Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать

Автор: Андрей МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хушнӑ: 2016.06.01 17:56

Пуплевӗш: 131; Сӑмах: 1252

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Ача чухне эпир кашни эрнере библиотекӑна утаттӑмӑр: ҫӗнӗ кӗнеке илсе килмен-ши? Тен, интереслӗ журналӑн ҫӗнӗ номерӗ ҫитнӗ? Ун чухне вулав ҫуртӗнчен ҫын татӑлмастчӗ: ачи-пӑчи, ватти-ҫамрӑкки, вӑйпитти ҫынсем — нумайӑшӗ библиотекӑна ҫӳренӗ. Анчах самана улшӑнӑвӗсем халӑха кӗнеке-хаҫатран пӑрма тытӑнчӗҫ. Компьютер, интернет тапхӑрӗ вӑй илме пуҫласан вулакансен йышӗ самаях чакрӗ, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ библиотека ҫулне такӑрлатма пӑрахрӗ. Мӗнле пурӑнать-ха паянхи вулавӑш? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупас тӗллевпе Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи библиотекӑна ҫитсе куртӑм. Унта пӗр улшӑнми 35 ҫул ӗҫлекен Людмила Шикаревӑпа курса калаҫрӑм.

Ҫынсем кӗнеке парнелеҫҫӗ.

— Шел те, юлашки вӑхӑтра библиотекӑсем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкрӗҫ. Вулакан сахалланчӗ, ҫӗнӗ кӗнекесем сайра хутра кӑна килеҫҫӗ, хаҫат-журнал ҫырӑнса илме те укҫа-тенкӗ ҫитми пулчӗ. Тӗслӗхрен, пирӗн патра республикӑри кӑларӑмсем ҫукпа пӗрех. Район хаҫачӗ килсе тӑрать. Унччен 70-80 ят пулнӑ. Халӗ ҫулталӑкне 30-40 кӗнеке ярса параҫҫӗ. Ытларах — Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнисем. Ҫавӑнпа вӗсене вулакан нумай. Вырӑслисем килменпе пӗрех. Патшалӑх кӗнеке туянма ятарласа укҫа уйӑрса паратчӗ. Ҫав кӗмӗлпе Шупашкарти лавккасенчен илеттӗмӗр. Халӗ ун пек ырлӑх ҫук. Юлашки вӑхӑтра библиотека ҫынсем парнеленӗ кӗнекесемпе пуянланчӗ. Пысӑккисенчен темиҫе томлӑ Раҫҫей тата православи энциклопедийӗсем килсе тӑраҫҫӗ. Фондра — 10 пин кӗнеке. Хаҫат-журнала илес пулсан, «Чӑваш хӗрарӑмне», «Саманта», «Тӑван Атӑла» юрататчӗ халӑх. Фантастика хайлавӗсене, юрату романӗсене илсе вулаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫынсем пахчаҫимӗҫ /тӗслӗхрен, иҫӗм ҫырлипе ҫӗрулми ӳстермелли/ кӑларӑмсемпе кӑсӑкланма пуҫларӗҫ. Чылай ҫул каялла тухнӑ вырӑс кӗнекисене тепӗр хут вулама тытӑнчӗҫ: В.Астафьев, М.Алексеев... Пирӗн тӑрӑхра 12 ял валли пӗр библиотека. Ҫулла ҫын сахал, каникул вӑхӑтӗнче ялта пурӑнакан хула ачисем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен аслӑраххисем те килме тытӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра аслисен хушшинче компьютерпа ӗҫлеме вӗренекенсем те пур, анчах Интернет ҫук, — пӑшӑрханса пӗлтерчӗ Людмила Валериановна.

Библиотекарьсем ӗҫлемесӗр лармаҫҫӗ, вун-вун мероприяти ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр К.Иванов тата Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ уяв нумай йӗркеленӗ. «Чи пысӑккисенчен чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗпе Елена Митрофановӑпа пӗрле шкул ачисен хушшинче ирттернӗ вулакансен конкурсне палӑртмалла. Унта Полинӑпа Анфиса Тургановасем мала тухрӗҫ. «Пултарулӑх арчи» уява та классика халалларӑмӑр. Ялти хастар ҫынсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑсем вуларӗҫ. Ял ачисемпе кӗркунне «Сухан кунне» йӗркелерӗмӗр. Хамӑр тӑрӑхри Людмила ятлӑ хӗрарӑмсен каҫне ирттересси йӑлана кӗчӗ», — каласа пачӗ библиотекарь. Сӑмах май, иртнӗ ҫул Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе Людмила Шикарева шкулти учительсемпе пӗрле К.Ивановӑн тӑван тӑрӑхне — Слакпуҫне — кайса курнӑ.

— 35 ҫулта библиотека ӗҫӗ-хӗлӗнче нумай улшӑну пулчӗ. Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче политика сӗмӗллӗ мероприяти ытларах ирттерме хушатчӗҫ. Калӑпӑр, съезд иртнӗ. Ун пирки халӑха пухса ӑнлантармаллаччӗ, курав йӗркелемеллеччӗ, ҫар листовкисем кӑларасси йӑлараччӗ. Ӗҫҫи вӑхӑтӗнче бригадӑсем патне ҫӳремеллеччӗ, «хӗрлӗ кӗтессем» тӑваттӑмӑр, хастар ӗҫлекенсем ҫинчен материал хатӗрлеттӗмӗр. Халӗ ку енӗпе ирӗклӗрех, — сӑмах ҫӑмхине сӳтрӗ Людмила Валериановна. — Ӗлӗк библиотека ача-пӑча сассипе кӗрлесе тӑратчӗ. Хупӑ чухне те алӑк умӗнче кӗшӗлтететчӗҫ. Уроксем вӗҫленнӗ-вӗҫленмен пирӗн пата васкатчӗҫ вӗсем. Шел те, халӗ ача йышӗ те питӗ пӗчӗк. Юнашар ялсенчен килекенскерсем урок хыҫҫӑн автобуспа киле васкаҫҫӗ. Ҫапах тӗп вулавҫӑсем вӗсемех. Шкул программипе ҫыхӑннӑ кӗнекесене ытларах илеҫҫӗ. Чи нумай вулаканни — 10-мӗш класра вӗренекен Анфиса Турганова. Вӑл питӗ пултаруллӑ хӗрача, спортпа та туслӑ, юрлама-ташлама та ӑста. 2-мӗш класри Нелли Васильева йӑмӑкне те ҫавӑтса килет. Аслӑ ӳсӗмрисенчен Алевтина Александровна Ямуковӑна палӑртмалла. 70 ҫула ҫывхаракан хӗрарӑм нумай ҫул воспитательте ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнекисене юратса вулать, вырӑс классикӗсен хайлавӗсене шӗкӗлчет. Хаҫат-журналпа вара Юрий Кабачев уйрӑмах интересленет, Владимир Батманов вӑрҫӑ темине килӗштерет.

Тӗрлӗ мероприятире пуҫлӑхсем отчет тӑваҫҫӗ, клуб ӗҫченӗсем концерт кӑтартаҫҫӗ пулсан вулавӑш ӗҫченӗсем ҫынсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа паллаштараҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ. Пӗчӗк вулакансене, библиотекӑна пӗрремӗш хут килекенсене, хӑю кассах йышӑннассине те ырӑ йӑлана кӗртнӗ.

Музей — ял пуянлӑхӗ.

Библиотека ҫумӗнче тавра-пӗлӳҫӗсен клубӗ тата музей ӗҫлет. «Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче кашни библиотека уйрӑм направленипе ӗҫленӗ. Эпир музей тата таврапӗлӳ ӗҫне суйларӑмӑр. Ҫавӑн чухнех музей йӗркелеме тӗллев лартрӑмӑр. 1985 ҫулта музей валли япаласем пуҫтарма пуҫларӑмӑр. Чи малтан музей Мария Ивановна Шикаревӑн, манӑн хуняман, япалисемпе пуянланчӗ. Акчура ялӗнче пурӑнакан ватӑсем пире авалхи кӗписене пачӗҫ. Ялсем тӑрӑх тӗрлӗ савӑт-сапа, хатӗр-хӗтӗр пуҫтарса ҫӳреттӗмӗр. Хӑйсем илсе килекенсем те пулнӑ. Ҫапла майӗпен-майӗпен эпир музее «ҫӗклерӗмӗр». Халӗ кунта чылай ҫын килсе ҫӳрет, хӑнасене те тарават эпир», — музейпе паллаштарнӑ май кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ Людмила Валериановнӑн. Кунта ҫак тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсем валли те вырӑн тупнӑ. Калӑпӑр, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин Василий Егоровӑн алҫырӑвӗсене те тытса вулама пулать. Петр Осиповӑн кӗтесӗ те Кутемер ачин ятне упрать.

Таврапӗлӳҫӗсен клубне вара ытларах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксем валли те унта кӑсӑкли самаях. «Юлашки вӑхӑтра Кутемерти авалхи юман ҫинчен материалсем пухрӑмӑр, унӑн кун-ҫулне тӗпчерӗмӗр. Ку юман пирки Петр Осипов та нумай ҫырнӑ. Ҫав вырӑнта ҫӗнӗ йывӑҫсем лартма палӑртаҫҫӗ ҫыравҫӑсем. Унччен маларах Энтри Пасар тата Шӑмалӑх ялӗсенчи ҫӑлсене тӗпченӗччӗ. Пирӗн таврара ӳсекен курӑксене сӑнасах тӑратпӑр», — ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ клуб ертӳҫи Л.Шикарева.

Ял кун-ҫулне тӗпчет.

Мӗн хавхалантарать-ха ӑна ӗҫлеме?

— Ӗмӗрӗпе кӗнекепе юнашар. Кӗнекесӗр пурнӑҫ та пурнӑҫ мар пек. Отпускра та кӗнекесӗр тунсӑхлатӑп. Килте нумай пулин те. Ачаран вулама юрататӑп. Ун чухне кӗнеки те сахал пулнӑ. Улмалуйри пуҫламӑш шкулта вӗренме пуҫласан алла пӗрремӗш хут кӗнеке тытрӑм. Унтах пӗчӗк библиотека пурччӗ. Пурне те вуланӑ-и, вуламан-и — сумка тулли кӗнеке йӑтса ҫӳреттӗм. Руфина Васильевна Галкина вӗрентекене ырӑпа аса илетӗп. Вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ пулас тӗллевпе пединститута вӗренме кӗресшӗнччӗ, анчах ӑнмарӗ. Вара Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине ҫул тытрӑм. Паллах, ҫакӑншӑн пӗрре те ӳкӗнместӗп. Мӗншӗн тесен ачасемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, хальхи вӑхӑтра уйрӑмах. Эпӗ хама учитель пекех туятӑп. Вӗсене те ҫӗнӗ пӗлӳ паратӑп, кӗнекене юратма вӗрентетӗп. Паянхи ачасем питӗ пултаруллӑ, хастар, хӑюллӑ, темӗн те пӗлеҫҫӗ. Анчах кӗнеке вулама юратманни питӗ тӗлӗнтерет. Вӗсем халӗ электронлӑ кӗнекесене килӗштереҫҫӗ. Ҫапах хутлӑ кӗнекене ҫитеймест вӑл. Ҫӗнӗ самана хӑйӗннех ыйтать ҫав — хам та ав компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхрӑм. Тӗрлӗ темӑллӑ кӗнекесене вулатӑп. Вырӑс классикӗсем уйрӑмах чуна ҫывӑх. Вӗсене эпӗ темиҫе хут та вуланӑ, — каласа кӑтартрӗ кашни кӗнекерех хӑйӗн валли кӑсӑкли тупакан библиотекарь.

«Кӗнеке вулакан ҫырма та вӗренет», — теҫҫӗ. Людмила Валериановна ҫинченех ку сӑмах. Район хаҫатӗнче унӑн статйисем пичетленсех тӑраҫҫӗ. Вырӑсла та, чӑвашла та ҫырать вӑл. Таврапӗлӳпе интересленет. Хальхи вӑхӑтра тӑван кӗтесӗн — Аялти Улмалуй ялӗн — кун-ҫулне тӗпчет. «Атте Валерьян Васильевич Галкин 3 ҫул килӗрен киле ҫӳресе ял ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлсе ҫырса хӑварнӑ блокнот маншӑн чи пысӑк пуянлӑх. Ӑна куҫ пек упратӑп, пичетлес ӗмӗтпе пурӑнатӑп», — чунне ирӗке ячӗ хӗрарӑм. Тӗллевӗсем пысӑк унӑн. Вӑрҫӑ ветеранӗсене асра тытса ялта асӑну хӑми ҫакас шухӑш пур. Вӑрҫӑ ачисене пухса мероприяти ирттересшӗн, музейре сентресем вырнаҫтарма ӗмӗтленет.

— Килтисем вулаҫҫӗ-и сирӗн? — ыйтрӑм эпӗ. «Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

Людмила Валериановна — общество ӗҫӗн хастарӗ те. Ялти хӗрарӑмсен канашне нумай ҫул ертсе пынӑ. Вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатас, савӑнӑҫпа пуянлатас тӗллевпе тӗрлӗ мероприяти сахал мар ирттернӗ ҫак тапхӑрта. Хӑйӗн ӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн ӑна 2009 ҫулта ЧР Культура министерствин Хисеп хучӗпе наградӑланӑ. РФ культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Тав ҫырӑвне те тивӗҫнӗ вӑл. Республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫин Крета Валицкаян аллинчен Хисеп хучӗ те илнӗ.

Тӗслӗхли тӗслӗх кӑтартать.

Энтри Пасар ялӗнче вулав ҫурчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Чи малтан унта Николай Алексеев вӑй хунӑ. 1950-1951 ҫулсенче вулавӑш пуҫлӑхӗн тилхепине Шӑмалӑх хӗрӗ Елизавета Александрова /1926/ тытса пынӑ. «Кӗнекесен йышӗ — 1 пин экземпляр. Вулакансем ытларах — шкул ачисем. Ҫитӗннисен хушшинче Петр Тимофеев, Михаил Семенов, П.Никифоров вулама юратаҫҫӗ», — ҫырнӑ Елизавета Александровна. 1954 ҫулта кӗнеке фондне Кармал ялне куҫарса кайнӑ, 1965 ҫулта — Ҫӳлти Улмалуй ялне. 1968 ҫулта Энтри Пасар ялӗнче ҫӗнӗ библиотека уҫӑлнӑ. Унта 7 пин ытла кӗнеке пулнӑ. Тӗрлӗ ҫулта культура учрежденийӗнче Антонина Апполонова, Галина Аникина, Мария Турганова, Петр Кашаев, Клара Пучкова ӗҫленӗ. 1970 ҫулта вулавӑш ӗҫне Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен вӗренсе тухнӑ Николай Петров пуҫӑннӑ. Кунта вӑл нумай ҫул /2007/ вӑй хунӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. 1980 ҫулта библиотекӑна Людмила Шикарева килнӗ. Юлашки виҫӗ ҫул вӑл Кармал хӗрӗпе Ольга Павловӑпа килӗштерсе ӗҫлет. Шкул библиотекипе /ертӳҫи — Алена Турганова/ ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

1989 ҫулта ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ вулавӑш Андриян Николаев космонавт ячӗпе хисепленет. 2005 ҫулта ялта тӗслӗх библиотека уҫӑлнӑ. Ун чухнех ӑна ҫӗнӗ техникӑпа тивӗҫтернӗ.

«Сирӗн шухӑшпа библиотекӑн пуласлӑхӗ пур-и?» — кӑсӑклантӑм эпӗ. «Паллах. Малашне вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать. Раҫҫее вулакансен ҫӗршывӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт. Кӗнеке авалах пулнӑ, халӗ те пур, малашне те пулӗ», — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ библиотекарь.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех