Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ытар 16

Пай: Библи –> Соломон ытарӑшӗсен кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 08:51

Пуплевӗш: 33; Сӑмах: 375

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Этем хӑй ӑшӗнче шухӑшне шухӑшлать те, анчах татса парасси Ҫӳлхуҫаран килет. 2. Ҫынна хӑйӗн пур ҫулӗ те тасан курӑнать, анчах Ҫӳлхуҫа чуна тӗрӗслет. 3. Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ. 4. Ҫӳлхуҫа пӗтӗмпех Хӑй тӗллевӗпе тунӑ, усал ҫынна та хӗн-асап кунӗ валли усрать. 5. Кирек хӑш мӑнаҫлӑ ҫын та — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх; шантарсах калама пулать: вӑл хаса курмасӑр юлмӗ. [Ырӑ ҫул пуҫламӑшӗ — тӳрӗ пурӑнасси; Турӑ умӗнче ҫакӑ парне кӳнинчен кӑмӑллӑрах. Ҫӳлхуҫана шыракан пӗлӳпе тӳрӗлӗх тупӗ; Ӑна чӑнласах шыракансем канӑҫлӑх тупӗҫ.] 6. Хӗрхенӳллӗ те тӳрӗ пулсассӑн — ҫылӑх каҫарӑнать, Ҫӳлхуҫаран хӑрани усалтан сыхлать. 7. Ҫыннӑн ҫулӗ Ҫӳлхуҫашӑн юрӑхлӑ пулсассӑн, Вӑл унӑн тӑшманӗсене те унпа ҫураҫтарать. 8. Суя урлӑ нумай тупӑш иличчен вӑл сахал пултӑр та тӳрӗ ӗҫпе тупӑннӑ пултӑр. 9. Ҫын хӑй ӑшӗнче хӑйӗн ҫулне шухӑшласа хурать, анчах унӑн утӑмӗсене Ҫӳлхуҫа йӗркелесе тӑрать. 10. Патша чӗлхи-ҫӑварӗнче — Турӑ пӗлтернӗ сӑмах; унӑн сутра чӗлхипе ҫылӑха кӗме юрамасть. 11. Тӗрӗс виҫе те, виҫе тараси те — Ҫӳлхуҫаран; хутаҫри кире пуканӗсем те — Унранах. 12. Йӗркесӗр ӗҫ — патшасемшӗн ирсӗрлӗх: патша пуканӗ тӳрӗлӗхпе тытӑнса тӑрать. 13. Тӳрӗ чӗлхе-ҫӑвар патшашӑн кӑмӑллӑ, чӑннине калакана вӑл юратать. 14. Патша ҫилленни — вилӗм хыпарҫи; анчах ӑслӑ ҫын унӑн кӑмӑлне ҫавӑрать. 15. Патша ыррӑн пӑхни — пурӑнӑҫпа танах, вӑл кӑмӑллани — ҫурхи тулӑх ҫумӑр пек. 16. Ӑслӑлӑх пухни таса ылтӑн пухнинчен лайӑхрах, ӑс-хакӑл тупни таса кӗмӗл тупнинчен пахарах. 17. Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — усалтан пӑрӑнни: хӑйӗн ҫулне астуса тӑракан хӑйӗн чунне упрать. 18. Вилӗм умӗн мӑнкӑмӑллӑх, ӳкесси умӗн мӑнаҫлӑх пырать. 19. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемпе тупӑш уйӑриччен йӑваш ҫынсемпе сапӑрлӑн пурӑнни лайӑхрах. 20. Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать, Ҫӳлхуҫана шанакан — телейлӗ. 21. Ӑслӑ чӗреллӗ ҫынна ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын тейӗҫ, ҫепӗҫ чӗлхе те пӗлӳ хушать. 22. Ӑс пуррисен ӑс-хакӑлӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, ӑссӑррисен пӗлӗвӗ — ухмахлӑх. 23. Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри унӑн чӗлхине те ӑс кӳрет, ҫавӑн пек чӗлхе пӗлӗве ӳстерет. 24. Ҫепӗҫ чӗлхе вӑл — караслӑ пыл: вӑл чуншӑн та пылак, шӑмшакшӑн та сиплӗ. 25. Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур, анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ. 26. Ӗҫҫынни хӑйӗншӗн ӗҫлет: ӑна хӑйӗн пырӗ ҫапла тума хистет. 27. Чее ҫын усал ӗҫ тӗвӗлет, чӗлхи-ҫӑварӗ унӑн — вӗтелекен вут-ҫулӑм пек. 28. Ултавлӑ ҫын харкаштарса ярать, элек саракан — туссене уйӑрать. 29. Усал сунакан хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине пӑсса ярать, ӑна ырӑ мар ҫул ҫине тӑма хӗтӗртет; 30. куҫне хӗсекен — ултавлӑх хатӗрлекен, шӑлне ҫыртсах усал ӗҫ тӑвать вӑл; [вӑл — хаярлӑх кӑмаки.] 31. Мухтав тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче. 32. Вӑрах тӳсӗмлӗ ҫын хӑюллинчен аванрах, хӑйне алӑра тытаканӗ хулана ҫӗнсе илекенрен лайӑхрах. 33. Хӗврен шӑпа туртаҫҫӗ, анчах мӗнле шӑпа тухасси пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫаран килет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех