Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар»

Автор: Геннадий Дегтярев

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Хушнӑ: 2019.02.19 21:44

Пуплевӗш: 201; Сӑмах: 1784

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Культура

Иртнӗ кӗркунне «Хыпар» хаҫатра «Эс ҫак тӗнчен пӗрре…» (А.П.Хусанкай пирки), «Манӑн Иван Павлович» (И.П.Павлов чӗлхеҫӗ ҫинчен) материалсем тухнӑ хыҫҫӑн вулакансем ытти ӑсчах пирки те ҫакӑн пек каласа пама ыйтрӗҫ. Вӗсен кӑмӑлне шута илсе юратнӑ «Хыпара» «Чӗререн чӗрене — чӳрече» рубрикӑпа интервью ярӑмӗ сӗнетӗп.

Паянхи тӗпелте — Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.Ф. Васильева доцент. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университетра ҫамрӑксене ӑс панӑ, 1995 ҫултан пуҫласа педуниверситетра чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ. Нумаях пулмасть Елизавета Федоровна 75 ҫул тултарчӗ. Халӗ те вӑл чӗлхе ӑслӑлӑхӗнче тӑрмашать: тӗпчет, шырать, танлаштарать — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать. Ҫав вӑхӑтрах ырми-канми хӗрарӑм ҫӗр ӗҫӗпе аппаланма та май тупать. Ӗмӗрсен чиккинче Элӗк районӗнчи пӗр ялта ҫӗр лаптӑкӗ илчӗ те ҫурт-йӗр ҫавӑрма, сад-пахча ӗрчетме мехел ҫитерчӗ. Сумлӑ чӗлхеҫӗ кун-ҫулне хӑйпе пӗрле йӗрлесе тухар-ха.

— Пурнӑҫ ҫулӗ ачалӑхран пуҫланать. Елизавета Федоровна, мӗнпе асра юлчӗ ҫак тапхӑр?

— Пӗчӗк чухне эпӗ телейлӗ ача пулнӑ. Атте перекет банкӗнче ӗҫлетчӗ. Килте пылӗ-ҫӑвӗ, аш-какайӗ ҫителӗклӗччӗ. Мана пукане пек тумлантаратчӗҫ. 6 ҫултах шкула кайрӑм. Атте манпа урок туса ларатчӗ, кашнинчех кӗнекерен ытларах ӑнлантарса паратчӗ.

Унтан вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Куҫӗ япӑх курнӑран аттене фронта ямарӗҫ. Орехово-Зуевӑри торф предприятийӗн пуҫлӑхне лартрӗҫ. Ӳпке чирӗпе йывӑр чирлесе таврӑнчӗ. 1944 ҫулта, ҫӗмӗрт ҫурӑлнӑ чухне, вилсе кайрӗ. Вырӑнпах выртаканскер: «Эп санран пы-ы-ысӑк ҫын тӑвасшӑнччӗ», — тесе пилӗкрен хыттӑн тытрӗ те — куҫӗ хупӑнчӗ…

Аттем сӑвӑ ҫыратчӗ, пуҫланӑ повеҫӗ те пурччӗ. Шел, вӗсене упраса хӑвараймарӑмӑр. Атте парнеленӗ пӗр пӗчӗкҫӗ кӗмӗл кашӑк вара — ӗмӗрлӗх асӑм. Инҫе ҫула тухнӑ чухне эпӗ ӑна хампа пӗрле илетӗп.

— Ҫурма тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ачин ачалӑхран питӗ ир хӑпма тивнӗ-тӗр…

— Анне медсестрана вӗренсе тухнӑ пулин те кунӗ-кунӗпе колхоз ӗҫӗнче пулнӑ. Виҫӗ шӑллӑм (Владимир, Владислав, Рюрик) пӗринчен тепри пӗчӗкрех. Эпӗ, вуннӑри хӗрача, вӗсене пӑхнӑ, тӑрантарнӑ. Кукӑль пӗҫерме те ҫавӑн чухне вӗрентӗм.

Аннем шӳте те, ал ӗҫне те ӑстаччӗ. Кӗнекене юратма та вӑлах хӑнӑхтарчӗ. Ял библиотекинчи кӗнекесене икӗ хут вуласа тухрӑм.

— Аннӗр хӑйӗн элчелне малтанах пӗлни пирки каласа панӑччӗ Эсир.

— Вӑл 47-рех ҫӗре кӗчӗ. Мана малтанах систерчӗ: «Тепӗр икӗ ҫултан пушӑн 29-мӗшӗнче вилетӗп», — терӗ. Эпӗ хирӗҫ: «Ӑҫтан шутласа кӑлартӑн, эсӗ манран та чипертерех вӗт!» — тетӗп. Унӑн хуравӗ ҫапла пулчӗ: «Тӗлӗкре Елюк арӑмне куртӑм (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), сана ҫавӑн чухне хӑнана чӗнетӗп терӗ». Чӑн та, вӑл каланӑ пекех килсе тухрӗ. Операци хыҫҫӑн тухтӑрсем ун ӑшӗнче тампон манса хӑварнӑ пулнӑ, ҫавна пула рака кайса вилчӗ. Шӑп ҫав кун…

— Педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмне илемлӗ сӑмахлӑха юратни илсе ҫитерчӗ пулӗ ӗнтӗ Сире?

— Эпӗ документсене вырӑс чӗлхи уйрӑмне кӗрес тесе панӑччӗ. Пединститутра ӗҫлекен хамӑрӑн ентеш А.С.Канюкова доцент манӑн тата икӗ хӗрачан заявленине чӑваш уйрӑмне куҫарса хунӑ. Кутӑнланса тӑмарӑмӑр. Кайран Александра Семеновна пирӗн вӗренӳпе тӑтӑш интересленетчӗ.

Студент чухне эпӗ литературӑпа питӗ кӑсӑкланаттӑм. Пӗр вӗренӳ ҫулӗ Давыдов-Анатрисем патӗнче хваттерте пурӑнтӑм та — ӗлӗкхи чӑваш журналӗсене тӗрки-тӗркипе вуласа тухрӑм.

— Тӗрлӗ факультета кӗрес текен е кӗме ӗлкӗрнӗ пултаруллӑ абитуриентсене вӑл тапхӑрта чӑваш чӗлхи уйрӑмне тӗрлӗ майпа явӑҫтарма тӑрӑшнӑ (наци пуласлӑхӗ пирки шухӑшлакансем пулнӑ!). Тӗслӗхрен, пулас профессорсем — Иван Андреевпа Николай Петров чӗлхеҫӗсем — пединститут преподавателӗсем сӗннипе урӑх ҫӗртен куҫнӑ: пӗри — вырӑс уйрӑмӗнчен, тепри — физикӑпа математика факультетӗнчен.

— Вӗренсе тухсан мана ҫавах вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме ячӗҫ. Хамӑн Нарспипе Сетнер ҫӗршывне — Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар ен те хӑй патне туртатчӗ… Унта ямарӗҫ. Елчӗк районӗнчен килнӗ ҫут ӗҫ инспекторӗ, хӑйсем патне илсе каяс тесе, тем тӗрлӗ илӗртсе пӗтерчӗ: «Пирӗн патра — ешӗл вӑрман, ҫутӑ кӳлӗ…» Кайрӑм та: ни вӑрманӗ, ни кӳлли. Ял кулли: крахмал завочӗн лапра пӗви тата ҫул хӗрринчи чалтӑркка йывӑҫсен тӑрӑхӗ пур. Тепӗр ҫамрӑк учительницӑпа хваттере вырнаҫрӑмӑр, малтанласа тырӑ ларӗ ҫине вырӑн сарса ҫывӑрса пурӑнтӑмӑр. Эпӗ лутра та ҫинҫешке пулнӑ. Ялти ҫамрӑксем те: «Миҫемӗш класа каятӑн?» — тесе чӑнласах ыйтатчӗҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ те, 8-мӗш класс ертӳҫи пулса тӑтӑм: 27 ача, хӑшӗ-пӗри манран та аслӑрах… Вӗрентекенсен хушшинче ҫамрӑксем йышлӑччӗ. Пирӗнпе пӗр вӑхӑталла ӗҫе вырнаҫнӑ Петр Чернов, сӑмахран, каярах шкул директорӗ пулчӗ, СССР халӑх учителӗн ятне тивӗҫрӗ.

— Юрату, мӑшӑрлану, ҫемье пурнӑҫӗ — хӗрарӑмшӑн ҫака уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ…

— Аптека пуҫлӑхне Виктор Николаевич Васильева качча тухрӑм. Ҫамрӑк пулнӑ та пуҫа ҫавӑрса янӑ ӗнтӗ. Пӗрле ӗҫлекен тантӑшсен те мӑшӑрӗсем пуҫлӑхсемччӗ: пӗри — тӗп врач, тепри — МТС директорӗ. Ҫавна май район ертӳҫисен кил-йышӗпе те хутшӑнаттӑмӑр. Мана парти райкомӗн 2-мӗш секретарӗн арӑмӗ Альтук аппа (каярах академика тухнӑ Г.Н.Волков этнопедагог амӑшӗ) пурӑнма нумай вӗрентрӗ: мӗнле тӑхӑнмалла, хӑнара епле тытмалла т.ыт.те. Питех вӗренмен пулин те тарӑн ӑслӑ ҫынччӗ вӑл.

— Эсир, литературӑна кӑмӑллакан тата сӑвӑсемпе аппаланакан ҫын, чӗлхе тӗпчевҫи еплерех пулса тӑнӑ-ха?

— 1959 ҫулта пединститутра чӑваш чӗлхипе литература кафедринче аслӑ лаборантра ӗҫлеме пуҫларӑм. Питӗ пултаруллӑ та килӗшӳллӗ ҫынсемччӗ йӗри-тавра: М.Я.Сироткин, В.Г.Егоров, С.П.Горский профессорсем, И.П.Павлов, А.С.Канюкова, И.И.Одюков доцентсем… Кафедра пуҫлӑхӗ М.Я.Сироткин хӑй вуласа тухнӑ ӑслӑлӑх кӗнекине кашнинчех ман ума пырса хуратчӗ, паллашма сӗнетчӗ. Ҫапла майпа ӳстерсе пынӑ ӗнтӗ вӑл мана, ман шая. Чӗлхе пӗлӗвӗ еннелле И.П.Павлов пӑрса ячӗ. Мана курсанах: «А-а, ҫӗнӗ вӑй килнӗ, кунран ученӑй тӑватпӑр», — терӗ. Кайран вара чӗлхе ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарма тӑрӑшрӗ. Вӑл мана ытларах омонимсене тӗпчеме сӗнетчӗ. Эпӗ вара синонимсене суйласа илтӗм. Ку тема хама та аталанма пулӑшӗ терӗм.

1967 ҫулта пирӗн кафедра тин ҫеҫ уҫӑлнӑ университета куҫрӗ. Унта эпӗ лаборантра нумаях ӗҫлемерӗм, студентсене чӗлхе пӗлӗвне вӗрентме пуҫларӑм. Каникул вӑхӑтӗнче кашни ҫулах пӗрер уйӑх Мускаври Чӗлхе пӗлӗвӗн институтне ӗҫлеме кайса лараттӑм.

— Шӑпах пурнӑҫпа киленмелли тапхӑрта, вӑй питти ҫулсенче, Сире йывӑр чир аптратнӑ, мӗнле тӳссе ирттертӗр?

— 1964 ҫулта, 30-та чухне, сасартӑк сывлӑш пӳлӗннипе муритленме пуҫларӑм, сывлаймиех пулса лараттӑм. Пӗрре тӑн ҫухатнӑ та — «васкавлӑ пулӑшупа» леҫнӗ. Тухтӑрсем диагноз лартаймасӑр хӑшкӑлчӗҫ: Боткин чирӗ те, панкреатит та тесе пӑхрӗҫ. Унтан та, кунтан та сиплерӗҫ: пӗрре — инфекци уйрӑмне, тепре хирургине куҫараҫҫӗ. Ҫитменнине, чӗрем те япӑх ӗҫлетчӗ. Ҫур ҫула яхӑн больницӑра нушалантӑм. Ф.В.Панин хирург ҫӑлса хӑварчӗ, пӗвере блокада туни пулӑшрӗ-тӗр.

Больницӑран тухсан та пуҫ пӗрех май ырататчӗ, ура ярса пусмассерен мимене кайса тиветчӗ. Яланах эмелпе ҫӳреттӗм. Йӑлӑхса ҫитнипе — «вилсен вилеп» тесе — аптека им-ҫамне кӗпер ҫинчен вӑркӑнтарни те пулнӑччӗ.

Вун пӗр ҫул асапланнӑ хыҫҫӑн, 1975 ҫулта, пӗр пӳтсӗре тарӑхнипе пӗтӗм вӑйран ҫутӑлтарса ятӑм. Пуҫра темскер ҫат! турӗ те йӑр! юхса аннӑ пек туйӑнчӗ. Пуҫ ҫӑмӑлланса кайрӗ. Шыҫӑ ҫурӑлса кайнӑ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн самайлантӑм, йывӑр асапран хӑтӑлтӑм.

— 20 ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн Эсир мӑшӑртан уйрӑлнӑ. Тек никампа та ҫемье ҫавӑрман. Пӗлетӗп, Сирӗн чӗре патне ҫул шыракан сахал мар пулнӑ. Хӑвӑрӑн кӑмӑла тивӗҫтерекен арҫын сӑнарне палӑртӑр-ха?

— Манӑн упӑшкам итлеме тата илтме пӗлмен ҫынччӗ. Яланах хӑй тӗрӗс тесе шутлатчӗ…

Ҫыннӑн пур енӗпе те чыслӑ пулмалла. Арҫын ан улталатӑр, сӑмаха тыттӑр, вӑйли умӗнче ан йӑпӑлтаттӑр, тӳрӗ кӑмӑллӑ пултӑр, сӑмсине ан каҫӑрттӑр. Амӑшне, арӑмне хисеплетӗр, каччӑ чухне вара — хӗрӗн тасалӑхне хаклама пӗлтӗр.

— 44-ра чухне Эсир финн-угор чӗлхисен тӗпчевҫине Александр Феоктистова питӗ хытӑ юратса пӑрахнӑ теҫҫӗ. Вӑрттӑнлӑха кӑшт уҫсан, тен, йӑнӑш пулмӗ?

— 1978 ҫулта Шупашкарта чӗлхе историйӗн ыйтӑвӗсене халалланӑ пысӑк конференци иртрӗ. Унта нумай-нумай хуларан тӗпчевҫӗсем килчӗҫ… Эпӗ лару залӗнче ларатӑп, ман умра — президиумра — Вӑл. Эпӗ ӑна пуҫласа куратӑп пулин те чӗрене тӳрех кӗрсе ларчӗ. «Турӑ пур тӑк пире тӗл пултаратех», — тетӗп. Юнашар ларакан А.С.Канюкова та айӑкран кӑлт тӗкет: «Кур-ха, Александр Артемьев пек хитре арҫын ларать», — тет…

Каҫхине И.П.Павловӑн юбилейне паллӑ тума кафене кайрӑмӑр. Ӑнсӑртран пулчӗ-ши е такам йӗркеленӗ-и: эпӗ сӗтел хушшинче ҫав ҫынпа хире-хирӗҫех лекрӗм (вӑл Феоктистов пулнине малтан пӗлмен-ха). Такампа та ташлама ӗлкӗртӗм. Вӑл пымасть-ха. «Дамский вальс» тесе пӗлтерсен тин Феоктистов мана ташша чӗнчӗ. Кайран вара унпа ҫеҫ ташларӑмӑр. Вӗҫӗнче Тамара текен юлташӑмпа киле кайма пуҫтарӑнтӑмӑр. Пире чарчӗҫ те хӑнасене ӑсатса яма ыйтрӗҫ. Хӑна ҫурчӗ тӗлне ҫитсен Феоктистовпа юлташӗ «лайӑх коньяк» ӗҫмешкӗн кӗрсе тухма чӗнчӗҫ. Эпир килӗшмерӗмӗр. Вара ҫӗрӗпех Ленин проспекчӗ тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫӳрерӗмӗр: наука пирки те калаҫрӑмӑр, сӑвӑ та вуларӑмӑр. Ир енне Феоктистов мана ӑсатса ярасшӑн пулчӗ. Эпӗ хирӗҫлерӗм, тӳрккесрех те каласа хутӑм. Киле ҫитсен ваннӑра шыв уҫрӑм та кӑшкӑрса макӑртӑм…

Кайран унпа Мускаври Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче ӑнсӑртран тӗл пулкаланӑ. Вӑл мана юратнине пӗлеттӗм. Анчах хутшӑнӑва аталантарассинчен пӑрӑнтӑм, ҫемйине аркатас килмерӗ…

— Эсир кандидат диссертацине Алма-Атара хӳтӗленӗ. Вӗсем кайран Сире пӗрлехи ӗҫе те явӑҫтарнӑ, унтах юлма та илӗртнӗ — икӗ пӳлӗмлӗ хваттер те сӗнсе пӑхнӑ. Мӗнле пуҫланчӗ-ха сирӗн туслӑх?

— Халь аса илме кулӑшла, ун чухне кулянса пӗтрӗм. Хӳтӗленес тӗллевпе диссертацие кӑтартма кайнӑччӗ. Казахсен тӗп хулинче самолетран анса юлсан паллӑ пулчӗ: ман багажа маларах — Кокчетавра — антарса хӑварнӑ иккен (регистраци тунӑ чухне биркине тӗрӗс мар ҫырса хунӑ). Диссертаци те, укҫа-тенкӗ те багажра вӗт! Алма-Атари Чӗлхе пӗлӗвӗн институтне ни вилӗ, ни чӗрӗ пырса кӗтӗм. Лутрарах пӗр арҫын куҫ тӗлне пулчӗ, хам нуша пирки макӑрас пек каласа патӑм. Кайран пӗлтӗм: вӑл институт директорӗ А.Т.Кайдаров пулнӑ. «Пурте йӗркеллех пулать», — тесе лӑплантарчӗ, хӑна ҫуртӗнчи хӑтлӑ пӳлӗме вырнаҫтарчӗ. Диссертацие виҫӗ кунран кӳрсе пачӗҫ, ҫав хушӑра казах чӗлхеҫисемпе паллашса пӗтрӗм. Ман тӗпчев ӗҫне сӳтсе яврӗҫ, ырларӗҫ, хӳтӗлеве йышӑнчӗҫ.

— Эсир юлашки вунӑ ҫулта — 65-рен иртсен — вырӑсла-чӑвашла (Л.П.Сергеевпа пӗрле), турккӑлла-чӑвашла (К.И.Николаевӑпа), казахла-чӑвашла, удмуртла-чӑвашла словарьсем хатӗрлесе кӑлартӑр. Сирӗнех турккӑлла тата чӑвашла вӗренмелли кӗнекесем пичетрен тухрӗҫ. Маларах тата эсир студентсем валли «Тутар чӗлхи» ятлӑ вӗренӳ хатӗрӗ кӑларнӑччӗ. Елизавета Федоровна, чӗлхесемпе кӑсӑкланасси ӑҫтан пуҫланчӗ-ха Сирӗн?

— 1954-1959 ҫулсенче, Елчӗкре пурӑннӑ чухне, эпир Кутуз хушаматлӑ тутарсемпе туслӑччӗ. Вӗсем пирӗн пата час-часах пырса ҫӳретчӗҫ. Ҫавӑн чухне тутар чӗлхипе кӑсӑкланса кайрӑм та хама тутарла вӗрентме ыйтрӑм. Вӗсемпе хутшӑннӑ май кӳршӗсен чӗлхине вӗренсе ҫитрӗм. Акӑлчан чӗлхине вара пединститутра ӗҫленӗ тапхӑрта, «Леди Гамильтон» фильма пӑхнӑ чухне килӗштерсе пӑрахрӑм. Геройсен калаҫӑвӗ хӑлхара ачашшӑн янӑратчӗ. Вара тӳсеймерӗм, ют чӗлхе вӗренекен студентсем патне куллен икшер сехет кая-кая ларма пуҫларӑм. Кайран вара мана унта приказпах вӗренме илчӗҫ, диплом та пачӗҫ.

— Хӑвӑрӑн ывӑлӑра, мӑнукӑрсене чӑвашла вӗрентрӗр-и?

— Ывӑлӑм чӑвашла пӗлет. Ача чухне эпӗ унпа виҫӗ чӗлхепе калаҫнӑ: икшер кун — вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла. Мӑнуксене, вӗсенчен уйрӑм пурӑннӑ пирки, ун пекех витӗм кӳреймен.

— Каласа кӑтартӑр-ха: 75-ри хӗрарӑм ӑсчах мӗнле кун йӗркипе пурӑнать?

— 70 урлӑ каҫсан эпӗ педуниверситетра вӗрентме пӑрахрӑм. «Хӗсметрен» те вӑхӑтра каймалла — ҫамрӑксене ҫул памалла. Халӗ эпӗ питӗ ирӗклӗ ҫын. Ирхи улттӑра тӑратӑп та апат хатӗрлетӗп, урай ҫӑватӑп. Ҫиччӗрен пуҫласа кӑнтӑрла иртни пӗрреччен ӑслӑлӑх ӗҫӗпе аппаланатӑп. Унтан апат ҫикелетӗп, ҫӑвӑнатӑп. Иккӗ ҫурӑран пуҫласа улттӑччен ытларах гуманитари институтӗнче пулатӑп: килти библиотекӑра ҫук кӗнекесемпе ӗҫлесе ларатӑп. Каҫхине — пӗлӗш хӗрарӑмсемпе калаҫмалӑх пултӑр тесе — халӑх кӑмӑллакан сериалсене пӑхатӑп, ҫӗнӗ хыпарсем итлетӗп. Ҫав вӑхӑтрах тӗрлӗ словарьтен хама кирлӗ тӗслӗхсене ҫыра-ҫыра илетӗп. Тӗрӗссипе, ман телевизор кӑнтӑрла та хуллен ӗҫлесе ларать, чӑрмантармасть: капла эпӗ пӗчченлӗхе туймастӑп. Чӑваш кӑларӑмӗсен вӑхӑтӗнче радио ярса хуратӑп.

Ҫулла ман урӑхла расписани — кунӗпех ҫӗр ӗҫӗпе аппаланатӑп, улттӑран пуҫласа улттӑччен тӑрмашатӑп. Ман йӑрансем тип-тикӗс те яп-яка. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн 20 минутлӑх кӑтӑш пулса илетӗп (кӑна пӗлтӗртен кӑна пуҫларӑм-ха). Каҫхине вара — улттӑпа саккӑрччен — мунча кӗретӗп, чӗре сури тӑватӑп. Унтан вара ҫурҫӗр иртни иккӗччен тӗпчев ӗҫӗпе ларатӑп. Тӑватӑ сехет ҫывӑрни ҫителӗклӗ маншӑн.

— Елизавета Федоровна, Эсир халӗ те урӑх хуласенче иртекен ӑслӑлӑх конференцийӗсене хутшӑнатӑр. Нумаях пулмасть «Чӑваш чӗлхин синонимсен словарьне» пичетлесе кӑлартӑр…

— Хӑвах пӗлетӗн: эпӗ ӑна хамӑн пенси шучӗпе 50 экземпляр кӑна пичетлеттертӗм. Халь ман пата таҫтан та шӑнкӑравлаҫҫӗ: «Пӗр экземпляр та пулин юлмарӗ-и?» — тесе тархаслаҫҫӗ. Ҫук — пӗтӗмпех парнелесе пӗтернӗ.

Патшалӑх издательстви те, университетпа педуниверситет та халӑх валли кӑларма васкамасть-ха. Эпӗ хам йӑлӑнса-тархасласа ҫӳреме юратмастӑп. Ытти республикӑра тӑван чӗлхене те, чӗлхеҫӗсене те ытларах хаклаҫҫӗ. Унтисем хӑйсем мана шыраса тупаҫҫӗ — ӗҫне те, ӗҫ укҫине те сӗнеҫҫӗ. Республика тулашӗнчи виҫӗ проекта харӑсах хутшӑнатӑп. Тутар чӗлхеҫипе Ф.М.Хисамова профессорпа пӗрле «Тутарпа чӑваш чӗлхисен шайлаштаруллӑ грамматикине» ҫырса пӗтертӗмӗр. Ун вӗҫӗнче тутарла-чӑвашла тата чӑвашла-тутарла сӑмахсарсем пур. Ф.Ф.Гаффаровӑпа пӗрле «Тутарла-чӑвашла тематика словарӗ» хатӗрлетпӗр. Майӗпен 9 чӗлхеллӗ «Атӑлҫи халӑхӗсен сӑмах ҫаврӑнӑш словарӗ» калӑпланать. Эпӗ ун валли чӑваш пайне ҫырса патӑм. Ӗҫлетпӗр-ха, тӑванӑм, ӗҫлетпӗр.

— Ҫӳл хуҫа вӑй патӑр, хаклӑ ӗҫтешӗмӗр!

Геннадий ДЕГТЯРЕВ калаҫнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех