Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Нимрен нимӗр турӑмӑр...

Автор: Элиза ВАЛАНС

Ҫӑлкуҫ: Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Хушнӑ: 2019.07.12 19:19

Пуплевӗш: 257; Сӑмах: 2046

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Пӗчӗк юханшывран Атӑл пулать.

Ӗҫрен нихӑҫан та хӑраман Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевна Уткинсене Шурӑ Шупашкар паллаштарнӑ. Икӗ ҫамрӑк ҫемье чӑмӑртасан йывӑрлӑхӗ пулсах пынӑ-ха. Ҫак авӑртан тухас тесе тем те шухӑшласа пӑхнӑ. Юлашкинчен иккӗшӗ те пӗр канашлӑ пулса:

— Ялти ҫерҫи выҫӑ вилмен тет. Унта хӑв тӑрӑшсан пахчара тем те ӳстерме пулать, выльӑх-чӗрлӗхне те картиш тулли усрама май пур. Ӗнтӗ малашне те куҫ ал валли ӗҫ туптӑр, ал яланах куҫа ӗҫпе савӑнтартӑр. Кӑна сан пурнӑҫламалла тесе пӗр-пӗринчен айккинелле пӑрӑнар мар. Пӗчӗк юханшыв сиксе-сиксе, шӑнкӑртатса-шӑнкӑртатса, малтан-мала юхать-юхать те… Атӑл пулать. Ҫавӑн пекех, пӗчӗк ӗҫрен пысӑкки пулатех. Эпир ялта ҫуралса ӳснӗ, апла-тӑк пирӗн алӑра ӗҫ вӗресе тӑмалла. Пылчӑкран хӑракан асфальтпа та савӑнса утма пӗлмест, хӑй аллипе кантра явса курман ҫын чӗн тилхепе ҫухалсан та шеллемест. Пирӗн апла пулас марччӗ, пус ҫумне пус хушса ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ тӑвасчӗ, ҫӑкӑр хакне куллен пӗлесчӗ, — тесе Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекне тухса кайнӑ.

Каролина Анатольевна турӑш умне тӑрса Турӑран мӗн чухлӗ пулӑшу ыйтман-ши? «Турӑҫӑм, ҫакӑн пек тумхахлӑ сукмакран пӑрса ырри патне илсе ҫитерсем. Ҫурт лартма пулӑшсам, йӑлӑнса ыйтатӑп», — тенӗ вӑл чун-чӗре витӗр тилмӗрсе. Чӑн та, хӑйсем тӑрӑшнӑран, Турри пулӑшнӑран хӑтлӑ ҫурт хӑпартса лартнӑ Уткинсем. Паллах, малтанлӑха пӳртре мӗн кирли йӑлтах пулман, ӑна илме укҫи-тенки ҫитсе пыман-ҫке. Апла пулин те виҫесӗр савӑннӑ ҫамрӑк ҫемье.

— Чӑх та пӗчӗккӗн сӑхсах тӑранать, эпир те ҫапла мӗн кирлине малашне хуллен тӑвӑпӑр. Хамӑрӑн ҫеҫ сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑрччӗ, — тенӗ ӗҫчен мӑшӑр ҫуртӑн кашни кӗтесне аллисемпе сӗртӗннӗ май.

Ҫапла килӗштерсе пурӑннӑ Уткинсем. Ҫемьере икӗ ача сахал пек туйӑннӑ вӗсене, виҫҫӗмӗшӗ пирки ӗмӗтленнӗ.

Каролина Анатольевна ҫимӗк кунхине каллех турӑш умне пынӑ.

— Пире ывӑл кирлӗ, ывӑл… Санран каллех пулӑшу ыйтатпӑр. Йӑх-несӗле тӑсакан, тӗреклӗ ача пултӑрччӗ пирӗн пепкемӗр. Тупата, ӗмӗтӗм ҫитетех. Шанатӑп. Урӑхла пулма та пултараймасть. Куҫа хупсан та куратӑп-ҫке: алӑра ывӑл ача. Вӑл амӑшӗн ытамӗнче пулнӑран йӑл кулать, пӗчӗк аллисемпе хавассӑн хӑлаҫланать, — тенӗ пӗр кунхине.

…Йывӑҫ патне пырса тӑнӑ Каролина Анатольевна. Вулли йӗкӗр ывӑҫа кӗрекенскер. Лӑстӑр-лӑстӑр силленӗ майӗпен, ачашшӑн. Вӗлтӗ-ӗ-ӗр, вӗлтӗ-ӗ-ӗр вӗҫсе аннӑ ҫулҫӑсем, ҫӑлтӑрсем ҫуннӑнах. Вӑл аллине тӑснӑ. Пӗри ывӑҫ тупанӗ ҫине ӳкнӗ. Мӗн тери илемлӗн курӑннӑ вӑл! Ҫил вӗрсе иртнӗ, вӑштӑр, вӑштӑр. Ҫитнӗ шавлӑ ҫил ачи. Курнӑ та илемлӗ ҫулҫӑна пӗр ҫӗкленӗ, пӗр хӑпартнӑ, пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрнӑ. Унтан Каролина Анатольевнӑн хулпуҫҫийӗ ҫине майӗпен вӗҫсе аннӑ.

— Ҫакӑн пек хитрелӗхе сӑнама ывӑлпа тухасчӗ те… — калаҫнӑ тавралӑха сӑнанӑ май.

Чӑн та, вӑхӑт иртсен ҫемьене пӑхаттир килнӗ. Юратса Алеша тесе чӗнме тытӑннӑ пӗчӗкскере. Ӳснӗҫемӗн вӑл та аппӑшӗсем пекех ӗҫ тути-масине туйма тытӑннӑ. Аслисем шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хуланалла ҫул тытсан, арҫын ача йӑлтах тунсӑха путнӑ. Килте ҫеҫ мар, кассипе те ун валли калаҫма ача пулман-ҫке.

— Мана чӑннипех те кичем. Уй варринче пӗччен тӑрса юлнӑ пекех туятӑп. Аппасем юнашар пулманран ку. Ҫитменнине тантӑшсем те ҫук, — тенӗ арҫын ача тунсӑхлӑн.

Уткинсем чӑннипех те шухӑша путнӑ.

— Тен, ача усрава илмелле? Алешӑна та хутшӑнса пуплеме кам-тӑр кирлӗ, — тенӗ вӗсем.

Сӑлтавӗ кунта ҫеҫ пулман-ха. Каролина Анатольевна, педагогра тӑрӑшнӑ май, уроксенче ачасемпе тӗрлӗ произведени вуланӑ. Ҫемҫе чунлӑскер, чуна ыраттараканнисене куҫҫульсӗр тишкереймен. Уйрӑмах тӑлӑх ачасен шӑпине ҫырса кӑтартнӑ хайлавсем шӗкӗлченӗ хыҫҫӑн темччен шухӑша кайса ҫӳренӗ. «Мӗн тери шел вӗсене, ашшӗ-амӑшӗ ӑшшине те кураймаҫҫӗ-ҫке», — тенӗ шывланнӑ куҫӗсене сӑтӑркаласа.

…Хӑйсен тӗллевӗнчен пӑрӑнман Уткинсем. 2007 ҫулхине Кольӑпа Андрея хӑйсен хӳттине илнӗ ӗҫчен ҫемье. Ачасем кил хуҫипе мӑшӑрне тӳрех атте-анне тесе чӗнме тытӑннӑ.

— Пирӗн килте ҫӑкӑр та ҫукчӗ, — тенӗ Андрей сӗтел ҫине лартнӑ тутлӑ апатсемпе сӑйланнӑ май.

2008 ҫулхине Кольӑн шӑллӗ те, Андрей, Патӑрьел тӑрӑхне пурӑнма куҫнӑ. Йыш пысӑкланнӑ пулин те аптӑраман туслӑ ҫемье. Выльӑх-чӗрлӗх те, улма-ҫырла та кирлӗ чухлӗ туса илнӗ.

2013 ҫулхине вара Ҫӗмӗрлерен пилӗк ачана каникула илсе килнӗ. Уткинсем вара тӗпренчӗкӗсемпе канашлама шут тытнӑ.

— Ну, ачасем, пиллӗкӗшӗнчен хӑшӗсене хамӑр пата хӑварӑпӑр? — кӑсӑкланнӑ самантрах.

Арҫын ачасем вара пӗртӑван Исаевсене — Алешӑпа Никитӑна тата Ромӑна илсе юлма тархасланӑ.

— Эпир вӗсемпе малашне туслӑ пурӑнӑпӑр, — сӑмах панӑ пӗр харӑссӑн.

Хыҫҫӑнах Хӗрлӗ Чутайӗнчи Денис Хораськин та Уткинсен кил-йышӗнче ӑшӑлӑх тупнӑ. Шупашкартан илсе килнӗ Сергейпа Гена Николаевсем те вӗсемшӗн ют пулса тӑман.

«Пысӑк сӑртран хӑрамарӑмӑр»

Алӑк урати урлӑ каҫсанах — юмах тӗнчи! Мӗнле пысӑк та хӑтлӑ ҫурт Уткинсен! Ҫап-ҫутӑ та таса. Ҫӑвӑнмалли пӳлӗме кӗрсен Каролина Анатольевна япала ҫумалли машинӑна ыталаса та сӗртӗнсе:

— Ах, ҫакна шухӑшласа кӑларакана пысӑк тав! Ҫав ҫынна халалласа палӑк лартас пулсан, хамӑн пӗр уйӑхри укҫана пӗр шелсӗр кӑларса панӑ пулӑттӑм. Манӑн мӗн чухлӗ ача та, вӗсен япалисене алӑпа ҫуса типӗтме пӗр кун та ҫитес ҫук. Ӑслӑ тата хӗрарӑма шеллекен ҫынсем пурах ҫав ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере, — хӑпартланчӗ савӑнӑҫлӑн. — Е тата халӗ мӗншӗн пурнӑҫпа савӑнса пурӑнмалла мар? Ӗлӗкхи самана тахҫанах иртнӗ. Чӑнах, нумай ӗҫ турӑмӑр пурнӑҫра. Хӑш енне пӑхсан та сӑрт пек ӗҫ пулнӑ пирӗн умра. Хӑрамарӑмӑр ҫав сӑртран, пӑрӑнса иртмерӗмӗр, ҫаврӑнса каялла чакмарӑмӑр… Ҫапла, хӑв йӑрӑ та ӗҫчен пулсан — мӗн ӗмӗтленни йӑлтах пурнӑҫланать. Утӑ-улӑм турттарма пысӑк машина та туянтӑмӑр авӑ. Ку пирӗншӗн — ҫӑмӑллӑх. Манар мар, ӗҫленипе ҫын пӗтмест. Курӑр-ха, пӳртрех юхать шывӗ: сивви те, ӑшши те. Пӳрнесем хушшипе ҫул тупса шӑнкӑртатать ҫеҫ. Текех вут-шанкӑ пирки кулянма кирлӗ мар. Ҫуртне яланлӑхах хутса ӑшӑтнӑ. Шывне кӳнӗ, хуран айне кӑвайт хумасӑрах ҫулӑм ялкӑшать. Ан ӳркен вӗретме, пӗҫерме, ӗҫлеме. Ырлӑхра пурӑнатпӑр вӗт! Тӗрӗссипе, паянхи саманара пултаруллӑ пулсан вертолет та, самолет та туянма пулать. Кӑҫал мартра 55 ҫулхи юбилея паллӑ турӑмӑр. Ачасем ӗне сумалли аппарат парнелерӗҫ те — хӗпӗртерӗм. Ара, ку таранччен пилӗк ӗнене алӑпах сӑваттӑм-ха.

Ҫапла, Уткинсем ача-пӑчаран ҫеҫ мар, выльӑх-чӗрлӗхрен те пуян. Нумай пулмасть туса пӗтернӗ пысӑк сарай пӳлӗмӗсенче чӑххи-чӗппи, хур-кӑвакалӗ, сурӑхӗсем, пилӗк ӗнипе ултӑ пӑрушӗ, пӗр пысӑк вӑкӑрӗ хӑйсен вырӑнӗсене тупнӑ. Кунта та пур ҫӗрте те тасалӑх хуҫаланать. Кашни япали вырӑнта. Пахчи те ҫумсӑр.

— Ачасене пӗчӗклех ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарма тӑрӑшатпӑр. Кунсерен пӳртре кашни ылмашӑнса дежурнӑй пулать. Сӗтел, тусан шӑлать, урай ҫӑвать. Ҫуртри ӗҫсемшӗн вӑл яваплӑ. Сарайӗнче тепӗр ачи тӑрӑшать. Выльӑхсене кнопка пусса пӑрӑх тӑрӑх шыв парать, каҫхине кӗтӳрен таврӑннӑ ӗнесене хӑваласа вырӑнӗсене кӑкарать. Чӑххи-чӗппине те читлӗхӗсене ярать. Ыттисем вара пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса выляма, шыва кӗме каяҫҫӗ. Тепӗр чух ушкӑнпа та ӗҫлетпӗр. Акӑ халӗ тӗрлӗ салат тӑватпӑр. Кашниех ӗҫлӗ. Пӗри купӑста, тепри помидор, виҫҫӗмӗшӗ кишӗр турать. Повидло та витри-витрипе тӑватпӑр. Вӗллесем тытнӑран сӗтел ҫинчен пыл татӑлмасть. Хуртсене хамах пӑхатӑп, ӗнтӗ йӑлтах вӗренсе ҫитрӗм. Касу ҫитсен черетпе уя тухатпӑр. Кайран хулана тухса кайсан выҫӑ ан ларччӑр тесе апат пӗҫерме хӑнӑхтаратӑп. Виҫҫӗшӗ яшка янтӑлама вӗренни, ҫӗрулми шуратма пӗлни чӑнласах та савӑнтарать. Ара, пурнӑҫра хӑйсенех кирлӗ-ҫке. Ун чухне никам та: «Ачам, апат ларса ҫи-ха», — тесе каламӗ вӗт. Ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарни усӑллӑ япала ҫеҫ. Хамӑр ҫийри хӳхӗм тум, килти тулӑх сӗтел, куҫа илӗртекен ҫурт-йӗр, ҫуркунне ҫитсен ҫеҫке ҫуракан сад — ӗҫ вӑл ҫакӑ, ушкӑнпа тунӑскер. Ӗҫ ҫынна улӑштарать, пурнӑҫа хитрен курма вӗрентет. Авӑ, сенкер экранпа ачасем наркотикпа е спайспа туслашса хӑйсен пурнӑҫне пӗтерсе хунине тӑтӑш кӑтартаҫҫӗ те чӗре ҫурӑлса тухать. Апла пулсан вӗсем ӗҫсӗр аптӑраҫҫӗ… Манӑн вара хамӑн ачасен ӗҫри, вӗренӳри маттурлӑхне ҫеҫ курас килет. Пирӗн сӑмаха ӑша хывсан, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ пулмасан ӑспа та, ӗҫпе те чапа тухатӑр акӑ тесе пӗрре мар калатӑп. Алса-чӑлха ҫыхма вара кума пулӑшать. Пысӑк тав ӑна, пире ӑнланнишӗн. Ара, хамӑн вӑхӑчӗ ҫитсе пымасть-ҫке. Ҫӗтӗлнӗ нускисене вара хамах, телевизор умӗнче ларнӑ чухне, кӑшт та пулин вӑхӑт тупса саплама тӑрӑшатӑп, — паллаштарать хӑйсен пурнӑҫ йӗркипе нумай ача амӑшӗ.

Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем…

Арҫын ачасен ушкӑнпа канмалли пӳлӗм виҫҫӗ таранах. Хитре те хӑтлӑ. Тӗрлӗ передача е кино курмалли телевизор та вырнаҫтарнӑ. Кашнин тумтирӗ хӑй вырӑнӗнче, кӗнекисемпе тетрачӗсене те ҫӳлӗк ҫине йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнче уроксене те ҫакӑнтах пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗр пӳлӗмри стена ҫинче куҫа илӗртекен стенд. «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи» тесе пысӑк саспаллисемпе ҫырса хунӑ унта. Сӑнӳкерчӗксенче — пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче Уткинсен салтак ретне тӑнӑ Алеша ывӑлӗ.

— Ку стенда улӑштарма вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ нумай пулмасть усрав ывӑлӑмӑра Кольӑна та ӗлӗкхи йӑла-йӗркипе салтака ӑсатрӑмӑр. Ӑна та Тӑван ҫӗршыва юрӑхлӑ ӳстернишӗн савӑнатпӑр. Вӑл тупа тунӑ кун унта каятпӑрах. Хамӑр ача-ҫке. Малашне стенд ҫинче Алешӑн ҫеҫ мар, Кольӑн сӑнӳкерчӗкӗсем пулӗҫ. Унччен ҫырнине кӑшт улӑштарса: «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» тесе шӑрҫалӑпӑр. Ҫитес вӑхӑтра ҫак стенд пысӑкланасса шансах тӑратпӑр. Ара, ывӑл нумай-ҫке пирӗн. Кольӑна авӑ патшалӑх хваттер панӑ. Салтакран таврӑнсанах туслӑ ҫемьепе пурте пӗрле пуҫтарӑнса ҫӗнӗ пӳртре уяв ирттерес тӗллевлӗ-ха. Алешӑпа Коля иккӗшӗ те маттурччӗ, ларма-тӑма пӗлменскерсем ӗне сума та ӳркенсе тӑмастчӗҫ, — теҫҫӗ Уткинсем.

Каролина Анатольевна вӗрентекен пулнӑ май, шкулта та педагогсене асӑрхаттарса хунӑ.

— Ачасем каланине итлемесен е ашкӑнсан тӳрех мана систерӗр. Вӗсене вӑхӑтра ӑнлантарнине нимӗн те ҫитмест-ҫке — тенӗ кашни педагога.

Арҫын ачасем ялан куҫ умӗнче пулччӑр тесе вӗсене вӑл вырӑс чӗлхипе литературине хӑй вӗрентме тӑрӑшать. Урокра уншӑн уйрӑмлӑх ҫук, усрав ывӑлӗсенчен те ҫирӗп ыйтать.

— Вӗрентес килет-ҫке, пурнӑҫра пурӑнмалӑх, ҫӑкӑр ӗҫлесе илмелӗх ӑс парас тӗллевлӗ. Пӗр ҫемьери ачасем те пӗр пек кӑмӑллӑ мар та, кунта авӑ, кашни ачи хӑй тӗнче. Вӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса ӑс парас тесен ай, мӗн чухлӗ тар тӑкмалла! Пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр та. Халӗ эпӗ 55-ре ҫеҫ-ха, хама ватӑ тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Утса-чупса ҫӳремелӗх, ачасене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма вӑй-халӑм пурах-ха, — ҫирӗплетет вӑл.

«Мӑнуксемпе савӑнас чух… чӗрене шӑплӑх типӗтет»

Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевна Уткинсем хӑш-пӗр усрав ывӑлӗсен ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑну тытса тӑраҫҫӗ. Пӗртӑван Кольӑпа Андрей Тельмансене ҫывӑх ҫыннисем патне пӗрре мар илсе ҫӳренӗ.

— Пирӗн тӗпренчӗксене хӑвӑр хӳтте илни чуна савӑнтарать. Тавах сире уншӑн, — тенӗ хайхисем.

— Пурнӑҫӗ чаплах марччӗ паллах. Пӗрре пахчара ҫав тери вӗтӗ ҫӗрулми пӗҫернине курнӑччӗ те чӗре ҫурӑлса каятчӗ. Вӗсен ывӑлӗсене аван пӑхас тесе тӑрӑшатпӑр. Шел, кайран вӗсен амӑшӗ шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ, — ӑнлантарчӗҫ Уткинсем.

Алешӑпа Никита тата Рома Исаевсем патне вара мӑн кукамӑшӗ, тӑхӑрвуннӑран иртнӗ Анна Тимофеевна Маркова, Етӗрнерен виҫӗ пин тӳлесе таксипе килсе ҫӳренӗ. Нихӑҫан та кучченеҫсӗр килмен кинемей. Мӑнукӗсем валли тулли хутаҫ пылак ҫимӗҫ, тӑхӑнмаллисем чикнӗ. Кил хуҫисем валли — вунӑ батон! Эх, кукамӑшне курсан мӑнукӗсем мӗн тери хӗпӗртенӗ! Инҫе ҫултан килнӗскере ыталанӑ, хывӑнма пулӑшнӑ.

— Ах, ҫак ачасене хам хӳтте илес тенӗччӗ те… Тӑхӑрвуннӑран иртнӗ тесе памарӗҫ. Мӗнле те пулин пурӑнкалаттӑмӑр пулӗ те-ха… Юрӗ ӗнтӗ, халӗ авӑ мӑнукӑмсем ырлӑхра пурӑннине курсан ҫырлахрӑм. Тулӗк ӗҫлеме вӗрентӗр эсир вӗсене. Ара, мӗнле калас та, ӗҫре чапа тухнӑ ҫыннӑн савнӑ мӑшӑрӗ пулас тесен, хӑвӑн та ӗҫе хавас пулмалла. Тарласа хуралнӑ ҫын писев сӗрсе капӑрланнӑ ҫынран илемлӗрех. «Пӑхассӑм килсе тӑрать тарланӑ ҫын ҫине», — тетчӗҫ ӗлӗкех. Ҫак сӑмахсене сирӗн ҫинчен каланӑ пекех туйӑнать. Тӑрӑшуллӑ пулмасан ҫакӑн пек хӑтлӑ ҫуртра пурӑнаймӑр та. Маттурсем. Ах, ачасене пӑхнӑшӑн та тав. Вӗсем те ҫакӑн пек юмахри пек пӳртре кун-кунлани савӑнтарать. Турри яланах сире пулӑшса пытӑрччӗ. Сирӗн пата килсен чун уҫӑлса каять. Калаҫас та калаҫас килет. Килте пӗччен те… Тунсӑх. Кушакпа кӑна пуплетӗп ҫав. Чим, питӗ пӗлес тенӗччӗ, мӑнукӑмсем ашкӑнмаҫҫӗ-и? Эсир тӗрӗссине калӑр. Ах, ӑш хыппи… Вӗсемшӗн куляннипе мӗн чухлӗ куҫҫуль кӑларман-ши эпӗ? Мӑнукӑмсен хаваслӑ сассипе чуна килентерес чух чӗрене шӑплӑх типӗтет, — тенӗ Патӑрьел тӑрӑхне пӗрремӗш хут килсен.

Шел, тӑнпа ҫӳрекен кинемей нумай пулмасть ӳкнӗ. Хыҫҫӑн ураланайман, ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнӑ. Ку хыпар Каролина Анатольевнӑна хурлантарнӑ, вӑл пӗтӗм ӗҫе пӑрахса ӑна юлашки ҫула ӑсатма кайнӑ.

— Август уйӑхӗнче 98 ҫул тултарнине паллӑ тума каясшӑнччӗ те… Пулмарӗ, шӑпи урӑхларах килсе тухрӗ авӑ, — хурланса калаҫрӗ педагог.

Кӗтӳ яла кӗни: мунча шӑрши — пурте килӗшеҫҫӗ Уткинсене

Кунне тӑватӑ сехете яхӑн ҫеҫ ҫывӑракан Каролина Анатольевна тепӗр чух ашшӗ-амӑшне аса илет те чунӗ хурланса килет.

— Эпӗ хам та ҫичӗ ачаллӑ ҫемьере ҫитӗннӗ. Анне, Зоя Ефимовна Николаева, кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. Шел, вӑл ҫамрӑклах 55 ҫултах ҫӗре кӗчӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан, атте те 55 ҫул тултарсан пире ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑварчӗ. Халӗ шухӑшлатӑп та, эпир, ачисем, вӗсене нимӗнле пулӑшупа та савӑнтараймарӑмӑр. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем пирӗншӗн тӑрӑшнӑ-ҫке. Астӑватӑп: ӗне ҫитерсе таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫӑкӑр ҫине ҫу сӗреттӗмӗр, ӑна ҫинӗ май симӗс курӑкпа чупаттӑмӑр. Е тата арҫын ачасемпе вӑрҫӑлла выляттӑмӑр. Хамӑрах йывӑҫран пӑшалсем чутласа ӑсталаттӑмӑр та урама тухса вӗҫтереттӗмӗр. Каҫ пулсан анне шырама тухатчӗ… Эх, аннеҫӗм, упраймарӑмӑр сана. Аттен кун-ҫулӗ те ытла кӗске пулчӗ ҫав. Атте-анне… Эсир пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма вӗрентрӗр. Ҫавӑнпа пирӗн халӗ мӑшӑрӑмпа сак тулли ача-пӑча, — тесе калать те, куҫӗ куҫҫульпе тулать.

Пысӑк ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ Уткинсем. Ӗмӗчӗ вӑл вӗсен пӗрре ҫеҫ мар, темиҫе — юплӗ-юплӗ. Пур юппине те ҫитсе курасшӑн вӗсем: ачисемпе мӑнукӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс-тӗкел кӑларасшӑн.

— Нихӑш ачишӗн те питсене хӗретмелле ан пултӑрччӗ. Вӗсем сӑпайлӑ та тӳсӗмлӗ, ӗҫе юратакан, ҫынна хисеплекен, Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн мухтавлӑ ывӑлӗсем пулса ҫитӗнччӗр. Юрать темиҫе ҫул каялла хуларан яла куҫса килтӗмӗр. Унсӑрӑн эпир ҫакӑн чухлӗ ача усрава та илеймен пулӑттӑмӑр… Кашни ачан пурнӑҫӗ чечек пек илемлӗ пултӑрччӗ, — теҫҫӗ вӗсем.

Виҫӗ ҫул каялла хастар педагог машина прави илнӗ.

— Унсӑрӑн май ҫук. Ачасемпе таҫта та ҫитмелле, документсем тутармалла, апат-ҫимӗҫ туянмалла. Халӗ эпӗ Шупашкара хамӑр ҫӑмӑл машинӑпа каятӑп та ӑна хула хӗрринче лартса хӑваратӑп. Малалла мана валли автобусӗ те, маршрутки те, троллейбусӗ те чупать. Хамӑрӑн Газель пулни мӗн тери аванччӗ те ӗнтӗ. Пурте пӗрле пуҫтарӑнса Атӑл хӗррине, кинотеатрсене ҫитсе килме пулатчӗ те ҫав, — ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем.

…Анатолий Арсентьевичпа Каролина Уткинсем каҫ енне хуларан таврӑнчӗҫ. Тусанлӑ сывлӑш хыҫҫӑн ҫакӑн пек илӗртекен вырӑнпа — тӑван кӗтеспе — утма мӗн тери аван вӗсемшӗн! Уйрӑмах тата килте кӗтекенсем пулсан! Эх, ялта хӗвелӗ те ӑшӑраххине, ҫилӗ те ҫепӗҫреххине те ачашраххине чунӗпе туйрӗҫ вӗсем. Хӳхӗм ҫанталӑк, таса сывлӑш, ял варринчи йывӑҫсем, каҫкӳлӗм яла кӗтӳ кӗни, мунча шӑрши!.. Пурте, пурте килӗшеҫҫӗ Уткинсене. Чи-чи хӑпартлантараканни вара — килте туслӑ ача-пӑча пӳрт тулли пулни.

Сӑнӳкерчӗксенче: Уткинсен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех