Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӑсӑя

Автор: Владислав Николаев

Ҫӑлкуҫ: Килти архив

Хушнӑ: 2019.06.28 10:12

Пуплевӗш: 298; Сӑмах: 3078

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

«Тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк…»

Шӑлӗ тухма пуҫланипе тӑтӑш йӗрмӗшсе тӑракан хӗрӗ кӑшт лӑпланса куҫне хупнипе усӑ курса ҫӗрӗпе те йӗркеллӗ ҫывӑрайман Тамара та самантрах кӑтӑш пулчӗ. Куҫне хупса та ӗлкӗреймерӗ ахӑр, тӗлӗрсе те каяймарӗ тӗр — такам аслати кӗмсӗртетнӗ евӗр танкӑртаттарса пуҫне кисретнӗ пек туйӑнчӗ. Те тӗлӗкре пулса иртет ҫакӑ, те тӗлӗкре кӗмсӗртеттереҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ?..

Тӗлӗкре пулинччӗ те-ҫке…

Ҫук ҫав, каллех ҫав сасӑ: «Тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк…»

Ҫине-ҫинех такам тӑнкӑлтаттарать. Улатакка пуҫ тӑррине хӑпарса ларнӑ та ҫамкаран, ҫук, тӑнлавран, хӑлхана ҫывӑхарах, таккать пек: «Тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк-тӑк…»

Хӗрарӑм ыйха путма пуҫланӑ куҫӗсене уҫрӗ те чӳречере кӑсӑяна курчӗ — акӑ кам «чан ҫапать» иккен, кантӑка тул енчен таккать те таккать. Енчен те кӑсӑи пӳлӗмре пулнӑ пулсан Тамара ӑна минтерӗпе хупласа е пӑвса вӗлерӗччӗ те вӗт — лешӗ урам енче ҫав…

Кӑсӑяна тарӑхнипе пуҫа килнӗ пӗрремӗш шухӑшӗпе пӗрлех хӗрарӑмӑн сӑмсине ҫунӑк тата газ шӑрши кӳ! килсе ҫапрӗ.

«Турӑҫӑм! Анне!…»

Ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе тӗпеле вирхӗнчӗ хӗрарӑм. Хӗрӗ лӑпланса кайиччен сӗт ӑшӑтма лартнӑччӗ Тамара — мансах кайнӑ. Сӗчӗ вӗреме кӗрсе йӑлтах пӑсланса пӗтнӗ, тимӗр чашӑкӗнчен тухса тарнӑскер ҫулӑма сӳнтернӗ, чашӑкра та, газ плити ҫинче те ҫунӑк йӗрӗсем кӗҫ-вӗҫ ҫак хваттерте хӑрушӑ синкер пулма пултарнине ӗнентерсе тӑраҫҫӗ. Хӗрарӑм тӳрех газне чарса лартрӗ те тӗпелри чӳречен пӗчӗк кантӑкне уҫса ячӗ — сӗвӗрӗлтӗрех усал шӑршӑ. Алӑкне хупрӗ, хыҫлӑ пукан ҫине ҫакса янӑ пӗчӗк алшӑллине тытса ӗнӗке тул еннелле хӑвалама пуҫларӗ.

«Ҫук, пӗчӗк кантӑкне ҫеҫ уҫнипе ӗҫ тухмасть-ха, пысӑккинех уҫас та хӑвӑртрах уҫӑлтарас», — шутласа илчӗ Тамара, чӳрече патне утрӗ. Чӳрече каррине сирчӗ те вӑл, хайхи кӑсӑяна курчӗ.

«Акӑ кам ҫӑлчӗ паян мана… Акӑ кама тав тумалла ман… — пӑшӑлтатрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм. — Тавах сана, кӑсӑям, ман ырӑ пирӗштийӗм…»

Кантӑкне уҫма васкамарӗ-ха текех Тамара. Кӑсӑяна курнӑ хыҫҫӑн ӑна ҫак самантрах тав тӑвас килни ҫиеле тухрӗ: вӑл холодильникӗнчен салӑ татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна витӗр шӑтарса хулӑн ҫиппе ҫыхрӗ, кантӑк питӗркӗчӗнчен ҫыхса тула кӑларчӗ. Унтан пластик савӑтран сырӑш ӑсталама пикенчӗ. Ку ӗҫ те вӑраха тӑсӑлмарӗ, тутлӑ сӑй — вир кӗрпипе хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри — хурса урамалла кӑларса ҫакса ячӗ.

Анчах кӑсӑя хӗрарӑмӑн кучченеҫӗсене астивме васкамарӗ. Вӑл пӗр ларнӑ вырӑнтан хускалмасӑр пӳлӗмелле тинкерчӗ, Тамарӑна сӑнанӑ пек туйӑнчӗ. «Ара, хӑратӑн пулӗ-ҫке эс манран, — хӑй тӗллӗнех калаҫрӗ хӗрарӑм. — Хӑналан эс, ман ырӑ управҫӑм… Эпӗ тухатӑп, кансӗрлемӗп сана…» Ҫак сӑмахсене саспах каларӗ Тамара, кӑсӑяна илттересшӗн пулчӗ тейӗн. Тӗпелӗнчен тухрӗ, алӑкне ерипен хупрӗ. Анчах йӑлтах мар, кӑштах хушӑк хӑварчӗ, вара ҫак хӗсӗк ҫурӑкран кӑсӑяна сӑнама пуҫларӗ. Лешӗ вара каллех пӗр хускалми ларчӗ-ларчӗ те, ни кӗрпене, ни салла тӗкӗнмесӗрех вӗҫсе кайрӗ.

«Тем тесен те ахаль кӑсӑя пулмарӗ ку, — вӗҫсе иртрӗ Тамарӑн пуҫӗнче. Унтан хӑй тӗллӗн сасӑпа пӑшӑлтатма пикенчӗ: — Аннех, аннен чунех пулчӗ ку… Урӑх никам та пулма пултараймасть… Аннех ман управҫӑ, пӗртен пӗр анне ҫеҫ…» Виҫ ҫул каялла вилнӗ амӑшне чӗрӗлле курасса шаннӑн чупса пычӗ Тамара чӳрече патне — кӑсӑя курӑнмарӗ, вӗҫсе кайнах иккен.

Урамра ӑшӑ. Ака уйӑхӗн малтанхи кунӗсенченех ӑшӑтма пуҫларӗ, юрӗ те тахҫанах кайса пӗтнӗ, таврана симӗс карса илнӗ. Кӑнтӑртан вӗҫен кайӑксем те вӗҫсе килнӗ, ӑшша чи-чи юратаканнисем те тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ пулӗ. Ку вӑхӑтра сивӗ кайӑкӗсем — уйӑпсемпе кӑсӑясем — куҫран ҫухалаканччӗ, ӑҫтан тупӑнчӗ-ха ку кӑсӑя? «Аннех ку… Аннен чунех… Тек никам та, нимӗн те мар, аннен чунӗ кӑсӑяна ҫаврӑннӑ, — Тамара ҫак шухӑша хӑйне хӑй ӗнентересшӗн пулса-ши темиҫе хутчен те сасӑпах каларӗ: — Ҫын чунӗ вилмест тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав… Вӑл пӗр-пӗр чӗрчуна ҫаврӑнать теҫҫӗ, анне акӑ кӑсӑя пулса таврӑнчӗ… Анне, ӑҫта кайрӑн-ха эсӗ?..»

Хӗрарӑмӑн шухӑшне хӗрӗн сасси татрӗ: у-а! у-а! у-а! Хырӑмӗ выҫнипе те мар, шӑлӗ тухнӑран нушаланнипе те мар, хӑранипе хытӑ ҫухӑрса макӑрса ячӗ пулас пепке — ҫумра амӑшӗ ҫуккӑ-ҫке, мӗнле хӑрамӑн. Тамара самантрах ҫитсе тӑчӗ ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи кравать патне. «Вӑрантӑн-и, чечекӗм? Хӑраса кайрӑн-и? Аннӳ ҫумра ҫук терӗн-и?» — чӗвӗлтетрӗ лӑпланнӑ Тамара, ачине кӑкӑрӗ ҫумне тытса ҫупӑрларӗ. «Часах, халех ҫиетпӗр… Халех, чӗппӗм…» — вырӑн хӗррине вырнаҫса ларчӗ те хӗрарӑм, кӑкӑрне кӑларса ачине хыптарчӗ. Лешӗ шӑрӑх кун ӑшӗ пиҫнипе аптранӑ ҫын евӗр антӑхса кайса ӗмме пуҫларӗ. Кӗҫех туртса илеҫҫӗ тейӗн, мӗн ӗмсе кӑларнине ҫӑтса та яраймасть, каллех ӗмесшӗн. Васканипе-хыпаланнипе чынтӑхса та кайрӗ ача…

«Ӑҫта васкатӑн-ха, чӗппӗм? Аннӳ ҫухаласран хӑратӑн-и-мӗн, каллех таҫта кайса ҫӗтӗ тетӗн-и? Ан васка, ниҫта та каймасть аннӳ… Ан хӑра, пӑрахса хӑвармасть сана, пӗчӗкскере, маттурскере…» — пуҫӗнчен хуллен шӑла-шӑла пӑшӑлтатрӗ Тамара. Ачине ҫутӑ чакӑр куҫӗсенчен тинкерчӗ: «Ӳссе ҫитӗнсен мӗн тӗслӗ пулӗҫ-ши вӗсем? Ҫутӑ чакӑр е ҫутӑ сенкер куҫлӑ ҫуралаҫҫӗ-ха та ачасем, кайран тӗсӗ улшӑнать теҫҫӗ. Ҫӳҫӗ те тӗксӗмленӗ ахӑр, хальхи пек кӑлкан евӗр юлмастех ӗнтӗ…»

Ачипе ҫапла киленсе пӑшӑлтатса ларакана темле вӑй урамалла пӑхма хистерӗ. Ҫапла-ҫапла, темле вӑй. Куҫ хӗррипе курнипе е тем илтнипе мар, Тамара ҫак самантра пӗтӗм чунӗпе-кӗлеткипе ачипеччӗ: куҫӗсене, кӑкӑр ӗмекен тӑпӑлкка хитре тутисене сӑнатчӗ, мӑш-мӑш сывланине темле питӗ кирлӗ хыпара илтмесӗр юласран хӑранӑн тимлӗн-тимлӗн итлетчӗ… Ҫав темле вӑй вара ӑна пуҫне ҫӗклеме хистерӗ. Урамран ӑна такам куҫ шӑтарасла пӑхса сӑнать тейӗн. Чӑн та сӑнать иккен. Тамарӑн куҫне тӳрех хайхи кӑсӑя курӑнчӗ. Ҫавӑ. Ҫавах. Нимле урӑххи те мар. Тепри те мар. Ҫавах. Унӑн управҫи, унӑн амӑшӗн чунӗ.

«Анне, пӑх-ха, мӗнле хӑвӑрт ӳсетпӗр эпир… Кӗҫех утма та пуҫлӑпӑр ак… Урисем тӑн-тӑн ӗнтӗ, мӗн тери тӑрс! тӑрс! сикет вӑл, аллисенчен тытса уттаратпӑр та — мӗн тери савӑнать! Вара хӑй аллине тӑсать, тата та тата утасшӑн… Эх, аннеҫӗм, мӗнле шел-ха, мӑнукна та кураймарӑн-ҫке…»

Сисмесӗрех Тамарӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. Пӗр куҫ илми пӑхать вӑл кӑсӑя ҫине, чӑнах та унра амӑшӗн сӑнарне курма тӗмсӗлнӗн. Кайӑк та пӗр вырӑнтах пӗр тапранми ларать, йӑшӑлт та тумасть, пуҫне те унталла-кунталла пӑрмасть-ҫке-ха. Хӗрарӑмӑн куҫҫулӗ пит ҫӑмартийӗ тӑрӑх йӑрӑлтатса анчӗ те кӑкӑр ӗмекен ачин тути хӗррине тумларӗ. Тӑварлӑскер сӗтпе пӗрле ҫӑварне те лекрӗ пулас. Пӗчӗкскер, ӑна-кӑна кӗтменскер, ҫӑварӗнчи кӑкӑрне кӑларса пӑрахрӗ те куҫне чарса амӑшне тинкерчӗ: мӗн амакӗ пулчӗ ку? Кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярасла тутисене мӑкӑльт-мӑкӑльт выляткаларӗ… «Тек ан макӑр, апла эпӗ те ак йӗме пуҫлатӑп», — тесшӗн пулчӗ-ши? Тамара питӗнчи куҫҫульне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, каллех ун пӗтӗм тимлӗхӗ пепки ҫине куҫрӗ:

«Мӗн эс, чӗппӗм, аннӳ савӑннипе макӑрать… Эсӗ пуртан, эсӗ сывлӑхлӑ пулнӑран, аллу-уру тӑн-тӑнран, чакӑр куҫу, кӑлкан ҫӳҫӳ хитререн савӑннипе тухаҫҫӗ аннӳн куҫҫулӗсем… — Тамара ачана тепӗр май ҫавӑрса тытрӗ, хальхинче сылтӑм кӑкӑрне кӑларса хыптарчӗ. — Ҫи, ман пылакскерӗм. Пысӑкка пул, маттуркка пул. Ак кӗҫех утма пуҫлатӑн, кукамуна кӑтартӑпӑр-ха эс мӗнле утма пултарнине…»

* * *

Кӑсӑя кашни кун вӗҫсе киле пуҫларӗ. Килет те чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫать, вара хваттерте мӗн пулса иртнине сӑнама пуҫлать. Халӗ вӑл Тамара кӑларса хуракан кучченеҫсене те астивкелет, тепӗр чух «Акӑ кур, ҫирӗм эп, апатран аслӑ ан пул тесе ан ӳпкелеш» тесшӗн пулса тейӗн тӗпелри чӳречен кантӑкне те тӑкӑртаттарса илет. Шӑпах систересшӗн, тем каласшӑн пулса ӗнтӗ, пӗрре те ӑнсӑртран, асӑрханмасӑр лектерсе мар.

Кӑсӑяна Тамара та темле хаклӑ хӑнана кӗтнӗ пекех кӗтет. Ксюша ҫывӑрман чухне ӑна чӳрече ани ҫине тӑратать те кайӑка пепки ҫинчен каласа парать: паян мӗнле ҫывӑрчӗ, тула мӗнле тухрӗ, кӑкӑр мӗнле ӗмрӗ — йӑлтах-йӑлтах евитлет амӑшӗ. Ачи ҫывӑрнӑ чухне вара Тамарӑн чунӗ уйрӑмах уҫӑлса каять, макӑра-макӑрах калаҫать вара вӑл кӑсӑяпа.

«Анне, аннеҫӗм, мӗн тери айӑплӑ эп сан умӑнта… Халь пулсан-и, пӗрре те апла хӑтланнӑ пулмӑттӑм… Астӑватӑн-и, сана каламасӑр, пӗр сӑмах ҫырса хӑвармасӑр, виҫ кун хушшинче пӗрре шӑнкӑравламасӑр ҫухалса ҫӳрерӗм… Куляннипе-хӑранипе кунҫулун миҫе талӑкӗ татӑлчӗ ши ун чухне? Кайран сана юлташ хӗрӗ патӗнче, Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта хӑнара пултӑм тесе суйрӑм… Паллах, эс ӗненмерӗн мана, ӗнененҫи турӑн пулсан та. Тата мӗн чухлӗ кунна туртса илтӗм эп хамӑн ҫав ултавӑмпа? Тӗрӗссипе вара, эпӗ ҫак виҫӗ кун та икӗ каҫне Олегпа ирттертӗм… Унӑн ашшӗ-амӑшӗ Чулхулана кайнӑччӗ ун чух хӑнана, хваттерӗ пушӑччӗ, пирӗншӗн улах пулчӗ… Эх, ма тӳрех каламарӑм-ха эп сана ун пирки, мӗншӗн ҫийӗнчех паллаштармарӑм-ши савнӑ каччӑпа? Вӑрҫасран шиклентӗм-тӗр, ҫамрӑк-ха, вӗренесси ҫинчен шутламалла теесрен хӑрарӑм-ши? Анне, Олег вӑл лайӑх ача, ашшӗ-амӑшӗ те лайӑх ҫынсем пулчӗҫ, мана хӑйсен хӗрӗ пекех йышӑнчӗҫ, Олег халь ман мӑшӑрӑм…»

«Анне, пурӑннӑ чухне санран каҫару ыйтма та пӗлеймерӗм, каҫар мана пуриншӗн те… Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр хама кӗттернӗшӗн, каҫар мана. Эп ташӑ каҫӗсенче йӑлтти-ялтти сиккеленӗ чухне эс куҫусене чӳречерен илмесӗр мана кӗтнӗ-ҫке, ӑнланман эпӗ ҫакна, шутламан эпӗ сан ҫинчен ун чухне… Каҫар мана, аннеҫӗм. Аннепе калаҫнӑ чух мӑнкӑмӑллӑха тӗпсӗр авӑра ывӑтмаллине ӑнланаймарӑм ҫамрӑк пуҫӑмпала, кӑшт вӑрҫанҫи тусанах килтен тухса каяттӑм, кӳренсе лартаттӑм. Каҫар мана, аннеҫӗм… Тытса лайӑх ислетмелле пулнӑ мана пӗрре, ухмахскере… Хама ӳссе ҫитӗннӗ те хам тӗллӗн пурӑнма ӑс-тӑн ҫитерӗп тесе шутлама пуҫланӑ тӑрпалтая… Халь йӗме антарса ҫын умӗнче пӗҫерккӗ парсан та ним калас ҫук — амӑшӗ хӑйӗн ачине начар пултӑр тесе хӗнемест… Аннеҫӗм, каҫар мана ҫакна халь тин ӑнланса илнӗшӗн… Хӑй вӑхӑтӗнче мана вӗрентсе каланине хирӗҫ сивӗ сӑмах каласа ятлаҫнӑшӑн каҫар мана…»

Темӗн те аса илет Тамара… Аса илет те макӑрать: мӗн тери нумай кулянтарнӑ, пӑшӑрхантарнӑ, вӑрҫтарнӑ иккен вӑл амӑшне… Ухмахран та ухмахскер! Халь пулсан-и, амӑш чӗрӗ пулсан-и, чӗркуҫҫи ҫинчен виҫ кун тӑми амӑшӗн урисене тытса, чуптуса каҫару ыйтӗччӗ… Каҫарма ыйтса, кашни усал сӑмахӗшӗн, кашни киревсӗр ӗҫӗшӗн уйрӑммӑн каҫару ыйтса йӑлӑнӗччӗ… Эх, амӑш халь чӗрӗ пулсан-и…

Тамара ҫапла амӑшӗн чунӗ вырӑнне хурса йышӑннӑ кӑсӑяпа калаҫса ларнӑ хушӑра унӑн пуҫӗнче темле кӗвӗ янӑрарӗ. Темле таҫтан шалтан тухакан кӗвӗ. Ӗнӗрлев вырӑнне хумалли хурлӑхлӑ кӗвӗ. Пӗр кун, ик кун, виҫ кун — вӑл манӑҫмасть, кунсерен пӗр кӗвӗ. Тамарӑн шалта темле магнитофон пур пек, унта вара кунсерен ҫак кӗвве ҫавӑрттараҫҫӗ тейӗн. Хӗрарӑм ӑна шалти туйӑмӗпе ҫеҫ мар, тӑнӗпе те «илтет», юлашки кунсенче ӗнерлеме те пуҫларӗ. Ӗнерлесе ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те, сӑмахӗсем тупӑнчӗҫ. Пӗрремӗш юрату килсе ҫӳл тӳпене ҫӗкленӗ вӑхӑтра та сӑвӑ-тавраш ҫырман Тамарӑн юрӑ йӗркисем шӑрҫаланчӗҫ…

Пӗр ӗмӗт ҫеҫ ман,
Пӗр ӗмӗт ҫеҫ –
Курасчӗ аннене.

Ӑна пит хыттӑн, хыттӑн-хыттӑн
Ыталӑттӑм,
Ыталӑттӑм, ыталӑттӑм.

Курасчӗ ҫеҫ ман аннене,
Курасчӗ ҫеҫ…

Мӗншӗн-ши аннене итлеместпӗр,
Вӗрентсе каласан, ҫилленетпӗр.

Халь тем пек аннепе калаҫасчӗ,
Тем пирки те унпа канашласчӗ,
Питӗ шел… ҫумра ҫук халь анне…

Пӗр ӗмӗт ҫеҫ ман,
Пӗр ӗмӗт ҫеҫ –
Илтесчӗ аннене.

Унпа пӗр чарӑнми, пӗр чарӑнми
Калаҫӑттӑм,
Калаҫӑттӑм, калаҫӑттӑм.

Илтесчӗ ҫеҫ ман аннене,
Илтесчӗ ҫеҫ…

Мӗншӗн-ши аннене итлеместпӗр,
Вӗрентсе каласан, ҫилленетпӗр.

Халь тем пек аннепе калаҫасчӗ,
Тем пирки те унпа канашласчӗ,
Питӗ шел… ҫумра ҫук халь анне…


Паян темшӗн кӑсӑя яланхи вӑхӑтра ҫитеймерӗ.
Юлашки кунсенче вӑл Ксюша вӑранса апатланма пуҫланӑ чух вӗҫсе килекенччӗ, паян курӑнмасть. Хӗрӗ ҫисе те тӑранчӗ ӗнтӗ — кайӑк ҫук-ха. Кӑсӑя тӗпелти чӳречен янахӗ ҫинче мар-ши тесе Тамара ачине йӑтса унта утрӗ — кунта та ҫук.

Урамра янкӑр ҫутӑ ҫанталӑк. Хӗвел куҫа йӑмӑхтарса хӑй ӑшшине сапалать. Тамара хӗрне ҫӗкленӗ те залри кантӑк умӗнче урамалла тинкерсе пӑхса тӑрать, кӑсӑя курӑнмасть-ши тесе пӗтӗм таврана куҫӗпе «хыпашлать». Хӗвелӗ шевлине Тамарӑн куҫнех тӗлленӗ те, лайӑхах сӑнама ҫук ҫав урамрине. Тамара Ксюшӑна диван ҫине вырттарчӗ те куҫне хӗвелрен ал тупанӗпе картласа урама шит хыҫҫӑн шит ҫӗнӗрен «ухтарма» пикенчӗ. Ҫук кӑсӑя.

Тамарӑн чунӗ пӑлханма пуҫларӗ — тем пулман-ши ӗнтӗ тата аннен чунӗпе? Тем синкерӗ сиксе тухман-ши? Темле серепене лекмен-ши? Усал-тӗсел тӑлпаса пӑрахман-ши? Пӗчӗк ачине астӑвакан никам ҫуккине пӑхмасӑр тухса чупӗччӗ кӑсӑяна шырама, анчах ӑҫта шырамалла-ха ӑна? Тӗнче пысӑк, хӑш кӗтеснелле утмалла малтан, хӑш енчен вӗҫсе килнине те асӑрхаман та нихӑҫан та…

Миҫе минут, миҫе сехет тӑчӗ-ши ҫапла Тамара (хӑйне ӗмӗр иртнӗнех туйӑнчӗ) чӳрече умӗнче? Ачи нӑйкӑшма пуҫласанах ӑна алӑ ҫине илет те кантӑк ҫумӗнчи пукан ҫине вырнаҫса урамаллах тинкерет. Кӑкӑрне те кунтах ҫитерет. Сӗт ӑшӑтма тесе йӑпӑртлӑх тӗпеле чупса кайса килнисӗр пуҫне ытти вӑхӑтне йӑлтах кунта, чӳрече умӗнчи «хуралта» ирттерчӗ хӗрарӑм…

Ҫапла лара-лара, те куҫӗ шӑтасла урама тинкернӗрен ывӑнчӗ, ыйхӑлама та пуҫларӗ Тамара. Сӗнксе ларать-ларать те ҫывӑрсах каять пулмалла, пуҫӗ тӑрук сулӑнса каять те — вӑранса каять. Ҫапла пӗрре вӑранса кайрӗ те куҫ хӗррипе кантӑк леш енче темле чӑмӑркка пуррине асӑрхарӗ. Ыйхӑ тӗлӗшпе тем курӑнчӗ темелле. Анчах ҫакӑ та ҫителӗклӗ пулчӗ, ҫийӗнчех уҫӑлса-вӑранса ҫитрӗ вӑл — чӳрече янахӗ ҫинче хайхи кӑсӑя лара парать.

«Эх, эсӗ те, аннеҫӗм, ҫапла хӑратма юрать-и ӑна? Пӗр систерми-асӑрхаттарми тытрӑн та ҫухалтӑн, чӗре вырӑнтан тухса ӳкет пуль терӗм сана тем пулнӑ пулӗ тесе хӑранипе…» Ку сӑмахсене сасӑпах, куҫҫуль витӗр каларӗ Тамара. Вӑрҫанҫи пулчӗ-ха та кайӑка, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйне питӗ намӑс-намӑс пулса кайрӗ. Пичӗ те хӗрелсе кайрӗ пулас. Хӗрелнине курмарӗ те, анчах пит ҫӑмартисем вут хунӑн вӗриленсе кайнине вара пит аван туйрӗ. «Эх, анне те ҫаплах пӑшӑрханнӑ ӗнтӗ эп вӑхӑтра таврӑнман, каламасӑр-систермесӗр таҫта ҫухалса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче…»

Кӑсӑя тупӑннипе тухнӑ куҫҫулӗ типсен кӑсӑя та Тамара кӑштах лӑпланнине туйрӗ пулас, «калаҫмалли» пуррине систерчӗ. Халиччен вӑл вӗҫсе килетчӗ те ларатчӗ чӳрече янахӗ ҫинче: хваттерти лару-тӑрӑва сӑнатчӗ, кучченеҫсене астиветчӗ, Тамарӑн чун хӳхлевӗсене те савӑнӑҫӗсене итлетчӗ, Ксюшӑн черетлӗ ҫитӗнӗвӗсемшӗн хӗпӗртетчӗ. Унтан вара тепӗр кунччен таҫта вӗҫсе кайса ҫухалатчӗ. Халӗ акӑ тӗк лара пӗлмест вӑл. Ларать-ларать те вӗҫсе каять, ҫурт хӗрринелле вӗҫсе ҫитет те каялла таврӑнать, унтан каллех ҫапла: ҫурт хӗррине те каялла, ҫурт хӗррине те каялла… Тем сиксе тухман-ши унта тесе Тамара хӗллехи сивӗ ҫилсенчен хӳтӗленмелӗх ҫыпӑҫтарнӑ хутсене вистесе кантӑкне уҫрӗ, кӑсӑя вӗҫсе каякан еннелле тинкерчӗ, анчах нимӗн те курмарӗ. Кӑсӑя вара пӗр чарӑнми вӗҫет ҫак «маршрутпа».

«Тем пурах ӗнтӗ унта, ахальтен йыхӑрмасть вӑл мана урама, тухсах пӑхас пуль», — шутларӗ хӗрарӑм. Ачине ӳкмелле мар вырнаҫтарса хӑварчӗ те тумланса хӑвӑрт-хӑвӑрт аялти хута чупса анчӗ: мӗн-ха унта, мӗн ҫав тери шуйхаштарать анне чунне? Ҫурт хӗррине утрӗ Тамара, йӗри-тавра сӑнарӗ — ҫук унта нимӗн те. Хальчченхинчен уйрӑлса тӑраканнине нимӗн те асӑрхамарӗ, урӑхла каласан. Кӑсӑя вара ҫурт хӗррипе кӑна ҫырлахас темерӗ-ха, малаллах «йыхравласа» хӑйӗн ҫулне тата аллӑ-утмӑл метр вӑрӑмлатрӗ. Каллех вӗҫсе каять те таврӑнать, вӗҫсе каять те таврӑнать. Кӑсӑя хыҫҫӑнах утрӗ Тамара. Анчах каллех нимӗн те асӑрхамарӗ. Лешӗ вара татах тӑсрӗ вӗҫев ҫулне. «Мӗн тесшӗн-ха эс, аннеҫӗм, мӗн тесшӗн? Ӑҫта йыхӑратӑн-ха мана ҫав териех?»

Тамара пуҫне ҫӗклерӗ те кӑсӑя вӗҫекен еннелле тинкерчӗ: мӗн пур-ха ун ҫулӗ ҫинче, вӑл йыхӑракан ҫул ӑҫталла илсе каять-ха? «Аннеҫӗм! Турӑҫӑм! Мӗнле тӳрех тавҫӑраймарӑм-ха эпӗ, эх, ухмах та-ҫке эп…» Кӑсӑя тӑрӑшсах йыхӑрса вӗҫекен енре Тамарӑн амӑшӗн тӑван ялӗ вырнаҫнӑ-ҫке — акӑ ӑҫта чӗнет хӗрарӑма пӗчӗк кайӑк!

Тамара пӗчӗккӗ чухне тӑтӑшах ҫӳретчӗҫ амӑшӗн тӑван ялне. Питӗ пӗчӗккӗ чухне кукамӑшӗ те пурӑнатчӗ-ха. Мӗн тери аванччӗ ун чухне ялта! Кукамӑшӗ ирлӗ-каҫлӑ тутлӑ сӗт ӗҫтеретчӗ, Тамара вӑраннӑ ҫӗре ҫывӑхри вӑрманти уҫланкӑран хурӑн ҫырли татса килме ӗлкӗретчӗ тата. Эх, мӗн тери тутлӑ вӑл сахӑр хушса пылаклантарнӑ хурӑн ҫырлине сӗт ярса ҫисен! Кӑмакара пӗҫернӗ шурӑ ҫӑкӑр тата – ӑна аса илсен халӗ те-ха Тамарӑн сӑмсине унӑн техӗмлӗ шӑрши явӑкласа илчӗ, ҫӑварӗнче унӑн тути кала пуҫларӗ.

Унтан кукамӑшӗ вилчӗ. Куккӑшӗ пурӑнма пуҫларӗ тӑван килте. Тӗнче касса ҫӳреме тухса кайнӑскер, амӑшӗ виличчен кӑшт кӑна маларах таврӑнчӗ вӑл, пӗрле ик-виҫӗ уйӑх пурӑнайрӗҫ-и, ҫук-и… Куккӑшӗ пурнӑҫне пӗчченех пурӑнса ирттерчӗ, ҫемье ҫавӑрмарӗ, ачи-пӑчи пулмарӗ ун. Тамарӑпа амӑшӗ ҫав-ҫавах кайса ҫӳретчӗҫ-ха яла. Тамара ӳссе пынӑҫемӗн сахалрах та сахалрах ҫӳрерӗ, паллах, амӑшӗ вара тӑван килне пӑрахмарӗ. Амӑшӗ ҫӗре кӗриччен пӗр ҫул маларах куккӑшӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупрӗ — тем мурӗпе чирленӗ терӗҫ. Кайран вара, ав, амӑшӗ те яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Пӗччен тӑрса юлчӗ Тамара. Амӑшне тӑванӗсем тата Олегӑн ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе Шупашкарти масартах пытарчӗҫ те, тӑван ялне кайман ҫав. Куккӑшне пытарнӑранпа пӗр-икӗ хутчен пулнӑ-и, унран ытла мар. Ӑна та амӑшӗ ҫӗре кӗриччен кайса килнӗччӗ… Мӗнлерех-ши унта аннен тӑван килӗ?

Кӑсӑя шав калла-малла хутлать-ха, ҫав-ҫавах хӗрарӑма хӑйӗн хыҫҫӑн уттарасшӑн. «Ҫук, аннеҫӗм, каймастпӑр паян тӑван киле… Ыран ирех ҫула тухӑпӑр, юрать-и? Олег та, Ксюша та пӗрле пырӗҫ, ир-ирех тапранӑпӑр машинӑпа…» Тамара ҫаврӑнчӗ те ҫурчӗ еннелле утса кайрӗ. Кӑсӑя ӑна ӑнланнӑн тек унталла-кунталла вӗҫсе хыпаланмарӗ, хӑйӗн юратнӑ чӳречин янахӗ ҫине кайса ларчӗ те ачапча кравачӗнче урлӑ патакӗсенчен тытса утма хӑтланакан Ксюшӑна сӑнама пикенчӗ.

* * *

Тамарӑна Олег ҫур сӑмахран та мар, чӗрӗк сӑмахранах ӑнланчӗ.

— Хам та санран ыйтасшӑнччӗ-ха, аннӳн ялӗнчи ҫурта кам пӑхса тӑрать тесе? Кукамун ытти тӑванӗсем пур пуль тесе шутлаттӑм, ху каламастӑн та, вӗсем пирки аса илтерни сана кулянтарма-кӳрентерме пултарӗ пулӗ терӗм, — ҫула тухма тӳрех килӗшрӗ Олег.

— Чӑннипе каласан, пӗлместӗп те: кам унта халь, мӗнле лару-тӑру, тен, такам пурӑнать те… — иккӗленчӗ Тамара. — Ҫавах кайса пӑхса килер-ха, пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ютсемех мар пулӗ, хуть аннен ҫурчӗ юхӑнса-ишӗлсе ларманнине курса ӗненсе килер.

Ирех тухрӗҫ вӗсем. Сехетрен яла ҫитрӗҫ те. Ачаран ҫара уран чупнӑ урамалла пӑрӑннӑ чухне Тамарӑн чӗри, ахаль те хӑвӑрт-хӑвӑрт тапма пуҫланӑскер, тата та тӑтӑшлӑхне ӳстернӗн туйӑнчӗ, унӑн таппи тӑнлавӗсенче чан ҫапнӑн янӑранӑ пекех. Чӑн та, кам та пулсан пурӑнать-ши вӗсен килӗнче? Тен, ишӗлме те пуҫланӑ, кантӑкӗсем те ваннӑ? Кӳрши-арши пурӑнать-ши тата, вӗсем умӗнче те мӗн-тери намӑс халь — вуҫех маннӑ-ҫке эп анне килне…

Кунта Зоя пурӑнатчӗ, Тамарӑран икӗ ҫул аслӑрахчӗ вӑл. Шӑпах унпа вылятчӗ те ача чухне Тамара. Каярах вара пӗрле клуба ҫӳретчӗҫ. Зоя ӳснӗ тӑван килӗнчен иртсе пынӑ чухне ҫав ҫуртӑн хапхин алӑкӗ уҫӑлчӗ те урама ҫамрӑк хӗрарӑм тухрӗ. Зоя!

— Олег, чар-ха машинӑна, — ыйтрӗ тӑрук Тамара. — Чарӑн-ха тетӗп.

Мӑшӑрӗ асӑрхарӗ-ха арӑмӗ хӑш еннелле тинкернине, ҫавӑнпа та машинине ҫулӑн сылтӑм еннелле пӑрса тормозне пусрӗ. Ураписем кусма та чарӑнманччӗ-тӗр, Тамара машинӑран тухрӗ те Зоя еннелле утса кайрӗ.

— Тамара мар пулӗ те?.. — хӑйне хирӗҫ утакана ҫӗр проценчӗпех ҫирӗппӗн палламарӗ пулин те, ҫапах ача чухне пӗрле выляса ӳснӗ Тамарах пулӗ ку тесе Зоя та хирӗҫ утрӗ. Хӗрарӑмсем пӗр-пӗрин ытамне путрӗҫ. Пӗр чарӑнми, сӑмах чӗнейми ыталарӗҫ, чуптурӗҫ пӗр-пӗрне, куҫҫулӗсем юхрӗҫ те юхрӗҫ…

— Ӑҫтан киле пӗлтӗн? Ӑҫтан татӑлса антӑн? — куҫҫуль витӗрех тӗпчерӗ Зоя. — Сана курманни миҫе ҫул?!

— Анне ҫӗре кӗнӗренпе те килмен ҫав… Тӗрӗссипе, куккана пытарса кайнӑ хыҫҫӑн пӗр е икӗ хутчен ҫеҫ пулнӑ, — тӳрре тухнӑн хуравларӗ Тамара. — Зоя, сана курни питӗ аван пулчӗ-ха, итле-ха, пирӗн килте кам та пулсан пурӑнать-и? Тен, пирӗн каймалла та мар унта?

— Эх, Тамара, Тамара, кам пурӑнтӑр ӗнтӗ унта? Халь ачи-пӑчи пуррисен килӗсем те хупӑ лараҫҫӗ те сирӗн килӗре кам хапсӑнтӑр ӗнтӗ? Куккун ачисем пулман, аннӳн те пӗр эсӗ ҫеҫ. Кукамун вара вӗсемсӗр пуҫне урӑх ача пулман, ӑҫтан тупӑнмалла тет унта килсе пурӑнаканӑн? Эсӗ, Тамара, пӗртен-пӗр еткерҫӗ, санран йӑлтах килет: ишӗлсе анӗ-и аннӳн ҫурчӗ, килсе пӑхса тӑрӑн-и эс ӑна е сутса ярӑн-и? Сутас тесен те камах илекен пулӗ-ши? — каламалли хаваслах мар-ха та, ҫапах ачалӑхри юлташне курнипе савӑнсах чӗвӗлтетрӗ Зоя.

— Сутасси-тӑвасси пирки шутламан-ха… Тӗрӗссипе, пач нимӗн те шутламан-ха ҫуртпа мӗн тӑвассине, — чӑннине пӗлтерчӗ Тамара. — Вуҫех манса кайнӑччӗ-ха ун пирки, ак аса илтӗм те — намӑс пулса кайрӗ. Сутма вара, ҫук, сутас ҫук-ха эпир ӑна…

— Тӗрӗс, ҫулла килсе канмалли ҫурт вырӑнне усӑ курсан та тем пекех пулмалла. Апла ялта хупӑнакан пӳртсен шучӗ космос хӑвӑртлӑхӗпе ӳссе пырать. Сутма вара эсӗ ӑна хамӑр ялсене ҫавах сутаймӑн, таҫтан аякран килекен йӑх-яха ху сутас темӗн. Сутас пулсан та тем хаках каяс ҫук. Ҫурчӗ вӑл чиперех-ха, кӑштах юсамалла та, кӑшкарӗ вара тӑн-тӑннипех, — калаҫрӗ те калаҫрӗ Зоя. — Э-э, тата, мӗн туса тӑратпӑр-ха эпир урамра, атя-ха пӳрте кӗретпӗр. Ҫул ҫинчен чей ӗҫӗпӗр, килти ҫӑмах яшки пӗҫертӗм, турӑхпа питӗ тутлӑ.

— Зоя, тавах, каярах кӗме те хирӗҫ мар, малтан ҫитсе килер-ха анне килне. Лар-ха атя эсӗ те пирӗнпе. Тем, шикленетӗп эпӗ, хӑратӑп…

— Юрать, ара. Мӗн хӑрамалли пур-ши унта? Шуйттансем йӑва ҫавӑрман, ҫурчӗ ишӗлсе анман. Юрӗ, ҫапла тӑвӑпӑр: малтан кайса пӑхатпӑр, унтан пирӗн пата килсе апатланатпӑр, чей ӗҫетпӗр, кайран каллех сирӗн пата кайса тусан-усалне тасатӑпӑр. Калаҫса татӑлтӑмӑр-и? — терӗ те Зоя водительпе юнашарти ларкӑч ҫине вырнаҫрӗ. Тамара хыҫалти ларкӑч ҫинчи ятарлӑ креслӑра мӑшлатсах ҫывӑракан пепкипе ҫумӑн ларчӗ.

* * *

Малалла ҫырнине вулакан, тен, юмах вырӑнне йышӑнӗ, анчах ку чӑн: машина Тамарӑн кукамӑшӗн килӗн хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, кил хуҫи вырӑнне юлнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм симӗс кавир тӗкӗ евӗр тикӗссӗн шӑтса тухнӑ курӑк ҫине ярса пусрӗ, унӑн куҫне тӳрех малти пахчан картин виҫҫӗмӗш юпи ҫинче ларакан кӑсӑя курӑнчӗ. Ҫурт тӑррин кӑштах вистенме пуҫланӑ ҫивитти те мар, хапхан кӑштах тайӑлма пуҫланӑ юпи те мар, сулахайри чӳречин кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлни те мар — карта юпи ҫинче ларакан кӑсӑя.

Олег чӑн-чӑн арҫынла пирваях мӗн-мӗн тумаллине, мӗн-мӗн кирлӗ пуласса калама пуҫларӗ, Зоя тата хуша-хуша каласа пычӗ, Тамара вара кӑсӑя ҫинчен куҫне илеймерӗ…

— Аннеҫӗм, акӑ ҫитрӗмӗр эпир, — терӗ вӑл пӑшӑлтатаса. Унӑн ик куҫӗнчен вӗри куҫҫуль тапса тухса пит ҫӑмартийӗсем тӑрӑх йӑрӑлтатрӗ. — Аннеҫӗм, хамӑн чӗре тапнӑ чухне нихӑҫан та пӑрахмӑп сан тӑван килне… Манӑн тӑван киле… Пирӗн тӑван киле…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех