Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коновалов босяксен пурнӑҫне пӑрахнӑ пулӗ тесе, ҫак ҫулсенче ирӗкри сывлӑшпа сывласа, эпир унпала малтан паллашнӑ чухне чӗрине шыҫӑ пек ыраттарнӑ тунсӑхӗ хывӑх пек вӗҫсе сапаланнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ; анчах унӑн хальхи сӑмахӗсене мӗнле саспа каланине илтрӗм те, ман умма каллех, ӗлӗкрех эпӗ ӑна пӗлнӗ чухнехи пекех, хӑйӗн «пурнӑҫ пӑнчине» шыракан ҫын тухса тӑчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫутта тухасшӑн пулса ҫул шыракан вӑйӗсем хӑй ӑшӗнчех шанса халсӑрланаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сасартӑк унӑн алли аран ҫеҫ палӑракан ҫӑмӑл хускану турӗ те, эпӗ хам аллӑн ӳчӗ ҫумне, юн таппине шыракан ҫӗртен кӑшт ҫӳлерехре, ҫӗҫӗ ҫивчӗшӗ ҫӳҫентермелле сӗртӗннине туйса илтӗм.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кӗтесрен сасартӑк аран-аран шуса пытаннине шыракан курӑнать.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпир тупрӑмӑр экспедицие, тӗрӗссипе каласан, унтан мӗн юлнине тупрӑмӑр, ҫав район таврашӗнче пирӗн самолетсем почтӑпа Диксона каякан ҫынсене леҫсе, Нордвике, тӗрлӗ машинӑсемпе таварсем турттарса, е ҫӗр кӑмрӑкӗпе нефть, тимӗр тӑпри шыракан геологи партийӗсене леҫсе, вуншар хут та вӗҫсе иртнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ пароход ҫинчен полицисем шыракан ҫын сикнӗ тенине илтрӗм.— А я слышал, что будто прыгнул с парохода один человек, которого преследует полиция.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл тӗрлӗ мыскарасем шыракан ҫын пек опытлӑ, ҫивчӗ куҫлӑ ача пулнӑ.У него был опытный, проницательный глаз искателя приключений.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ултӑ ҫул каялла Татаринов капитана шыракан экспедицие хатӗрлессипе сӑмах татнӑ чух ҫав экспедицие организацилессипе Ленинградра хам ӗҫленӗ чух профессор В. мана Фрунзе ячӗпе тӑракан училищӗн преподавателӗпе тинӗсҫӗ ученӑй-гидрографпа паллаштарчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вара ҫинчех тӗрӗссине тӳррӗн ҫырма журнал редакцине сӗнтӗм, экспедиципе шыракан партире ултӑ ҫын пулать иккен те, вӗсене организацилес ӗҫ ытла йывӑрах мар ӗнтӗ, Татаринов капитана шырамашкӑн ҫав ӗмӗтпе мӗн ҫамрӑкран хавхаланакан ҫынна хушма ыйтрӑм, вӑл ӗҫе урӑх никама та шанса памалла мар терӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫула май вӑл ик-виҫ шыракан парти валли базӑсем тӑва-тӑва хӑварать, тейӗпӗр.Дорóгой он устраивает в нескольких местах базы для двух — трёх поисковых партий.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӗсен маршрутне пӑхрӑм та, ҫакӑ лӑп шӑп виҫҫӗр ҫул ӗлӗкрех шыракан «ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫулӗ» ятлӑ чаплӑ маршрут иккенне пӗлтӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку питех те йывӑр та кӑткӑс пулнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ хам шыракан ҫын кам иккенне, вӑл эпӗ камне пӗлмен.Это было тем сложнее, что я не знал, кто находится на «той стороне», а он не знал, кто я.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вилесле асаплантарса пӗтернӗ этемӗн вӑйсӑрлӑхӗ те, ҫӑлӑнӑҫ шыракан ҫыннӑн хавшаклӑхӗ те, нимӗн те ӑна тӳрре кӑларма пултарайман.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шыракан тупать тесе ахаль каламан иккен.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Апла эсӗ-и вӑл — пӑру шыракан?
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӗлетӗп, Сирӗн чӗре патне ҫул шыракан сахал мар пулнӑ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
9. Христос вӗрентӗвӗнчен лайӑхраххине шыракан ҫыннӑн, Вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнман ҫыннӑн нихӑшӗн те Турӑ ҫук; Христос вӗрентнӗ пек пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.10. ибо всякий просящий получает, и ищущий находит, и стучащему отворят.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.8. ибо всякий просящий получает, и ищущий находит, и стучащему отворят.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.