Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VIII сыпӑк

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:38

Пуплевӗш: 163; Сӑмах: 2130

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Истори страници

1943 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗ.

Коридорта, алӑк хыҫӗнче, пиҫиххи ҫакӑнса тӑрать. Ман пиҫиххи. Эппин, мана ӑсатаҫҫӗ. Ҫӗрле мана «империне» суд тата… ыттине те тума илсе каяҫҫӗ. Манӑн пурнӑҫ чӗллинчен выҫӑ вӑхӑт юлашки татӑксене ҫыртса илет. Панкрацра пурӑннӑ тӑватҫӗр вунпӗр кун калама та ҫук хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Тата миҫе кун юлчӗ-ши? Ӑҫта ирттерӗп эпӗ вӗсене? Мӗнле?

Манӑн ҫырма вӑхӑт пулаймасть пулӗ. Хамӑн юлашки сӑмахсене ҫыратӑп. Истори страницине ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн юлашки чӗрӗ свидетелӗ пулса тӑратӑп пулмалла.

1941 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Чехословакири коммунистсен партийӗн Центральнӑй Комитетне пӗтӗмпех, тытса хупас-тӑвас пулсан ӗҫе тытӑнма палӑртнӑ заместительсемпе пӗрлех, арестленӗ. Партие ҫакӑн пек йывӑррӑн пырса ҫапасси мӗнле пулма пултарнине халлӗхе тӗрӗссипе палӑртман-ха. Ун ҫинчен хӑй вӑхӑтӗнче Прагӑри гестаповецсем, хӑйсем суд умне тӑрсан, каласа парӗҫҫӗ. Эпӗ кунта та, Петчек дворецӗнче те ӗҫ мӗнле пулнине пӗлме тӑрӑшни кӑлӑхах пулчӗ. Провокацисӗр пулманах ӗнтӗ, анчах та кирлӗ пек асӑрхаманни те пулнӑ кунта. Икӗ ҫул хушши ӑнӑҫлӑн ӗҫлени сыхлануллӑха кӑштах чакарнӑ. Вӑрттӑн ӗҫлекен организаци сарӑлса пынӑ, ӗҫе ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑннӑ, вӑл шутра партин резервра тытса усрамалла пулнӑ ҫынсем те хутшӑннӑ, аппарат ӳссе пырса ҫав тери пысӑкланса кайнӑ, — ӑна тӗрӗслесе пыма та йывӑр пулнӑ. Парти центрне ҫапса хуҫма унччен нумай малтанах хатӗрленнӗ пулмалла та, анчах ку нимӗҫсем Совет Союзӗ ҫине тапӑниччен кӑшт маларахран пулса иртрӗ.

Малтан эпӗ ҫак «операцин» масштабне, вӑл мӗн тери сарлака пулнине пӗлеймен. Эпӗ хамӑрӑн связной яланхи пекех пырассине кӗтрӗм те ӑна кӗтсе илеймерӗм. Пӗр уйӑх иртсе кайрӗ, халь ӗнтӗ питӗ пысӑк инкек пулни (тата манӑн текех кӗтсе тӑма юраманни паллӑ пулса тӑчӗ. Эпӗ ҫыхӑну шырама тытӑнтӑм; ыттисем те ҫавнах тунӑ. Пуринчен малтан эпӗ Гонза Выскочила шыраса тупрӑм, — вӑл Чехословакин центрти районӗсенчи ӗҫе ертсе пыратчӗ. Вӑл пуҫаруллӑ ҫынччӗ те, «Руде правона» кӑларма хӑшпӗр материалсем пухнӑччӗ, — партие тӗп органсӑр (хаҫатсӑр) хӑварма юраман.

Эпӗ умстатья ҫыртӑм, анчах та эпир пӗтӗм материал, сӑмах майӗн каласан, хаҫат пек мар, майӑн пӗрремӗшӗнчи листовка пек пулса тухать, тесе шут турӑмӑр, мӗншӗн тесен юлташсен тепӗр ушкӑнӗ хаҫат кӑларнӑччӗ ӗнтӗ. Чӑн та, хаҫачӗ ҫиелтен пӑхма начартарахчӗ.

Партизанла меслетсемпе ӗҫлемелли уйӑхсем пуҫланчӗҫ. Партие питӗ хытӑ пырса ҫапнӑ пулсан та, ана вӗлерме пултарайман. Пурнӑҫласа ҫитереймен заданисене ҫӗршер ҫӗнӗ юлташсем туса ҫитерме тытӑнчӗҫ, вӗлернӗ руководительсем вырӑнне урӑххисем тӑчӗҫ, вӗсем вырӑнти организацисене арканса кайма тата пассивлӑн «шӑнса ларма» памарӗҫ. Анчах центртан ертсе пыракан пӗреллӗ оргӑн пулмарӗ-ха, ҫав вӑхатрах партизанла меслетсенче ҫакӑн пек хӑрушлӑх пулнӑ; нимӗҫсем Совет Союзӗ ҫине тапӑннӑ вӑхӑтра (вӗсем тапӑнасса эпир сиссе, кӗтсе тӑнӑ) пирӗн пӗр йӗрпе, пӗр тӗллӗвпе ӗҫлени пулма пултарайман.

Ман патӑма ҫитекен «Руде право» номерӗсене пӑхса — ӑна та ӗнтӗ партизанла майлӑ кӑларнӑччӗ — эпӗ унта политика енӗпе ҫирӗп тытакан алӑ пуррине туйрӑм. Эпир майӑн пӗрремӗшӗнче кӑларнӑ листовкӑран (шел, вӑл та питех ӑнӑҫлах пулманччӗ) ытти юлташсем хӑйсемсӗр пуҫсӑр тата такам пуррине, вӗсем ҫине шанма май килнине курнӑ. Вара эпир пӗрне пӗри шырама тытӑнтӑмӑр.

Эпир сӗм вӑрманти пек аташса ҫӳрерӗмӗр. Хамӑра чӗннӗ сасӑ еннелле кайрӑмӑр, анчах эпир ҫитиччен вӑл урӑх енчен илтӗнчӗ. Йывӑр ҫухату партие асӑрхануллӑрах, сыхлануллӑрах пулма вӗрентрӗ, ҫавӑнпа та, центрти аппаратри икӗ ҫын пӗр-пӗринпе ҫыхӑну йӗркелес тесен, вӗсен тӗрӗслеме тата лайӑхрах палласа илме пулӑшакан картунсем витӗр тухмалла пулнӑ. Ҫав картунсене вӗсем хӑйсем мар, вӗсене ҫыхӑнтарма тивӗҫ ҫынсем лартса тухнӑ. Ку питех те йывӑр та кӑткӑс пулнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ хам шыракан ҫын кам иккенне, вӑл эпӗ камне пӗлмен.

Юлашкинчен эпир иксӗмӗр те паллакан ҫынна тупрӑмӑр. Ку питӗ лайӑх юлташ, Милош Недвед тухтӑр пулнӑ, — ҫавӑ вара пирӗн пӗрремӗш связной пулчӗ. Анчах та ку самаях ӑнсӑртран пулса тухрӗ. 1941 ҫулхи июнь уйӑхӗн варринче эпӗ чирлерӗм те Лидӑна Недведа чӗнме ятӑм. Вӑл пӗр тӑхтамасӑрах Бакссем хваттерне пычӗ, — вара эпир ҫавӑнта калаҫса татӑлтӑмӑр. Ӑна шӑпах «теприне» шырама хушнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫав «тепри» — эпӗ пулни ҫинчен шутламан та. Эпӗ пӗлмен группӑри ытти пур юлташсем пекех, мана арестленӗ, эпӗ, тен, ҫӗр ҫинче те ҫук, тесе шутланӑ вӑл.

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫине Гитлер тапӑнчӗ. Ҫав каҫхинех эпир Гонзӑпа иксӗмӗр ҫак вӑрҫӑ пирӗншӗн мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине ӑнлантарса паракан листовка кӑлартӑмӑр. Июнӗн 30-мӗшӗнче эпӗ хам ҫав тери нумай вӑхӑт шыранӑ ҫынпа пӗрремӗш хут тӗл пултӑм. Вӑл эпӗ кӑтартса панӑ вырӑна хӑй кампа тӗл пулассине пӗлсех пынӑ. Анчах эпӗ ӑна халӗ те пӗлмен-ха. Ун чух ҫуллахи ӑшӑ каҫ пулнӑ, уҫӑ чӳречесенчен чечекре ларакан акацисен ырӑ шӑрши кӗрсе тӑчӗ, шап та ӗнтӗ пӗр-пӗрне юратса пӑрахнӑ мӑшӑрсем тӗл пулмалли вӑхӑт. Эпир чӳречене картӑмӑр, ҫутӑ ҫутрӑмӑр та ыталанса илтӗмӗр. Ку Гонза Зика иккен.

Февраль уйӑхӗнче Центральнӑй Комитета пӗтӗмпех арестлемен пулнӑ. Комитет членӗсенчен пӗри, Зика, хӑтӑлса юлнӑ. Эпӗ ӑна тахҫанах палланӑ та нумайранпа юратнӑ. Анчах та чӑннипе эпӗ ӑна халь тин, эпир пӗрле ӗҫлеме пуҫласан пӗлтӗм. Вӑл ҫаврака питлӗ, ялан кӑмӑллӑн кулакан, ырӑ кӑмӑллӑ пичче майлӑрах ҫынччӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫирӗп, нимрен хӑраман, ӗҫе татӑклӑн шут тытса тӑвакан, парти ӗҫӗнче нимӗнле компромиссене те йышӑнман ҫын. Вӑл хайӗн партиллӗ ӗҫӗсемсӗр пуҫне нимӗн те пӗлмен тата пӗлесшӗн те пулман. Партиллӗ ӗҫсене тума мӗн кансӗрленӗ — ҫавсене пурне те вӑл аяккалла сирсе янӑ. Вӑл ҫынсене юратнӑ, ҫынсем хӑйсем те ӑна юратнӑ, анчах та ҫав юратни нихҫан та ҫав ҫынсене принципсӑр шелленинчен, пуҫран ачашланинчен килмен.

Эпир икӗ минут хушшинчех калаҫса татӑлтӑмӑр. Темиҫе кунтан ҫӗнӗ руководствӑн виҫҫӗмӗш членӗ кам пулнине те пӗлтӗм, — вӑл Зикӑпа май уйӑхӗнчех ҫыхӑннӑ иккен. Ку — Гонза Черный, ҫӳлӗ, хитре йӗкӗт, сайра тӗл пулакан лайӑх юлташ пулнӑ; вӑл Испанире ҫапӑҫнӑ. Унтан персе шӑтарнӑ ӳпкепе таврӑннӑ — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, Германи урлӑ килнӗ; унӑн кӑмӑлӗнче вӑл салтак пулни кӑштах палӑратчӗ, унӑн вӑрттӑн ӗҫлес тӗлӗшпе пысӑк опыт пурччӗ, ҫавӑнпа та вӑл талантлӑ, пуҫаруллӑ работник.

Нумай уйӑхсем хушши пӗрле пулса хӗрӳллӗн кӗрешни пире ҫирӗппӗн пӗтӗҫтерчӗ. Эпир хамӑрӑн характерсемпе те, пултарулӑхпа та пӗрне пӗри пулӑшса, вӑй парса пыраттӑмӑр. Зика — организатор, ӗҫе ҫав тери тӗплӗ те яланах тӗп-тӗрӗс туса пыракан ҫын, ӑна ӗнтӗ нихҫан та улталама, куҫӗсенчен тусанпа сапма ҫукчӗ; вӑл кашни пӗлтерӗвех питӗ тӗплӗн, пур енчен те тӗрӗслетчӗ, унӑн тӗпнех ҫитетчӗ, кашни сӗнӗвех пӑхса тухатчӗ, пирен кашни решени мӗнле пурнӑҫланнине хыттӑн сӑнаса тӑратчӗ. Черный, диверсисем тӑвассине тата хӗҫпӑшаллӑ кӗрешӗве хатӗрленессине ертсе пыраканскер, ҫар ҫынни пек шухӑшлатчӗ, вак япаласем ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхмастчӗ, ӗҫсене анлӑн тунипе, ывӑнма пӗлменнипе тата ҫӗнӗ майсем хӑвӑрт шухӑшласа тупнипе паллӑ пулса тӑратчӗ; ӗҫ валли ҫӗнӗ формӑсем тата ҫӗнӗ ҫынсем шыранӑ чух унӑн ӗҫӗ яланах ӑнӑҫлӑ пулатчӗ. Юлашкинчен — эпӗ, агитпропщик, журналист, хамӑн сисӗм ҫине шанакан ҫын, кӑштах фантазер тата — шайланмаллӑх — скептик пулнӑ.

Тумалли ӗҫсене хамӑр хушӑмӑрта валеҫни вӑл, тӗрӗссипе каласан, ӗҫе валеҫнинчен ытларах — ответлӑха валеҫни пулнӑ. Пирӗн кашниннех пур ӗҫе те хутшӑнма кирлӗ пулсан пур ҫӗрте те пӗр-пӗчченех шут туса ӗҫлеме тивнӗ. Ӗҫлеме ҫӑмӑл пулман. Партие февраль уйӑхӗнче суран туни халӗ те ҫаплипех пулнӑ, вӑл тӳрленсе ларман. Пур ҫыхӑнусем те татӑлчӗҫ, хӑшпӗр организацисем пӗтӗмӗшпех тӑшман аллине лекрӗҫ, упранса юлнисем патне пыма ҫул пулмарӗ, сахал мар организацисем, заводсем, тепӗр чух районсем те, ҫыхӑну йӗркелениччен центртан пачах та уйрӑлса тӑнӑ, вара пирӗн унта «Руде право» та пулин ҫитсе, вӗсене ертсе пырасси вырӑнне пулӗ, тесе шанмалли ҫеҫ юлатчӗ. Пирӗн тӗл пулмалли вӑрттӑн вырӑнсем пулман, — киввисемпе эпир усӑ курма пултарайман, вӗсене халӗ те сӑнаҫҫӗ пулӗ, тесе шикленнӗ; малтанхи вӑхӑтсенче укҫа та пулмарӗ, апат-ҫимӗҫ тупма йывӑрччӗ, нумай ӗҫсене ҫӗнӗрен пуҫласа ямаллаччӗ. Ҫаксем пурте — парти пӗр хатӗрленӳллӗ ӗҫсем ҫинче кӑна тытӑнса тӑма пултарайман кунсенче, нимӗҫсем Совет Союзӗ ҫине тапӑннӑ кунсенче, партин турех ҫапӑҫӑва кӗмелле, оккупантсене хирӗҫ шалти фронт тумалла, вӗсен тылӗнчи «пӗчӗк вӑрҫа» хӑйӗн вӑйӗсемпе кӑна мар, пӗтӗм халӑх вӑйӗпе туса пымалли кунсенче пулнӑ.

Кӗрешӗве хатӗрленнӗ 1931—1941 ҫулсенче парти питӗ шала пытаннӑ, вӑл нимӗҫ полицине ҫеҫ мар, массӑсене те курӑнми пулса тӑнӑ. Халӗ унӑн, юн юхтарса вӑйсӑрланнӑскерӗн, оккупантсенчен нихҫанхинчен те лайӑхрах пытанмалла, ҫав вӑхӑтрах халӑхран пытаннине пӗтермелле пулнӑ, партире тӑманнисемпе ҫыхӑну тытассине йӗркелемелле, ирӗклӗхшӗн кӗрешме хатӗр тӑракан кашни ҫынпа пӗрлештерме, иккӗленсе тӑракансене татӑклӑ пример кӑтартса, кӗрешӗве ертсе каймалла пулнӑ.

1941 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче эпир хамӑрӑн аркатса тӑкнӑ организацие ура ҫине тӑратрӑмӑр теме пултарайман-ха. Ӑна тӑвасси инҫе пулнӑ-ха, анчах, епле пулсан та, ҫирӗппӗн организациленнӗ чӑмӑр пулнӑ, вӑл пысӑк заданисене кӑшт та пулин пурнӑҫласа пыма пултарнӑ. Парти ӗҫӗ ҫӗнӗрен пуҫланни тӳрех результатсем пама пуҫларӗ. Заводсенче саботаж, забастовкӑсен шучӗ ӳссе пычӗ. Сентябрь вӗҫӗнче Берлин пирӗн ҫине Гейдриха вӑскӑртса кӑларса ячӗ.

Пӗрремӗш осаднӑй положени активлӑн хиреҫ тӑрассине (вӑл ӳссех пыратчӗ) ҫапса хуҫаймарӗ, анчах ӑна вӑйсӑрлатрӗ тата партине ҫӗнӗ сурансем кӳчӗ: Тӳррӗн каласан: ун чух партин Прагӑри организацине тата ҫамрӑксен организацине пӗтӗмпех аркатса тӑкнӑ, партишӗн питех те хаклӑ пулнӑ ҫӗнӗ работниксем: Ян Крейпи, Штанцель, Милош Красный тата ыттисем те нумайӑшӗ пӗтнӗ.

Анчах та ҫавӑн пек хыттӑн пырса ҫапнӑ хыҫҫӑн кашнинчех парти мӗн тери вӑйли, ӑна аркатса тӑкма ҫукки уҫҫӑнах курӑнчӗ. Боец пӗтнӗ, вара унӑн ӗҫне пӗр ҫын тума пултараймасан, ун вырӑнне иккӗн, виҫҫӗн тӑнӑ. Ҫӗнӗ, 1942 ҫула эпир ҫирӗп йӗркеленӗ организаципе кӗтӗмӗр; чӑн та, вӑл ӗҫӗн пур участокӗсене те ҫавӑрса илеймен, унӑн ӗҫӗ 1941 ҫулхи февраль уйӑхӗнчи виҫене нумай ҫитмен, анчах та партин татӑклӑ ҫапӑҫусенчи задачисене пурнӑҫлама пултарнӑ. Ҫавӑн пек организаци тӑвас тӗлӗшпе эпир виҫсӗмӗр ӗҫлерӗмӗр. Анчах тӗп ӗҫсене Гонза Зика турӗ.

Пирӗн пичет (хаҫат) ура ҫине мӗнле тӑрса пыни ҫинчен юлташсем чердаксем ҫинче тата подвалсенче упраса хӑварнӑ, вӑрттӑн материалсем каласа пама пултараҫҫӗ пулӗ, ҫавӑнпа та манӑн ун ҫинчен калама та кирлӗ мар.

Пирӗн хаҫатсем йышлӑн сарӑлса тӑчӗҫ, вӗсене парти членӗсем ҫеҫ мар, партире тӑманнисем те каҫса кайсах вуланӑ; вӗсем пысӑк тиражсемпе тухатчӗҫ, пӗр-пӗринчен пачах та уйрӑм вӑрттӑн типографисенче — йышлатмалли аппаратсем ҫинче тата чӑн-чӑн типографи станокӗсем ҫинче пичетленетчӗҫ. Вӗсем тӑтӑшах тата хӑвӑрт, ун чухнехи вӑхӑт тата условисем хушнӑ пек тухса тӑратчӗҫ. Сӑмахран, Сталин юлташ ҫарсене 1942 ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче панӑ приказа малтанхи «подписчиксем» февралӗн 24-мӗшӗнче каҫхине вуланӑ та ӗнтӗ. Пирӗн печатниксем питӗ лайӑх ӗҫлетчӗҫ, врачсен группи, уйрӑмӑнах «Фуке-Лоренц» текен группа лайӑх ӗҫлетчӗ, вӑл тата хӑй «Тӗнче Гитлера хирӗҫ» ятлӑ уйрӑм бюллетень кӑларса тӑратчӗ. Ҫынсене упрама тӑрӑшса, ытти ӗҫсене пурне те эпӗ хам тӑваттӑм. Эпӗ тӑшман аллине лекес-тӑвас пулсан ӗҫлеме заместитель тупса хатӗрленӗччӗ, Мана арестлесен, вӑл ӗҫе малалла туса пынӑ, халӗ те туса пырать.

Хуть те епле задани валли те ҫынсем сахалтарах кирлӗ пулччӑр тесе, эпир чи пӗчӗк аппарат туса хутӑмӑр. Эпир связнойсен йышне пысӑк тумарӑмӑр, мӗншӗн тесен вӗсем йышлӑ пулни парти аппаратне сыхламасть ҫеҫ мар, ӑна хӑрушлӑх умне кӑларса тӑратать, — куна 1941 ҫулхи февраль кӑтартса пачӗ. Чӑн та, капла пирӗншӗн кӑшнишӗнех хӑрушлӑх ытларах пулнӑ, анчах пӗтӗм партишӗн хӑрушлӑх сахалтарах пулнӑ. Февральти пек провал тепӗр хут пулма пултарайман.

Ҫавӑнпа та, мана арестленӗ хыҫҫӑн, пӗр ҫӗнӗ член хушнӑ Центральнӑй Комитет хӑйӗн ӗҫне лӑпкӑнах малалла туса пыма пултарнӑ. ЦК составӗнче кам-кам пулни ҫинчен манӑн чи ҫывӑх сотрудник та нимӗн те пӗлмен.

Гонза Зикӑна 1942 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗнче ҫӗрле арестленӗ. Ку каллех инкеклӗ ӗҫ пирки пулнӑ. Гейдриха вӗлерме тапӑннӑ хыҫҫӑн оккупантсен пӗтӗм аппаратне ура ҫине тӑратса, Прагӑра пур ҫӗрте те облавӑсем тунӑ. Гестаповецсем Стршешовицӑри хваттере пырса кӗнӗ, унта ҫавӑн чух шӑпах Зика ҫӗр выртнӑ. Унӑн докуменчӗсем йӗркеллех пулнӑ, тен, ун ҫине ҫаврӑнсах та пӑхман пулӗччӗ. Анчах та вӑл, хӑйне хваттере янӑ ҫемьене хӑрушлӑх умне тӑратас мар тесе, виҫҫӗмӗш этаж чӳречинчен сикнӗ. Вӑл ӳксе ҫурӑм шӑммине вилмеллех хуҫса пӑрахнӑ та, ӑна больницӑна илсе кайнӑ. Гестаповецсем хӑйсен аллине кам лекнине те пӗлмен. Вунсакӑр кунтан тин ӑна фотографи тӑрӑх палласа илсен, вилме пуҫланӑскере Петчек дворецне допроса илсе пынӑ. Кунта эпир унпа юлашки хут тӗл пултӑмӑр. Мана унпа куҫа-куҫан тӑратма илсе пычӗҫ. Эпир пӗр-пӗрне алӑ патӑмӑр, вӑл ман ҫине пӑхса яланхи пекех ырӑ кӑмӑлпа кулса илчӗ те:
— Сывлӑх сунатӑп, Юлий! — терӗ.

Вӗсем унран урӑх нимӗн те илтеймерӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ. Питрен темиҫе хут ҫапнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑнне ҫухатрӗ. Темиҫе сехетрен вара вилнӗ.

Ӑна арестлени ҫинчен эпӗ майӑн 29-мӗшӗнчех пӗлнӗччӗ. Пирӗн йӗрлесе пӗлекенсем лайӑх ӗҫлетчӗҫ. Вӗсем пулӑшнипе эпӗ унпа хамӑн малашне мӗн тумалли ҫинчен пӑртак калаҫса татӑлтӑм. Унтан пирӗн плана Гонза Черный ырланӑччӗ. Ку пирӗн ЦК-ӑн юлашки постановленийӗ пулнӑ.

Гонза Чернӑя 1942 ҫулхи ҫулла арестленӗ. Кунта вара нимӗнле ӑнсӑртран пулнӑ япала та айӑплӑ пулман, ӑна тытасси — Чернӑйпа ҫыхӑну тыткаланӑ Ян Покорный хавшак чӗреллӗ пулнипе преступлени тунинчен килнӗ. Вӑл хӑйне пӗртте партин ертсе пыракан работникӗ пек тыткаламан. Темиҫе сехет хушши допрос тунӑ хыҫҫӑн, паллах, допросӗ хаяр та хӗрхенӳсӗр пулнӑ ӗнтӗ, анчах та урӑххине мӗн кӗтме пултарнӑ-ха вӑл? — темиҫе сехет допрос тунӑ хыҫҫӑн вӑл хӑраса ӳкнӗ те, хай Гонза Черныйпа тӗл пулнӑ хваттер ҫинчен каласа панӑ. Кунтан вара йӗр Гонза патне илсе кайнӑ, темиҫе кун иртсен вӑл гестапо аллине лекнӗ.

Ӑна илсе пырсанах, ҫавӑнтах пире куҫа-куҫӑн тӑратрӗҫ.

— Эс ӑна паллатӑн-и?

— Ҫук, палламастӑп.

Эпир иксӗмӗр те пӗрешкелех ответлерӗмӗр. Унтан вӑл пачах та ответ памастӑп, терӗ. Вӑл ӗлӗк суранланни ӑна ытлашши асапран хӑтарчӗ. Вӑл часах ӑнтан кайрӗ. Ӗҫ иккӗмӗш допрос патне ҫитиччен ӑна пурин ҫинчен те тӗплӗн пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, вара вӑл малашне пирӗн решени хушнӑ пек туса пычӗ.

Унран нимӗн те пӗлеймен. Ӑна тӗрмере нумай вӑхӑт тытса усранӑ, тата кам та пулин кӑтартса панисем ӑна калаҫмалла тӑвӗҫ, тесе нумай кӗтнӗ. Анчах та кӗтсе илеймен.

Тӗрме ӑна улӑштарман. Хаваслӑ та хастарлӑскер, вӑл, хӑйӗн умӗнче пӗр вилӗм кӑна пулнине пӗлсе тӑрса, ыттисене урӑхла, инҫетри малашлӑха курма вӗрентнӗ.

Панкрацран ӑна сасартӑк, 1943 ҫулхи апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче илсе тухса кайрӗҫ. Ӑҫта илсе кайни паллӑ мар. Ҫавӑн пек кӗтмен ҫӗртен илсе кайнинче темле тискерле хӑрушлӑх пур. Паллах, йӑнӑшма пулать. Анчах та пире ҫӗнӗрен тӗл пулма пӳрмен пулӗ, тетӗп.

Эпир яланах вилӗм хӑрушлӑхне шута илнӗ. Эпир пӗлнӗ: эпир гестапо аллине лексен, унтан чӗррӗн тухса каяс ҫук. Кунта та эпир ҫавна шута илсех ӗҫленӗ.

Манӑн вӑйӑ та хӑйӗн вӗҫӗ патнелле пырать. Вӗҫне эпӗ ҫырса пӗтереймерӗм. Ӑна эпӗ пӗлместӗп. Ку вӑйӑ мар. Ку — пурнӑҫ.

Анчах пурнӑҫра аякран пӑхса тӑракансем ҫук.

Чаршав ҫӗкленет.

Ҫынсем, эпӗ сире юратнӑ! Сыхлануллӑ пулӑр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех