Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл туни патӗнче тӗксӗм-симӗс тӗслӗ курӑнать, анчах унӑн хӗррисем ҫӗрме пуҫланине палӑртакан сарӑ тӗспе сӑрланнӑ.Все еще темнозеленый у стебелька, но тронутый по зубчатым краям желтизной тления и распада.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Ҫунат айӗнче те, инҫетре те, — ӑҫта пӑхатӑн ҫавӑнта, — ирхи хӗвелӗн хӗрӳллӗ хӗлхемӗнче пур ҫӗрте те тем сарлакӑш ҫӗр выртать; вӑл тӗмесемпе, ҫырмасемпе мӑкӑлтанса пӗтнӗ, ҫав тери илемлӗ тӗспе витӗннӗ, — ун пеккине Ирина хӑйӗн пурнӑҫӗнче те курман…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Станицӑсемпе хуторсем витӗр тухнӑ чухне, ҫынсемпе калаҫнӑ чух, Сергей тӗлӗнмелле улшӑну пулнине туйма пуҫларӗ, ӗнер анчах кӗрен тӗспе витӗнсе тӑракан япаласем паян уншӑн йӑлтах урӑхла курӑнчӗҫ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӳречерен юханшыв хӗрнелле тухакан урам курӑнать, унта, ҫеҫенхирте, инҫетре хӗвеланӑҫ юн пек хӗрлӗ тӗспе ялкӑшать.Из окна была видна улица, за станицей, в степи, заревом пылал закат.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тен, тахҫантанпах пӗлекен чие ҫырли тураттисене, хӑма карта ҫине ӳкнӗскерсене, тӑррине черепица витнӗ тирпейлӗ пӳрте, урамалла халичченхи пекех савнӑҫлӑ пӑхса ларакан симӗс тӗспе сӑрланӑ хупӑллӑ икӗ чӳречене, пӳрт умӗнчи пӗчӗк сада, йывӑҫ тенкеле инҫеренех курчӗ, — ҫавӑнпа ыратрӗ пулӗ унӑн чӗри.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳрех, Вазуза леш енче вара, Мускав енче, пӗтӗм хӗвелтухӑҫ енчи пӗлӗте хӗретсе, ылтӑн тӗспе йӑлкӑшса, шурӑмпуҫ хӑпарать.Прямо за Вазузой, в той стороне, где Москва, поднималась и буйно золотилась заря.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Инҫетри вӑрмансем каҫхи ӗнтрӗкре лайӑххӑнах палӑрмаҫҫӗ, хӑй ҫутисӗр-мӗнсӗр темиҫе пин башньӑллӑ авалхи крепоҫсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем, тӑррисем ҫеҫ ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫутӑлкалаҫҫӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрейӑн сӑн-пичӗ тӗксӗмрех те хӗрлӗрех тӗспе ҫунса тӑрать, куҫӗсенче ниҫта чикейми хуйхӑ тата куҫҫулӗ, хӗвелпе пиҫсе ҫуркаланнӑ тутисем чӗтренкелеҫҫӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вилнин тӑванӗ, ҫӳлӗ те яштака пӳллӗ, кӗскетсе каснӑ тата хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ сухаллӑскер, хӑйӗн ҫинчи черкескипе папахи ҫӗтӗк-ҫурӑк пулин те, патша пек лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пулнӑ.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Урасем йывӑррӑн таплаттарнине пула урай чӗтӗрене-чӗтӗрене те лаштӑр-лаштӑр авӑна-авӑна илчӗ, мазурка такчӗпе пӗрешкеле килсе, тӗрлӗ тӗспе выляна-выляна чӑнкӑртатрӗҫ люстра ҫаккисем, тикӗссӗн хумхана-хумхана чӳхенчӗҫ чӳречесен тюль каррисем.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Командирӑн тулли пичӗ, хӗртнӗ кирпӗч пек, ватӑлла тӗспе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ, тӗмӗн-тӗмӗн пухӑннӑ куҫ харшийӗсем тарӑхуллӑн туртӑшӑнса илчӗҫ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Паромпа Дон урлӑ каҫсан, ӑйӑрсем Дон хӗрринчи тӑвайккине улӑхнӑ чухне, Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, урапан Варя ларса пыракан айккипе утма пуҫларӗ, аттипе ҫул хӗрринчи лутра армути ҫине пуса-пуса, халӗ, хӗвел тухиччен, тӗссӗр, анчах кун пуҫлансан хӗвел ҫинче асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗспе ҫиҫекен сывлӑм шывне сирпӗтсе пычӗ, Сайра хутра вӑл Варя ҫине пӑхса илет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерес тесе, йӑл кулать, шӑппӑн:
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Октябрьте ку пусӑ ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулӗ ӗнтӗ: ӑна талкӑшпех кӗрхи тулӑ уҫӑмӗ хупласа илӗ, ирпе ӳкнӗ тӑм ӑна кӗмӗл тӗслӗ туса хурӗ, кӑнтӑрла вара, тӗксӗм кӑвак тӳпере аялтанах шӑвакан хӗвел хӗртме пуҫласан — уҫӑм чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ тӗспе ҫиҫме пуҫлӗ, кашни тумламрах вара кӗрхи сивӗ тӳпе те, кӑпӑк пек шурӑ пӗлӗт таткисем те, тӗксӗмленме пуҫланӑ хӗвел те курӑнӗ…
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗлӗт ҫурӑкӗнчен, хӗвел хӗрлӗрех-сарӑ тӗспе сӑрланӑ хушӑсенчен, хӗвел ури пайӑркисем, сарлака веер майлӑ сапаланса, ҫӗр ҫинелле чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗтӗм храм ҫийӗн ҫурма тӗттӗм алтарь ҫӗкленсе тӑнӑ, ун ӑшӗнче, чи шалта, Изида сӑнӗсене пытарса хуплакан таса ҫуртӑн стенисем ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫуталнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Курса савӑнсам, Суламифь, мӗнпур тӗспе вылять вӑл, анчах хӑй, шыв тумламӗ евӗр, тӑп-тӑрӑ халлӗнех тӑрса юлать.Полюбуйся, Суламифь, он играет всеми цветами, но сам остается прозрачным, точно капля воды.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.