Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ

Автор: Любовь ПЕТРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хушнӑ: 2016.06.16 18:23

Пуплевӗш: 79; Сӑмах: 637

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсенчен ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине харӑсах иккӗн тивӗҫнӗ. Каччӑсем тулли ҫемьере ҫитӗнмеҫҫӗ пулин те вӗренӳре лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыма ҫеҫ мар, тӗрлӗ олимпиада-конкурсра пӗлӳ шайне тӗрӗслеме, общество ӗҫне хутшӑнма та вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Пурнӑҫланайман ӗмӗт.

Улаксарта пурӑнакан Николай Алексеев 9-мӗш класра вӗреннӗ чухнех обществознанипе, ОБЖпа район шайӗнче иртнӗ предмет олимпиадисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Каччӑ технологипе физкультура урокӗсене кӑмӑлпа ҫӳренине каласа кӑтартрӗ:
— Класра 7-ӗн вӗрентӗмӗр: 3 хӗр те 4 каччӑ.
9-мӗш класчен 12-ӗн ӑс пухрӑмӑр. Сахаллӑн пулнипе вӗрентекен урокра кашнинченех ыйтса ӗлкӗретчӗ. Ҫавӑнпа пурте тӑрӑшса вӗренеттӗмӗр, кашни предметпах хатӗрленсе килеттӗмӗр.

Николай 5 предметпа ППЭ тытма ыйтса ҫырнӑ. Математикӑпа вырӑс чӗлхисӗр пуҫне обществознание, физикӑна тата математикӑна профиль шайӗнче тытма палӑртнӑ. Яш ӑҫта вӗренме кӗрессине хальлӗхе пӗлмест. Ҫакӑ экзаменра пухнӑ балсенчен килет. Вӗрентекен профессине алла илмессине ҫирӗппӗнех пӗлтерчӗ. Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та йывӑр пулнине лайӑх ӑнланать вӑл. Шалӑвӗ пӗчӗкки пирки те пӗр ҫынран ҫеҫ илтмен. Николай каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, шкулти вӗрентекенсен хушшинче пӗр ҫамрӑк та ҫук. Чылайӑшӗ тивӗҫлӗ канура е ҫав ҫулалла ҫывхарса пырать. Каччӑн шухӑшӗпе, паянхи саманашӑн хӑш аслӑ шкулта е училище-техникумра пӗлӳ илни пӗлтерӗшлӗ мар, алла диплом илнисенчен чылайӑшӗ хӑйӗн профессийӗпе ӗҫлемест. Нумайӑшне ку ячӗшӗн ҫеҫ кирлӗ.

Ҫамрӑк Интернетра час-часах ларать-ши?

— Хӑш чухне нимӗн тума аптӑранипе кӗретӗп. Пушӑ вӑхӑтра сывлӑха ҫирӗплетме тӑрӑшатӑп. Каникулта ирхине те, каҫхине те чупма тухатӑп, — хуравларӗ Николай. Вӑл ялта ҫитӗннӗ пулин те унӑн тӑван тӑрӑхра тӗпленес килмест. Ҫакна кунта ӗҫ вырӑнӗ ҫуккипе, аталанма майсем сахаллипе ҫыхӑнтарать.

— Пӗчӗкренех чупма юрататтӑм. Пӗррехинче республика шайӗнчи ӑмӑртура мала тухрӑм. Ун чухне пурнӑҫа спортпа ҫыхӑнтарма ӗмӗтленнӗрен тренерсем Олимп резервӗсен училищине вӗренме чӗнессе кӗтрӗм. Ялта хам тӗллӗн ҫеҫ хатӗрленнӗрен-ши — ман пата никам та пымарӗ. Сумлӑ вӗрентекенсемпе калаҫу пуҫарма хӑю ҫитертӗм. Шел те, вӗсенчен пӗри те шантарнӑ кун тӗпулӑва килмерӗ. Ун чухне кӑмӑл ҫав тери пусӑрӑнчӗ. Хамӑн ачасене те пулин хулара ӳстерме тӗллев лартрӑм. Спорт секцине ҫӳреччӗр, хӑйсене кирлӗ пек аталанччӑр, — чун ыратӑвӗпе паллаштарчӗ пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑма хатӗрленекен каччӑ.

Николай ашшӗпе пурӑнать. Пысӑк ҫухату пирки вӑл калаҫасшӑн пулмарӗ. Ҫапах амӑшӗсӗр пурнӑҫ йывӑрри никам каламасӑрах паллӑ:
— Ҫулталӑк ҫурӑ каялла анне ҫӗре кӗчӗ.
Атте ӗҫлеме тухса кайсан шӑллӑмпа иксӗмӗр асаннепе юлатпӑр. Пӗртӑванӑмпа черетленсе апат пӗҫерме те, урай ҫума та тивет, — терӗ вӑл кун пирки кӗскен.

Пахчара ҫумлама та ӗлкӗрет.

Кӑшнаруй ялӗнче пурӑнакан Дмитрий Максимов Николайпа пӗр класра вӗренет. Вӑл 5-мӗш класран пуҫласа «Зарница» вӑййисене хутшӑнма тытӑннӑ. Унтан «Орленокри» ӑмӑртусенче вӑй виҫнӗ. Каччӑ спорта мӗн пӗчӗкренех юратать. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна ача чухне «вӑрҫӑлла» выляни те витӗм кӳнӗ. Пиччӗшӗ Сергей ӑна хоккейла выляма вӗрентнӗ. Ахальтен мар Дима шкулта ӑс пухнӑ чухне физкультура тата ОБЖ предмечӗсемпе районта пӗрре мар малти вырӑнсене йышӑннӑ. Республика шайӗнчисене те хутшӑннӑ. Вӗренӳри тата спортри ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ.

— Ҫемьере эпир виҫӗ ывӑл. Пичче шкултан вӗренсе тухнӑ ӗнтӗ. Кӗҫӗнни 8-мӗш класс пӗтерчӗ. Анне пире пӗчченех ҫитӗнтерет. Атте 2009 ҫулта инкеке пула ҫӗре кӗчӗ. Эпӗ ун чухне 10 ҫултаччӗ. Ҫывӑх ҫыннӑма мӗн тери йывӑр пулнине ӳссен ҫеҫ ӑнлантӑм. Анне пирӗншӗн чунне пама хатӗр. Ялта ӗҫ вырӑнӗ ҫуккипе вӑл Мускава тухса кайрӗ. Халӗ килте шӑллӑмпа ҫеҫ пурӑнатпӑр. Кукамай юнашарах кун кунлать. Тус-тӑван килсех ҫӳрет, пулӑшать, — чунне уҫрӗ ЧР Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ.

Ытти ача урамра йытӑ хӑваланӑ чухне Дима амӑшне кил-тӗрӗшре пулӑшнӑ. Мӗн пӗчӗкренех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗскер халӗ хуҫалӑха хӑй тӗллӗнех тытса пырать. Экзаменсене хатӗрленме те, пахчара ҫум ҫумлама та ӗлкӗрет. Апатне те хӑй пӗҫерет, урай ҫума та вӑхӑт тупать. Ҫемье пуҫӗ пурнӑҫран уйрӑлсан Максимовсем картиш тулли выльӑх усрама пӑрахнӑ. Ҫапах кил-тӗрӗшре ӗҫ тупӑнсах тӑрать. Дима ахаль чухне те лара-тӑра пӗлмест. Амӑшӗ килсен ҫеҫ кӑшт ачашланать.

Яш виҫӗ предметпа ППЭ тытнӑ. Вӑл Голицынӑри чикӗ хуралҫисен институтне вӗренме кӗме ӗмӗтленет. Ҫар ҫыннин тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнма тивни хӑратмасть ӑна. Ҫамрӑкскер тӗнче курасшӑн, офицер пуласшӑн.

Пӗр класра вӗреннӗ каччӑсене шеллерӗм, вӗсен пултарулӑхӗнчен тӗлӗнтӗм. Пӗрисем тулли ҫемьере ҫитӗнеҫҫӗ пулин те вӗренӳре ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ, килте ашшӗпе амӑшне пулӑшмаҫҫӗ. Теприсен пур ӗҫ валли те вӑхӑт ҫитет. Вӗсене ЧР Пуҫлӑхӗн стипендийӗ тата хавхалантарать. Яшсем ӑна чӑннипех те тивӗҫлӗ. Каччӑсенчен пӗри амӑшӗсӗр, тепри ашшӗсӗр ҫитӗнет пулин те вӗсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрессе шанас килет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех