Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 10

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 12:02

Пуплевӗш: 8; Сӑмах: 98

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ.

1. Эпӗ Ҫӳлхуҫана шанса тӑратӑп;
епле-ха эсир манӑн чунӑма:
«хӑвӑр патӑра, ту ҫине, кайӑк пек вӗҫсе кай» теетӗр?

2. Акӑ ӗнтӗ усал ҫынсем
таса чӗреллисене тӗттӗм ҫӗрте пемешкӗн
уххисене алла тытрӗҫ, ҫӗмренне хурса хирлӗвне карӑнтарчӗҫ.

3. Никӗсне-тӗрекне ҫӗмӗрсессӗн
тӳрӗ ҫын мӗнех тӑвайӗ?

4. Ҫӳлхуҫа — Хӑйӗн сӑваплӑ Керменӗнче,
Вӑл — Ҫӳлхуҫа, Унӑн аслӑ пуканӗ — тӳпере,
Унӑн куҫӗ [мӗскӗне] курса тӑрать; Вӑл куҫне хӗссе этем ывӑлӗсене сӑнать.

5. Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынна сӑнать,
усал ҫынна, пусмӑрлама юратакана Унӑн чунӗ кураймасть.

6. Усал ҫынсем ҫине Вӑл шӗл-кӑвар, вут-ҫулӑм, кӳкӗрт ҫутарӗ;
ӗнтекен ҫил те — вӗсен шӑпиех:
7. Ҫӳлхуҫа — тӳрӗ, тӳрӗлӗхе юратать;
тӳрӗ ҫынсем Унӑн сӑнне кураҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех