Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах

Автор: Татьяна НАУМОВА

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хушнӑ: 2016.06.15 11:11

Пуплевӗш: 121; Сӑмах: 867

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Шкулта кӗҫӗн класра вӗреннӗ чухне юрлаттаратчӗҫ ҫапла. Паян сире паллаштаракан ҫамрӑкпа курнӑҫнӑ хыҫҫӑн шӑпах ҫак йӗркесем асӑма килчӗҫ.

«Ашшӗ-амӑшӗ епле, ачи-пӑчи те ҫапла», — тенӗ ваттисем. Йӑх-несӗле асра тытакан ҫын ачи ҫеҫ аслисенчен тӗслӗх илсе ватӑсене хисеплет, ашшӗпе амӑшне сума сӑвать, тӑван халӑхне юратать.

Юлашки вӑхӑтра чӑваш халӑхӗн йышӗ чакни пирки нумай калаҫатпӑр. Чӗлхене пӗлекен сахалланни те пӑшӑрхантарать пире. Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне тӑван сӑмахлӑхпа, йӑла-йӗркепе паллаштарманнипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ. Тавах, ырӑ тӗслӗх кӑтартакан та пур-ха. Ҫакӑн пек маттурсем ҫинче тытӑнса тӑратпӑр та!

Михаил Федоров юрӑҫпа мӑшӑрӗ Надежда та, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ пулин те, ывӑлӗпе хӗрне «чӑвашла» ҫитӗнтернӗ. Ҫавӑнпах Мишӑпа Илона тӑван сӑмахпа хутшӑнаҫҫӗ. Тап-таса та илемлӗ янӑрать вӗсен пуплевӗ. Асатте-асанне йӑли-йӗркине те ачаранах ӑша хывнӑ хӗрпе яш.

Ҫӗнтерӳ парачӗ.

Май тупса маттур та пултаруллӑ ҫамрӑкпа, «Чӑваш Ен» наци радиовӗнче сасӑ режиссерӗнче тӑрӑшакан Мишӑпа, курса калаҫас терӗмӗр.

— Хулара пурӑнатпӑр пулин те атте-аннепе мӗн ачаран чӑвашла калаҫатпӑр. Ҫураласса Тӑвай районӗнчи Тӑвай ялӗнче кун ҫути курнӑ. Эпӗ пилӗк-ултӑ ҫулта чухне ҫемье Ҫӗнӗ Шупашкара куҫнӑ. Апла пулин те вырӑсланман. Ачасем тӑван чӗлхене пӗлесси пӗтӗмпех аслисенчен килет. Чӑваш халӑх историйӗпе ҫыхӑннӑ пулӑм-япалапа та кӑсӑклансах паллашатӑп, — тет Михаил Павловичпа Надежда Анатольевна ывӑлӗ.

Паллах, хулара ӳснӗ май юлташӗсем ытларах вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Анчах чӑвашла пуплени вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма нимӗнпе те чӑрмантарман. Пушшех те — Миша ыттисене чӑваш чӗлхипе килти ӗҫ пурнӑҫлама пулӑшнӑ.

— Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Вера Федоровна мӗнпур конкурса илсе ҫӳретчӗ. Тӑван чӗлхепе, культурӑпа ҫыхӑннӑ пӗр конкурсран та юлман. Сӑвӑ каламалли те, юрламалли те, тӑван тавралӑх, йӑла-йӗрке, халӑх историне тӗпчекенни те... Пӗринчен те дипломсӑр таврӑнман. Тӗрлӗ Хисеп хучӗ купипех. Йӑмӑкӑм Илона манран икӗ ҫул кӗҫӗн. Ӑмӑртусене унпа иксӗмӗр те каяттӑмӑр. Пӗри — пӗрремӗш, тепри иккӗмӗш вырӑнсемпе таврӑнаттӑмӑр.

Училищӗре вӗренме тытӑнсан, паллах, унта тӗрлӗ районтан килнӗ ҫамрӑксемпе туслашнӑ. Вӗсемпе те яланах чӑвашла хутшӑннӑ. Паян та тӑван сӑмахпах калаҫатпӑр, — тет культура училищинчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк.

Унта вӑл музыка пӗлӗвӗ илнӗ. Вӗрентекенре тӑрӑшма ирӗк паракан диплом илсен тӳрех салтак атти тӑхӑннӑ яш. Ҫавӑнпах тӑван ҫӗршыв умӗнчи ку парӑмне те татнӑ. Хӗсметре Мускав ҫывӑхӗнче мото-стрелоксен ҫарӗнче пулнӑскер 2013 ҫулта Кремльти Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма та тивӗҫнӗ.

Мускавра — стройкӑра.

Салтакран таврӑнсан виҫӗ ҫул стройкӑра ӗҫленӗ вӑл.

— Малтанах икӗ-виҫӗ эрне кантӑм-ха. Аттепе аннерен укҫа ыйтма аван мар ӗнтӗ, мӑн ҫын-ҫке халӗ. Пӗр юлташ Мускавра ӗҫлетчӗ. Пӗрле чӗнчӗ. Пӗр уйӑх ӗҫленӗшӗн укҫа аван тӳлерӗҫ те кунтах тӑрӑшрӑм. Стройкӑра ӗҫленӗшӗн намӑсланмалли те, вӑтанмалли те ҫук. Ӗҫсе ҫӳрени мар вӗт. Анне, паллах, ярасшӑнах марччӗ. Атте ку хыпара йӗркеллех йышӑнчӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенпе те пӗр чӗлхе тупнӑччӗ. Укҫа памасӑр кӳрентермен пире. Эпир те, темиҫе ҫамрӑк, ӗҫсе ӗҫлемесӗр тарӑхтарман. Аслисем хушӑран кӑштах сыпаҫҫӗ-ҫке. Ҫавӑнпах киле те канма хӑть те хӑҫан та яратчӗ.

Ҫур ҫул каялла радиона вырнаҫрӑм. Мускав укҫи илӗртет паллах. Анчах Шупашкартах ӗҫ тупмалли шухӑш патне ҫитнӗччӗ. Аякри хула ывӑнтарать, ҫывӑх ҫынсемпе юнашар пулас килет. Пушӑ вӑхӑтра радиора ӗҫлеме килӗшекен ҫамрӑксене училищӗре вӗреннӗ чухнех шыратчӗҫ. Ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене тишкерме эпӗ те килнӗ кунта. Салтака кайма вӑхӑт ҫитнӗ май ҫеҫ чарӑнтӑм. Виктор Николаев сасӑ режиссерӗ ун чухнех: «Кӑмӑлу пулсан кил», — терӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче шӑнкӑравларӑм ун патне. Кӗтме хушрӗ. Раштав уйӑхӗнче сасӑ пачӗ. «Ыран ӗҫре пулмалла», — терӗ. Ун чухне эпӗ Мускавраччӗ. Ҫав кунах пӗтӗм ӗҫе пӑрахса килтӗм.

Хама кунта пӗрре те ӗҫри пек туймастӑп. Килти пекех хӑтлӑ. Вӑхӑт та хӑвӑрт иртет. Питӗ кӑсӑклӑ. Атте ача чухнех: «Кӑмӑла тивӗҫтерекен вырӑн тупмалла. Ирпе тӑрсан «каллех ӗҫе каймалла» тесе ассӑн сывламалла ан пултӑр», — тетчӗ, — хӑйне тупнине палӑртать маттур каччӑ.

«Салтака хама хам ӑсатрӑм»

Паллах, икӗ Миша — асли тата кӗҫӗнни — сцена ҫине пӗрле те сахал мар тухнӑ. Михаил Павлович ывӑлӗпе хӗрне мӗн пӗчӗкренех юрлаттарнӑ. Халӗ ку йӑлана пӑрахӑҫланӑ ачисем. Аслинчен «ҫӑлтӑр чирӗ» ермен вӗсене. Сӑмах май, Илона халӗ патшалӑх служащийӗ пулма вӗренет.

— Пурнӑҫа музыкӑпах ҫыхӑнтарас килетчӗ-ха, анчах сцена ҫине тухса мар, ҫынна курӑнман енчен. Ҫавӑнпах ку ӗмӗт пурнӑҫланчӗ теме хӑюллӑнах пултаратӑп. Сасӑ режиссерӗ те — пултарулӑх ӗҫӗ. Юрӑ-кӗвӗпе те ҫыхӑннӑ вӑл. Хӑвна кӑтартма анлӑш пур — кӑларӑмсене хӑвна килӗшнӗ пек илемлетме пӗр чару та ҫук, — палӑртать яш каччӑ.

Мӗнле амӑшӗ ачисемшӗн савӑнмӗ! Надежда Анатольевна та ывӑлӗшӗн хӗпӗртетех.

— Кунӗпех радио умӗнче вӑл. «Михаил Федоров сасӑ режиссерӗ» тенине илтсен савӑннине пытармасть анне. Атте, паллах, кӑмӑл-туйӑмне пурне те кӑтартмасть. Арҫын-ҫке. Анчах эпӗ хамӑн ӗҫе юратнине пӗлтерсен куҫӗнче маншӑн хӗпӗртени палӑратех, — пытармасть Миша.

Паллах, йывӑрлӑхсемсӗр мар. Хӑть те мӗнле ӗҫре те пур вӗсем. Техника та тепӗр чухне ывӑнать. Пӗррехинче хит-парада икӗ сехет ҫурӑ пуҫтарнӑ хыҫҫӑн компьютер сӳннӗрен ҫак ӗҫе тепӗр хутчен пурнӑҫлама тивнӗ.

Михаил Федоров ывӑлне купӑс калама та вӗрентнӗ. Ку Мишӑн киленӗҫӗ те. Ҫавӑнпах баянпа гитара та ӗҫрех, алӑ айӗнчех упранаҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах туртса кӑларать вӗсене ҫамрӑк, чунне ҫывӑх илемлӗ кӗвӗсем калать. Ытларах чӑваш халӑхӗнне килӗштерет. Хушӑран хӑй те ҫыркалать. Училищӗри оркестрта тӑмра та каланӑ йӗкӗт.

— Салтака… хама хам ӑсатрӑм темелле. Юлташсем те, атте те купӑс калать-ха, анчах ҫынсене купӑс выляса хам та ташлаттартӑм, — тет вӑл.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ Федоровсем.

— Атте кашни ир чупать. Юр ҫӑвать-и, ҫумӑр-и — пурпӗр тухать. Салтака кайиччен мана та хӑнӑхтарнӑччӗ ку йӑлана. Мускава ҫӳреме тытӑнсан пӑрахӑҫларӑм ӑна. Руль умӗнче ҫӳренӗрен эрех-сӑрапа айкашмастӑп, пирус туртмастӑп, — пӗлтерет Мишӑсенчен кӗҫӗнни.

Кун сиктерсе ӗҫлет вӑл. Канмалли кунсенче юлташӗсемпе тӗл пулма та вӑхӑт тупать, ашшӗпе концертсене ҫӳрет. Савнӑ хӗрӗпе курнӑҫать.

— Турӑ ҫырнине тупнӑ эпӗ. Таньӑпа салтака кайичченех паллашрӑмӑр. Вӑл мана хӗсмете ӑсатрӗ, кӗтсе илчӗ. Шупашкарта ӳснӗскерӗн ашшӗ-амӑшӗ — Элӗк чӑвашӗсем. Вӗсем те хӗрне тӑван чӗлхене вӗрентнӗ, ӑна хисеплеме хӑнӑхтарнӑ. Савнӑ тусӑм медицина колледжӗн 3-мӗш курсӗнче вӗренет, — ҫамрӑк хӗрсен ӑна ҫавӑрас шухӑшпа минремелле маррине палӑртать маттур каччӑ. Часах ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртанма пултарасса та систерет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех