Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ»

Автор: Андрей МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хушнӑ: 2016.05.08 11:30

Пуплевӗш: 102; Сӑмах: 814

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Спорт

Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакан Альбина Семенова хӑйӗн маттур та пултаруллӑ хӗрӗпе чӑннипех мухтанать. Унӑн хӗрӗ — Раҫҫей биатлонисчӗ, 2013 ҫулхи Универсиада ҫӗнтерӳҫи, ҫӗршыв чемпионки Татьяна Акимова. Кӑҫал вӑл тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсене хутшӑнма тивӗҫ пулчӗ. Альбина Николаевнӑна хӗрӗ ҫинчен каласа кӑтартма ыйтрӑм.

— Эпир Ҫӗнӗ Лапсарта 1987 ҫултанпа пурӑнатпӑр. Вырӑнти йӗлтӗр базинче 20 ҫула яхӑн ӗҫлетӗп. Йӗлтӗрҫӗсен уйрӑмӗ поселокра иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех уҫӑлнӑ. Ун чухне йӗлтӗрпе чупасси питӗ ҫӳллӗ шайраччӗ. Эпӗ те хамӑн виҫӗ ачана — Иринӑна /1987 ҫулта ҫуралнӑ/, Сергее /1988/ тата Таньӑна /1990/ — спорт секцине ятӑм. Вӗсене Владимир Ванягин тренер чупма хӑнӑхтаратчӗ. Пурте йӗлтӗрпе ярӑнма юрататчӗҫ. Спорт шкулӗнче вӑл вӑхӑтра питӗ лайӑх йӗлтӗр пурччӗ. Унпа вӗсем ылмашӑна-ылмашӑна ярӑнатчӗҫ. 2000 ҫулта йӗлтӗр бази хута кайсан, вӑл пирӗн килтен аякрах марччӗ, ачасем унта ҫӳреме пуҫларӗҫ. Вӗсене тӗрӗслесех тӑраттӑм, ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланаттӑм. Ывӑл уйрӑмах лайӑх кӑтартусемпе савӑнтаратчӗ, анчах сывлӑхӗ хавшанине пула вӑл спортран пӑрӑнчӗ. Аслӑ хӗрӗм те шкул хыҫҫӑн Мускава тухса кайрӗ. Йӗлтӗр спортӗнче тата кросс чупассипе ӑстаччӗ пулин те вӗренӳ еннелле ытларах туртӑнчӗ, Мускав университечӗ пирки мӗн ачаранах ӗмӗтленетчӗ те. Каярахпа аспирантурӑра пӗлӳ илчӗ, халӗ тӗп хулари пӗр фирмӑра ӗҫлет.

— Таня аслисенчен хастартарах пулчӗ апла?

— Тренерсем сӗннипе вӑл 7-мӗш класс хыҫҫӑн Шупашкарти Олимп резервӗсен училищине вӗренме куҫрӗ. Унта ҫӳресшӗнех марччӗ: каяс килмест, юлташсенчен уйрӑлаймастӑп тесе йӗретчӗ. Паллах, училищӗре унта нумай ыйтнӑ. Хӗрачан вара выляс та килнӗ пулӗ. Валерий Павлов тренер ӑна спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвас килсен хулари йӗлтӗр базинче хатӗрленмелле тесе хӗтӗртрӗ. Хам та нумай хавхалантартӑм ӑна. Тӗрӗссипе, унӑн пушӑ вӑхӑт та ҫукчӗ, кунне-ҫӗрне йӗлтӗр базинче ирттеретчӗ. Ача чухне вӑл пиччӗшӗпе аппӑшӗнчен пачах та юлмастчӗ, ялан вӗсемпе пӗрлеччӗ. Аслисемпе ӗлкӗрсе пыраймастчӗ те мана пӑрахса хӑвараҫҫӗ тесе макӑратчӗ. Ҫапах вӑл вӗсем пек пулма тӑрӑшнӑ, вӗсенчен тӗслӗх илнӗ. «Хӑҫан та пулин сана хӑваласа ҫитсе иртсе кайӑп», — тетчӗ шӑпӑрлан аппӑшне. Училищӗре вӗренме пуҫласан унран ирттерме тытӑнчӗ. Лешсем те пӗчӗккӗ тесе хӑваламан ӑна, йӗлтӗрпе чупма вӗрентетчӗҫ. Малтанхи тапхӑрта ярӑнма шикленетчӗ пулин те тӑвайккине ҫав-ҫавах хӑпаратчӗ. Хамӑр та, ашшӗпе Сергей Ивановичпа, йӗлтӗрпе сахал мар чупнӑ. Пирӗнпе те ҫӳретчӗ вӑл, нихӑҫан та ӳркенместчӗ.

— Пушӑ вӑхӑт сахал унӑн терӗр, ҫапах яланах спортра мар пулӗ-ха.

— Мунча кӗме юратать, кашнинчех милӗкпе ҫапӑнать. Ҫемйипе мунчана ҫӳретпӗр. Ют ҫӗршыва кайсан мунчашӑн тунсӑхлать. Мунча кӗрес килет тет вара кашнинчех телефонпа ҫыхӑнсан. Апат- ҫимӗҫ янтӑлама та ӑста вӑл. Самантлӑха килсен те мӗн те пулин хатӗрлесе хӑварать. Уяв сӗтелӗ ҫинче яланах салат тавраш пур. Вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ япала ӑсталать. Халӗ те пушӑ вӑхӑтра алла илет вӗсене. Вӑрман варринче йӗлтӗрпе ҫӳресе ӳсрӗ те йывӑҫсене юратать. Кашни килмессерен вӗсем мӗн ҫӳллӗш ӳснине пӑхать.

— Хӗрӗрӗн наградисен шучӗ те ҫук пулӗ?

— Ҫапла, туллиех. Вӗсене тирпейлӗн упратӑп. Чылай ӑмӑртуран наградӑпа таврӑнать. Хамӑр тӑрӑхра иртнӗ турнирсене хам та ҫӳреттӗм, анчах вӑл тӑванӗсем пынине юратмастчӗ, ытларах пӑлханатӑп тетчӗ. Тренерсем ӑна ырлатчӗҫ, вӗсем мӗн каланине веҫех тӑватчӗ. Халӗ те ӑмӑртусене лайӑх хатӗрленет, кашни ӗҫе тӗплӗн тума тӑрӑшать. Шкулта та лайӑх вӗренетчӗ, спорт вӑхӑта тытатчӗ пулин те шкула урок туса кайманни пулман. Училищӗпе институтран та аван паллӑсемпе вӗренсе тухрӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илет.

14 ҫулта чухне Сыктывкарта Раиса Сметанинӑна асӑнса ирттернӗ ӑмӑртура мала тухса спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫларӗ. Ҫавӑн чухне унран пӗрремӗш хут журналистсем интервью илнӗ, сӑн ӳкернӗ. Вӑтаннипе ҫӗр тӗпне анса каяс пекех туйнӑ вӑл. 18 ҫулта Тутарстанра иртнӗ ӑмӑртура хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче йӗлтӗрпе чупса Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑчӗ. Ун чухне унран чылай ҫул аслӑрах спортсменсем те питӗ тӗлӗннӗ, ҫамрӑк йӗлтӗрҫе пырса саламланӑ. Училищӗрех вӑл биатлон уйрӑмне куҫрӗ, Анатолий Акимов патӗнче ӑсталӑха туптама пуҫларӗ. Унччен вӑл винтовкӑран персе те курман: вӗренчӗ, хӑнӑхрӗ.

— Татьянӑн мӑшӑрӗ Вячеслав та биатлонист. Вӗсене спорт паллаштарчӗ ахӑртнех.

— Ҫапла. Слава, Шупашкарта пурӑннӑ пулин те, 6-мӗш класранпа Ҫӗнӗ Лапсарти спорт шкулне ҫӳретчӗ. Ун чухнех пӗр-пӗрне куҫ хывнӑ вӗсем. Ҫав тапхӑртанах пӗрле: училищӗре, институтра, ӑмӑртусенче, тренировкӑсенче... 10 ҫул ытла пӗрле ҫӳренӗ хыҫҫӑн 2015 ҫулта пӗрлешрӗҫ. Телее, пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Ача чухне Таня журналсенчен паллӑ спортсменсен сӑнӳкерчӗкӗсене каса-каса илме юрататчӗ. Ют ҫӗршыври сумлӑ биатлонистсен /арӑмӗпе упӑшки пулнӑ вӗсем/ сӑнӳкерчӗкне пит юратса пӑхатчӗ: манӑн та вӗсем пек пулас килет тетчӗ. Чӑн та, калани пурнӑҫланчӗ, икӗ спортсмен ҫемье ҫавӑрчӗ.

— Спортсменӑн ашшӗ-амӑшӗ пулма ҫӑмӑл-и?

— Ҫу-ук! Пӗрре те ҫӑмӑл мар. 2013 ҫулта Универсиадӑна телевизорпа пӑхнӑ чухне хама унпа пӗрле чупнӑнах туйрӑм. Пемессерен хускалми лартӑм, вӗҫӗм уншӑн кӗлӗ турӑм. Пӑлханса пӗтрӗм. Эпӗ пӑшӑрханни Таньӑна куҫнине ӗненсе /амӑшӗпе ачи кӑвапапа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ вӗт/. Юлашки вӑхӑтра ӑмӑртусене пӑхма пӑрахрӑм. Кашни салтак генерал пулма ӗмӗтленнӗ пекех пур спортсмен та Олимпиадӑна хутшӑнас тӗллевлӗ. Таня та ҫавсен йышӗнчех. Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлас тесе вӑл пӗрремӗш утӑмсем турӗ-ха.

— Татьяна ҫитсе курман ҫӗршывпа хула та юлмарӗ пулӗ?

— Европӑри ҫӗршывсенче кашнинчех пулса курчӗ вӑл. Швецие ытларах килӗштернӗ. Унта питӗ таса та тирпейлӗ пулнине палӑртать, йӗри-тавра симӗс курӑк ӳсет тетчӗ. Пирӗн тӑрӑхра вара — хыт-хура. Швецире кашни кил умӗнче йӗлтӗр пур теҫҫӗ. Пирӗн патра йӗлтӗре урама пӑрахса хӑвар-ха — йӑкӑртса кайӗҫ. Ҫулсем яп-яка. Ҫуртсемпе пӳлӗмсенче те питӗ хӑтлӑ. Апат-ҫимӗҫ енчен те начар мар, унта та тӗрлӗ ҫимӗҫ туянма пулать. Хӑшпӗр поселока хамӑр тӑрӑхри ял пекех тет. Америкӑра мар, Ҫӗнӗ Лапсарта ҫӳренӗнех туять иккен хӑйне. Паллах, ҫулҫӳрев ывӑнтарать ӑна. Килти апатсӑр тунсӑхлать, таврӑнсан яшкана, ҫӑкӑра пит юратса ҫиет. Европӑра услови питӗ лайӑх пулин те тӑван тӑрӑха нимӗнпе те улӑштараймӑн — ҫуралнӑ килтен лайӑхраххи нимӗн те ҫук.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех