Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V сыпӑк

Пай: Олеся

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хушнӑ: 2019.10.07 20:17

Пуплевӗш: 161; Сӑмах: 1556

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫав вӑхӑтра карчӑк сӗтел ҫине вӗҫӗсене тӗрленӗ таса алшӑлли сарчӗ те ун ҫине пӑсланакан вӗри чӳлмек пырса лартрӗ.

— Каҫхи апата кил, Олеся, — мӑнукне чӗнчӗ те вӑл, пӗр минут пек иккеленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, ман енне пӑхса, хушса хучӗ:  — Тен, эсир те, господин, пирӗнпе пӗрле ҫырткалатӑр? Кӑмӑл тусамӑр… Тулӗк апат-ҫимӗҫӗ чаплах мар пирӗн, шӳрпе-тавраш пӗҫерместпӗр, ахаль хир кӗрпи ҫеҫ…

Ун йыхӑрӑвне хистесе чӗнчӗ теме ҫук-ха, ҫавӑнпа эпӗ хирӗҫлемех шутланӑччӗ ӗнтӗ, анчах Олеся мана хӑй енчен юлташла ҫав тери ӑшшӑн кулса чӗререн ыйтрӗ те, эпӗ ирӗксӗрех килӗшрӗм вара. Вӑл мана хӑех пӗр турилкке чӑп-тулли шӗвӗ пӑтӑ хурса пачӗ, — хуратул кӗрпи ҫине ӑш ҫӑвӗ, сухан, ҫӗрулми тата чӑх какайӗ янӑ, — калама ҫук тутлӑ та сӗтеклӗ апат. Сӗтел хушшине ларнӑ чух кукамӑш те, мӑнукӗ те хӗрес тавраш хывмарӗҫ. Ҫинӗ май икӗ хӗрарӑмне те пӗр чарӑнмасӑр сӑнарӑм эпӗ, мӗншӗн тесен, хам чӗререн ӗненнӗ тарах, — вӑл манӑн паян кунчченех пур, — ҫын хӑй шухӑшне апатланнӑ чух ҫеҫ питӗ уҫҫӑн каласа кӑтартать. Карчӑк пӑтта, хыттӑн чаплаттара-чаплаттара та ҫӑкара ҫӑварне ывҫипе тӗркеле-тӗркеле чиксе, васкавар ҫӑткӑнлӑхпа ҫӑтрӗ, ҫавна май унӑн путса аннӑ пӗркеленчӗк пичӗ, пысӑк чӑмаккан хӑпара-хӑпара тухса, вылянса ҫех тӑчӗ. Олеҫҫӑн вара ку тӗлӗшпе те ҫутҫанталӑк панӑ темле сӑпайлӑ йӗркелӗх пурри курӑнсах тӑчӗ.

Каҫхи апат хыҫҫӑн тепрер сехетрен эпӗ чӑх ури ҫинче ларакан пӗчӗк ҫуртӑн хуҫисемпе сывпуллашрӑм.

— Хирӗҫлеместӗр-и, кӑштах ӑсатап эпӗ сире? — сӗнчӗ Олеся.

— Мӗн ӑсатӑвӗсем шутласа тупрӑн тата унта! — ҫиллессӗн ӑшлаттарчӗ карчӑк. — Вырӑнта пусӑрӑнса ларасси ҫук санӑн, йӗпвӑрри…

Анчах Олеся пуҫӗ ҫине хӗрлӗ кашемир тутӑр уртса янӑччӗ ӗнтӗ, вӑл сасартӑк кукамӑш патне чупса пычӗ те ыталарӗ, сасӑпах чуптуса илчӗ.

— Кукамай! Юратнӑ, хаклӑ ылттӑнӑм… эпӗ пурӗ те минутлӑха ҫеҫ, халех каялла кӗретӗп акӑ.

— Ну юрӗ, юрӗ ӗнтӗ, тӗктӑрмас, — хӑй патӗнчен йӑвашшӑн сирчӗ ӑна карчӑк. — Эсир, господин, айӑп ан тӑвӑр: пачах ухмах вӑл манӑн.

Тӑвӑр сукмакпа иртсен, эпир пылчӑка пула хуп-хура курӑнакан, лаша ури ҫӑрса та урапа кустӑрми каскаласа-ватса пӗтернӗ вӑрман ҫулӗ ҫине тухрӑмӑр, ун лакӑмӗсене чап-туллиех шыв тулса ларнӑ, вӗсенче каҫ шуҫӑмӗн пушарӗ хӗмленет. Эпир юр хыҫҫӑн типшӗрме ӗлкӗреймен иртнӗ ҫулхи хӑмӑр ҫулҫӑсем лапкипех витсе хунӑ ҫул хӗррипе пытӑмӑр. Хӑшпӗр ҫӗрте ҫав вилӗ сархайлӑх витӗр тапса тухнӑ «ыйхӑ» шӑнкӑравӗн — Полесьери пӗрремӗш чечекӗн — шупкарах кӑвак тӗслӗ шултра пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ.

— Итле-ха, Олеся, — пуҫларӑм эпӗ, — манӑн санран хӑшпӗр япала пирки питӗ ыйтса пӗлес килет те, анчах эпӗ эс ҫилленесрен хӑратӑп… Кала-ха мана, тӗрӗсех сӑмахлаҫҫӗ-и ҫакна, кукаму санӑн… мӗнлерех каламалла-ши ӗнтӗ ӑна?..

— Тухатмӑш? — лӑпкӑн пулӑшрӗ мана Олеся.

— Ҫук… Тухатмӑш мар-ха… — сӑмах тупаймасӑр тӑтӑм эпӗ. — Ҫапла, ара, кирлӗ пулсан — тухатмӑш… Паллах, темӗн сӳпӗлтетме те пултараҫҫӗ. Мӗншӗн пӗлмелле мар вара унӑн мӗнле те пулин курӑка, май-меслете, вӗрӳ-сурӑва?.. Тепӗр тесен, ку саншӑн аван мар пулсан, эсӗ каламасса та пултаратӑн.

— Ҫук, мӗншӗн-ха, — тавӑрчӗ вӑл ирӗккӗн, — мӗн аван марри пултӑр кунта? Ҫапла, тӗрӗсех, вӑл тухатмӑш. Анчах вӑл халь ватӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа текех ӗлӗк тунӑ пек тӑваймасть.

— Мӗн тума пӗлнӗ вара вӑл? — кӑсӑклантӑм эпӗ.

— Темӗн те. Сиплеме пултарнӑ, шӑл ыратнине чарнӑ, тимӗр тӑприпе пуҫ ҫавӑрнӑ, кама та пулин урнӑ йытӑ ҫыртсан е ҫӗлен сӑхсан вӗрнӗ-сурнӑ, пытарнӑ мул тӗлне кӑтартнӑ… пӗтӗмпех каласа та пӗтереймӗн.

— Пӗлетӗн-и мӗн, Олеся?.. Эс каҫар мана, эпӗ вӗт ҫакна пӗрне те ӗненместӗп. Ну, пулсам манпа уҫҫӑнрах, эпӗ сана никама та тытса парас ҫук: ҫакӑ вӗт йӑлтах — пӑлахая пени ҫеҫ, ҫынсене мӗнле те пулин минретес тени, ҫапла мар-и?

Вӑл хулпуҫҫийӗсене сӳрӗккӗн сиктерсе илчӗ.

— Шутлӑрах хӑвӑра кирлӗ пек. Паллах, ял хӗрарӑмне суясси темӗнех мар, анчах сире эпӗ улталаман пулӑттӑм.

— Эппин, ӑрӑмлӑха асӗ ҫирӗп ӗненетӗн?

— Мӗнле ӗненес мар-ха манӑн? Пирӗн вӗт йӑхӗпех ӑрӑмҫӑсем… Эпӗ хам та пайтахӑшне пӗлетӗп.

— Олеся, кӑвакарчӑнӑм… Пӗлесӗнччӗ эсӗ, мӗнлерех кӑсӑк ку маншӑн… Нивушлӗ эсӗ мана нимех те туса кӑтартмӑн?

— Мӗншӗн-ха, кӑмӑлӑр пур-тӑк, кӑтартма пултаратӑп, — хавассӑнах килӗшрӗ Олеся. — Халех курасшӑн-и?

— Ҫапла, май килет-тӗк, халех.

— Хӑрамӑр-и?

— Ну вӑт калаҫрӑн. Ҫӗрле, тен, хӑранӑ та пулӑттӑм, халӗ ҫутӑ-ха.

— Юрать. Парӑр мана аллӑра.

Хушнине эпӗ сӑмахсӑрах пурнӑҫларӑм. Олеся ман пальто ҫаннине хӑвӑрттӑн тавӑрчӗ те манжет ҫумӗнчи ҫаклашкана вӗҫертсе ячӗ, унтан кӗсйинчен пысӑках мар, пӗр виҫӗ вершуксене майлӑ, финн ҫӗҫҫине илсе, сӑран йӗнӗрен туртса кӑларчӗ.

— Мӗн тӑвасшӑн эсӗ? — хамра ирсӗр шиклӗх йӑшӑлтатма пуҫланине туйса, ыйтрӑм эпӗ.

— Халӗ ӗнтӗ акӑ… Эсир хӑрамастӑп терӗр-ҫке-ха!

Сасартӑк унӑн алли аран ҫеҫ палӑракан ҫӑмӑл хускану турӗ те, эпӗ хам аллӑн ӳчӗ ҫумне, юн таппине шыракан ҫӗртен кӑшт ҫӳлерехре, ҫӗҫӗ ҫивчӗшӗ ҫӳҫентермелле сӗртӗннине туйса илтӗм. Касса янӑ вырӑнта ҫавӑнтах пӗтӗм лапкипе юн тапса тухрӗ, алӑ тӑрӑх юхса кайса, ҫӗр ҫине хӑвӑрттӑн тумла пуҫларӗ. Эпӗ кӑшкӑрса ярасран аран ҫеҫ тытӑнкаласа юлтӑм, хам вара шурсах кӑшкӑрнӑччӗ пулас.

— Ан хӑрӑр, чӗрех юлатӑр, — кулса илчӗ Олеся.

Вӑл ман алла, суранланнӑ ҫӗртен кӑшт ҫӳлерехре, хыттӑн ярса тытрӗ те ун патнех пӗкӗрӗлсе, вӗри сывлӑшӗпе вӑхӑт-вӑхӑтӑн ӳте пӗҫерттерсе, хӑвӑрттӑн темӗскер пӑшӑлтатма пуҫларӗ. Олеся, пӳрнисене вӗҫертсе, тӳрӗленсе тӑнӑ ҫӗре вара каснӑ вырӑнта пурӗ те хӗрлӗ чӗренчӗк йӗрӗ кӑна тӑрса юлнӑччӗ.

— Ну, мӗскер? Ҫитмелле пек-и? — ҫӗҫҫине пытарнӑ май, чеен кулса ыйтрӗ вӑл. — Тата курас килет-и?

— Паллах, килет. Анчах, май пур пулсан, пит хӑрушшинех мар тата юн юхтармасӑр кӑначчӗ, тархасшӑн.

— Мӗн кӑтартмалла иккен-ха сире? — шухӑша путса тӑчӗ вӑл. — Ну, хуть ҫакӑ пултӑрсам-и эппин: кайӑр ҫулпа ман умран… Тульккӗ, астӑвар, каялла ҫаврӑнса пӑхмалла мар.

— Хӑрушӑ пулмасть-и ку? — хам хӑраса кӗтнине хупласшӑн тӗмсӗлсе, ыйтрӑм эпӗ тимсӗррӗн кулкаласа.

— Ҫук, ҫук… Ниме тӑманскер ҫеҫ… Кайӑр.

Эпӗ, сӑнавпа ҫав тери кӑсӑкланнӑскер, Олеся хама ҫурӑмран питӗ тӗсесе пӑхнине туйса, малалла утса кайрӑм. Анчах, ҫирӗм утӑм та чӑнтан тӑваймарӑм, пач тикӗс вырӑнтах, сасартӑк такӑнтӑм та, ӳпне тӑрӑнса та ӳкрӗм.

— Утӑр, утӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Олеся. — Хыҫалалла ан ҫаврӑнӑр! Ку темех мар, авланиччен тӳрленет… Ӳкнӗ чух ҫӗртен ҫирӗпрех тытӑр.

Эпӗ малалла кайрӑм. Тепӗр вунӑ утӑмсем тӑвайнӑччӗ кӑна — каллех пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса та выртрӑм.

Олеся хыттӑн ахӑлтатса ячӗ те ал тупанӗсене ҫат-ҫат ҫапса илчӗ.

— Ну, мӗнле? Кӑмӑлӑр тулчӗ-и? — хӑйӗн шурӑ шӑлӗсене ҫиҫтерсе, кӑшкӑрчӗ вӑл. — Ӗненетӗр-и ӗнтӗ мана? Тем мар, тем мар!.. Ҫӳлелле мар-иҫ, аялалла вӗҫнӗ.

— Мӗнле турӑн эсӗ ҫакна? — тумтир ҫумне ҫыпӑҫнӑ туратсемпе типӗ курӑка шаккаса тасатнӑ май, тӗлӗнсе ыйтрӑм эпе. — Вӑрттӑнлӑх мар-и ку?

— Пач та вӑрттӑнлӑх мар. Эпӗ сире хаваспах каласа кӑтартӑп. Тульккӗ хӑратӑп, эсир, ахӑртнех, ӑнланаймӑр… Тӑнлантарма пултараймӑп эпӗ…

Эпӗ чӑннипех те лайӑххӑн ӑнланаймарӑм ӑна. Анчах, йӑнӑшмастӑп пулсан, ҫак хӑйне евӗр мыскаран тӗшши ҫапларах: вӑл, ман хыҫран утӑмпа утӑма, урапа урана пӗр пек пусса тата ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, ҫав вӑхӑтрах манӑн кашни хусканӑва, чи-чи пӗчӗккине те, хам евӗрех туса пырать, урӑхла каласан, хӑйне манпа пӗрешкеллетет. Ҫакнашкал темиҫе хӑлаҫ тусан, вӑл манран кӑшт малтарахра, ҫӗртен пӗр аршӑн ҫӳллӗшӗнче, ҫула урлӑ кантра карса хунӑ пек шутласа, ӑна ӑсра сӑнарлама пуҫлать. Эпӗ шапах пуҫра палӑртса хунӑ ҫав кантрана урапа перӗнмелли минутра Олеся сасартӑк ӳкнӗ евӗр туса илет-мӗн те, кун пек чух вара, хӑй каланӑ тӑрӑх, чи ҫирӗп ҫын та ӳкмесӗр юлма пултараймасть… Олеҫҫӑн таткаланчӑклӑ ӑнлантарӑвне эпӗ нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тин, Шарко доктор Сальпетриерти икӗ пациентпа, истерипе асапланакан профессионаллӑ тухатмӑшсемпе, ирттернӗ сӑнавсем ҫинчен тунӑ отчета вуласан ҫеҫ аса илтӗм. Ахаль халӑхран тухнӑ француз тухатмӑшӗсем кунашкал самантсенче шӑп та шай Полесьери чипер кӑна ӑрӑмҫӑ мелӗпе хӑтланнине пӗлсен, пите те хытӑ тӗлӗнтӗм вара.

— О! Эпӗ тата ытларах та пӗлетӗп-ха, — шанӑҫлӑн каласа хучӗ Олеся. — Тӗслӗхрен, эпӗ сирӗн ҫине шиклӗх яма пултаратӑп.

— Мӗне пӗлтерет ку?

— Мӗн кирлине тӑватӑп та, сире ҫавӑнтах хӑрушӑ пулса каять. Ларатӑр эсир, тӗслӗхрен, каҫхине хӑвӑр пӳлӗмӗрте, сасартӑк сире пӗр кӗтмен, шутламан ҫӗртенех шиклӗх ҫавӑрса илет, эсир чӗтрене еретӗр, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхма та хӑю ҫитерейместӗр. Кун пек тума тульккӗ манӑн эсир ӑҫта пурӑннине пӗлмелле тата маларах сирӗн пӳлӗмӗре курмалла.

— Ну, ку пачах ансат вӑл, — иккӗлентӗм эпӗ. — Чӳрече патне пыратӑн та шаккатӑн, унтан мӗн те пулин кӑшкӑратӑн.

— О, ҫук, ҫук… Вӑл вӑхӑтра эпӗ вӑрманта пулатӑп, хаттӑран ниҫта та тухмастӑн… Анчах эпӗ ларатӑп та пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлатӑп: акӑ эпӗ урампа пыратӑп, сирӗн ҫуртӑра кӗретӗп, алӑка уҫатӑп, сирен пӳлӗмӗре кӗретӗп…

Эсир ӑҫта-тӑр ларатӑр… ну, хӑть сӗтел умӗнче… эпӗ сирӗн пата хыҫалтан шӑппӑн йӑпшӑнса пыратӑп… эсир мана илтместӗр… эпӗ сире аллӑмсемпе хулпуҫҫийӗрсенчен ярса тытатӑп та пусма-ланчӑтма пуҫлатӑп… вӑйлӑран вӑйлӑ, вӑйлӑ, вӑйлӑ… хам вара сирӗн ҫине пӑхатӑп… ак ҫапла — курӑр…

Ун ҫӳхе куҫ харшисем сасартӑк пӗрӗнсе ларчӗҫ, куҫӗсем ман ҫине хаяррӑн та илӗртӳллӗн тӗллесе тӑрӑнчӗҫ, шӑрҫисем чарӑлса сарӑлнӑ та кӑвакланнӑ. Мана ҫавӑнтах Мускавра, Третьяков галерейинче, курнӑ Медуза пуҫӗ аса килсе кайрӗ, — темӗнле художник ӗҫӗччӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫак ӑнланма ҫукла ҫивӗччӗн пӑхни айӗн этем вӑй-халӗ танлашайми сивӗ сехӗрленӳ ҫавӑрса илнӗччӗ мана.

— Ну пулнӑ, пулнӑ, Олеся… ҫитет, — терӗм эпӗ, юриех ахӑлтатам пек туса. — Мана ытларах эс кулни килӗшет — унашкал чухне сан питӳ ачанни енӗрех ырӑ.

Эпир малалла кайрӑмӑр. Мана сасартӑк Олеся калаҫура сӑмаха уҫӑмлӑн, унран та ытла — суйласа, ҫепӗҫҫӗн калама пултарни (ахаль хӗр кӑна-ҫке-ха вӑл) аса килчӗ те, эпӗ чӑтса тӑраймарӑм вара:

— Пӗлетӗн-и, мӗн тӗлӗнтерет мана санра, Олеся? Эсӗ акӑ вӑрманта ҫитӗннӗ, никама курмасӑр… Вуласса та эсӗ, паллах, нумай вулама пултарайман…

— Вулама эпӗ, ара, пач та пӗлместӗп-иҫ.

— Ун пек-тӑк, пушшех те… Ҫав вӑхӑтрах эсӗ питӗ илемлӗ калаҫатӑн, чӑн-чӑн барышньӑран ним чухлӗ те кая мар. Кала-ха мана, ӑҫтан ку вӑл санӑн? Эпӗ мӗн пирки ыйтнине ӑнланатӑн-и?

— Ҫапла, ӑнланатӑн. Ку вӑл пӗтӗмпех кукамайран… Эсир ӑна сӑнран ҫаплине ан пӑхӑр. У! Мӗнлерех ӑслӑ вӑл! Акӑ, пӑртак хӑнӑхсан, тен, сирӗн умӑрта та калаҫса кӑтартӗ-ха… Мӗн ҫинчен кӑна ыйтмастӑн иккен, вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ну, тӗнчерине — йӑлтах. Тӗрес, ватӑлнӑ вӑл халь.

— Апла пулсан, хӑй ӗмӗрӗнче нумай курнӑ вӑл? Хӑш енче ҫуралса ӳснӗскер вӑл? Маларах ӑҫта пурӑннӑ?

Ку ыйтусем Олеҫҫӑна килӗшмерӗҫ пулмалла. Хирӗҫ вӑл ҫийӗнчех тавӑрса каламарӗ, ӑна та тӳрӗрен мар, пӑркаласа, ним хавассӑр:

— Пӗлместӗп… Кун ҫинчен калаҫма вӑл юратсах каймасть. Хӑҫан та пулин мӗн-тӗр каласан та, яланах манма хушать, урӑх нихӑҫан аса илмелле мар вара ӑна… Ну, манӑн ҫапах таврӑнма вӑхӑт, — хыпаланса ӳкрӗ Олеся, — кукамай ҫилленме пултарать. Сывӑ пулӑр… Каҫарӑр, ятӑра пӗлместӗп сирӗнне.

Эпӗ хама мӗнле чӗнмеллине каларӑм.

— Иван Тимофеевич? Ну, акӑ, питӗ те лайӑх. Сывӑ пулсамӑр эппин, Иван Тимофеевич! Ан йӗрӗнӗр пирӗн хаттӑран, кӗркелӗр.

Ӑсанмашкӑн эпӗ ӑна аллӑма тӑсрӑм, унӑн пӗчӗк ҫирӗп алли вара мана хирӗҫ юлташла вӑйлӑн чӑмӑртаса тавӑрчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех