫине тӑратсам мана —
эпӗ ҫавна кӑмӑллатӑп.

36. Кӑмӑлӑма мул-пурлӑх енне мар,
Ху пӗлтернӗ йӗркесем енне ҫавӑр.

37. Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар;
Хӑвӑн ҫулу ҫинче мана чӗрӗлӗх пар.

38. Хӑвӑн чурушӑн Хӑвӑн сӑмахна тытсам —
Санӑн умӑнта хӑраса тӑмалла пултӑр.

39. Хама хӑратса тӑракан мӑшкӑла ман ҫинчен сирсе яр:
Санӑн сутусем тӳрӗ.

40. Акӑ эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене кӑмӑлларӑм;
Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе чӗрӗ усрасам мана.

41. Санӑн сӑмахупа, эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман патӑма
Санӑн ырӑлӑху, Эсӗ ҫӑласси ҫитинччӗ —
42. вара хама хурлакана хирӗҫ тавӑрса калӑп:
эпӗ Санӑн сӑмахна шанатӑп.

43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ:
эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп;
44. Санӑн саккунна яланах,
ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп;
45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп:
эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм;
46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен
патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп;
47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса,
вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп;
48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп,
Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.

49. Хӑвӑн чуруна панӑ сӑмахна асна илсем,
Эсӗ мана ҫавна шанса тӑма хушнӑччӗ:
50. Санӑн сӑмаху мана вӑй-хал парса тӑчӗ,
хӗн-асапӑмра мана ҫавӑ лӑплантарчӗ.

51. Мӑнаҫлисем мана темӗн тӗрлӗ те мӑшкӑлларӗҫ,
эпӗ ҫавах Санӑн саккунунтан пӑрӑнмарӑм.

52. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗмӗр-ӗмӗрхи сутусене
аса илеттӗм те — лӑпланаттӑм.

53. Усал ҫынсене, Санӑн саккунна пӑрахакансене,
курсассӑн чунӑм ҫӳҫенет.

54. Ют ҫӗрте ҫӳренӗ чухне
Санӑн йӗркӳсем маншӑн юррӑмсем пулчӗҫ.

55. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗрле Санӑн ятна асӑнаттӑм,
Санӑн саккунна асра тытаттӑм.

56. Вӑл маншӑн хамӑн пулчӗ:
Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп.

57. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ ҫапла каларӑм:
манӑн пайӑм — Санӑн сӑмахна уяса пурӑнасси, терӗм.

58. Сана пӗтӗм чӗререн кӗлтурӑм:
Хӑвӑн сӑмахушӑн хӗрхенсем мана.

59. Хамӑн ҫулӑм-йӗрӗм ҫинчен шухӑшларӑм,
Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани енне ҫул тытрӑм.

60. Санӑн ӳкӗтӳсене уяса пурӑнма
васкарӑм, вӑраха ямарӑм.

61. Мана усал ҫынсен танати ҫавӑрса илчӗ,
эпӗ ҫавах Санӑн саккунна манмарӑм.

62. Сана тӳрӗ сутусемшӗн мухтамашкӑн
эпӗ ҫӗр варринчех тӑраттӑм.

63. Эпӗ — Санран хӑракансемпе,
Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнакансемпе пӗрле.

64. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ырӑлӑху ҫӗр тулли;
Ху панӑ йӗркесене вӗрентсем мана.

65. Хӑвӑн сӑмахупа Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм,
Хӑвӑн чурушӑн ырӑлӑх турӑн.

66. Ӑслӑ-тӑнлӑ пулма, пӗлсе тӑма вӗрентсем мана:
эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене ӗненетӗп.

67. Асап куриччен эпӗ аташса пурӑнтӑм;
халӗ вара Санӑн сӑмахна уяса пурӑнатӑп.

68. [Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ ырӑ, ырӑлӑх тӑватӑн;
Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсем мана.

69. Мӑнаҫлисем ман ҫинчен суя сӑмах хайлаҫҫӗ;
эпӗ вара пӗтӗм чӗререн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнӑп.

70. Вӗсен чӗри мӑнтӑрланнӑ, самӑр аш пек пулса кайнӑ;
эпӗ вара Санӑн саккунупа лӑпланатӑп.

71. Асап тӳсни маншӑн ырӑ пулчӗ:
эпӗ Санӑн йӗркӳсене ӑнласа илтӗм.

72. Эсӗ пӗлтернӗ саккун маншӑн —
ылтӑн-кӗмӗл кӳмерккинчен те паха.

Мухтав:

73. Мана Санӑн аллу пултарнӑ, туса ҫитернӗ;
ӑса кӗрт мана, Санӑн ӳкӗтӳсене вӗренсе ҫитем.

74. Санран хӑракансем мана курӗҫ те —
эпӗ Санӑн сӑмахна шаннӑшӑн савӑнӗҫ.

75. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сутусем тӳрӗ иккенне,
Эсӗ мана тивӗҫлипе хӗн кӑтартнине пӗлетӗп.

76. Хӑвӑн чуруна каланӑ сӑмахна кура
Санӑн ырӑлӑху мана лӑплантаринччӗ.

77. Хӗрхенекен кӑмӑлу мана ҫитинччӗ, вара эпӗ пурӑнӑп:
мана Санӑн саккуну лӑплантарать.

78. Мӑнаҫлисем намӑса юлӗҫинччӗ:
вӗсем мана суя-ултавпа хӗсӗрлеҫҫӗ;
эпӗ вара Эсӗ хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлатӑп.

79. Санран хӑракансем,
Эсӗ пӗлтернине пӗлекенсем ман енне ҫаврӑнӗҫинччӗ.

80. Санӑн йӗркӳпе пурӑнса манӑн чӗрем таса тӑринччӗ,
эпӗ намӑсланмӑпинччӗ.

81. Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе чунӑм халсӑрланать;
Санӑн сӑмахна шанса тӑратӑп.

82. Эсӗ мана хӑҫан лӑплантарӑн-ши? тесе йӑлӑннӑ чухне
Санӑн сӑмахна кӗтсе куҫӑм халсӑрланать.

83. Эпӗ пас тытнӑ сӑран хутаҫ пек пултӑм,
ҫавах Эсӗ панӑ йӗркесене манмарӑм.

84. Санӑн чурун кунҫулӗ мӗн чухлӗ вара?

Мана хӗсӗрлекенсене хӑҫан сут тӑвӑн?

85. Мӑнаҫлисем, Санӑн саккунна пӑхӑнманскерсем,
ман валли шӑтӑк алтрӗҫ.

86. Санӑн пур ӳкӗтӳ те — чӑн;
мана вырӑнсӑрах хӗсӗрлеҫҫӗ: пулӑшсам мана;
87. мана ҫӗрӗм ҫинче кӑшт ҫеҫ пӗтермерӗҫ,
эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене пӑрахмарӑм.

88. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран чӗрӗ усрасам мана,
Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине уяса пурӑнам.

89. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн сӑмаху тӳпере —
ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ;
90. Санӑн шанчӑклӑху — сыпӑкран сыпӑка.

Эсӗ ҫӗре пултарнӑ та — вӑл ҫав-ҫавах тӑрать.

91. Эсӗ мӗнле палӑртнӑ — пурте халичченех ҫапла тӑрать:
пур япала та Сана пӑхӑнать.

92. Мана Санӑн саккуну лӑплантарман пулсассӑн,
эпӗ инкек-синкекӗмпех пӗтеттӗм.

93. Эсӗ хушнӑ йӗркесене ӗмӗрне те манмӑп:
Эсӗ мана ҫавсемпе чӗртетӗн.

94. Эпӗ — Санӑн, ҫӑлсамччӗ мана:
эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм.

95. Усал ҫынсем мана пӗтересшӗн сыхласа тӑраҫҫӗ;
эпӗ вара Эсӗ пӗлтернине тарӑнрах тимлетӗп.

96. Эпӗ пур ӗҫӗн-япаланӑн вӗҫӗ пуррине куртӑм,
Санӑн ӳкӗтӳ анчах вӗҫӗмсӗр анлӑ.

97. Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп!

кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп.

98. Санӑн ӳкӗтӳ мана тӑшманӑмсенчен ӑслӑрах турӗ:
вӑл яланах манпа пӗрле.

99. Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм,
мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп.

100. Эпӗ ватӑсенчен те ытларах пӗлетӗп,
мӗншӗн тесессӗн Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса тӑратӑп.

101. Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе
урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп;
102. Санӑн сутусенчен пӑрӑнмастӑп:
мана Эсӗ вӗрентетӗн.

103. Ман пырӑмшӑн Санӑн сӑмахусем епле тутлӑ!

чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн пылран та паха.

104. Эпӗ санӑн йӗркӳсемпе ӑса кӗретӗп;
ҫавӑнпа кирек мӗнле суя ҫула та кураймастӑп.

105. Санӑн сӑмаху манӑн урана ҫутӑ кӑтартать,
манӑн сукмака ҫутатать.

106. Эпӗ Санӑн тӳрӗ сутусене уяма тупа турӑм,
ҫапла тӑвӑп та.

107. Эй Ҫӳлхуҫа, питӗ тертленетӗп эпӗ;
Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсемччӗ мана.

108. Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑм ирӗккӗн кӳрекен парнене йышӑнма кӑмӑл тусамччӗ,
мана Хӑвӑн сутусене вӗрентсемччӗ.

109. Манӑн чунӑм яланах хӑрушлӑх аллинче,
ҫавах Санӑн саккунна манмастӑп.

110. Усал ҫынсем ман валли таната карчӗҫ,
эпӗ ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесенчен пӑрӑнмарӑм.

111. Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине эпӗ еткер йышӑннӑ пек ӗмӗрлӗхе йышӑнтӑм:
вӗсем манӑн чӗреме савӑнтараҫҫӗ.

112. Хамӑн чӗреме Санӑн йӗркӳсене ӗмӗрех,
мӗн виличченех туса тӑма хатӗрлерӗм.

113. Иккӗллӗ чӗреллисене кураймастӑп,
Санӑн саккунна юрататӑп.

114. Эсӗ — манӑн хӳттӗм, манӑн хулканӑм;
Санӑн сӑмахна шанатӑп.

115. Эй йӗркесӗр ҫынсем, пӑрӑнӑр ман патӑмран,
эпӗ Туррӑм ӳкӗчӗсене уяса пурӑнам.

116. Хӑвӑн сӑмахупа тӗреклӗлентер мана, чӗрӗ пулам;
ӗмӗтӗме ҫитермесӗр намӑса ан хӑварсам мана;
117. хунтӑла мана — вара ҫӑлӑнӑп;
Санӑн йӗркӳсем тӗлӗшӗнчен тимлӗрен тимлӗ пулӑп.

118. Эсӗ Хӑвӑн йӗркӳсенчен ютшӑнакансене пурне те ӳкеретӗн,
мӗншӗн тесессӗн вӗсен чеелӗхӗ — суя.

119. Ҫӗр ҫинчи пӗтӗм йӗркесӗр ҫынна Эсӗ ҫунчӑк пек шӑлса пӑрахатӑн;
ҫавӑнпа эпӗ Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине юрататӑп.

120. Санран хӑранипе ӳтӗм чӗтӗресе тӑрать,
Санӑн сутусенчен хӑратӑп.

121. Эпӗ сут турӑм, тӳррине турӑм;
хама хӗсӗрлекенсен аллине ан парсамччӗ мана.

122. Хӑвӑн чуруна ырӑлӑх туса ӑна хӳтӗлесемччӗ:
мӑнаҫлисем мана ан хӗсӗрлейччӗр.

123. Эсӗ ҫӑлассине кӗтсе, Санӑн чӑнлӑхун сӑмахне кӗтсе
куҫӑм вӑйран сулӑнать.

124. Хӑв ырӑлӑхлӑ пулнине кура Хӑвӑн чуруна ырӑ ту,
Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.

125. Эпӗ — Санӑн чуру: ӑса кӗрт мана,
Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине ӑнласа ҫитем.

126. Ҫӳлхуҫанӑн пикенме вӑхӑт ӗнтӗ:
Санӑн саккунна пӑсса пӗтерчӗҫ.

127. Эпӗ вара Санӑн ӳкӗтӳсене ылтӑнран,
таса ылтӑнран та ытларах юрататӑп,
128. ҫавӑнпа та Эсӗ хушнӑ пур йӗркене те, пурне те тӗрӗс тесе йышӑнатӑп;
кирек мӗнле ултав ҫулне те кураймастӑп.

129. Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине ытарма та ҫук;
ҫавӑнпа чунӑм вӗсене астусах тӑрать.

130. Санӑн сӑмахусем пӗлтерни
юмарт ҫынсене ҫутӑлтарать, ӑса кӗртет.

131. Ҫӑварӑма уҫатӑп та ахлататӑп:
Санӑн ӳкӗтӳсемшӗн ҫунатӑп.

Мухтав:

132. Хӑвӑн ятна юратакансене хӗрхеннӗ пек
ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана.

133. Манӑн урана Хӑвӑн сӑмахун ҫулӗ ҫине тӑрат,
нимӗнле йӗркесӗр ӗҫ те мана ан ҫӗнтерейтӗр;
134. этем пусмӑрлассинчен хӑтар мана,
Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнам;
135. чуруна Хӑвӑн сӑну ҫутипе ҫутӑлтар,
Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.

136. Санӑн саккунна уямаҫҫӗ,
ҫавӑнпа куҫӑмран куҫҫуль шыв пек юхать.

137. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ,
Санӑн сутусем тӗрӗс.

138. Эсӗ пӗлтернӗ-уҫса панӑ йӗркесем —
тӳрӗ, пӗтӗмпех чӑн.

139. Манӑн тӑшмансем Санӑн сӑмахусене манчӗҫ,
ҫавӑнпа ҫунса тухатӑп.

140. Санӑн сӑмаху тасаран та таса,
Санӑн чуру ӑна юратать.

141. Эпӗ пӗчӗк ҫын, мана хисепе те хумаҫҫӗ,
ҫавах Эсӗ хушнӑ йӗркесене манмастӑп.

142. Санӑн тӳрӗлӗхӳ — ӗмӗрхи тӳрӗлӗх,
Санӑн саккуну — чӑнлӑх.

143. Мана хӗн-асап та хурлӑх ҫитрӗ;
мана Санӑн ӳкӗтӳсем лӑплантараҫҫӗ.

144. Эсӗ пӗлтерни-уҫса пани — ӗмӗрлӗхе тӗрӗс:
ӑса кӗрт мана, вара чӗрӗ пулӑп.

145. Пӗтӗм чӗремрен тархаслатӑп: эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ мана,
Эсӗ панӑ йӗркесене уяса пурӑнам.

146. Сана йӑлӑнса чӗнетӗп: ҫӑлсамччӗ мана,
Эсӗ пӗлтернине уяса тӑрам.

147. Ҫутӑличченех тӑратӑп та тархаслатӑп;
Санӑн сӑмахна шанса пурӑнатӑп.

148. Санӑн сӑмахна тимлемешкӗн
куҫӑм ирхи хурал черечӗ ҫитичченех уҫӑлать.

149. Эй Ҫӳлхуҫа, ырӑ кӑмӑлупа манӑн сассӑма илтсемччӗ;
эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн сутупа чӗртсемччӗ мана.

150. Ултавлӑ шухӑш тытакансем ҫывӑхарчӗҫ;
вӗсем Санӑн саккунунтан аякра.

151. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ҫывӑхрах,
Санӑн пӗтӗм ӳкӗтӳ шанчӑклӑ.

152. Хӑв пӗлтернӗ йӗркесенчен
Эсӗ ҫакна ӗмӗрлӗхе хывнине эпӗ малтанах пӗлтӗм.

153. Хӗн-асапӑма курсамччӗ, хӑтарсамччӗ мана:
эпӗ Санӑн саккунна манмастӑп.

154. Ӗҫӗм хутне кӗрсе хӳтӗлесем мана;
Хӑвӑн сӑмахупа чӗртсем мана.

155. Ҫӑлӑнӑҫ — усал ҫынсенчен аякра:
вӗсем Эсӗ панӑ йӗркесене шырамаҫҫӗ.

156. Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн — иксӗлми ырӑлӑх;
Хӑвӑн сутупа чӗртсем мана.

157. Мана хӗсӗрлекенсем, тӑшмансем нумаййӑн,
эпӗ ҫавах Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесенчен пӑрӑнмастӑп.

158. Санран ютшӑнакансене куратӑп та — йӗрӗнетӗп:
вӗсем Санӑн сӑмахна уямаҫҫӗ.

159. Курсамччӗ — Эсӗ хушнӑ йӗркесене эпӗ епле юрататӑп;
эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ пулнӑран чӗртсемччӗ мана.

160. Санӑн сӑмахун тӗпӗ-йӗрӗ — чӑн,
Санӑн тӳрӗлӗхӳн сучӗсем пурте — ӗмӗрлӗхе.

161. Пуҫлӑхсем мана пӗр айӑпсӑр ҫӗртен хӗсӗрлеҫҫӗ,
чӗрем вара Санӑн сӑмахӑнтан ҫеҫ хӑрать.

162. Санӑн сӑмахушӑн эпӗ
пысӑк тупӑш тупнӑ ҫын пек савӑнатӑп.

163. Суяна кураймастӑп, унран йӗрӗнетӗп;
Санӑн саккунна юрататӑп.

164. Тӳрӗ сутусемшӗн Сана
кунсерен ҫичӗ хут аслӑласа мухтатӑп.

165. Санӑн саккунна юратакансем питех те канӑҫлӑ,
вӗсем такӑнас ҫук.

166. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса шанатӑп,
Санӑн ӳкӗтӳсене пурӑнӑҫа килтеретӗп.

167. Манӑн чунӑм Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене астуса тӑрать,
эпӗ вӗсене питех те юрататӑп.

168. Эсӗ хушнӑ йӗркесене, Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене уяса тӑратӑп:
манӑн пӗтӗм ҫул-йӗрӗм — Санӑн умӑнта.

169. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Санӑн умна ҫывӑхаринччӗ;
Хӑвӑн сӑмахупа ӑса кӗртсем мана.

170. Эпӗ тархаслани Сан умна ҫитинччӗ;
Хӑвӑн сӑмахупа хӑтарсам мана.

171. Эсӗ мана Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрентсе ҫитернипе
чӗлхе-ҫӑварӑмра туп-тулли мухтав юрри пултӑр.

172. Чӗлхем Санӑн сӑмахна мухтаса юрлӗ:
Санӑн ӳкӗтӳсем пурте тӳрӗ.

173. Санӑн аллу мана пулӑшса тӑринччӗ:
Эсӗ хушнӑ йӗркесене йышӑнтӑм эпӗ.

174. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ҫӑласса тем пек ӗмӗтленетӗп,
Санӑн саккуну лӑплантарать мана.

175. Чунӑм чӗрӗ пултӑр, Сана аслӑласа тӑтӑр,
мана Санӑн сутусем пулӑшчӑр.

176. Ҫухалнӑ сурӑх пек аташса кайрӑм: Хӑвӑн чуруна шыраса тупсамччӗ:
эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсене манӑҫламарӑм.

Мухтав:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех