Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗне кирлӗ пулнӑ-ха грексемшӗн ҫапӑҫма поляк чунӗпе?
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Гаврила ун ҫине сӑнаса пӑхрӗ, вӑл хӑй те чунӗпе ҫӗкленсе кайнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Йӗкӗт хӑрани ӑна хӗпӗртеттерчӗ: ҫапла вӑл Гаврилӑн сехри хӑпнипе те тата хӑй, Челкаш, епле усал ҫын иккенне кӑтартса панипе те чунӗпе киленсе илчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
«Турӑҫӑм! Мана ҫав териех намӑс, йывӑр пулсан — мӗн тери айӑплӑ эппин эпӗ!» чунӗпе асапланса шухӑшларӗ вӑл.«Боже мой! Как я должна быть виновата, если мне так стыдно, больно!» — мучилась она внутренне.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Немезида!..» шухӑшларӗ вӑл, чунӗпе ҫӳҫенсе.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӑваш чунӗпе асапланса, вӑл ҫакна ӑнланса илчӗ: унӑн нумай енӗсем кӑштах палӑра пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитиех аталанайман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл тепӗр чухне этемлӗх инкекӗшӗн чунӗпе татӑлса макӑрать, сӑмахпа каласа пама май ҫук тӗлли-паллисӗр асаппа, хуйхӑпа, таҫта инҫетелле, лерелле, Штольц илӗртнӗ леш тӗнчене туртӑнса, питӗ тертленет…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл чунӗпе те, теорийӗпе те взятка илесшӗн ҫуннӑ, ӗҫ туса пама ыйтакансем те, ӗҫсем те пулманран, хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсенчен, тусӗсенчен чееленсе взятка илме пултарнӑ, мӗншӗн тата мӗнле майпа илнине турӑ ҫеҫ пӗлет; чееленсе е сӗмсӗррӗн ҫынна ҫыпҫӑнса, вӑл кирек ӑҫта та, кирек кам шучӗпе те хӑналанма пултарнӑ, тивӗҫсӗрех хӑйне хисеплеме хистенӗ, чӗрре кӗнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӑхсах курӑнать, чунӗпе асапланать хӑй, анчах ним шухӑшласа кӑларма та пултараймасть.Видно было, что его одолевала внутренняя борьба, а ум еще не являлся на помощь.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та тӗрӗс тунӑ вӑл ҫак профессие суйласа илсе: математикӑпа ӗҫленӗ-и Крылов е физикӑпа, е артиллери ыйтӑвӗсемпе — чунӗпе вӑл пурпӗрех моряк пулнӑ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Чи кирли — вӑл чунӗпе ватӑлмасть.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Телекуравпа радиовещанин Чӑваш комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн редактор ҫумӗнче, «Хатӗр пул» журналта ӗҫленӗ поэт ырӑ ҫын чунӗ кӑна этемлӗх чунӗпе пӗрлешме пултарасса хӑйӗн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе ҫирӗплетме пултарчӗ…
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ, тен шӑпах ҫакӑн чух мана ӑвӑс катинче персе пӑрахманшӑн пӗтӗм чунӗпе кӳренчӗ пуль!
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Социализмла ҫӗршывра ҫитӗннӗ ҫынӑн чунӗпе хӑватне вӗсем, нимӗҫсем «хуҫасен расси» пулни ҫинчен калакан мӗскӗн «теорие» шухӑшласа кӑларакансем, ӑҫтан ӑнланма пултарччӑр-ха ӗнтӗ!
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку ӗмӗте пурнӑҫлама вӑл хӑйӗн пӗтӗм чунӗпе, мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшнӑ.К этой мечте он стремился всей своей волей, всеми силами души.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хай чунӗпе вӑл халӗ те разведчик пулнӑ-ха.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ку вӑл — Ваня хӑйӗн пӗччен, тӗрессипе каласан — пушанса юлнӑ чунӗпе капитан Енакиев хӑйне епле чӗререн, чунтан, ашшӗ пек юратнине туйнӑ пирки пулнӑ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Профессие чунӗпе парӑннӑ тухтӑрсем килти хуҫалӑха аталантарассипе те хастар тӑрӑшаҫҫӗ.Преданные профессии врачи активно занимаются и развитием домашнего хозяйства.
Ветеринарсем – ӗҫ хастарӗсем // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Эх, ялта хӗвелӗ те ӑшӑраххине, ҫилӗ те ҫепӗҫреххине те ачашраххине чунӗпе туйрӗҫ вӗсем.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Тамарӑн чунӗ пӑлханма пуҫларӗ — тем пулман-ши ӗнтӗ тата аннен чунӗпе?Тамара начала волноваться – не случилось ли что с душой матери?
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив