Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лк 11

Пай: Библи –> Лука ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 12:16

Пуплевӗш: 47; Сӑмах: 898

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫапла пулнӑ: Иисус пӗр вырӑнта кӗлтуса тӑнӑ; кӗлтуса пӗтерсен Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Вӗрентекен! Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрентсемччӗ, тенӗ. 2. Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр:
Эй ҫӳлти Аттемӗр!

Санӑн яту хисеплентӗр;
Санӑн Патшалӑху килтӗр;
Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;
3. куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире;
эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек,
4. пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире;
ҫылӑха ан кӗрт пире,
усалтан хӑтар пире, тейӗр.

5. Тата каланӑ вӗсене: калӑпӑр, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулсан тусӗ пултӑр; вӑл тусӗ патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса: «тусӑм! мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр парса яр-ха: 6. ман патӑма ҫула май тусӑм кӗчӗ те, манӑн ӑна ҫитерме нимӗн те ҫук» тетӗр; 7. лешӗ шалтан ӑна ҫапла хуравлатӑр: «ан чӑрмантар мана, алӑксене те питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче; тӑраймастӑп, сана нимӗн те параймастӑп» тетӗр. 8. Калатӑп сире: вӑл ӑна, лешӗ тусӗ пулин те, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса мӗн ыйтнине памарӗ пулсан та, тусӗ каймасӑр аптӑратса тӑнине кура тӑрӗ те мӗн чухлӗ ыйтнине парса ярӗ ӑна, тенӗ. 9. Эпӗ те калатӑп сире: ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. 10. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ. 11. Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ашшӗ ӑна чул парӗ-и? е пулӑ ыйтсассӑн, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен парӗ-и? 12. е ҫӑмарта ыйтсассӑн, ӑна скорпион парӗ-и? 13. Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.

14. Иисус пӗррехинче чӗлхесӗр усала хӑваласа кӑларнӑ; усалӗ тухсан, чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ; халӑх тӗлӗнсе кайнӑ. 15. Хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: усалсене Вӑл усалсенӗн пуҫлӑхӗ веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ. 16. Хӑшӗсем тата, Ӑна сӑнаса, Унран тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ. 17. Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, юхӑнать; кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть; 18. шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсассӑн, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрӗ? Эсир ман пирки: усалсене Вӑл веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тетӗр. 19. Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ. 20. Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ. 21. Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпӑшалпа сыхласа тӑнӑ чухне унӑн пурлӑхӗ сыхӑ тӑрать; 22. анчах ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххи пырса тапӑнса ҫӗнтерсессӗн, вӑл унӑн шанса тӑнӑ мӗнпур хӗҫпӑшалне туртса илӗ, ҫаратса тухнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ, тенӗ. 23. Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет. 24. Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет — тупаймасть те: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет. 25. Таврӑнсассӑн ҫурчӗ таса та тирпейлӗ тӑнине курать. 26. Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать, тенӗ. 27. Вӑл ҫапла каланӑ чухне халӑх хушшинчен Ӑна пӗр хӗрарӑм кӑшкӑрса каланӑ: Сана ҫӗклесе ҫӳренӗ вар, Сана ӗмӗртсе ӳстернӗ кӑкӑр телейлӗ! тенӗ. 28. Иисус вара каланӑ: Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех, тенӗ.

29. Халӑх нумай пуҫтарӑна пуҫласан, Вӑл каланӑ: ҫак ӑру усал; вӑл хӑват шырать, Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑхла хӑват пулмӗ: 30. Ниневи хули ҫыннисемшӗн Иона хӑват палли пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн ҫаплах пулӗ. 31. Сут кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑру ҫыннисене айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур. 32. Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа сута тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсессӗн ӳкӗннӗ, кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.

33. Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать, тенӗ. 34. Ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ — куҫ; ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; вӑл начар пулсан, ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ. 35. Эппин, асту, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм мар-и? 36. Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм пай та пулмасан, вара вӑл хӑвна ҫутаткӑҫ ҫути ҫутатса тӑнӑ пек ҫутӑ пулӗ, тенӗ.

37. Вӑл ҫакна каланӑ чухне Ӑна пӗр фарисей хӑй патне апат ҫиме чӗннӗ; Вӑл пынӑ та ҫиме ларнӑ. 38. Иисус апат умӗн аллине ҫуманнине курсан, фарисей тӗлӗннӗ. 39. Иисус ӑна каланӑ: халӗ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах сирӗн ӑшӑр-чиккӗр ҫӑткӑнлӑхпа та ултавпа тулнӑ. 40. Ӑссӑрсем! ӑшне те тулашне Тӑваканниех туман-и вара? 41. Апла тӑвиччен эсир хӑвӑрӑн мӗн пурринчен мӗскӗнсене парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ. 42. Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир пӗтнӗкрен, руттӑран, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗнчен вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах тӳрӗлӗх ҫинчен, Турра юратасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ. 43. Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир синагогӑсенче малта ларма юрататӑр, халӑх пухӑвӗнче хӑвӑра саламланине юрататӑр. 44. Хуйхӑ ҫитӗ сире, кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, ултавҫӑсем! эсир — курӑнми вилтӑприсем пек: ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах хӑйсем ӑҫта ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ, тенӗ. 45. Саккунҫӑсенчен пӗри Ӑна каланӑ: Вӗрентекен! ҫапла каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн, тенӗ. 46. Иисус каланӑ: саккунҫӑсем, сире те хуйхӑ ҫитӗ: эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем хуратӑр, хӑвӑр вара ӑна пӳрнӗрпе те тӗртӗнсе пӑхмастӑр. 47. Хуйхӑ ҫитӗ сире: эсир аҫӑрсем вӗлернӗ пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр: 48. ҫапла эсир аҫӑрсенӗн ӗҫӗсене ырланине палӑртатӑр, вӗсемпе килӗшетӗр: вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир вара пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 49. Ҫавӑнпа та Турӑ ӑслӑлӑхӗ каланӑ: «вӗсем патне пророксем, апостолсем ярӑп, вӗсене хӑшне вӗлерӗҫ, хӑшне хӑваласа ярӗҫ» тенӗ; 50-51. тӗнче пулнӑранпа тӑкӑннӑ пур пророксенӗн юнне — Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче вӗлернӗ Захария юнӗ таран — ҫак ӑруран шыраччӑр. Чӑн калатӑп сире, ӑна ҫак ӑруран шырӗҫ. 52. Хуйхӑ ҫитӗ сире, саккунҫӑсем: эсир пӗлӳлӗх уҫҫине илтӗр те — хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрекенсене те чартӑр, тенӗ. 53-54. Иисус унтан тухсан Ӑна кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ҫулӑхнӑ, Ӑна тӗрлӗрен каварлӑ ыйтусем парса, Унӑн сӑмахӗнче Ӑна епле те пулин айӑпламалли сӑлтав шыранӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех