Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ветеринарсем – ӗҫ хастарӗсем

Автор: Елена ПОРФИРЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:48

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 182

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Ветеринарсем хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, ял хуҫалӑх организацийӗсенчи, килти хушма хуҫалӑхсенчи чӗрчунсене сыватассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

– Тепӗр чухне сывлӑх сыхлавӗнчи пекех васкавлӑ пулӑшупа каймалла. Ӗне йывӑртарах пӑру- лать-и, выльӑх-чӗрлӗх ӑнсӑртран чирлесе ӳкнӗ-и – пур ҫӗре те хӑвӑрт ҫитмелле, – терӗ Ҫӗрпелти ветеринари лечебницин заведующийӗ Сергей Игнатьев. – Час-часах ӗҫ графикпа килӗшӳллӗн вӗҫленмест. Ҫапах та хамӑр тивӗҫе хавхаланса пурнӑҫлатпӑр.

Сергей Геннадьевич яваплӑ ӗҫре 21 ҫул тимлет. Пӗлӗве тарӑнлатас тесе Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗнӗ. Тепӗр ҫултан алла диплом илет.

Сергей Игнатьев Ирина Петрова ветфельдшерпа пӗрле Хурӑнсур Ҫармӑсри, Хирпуҫӗнчи, Ҫӗрпелти, Кайри Тукайӗнчи, Рункӑри хуҫалӑхсенчи чӗрчунсен сывлӑхне пӑхса-асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн профилактика мероприятийӗсене хастар пурнӑҫлаҫҫӗ.

Сергей Игнатьев аслӑ ӗҫтешӗпе – чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцири тӗп ветеринари врачӗпе Владимир Микеевпа – час-часах канашлать. Владимир Анатольевич пуян опытлӑ специалист. Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнчен, Хусанти ветеринари институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе сыватас ӗҫре 41 ҫул вӑй хурать. Коллективра ырӑ ятра.

Профессие чунӗпе парӑннӑ тухтӑрсем килти хуҫалӑха аталантарассипе те хастар тӑрӑшаҫҫӗ.

– Вӑкӑрсем, сыснасем, качакасем, чӑх-чӗп усратпӑр, – пӗлтерчӗ Владимир Анатольевич. – Ӗҫре пурнӑҫ тӗллевне куратӑп.

Ҫуркунне – серте, кӗркунне какай тутлӑ, теҫҫӗ. Сергей Игнатьевӑн та кил хуҫалӑхӗ ҫирӗп. Кӗр тулӑх пулӗ. Выльӑх-чӗрлӗх картиш тулли.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех